Кушкă ачи :: Типĕре
Иркӳлĕм. Янкăр уяр. Сивĕ. Çуна тупанĕ айĕнче юр патăртатать. Ĕнер кăнтăрла чиперех ăшăччĕ, хĕвел пăхнă чухне хуралта тăррисенчен тумла тумларĕ. Каçпа çанталăк кăтăшланчĕ, юр çуса иртрĕ, хуралнă çулсене шуратрĕ, унтан татах уяртрĕ. Ивана пĕр куна киле янă пулнă. Паян иккĕмĕш автансемпе ăна асламăш вăратрĕ: сĕт ĕçтерчĕ, ачана çылăх мар, типĕ пулсан та. Унтан ашшĕпе иккĕшĕ чаппансем тăхăнса çуна çине ларчĕç те килĕнчен тухрĕç: çутăличчен Пăрăнтăка çитмелле, ирхи кĕлле ĕлкĕрмелле.
Иван çуна пуçне чаппанпа чĕркенсе ларсанах çывăрса кайрĕ. Сулăнкăра çуна ӳречи темĕскере пырса çапăнсан, вăранчĕ, чаппан çухине уçса пăхрĕ. Тутар Чакăлтăмĕ урлă кайнă иккен, Сĕве хĕрринчи вăрманпа пыраççĕ. Уйăх çути пур. Тĕлĕ-тĕлĕпе, йывăçсем йăвăрах тĕлсенче, тĕттĕм. Çул хĕрринче ӳсекен шĕшкĕсене çуна ӳречи пырса перĕнсен, çӳлтен юр тăкăнать. Çуна тупанĕсем сăпка юрри юрлаççĕ. Лаша вĕçĕмсĕр юртать. «Тăп-тăп, тăп-тăп!» — ташланă пек илтĕнет ун ури сасси. Пырсан-пырсан, тулхăрса илет вăл. Иван татах тĕлĕрме тытăнать. Çулăн икĕ енĕпе ларакан йывăссем чунлă япаласем евĕрлĕ туйăнаççĕ.
Вăрмантан тухрĕç. Сĕве хĕрри. Пăрăнтăк ялĕ курăнать. Хăш пӳртре хăй çутнă. Автансем сиксе авăтаççĕ. Иван пĕтĕмпех вăранса кайрĕ. Тĕтĕм шăрши пырса çапăнчĕ. Тахăшĕ кăмакана паранкă пăрахнă, шăршă тухнă. Иванăн çиесси килсе кайрĕ.
Йытă вĕрсе яни илтĕнчĕ. Иван чаппан çухине уçрĕ. Мушкеевсен йыти çуна хыçĕнчен çухăрса чупать. Паллакан çын питне курсанах, йытă çуна çине сикрĕ те ачашлана пуçларĕ.
Мушкеев Гаврил, юман пек тĕреклĕ çын, хапхине яр уçса кĕртрĕ килнĕ çынсене, Ивана çуна пуçĕнчен çĕклесе антарчĕ те Энтрие алă пачĕ.
Çутăлса çитнĕ. Пӳртрен тĕтĕм тухать: кăмакине хутаççĕ.
— О, ирхи апата çитрĕр, питĕ лайăх, — терĕ Гаврил, Энтри лашине тăварма пулăшса.
— Ваня, Ваня килнĕ! — тесе чупса тухрĕ Татьяна.
— Ташла, ташла, Таня, каччу килнĕ! — шӳтлет Гаврил ывăлĕ Павел, анкартинчен лăпăпа арпа йăтса таврăннăскер. — Ну, мĕнле ĕçсем, Ваня?
Çак вăхăтра чиркӳ чанĕ çапса ячĕ. Иванăн калаçса тăма вăхăт пулмарĕ, çимесĕрех чиркĕве чупмалла пулчĕ.
Паян Алексей Иванович Баратынский, утелни шкулĕн пуçлăхĕ, пуп, типĕ тытакан ачасен çылăхĕсене каçарттарать. Сарă сăхман тăхăннă ачасем чĕркуçленсе ларнă, йăшăлтатаççĕ, пăшăлтатаççĕ, анчах кам айăплине уйăрса илме çук. Пуп çылăхĕсене тĕпчесе пĕлесшĕн, унсăрăн турă çылăха каçармасть.
— Аçăр-аннĕрсене, кӳршĕ-аршăсене кӳрентермен-и? — ыйтать Баратынский.
— Çылăхлă, пачăшкă, çылăхлă! — харăс хуравлаççĕ ачасем.
— Çын пахчисене, анкартисене вăрра çӳремен-и?
— Çылăхлă, пачăшкă, çылăхлă, — çаплах переççĕ ачасем.
— Ман улма пахчине вăрра кĕмен-и? — тĕпчет пуп.
— Çылăхлă, пачăшкă, çылăхлă! — илтĕнет ачасен хуравĕ.
Баратынский хĕрелсе кайрĕ, мăнтăр сăмси хĕремесленчĕ, ачасене сăнать. Хăй вăл усал çын мар, ырă тума та пултарать, тăрăшать те, анчах турра чĕререн ĕнен-нипе тĕн йăлисене пĕтĕмпех туса пурăнать.
— Кам ман пахчана кĕнĕ, аллăрсене çĕклĕр, — терĕ вăл çемçе сасăпа. — Тӳррипе каласан, турă каçарать, пытарсан, çылăх çаплах юлать, тамăка сĕтĕрет.
Ачасем пуçĕсене пĕшкĕртнĕ, пĕр-пĕрин çине вăрттăн пăхкаласа илеççĕ, пĕрне, калама пикеннине, чышкă пачĕç.
— Ну? — кĕтет Баратынский.
— Çылăхлă, пачăшкă, çылăхлă! — хăйсеннех переççĕ ачасем.
— Мĕн эсир, попугай пек, пĕр сăмаха юрлатăр? Ман пахчана кам кĕрсе çӳренине каласа парăр, атту турă çылăхăра каçармасть. Камăн каçарман çылăх пур, çав тамăка каятех! Ну? — чăтăмлăн кĕтет Баратынский. Ĕç тухманнине кура, вăл урăх япаласем çинчен тĕпчеме тытăнчĕ — пĕр-пĕринпе тӳпелешместĕр-и?.. Пĕр-пĕрне мăшкăлламастăр-и?
Тĕпчев вĕçне çитрĕ тесе шутланă вăхăтра Баратынский сасартăк: «Патша çинчен усал калаçнине илтмен-и?» — тесе ыйтрĕ.
— Çылăхлă, пачăшкă, çылăхлă! — шухăшламасăрах персе ячĕç ачасем.
— Кам патша çинчен усал калаçать вара?
— Турă çавна та пĕлесшĕн-ши? — пăшăлтатрĕ Йăкăнат.
— Ан шавла! — чышрĕ ăна Иван.
— Эсир ăслă ачасем, тӳррине каласса кĕтетĕп, ну, ну, хăвăртрах! — хистет Баратынский. — Ав атте турă амвон çинчен сирĕн çине пăхать!
Иван вăрттăн амвон енчи пысăк турăш еннелле пăхрĕ. Кĕреçе сухаллă атте турă, çурта тĕтĕмĕпе хуралнăскер, урăх еннелле пăхнă, чĕркуçленнисене курмасть. пачăшкă хăратса çеç калани паллă.
— Пĕлместпĕр, ун çинчен илтмен, пачăшкă! — чĕререн хуравларĕç ачасем.
Баратынский юлашки ыйтăва вырăнсăр панине туйрĕ, вăл хăй, патшана юратма, хисеплеме вĕрентекенскер, ачасем чĕререн хуравланине ĕненчĕ, вĕсен пусĕсем çине эпитрахильпе витсе кĕлĕ вулама пуçларĕ: «Ныне отпущаещи грехи раба твоего, господи! Пĕлсе пĕлмесĕр тунă çылăхсене турă пурне те каçартăр!..»
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...