Кушкă ачи :: Такăнмасар лаша та чупмасть
Пукравччен çичĕ тĕслĕ çанталăк пулать, теççĕ: аллать, сăвăрать, аялтан хĕвет, тет. Пукравра ирхине кĕр, каçпалан хĕл. Ивансем Пăвана кайса килнĕ хыççăн çанталăк сасартăк сивĕтрĕ. Малтан çĕрĕн-кунĕн çумăр çурĕ, хуралтă виттисем хуралчĕç, улăм урисем тĕссĕрленчĕç, урамсенче, выльăх-чĕрлĕх пылчăка çăрнипе, ура пусма типĕ вырăн юлмарĕ, ура çăпата кантри таран путать. Çил улать. Йывăç çулçисем тăкăнаççĕ.
Ял çыннисем пӳрчĕсене хĕле хатĕрлеççĕ: мăклаççĕ, тăмпа сĕреççĕ, чӳречисене юсаççĕ, тăпрас купалаççĕ. Халĕ килсе çит-ха, хаяр хĕл!
Юр çуса иртрĕ. Тепĕр куннех ирĕлтерсе те пăрахрĕ. Иван аслашшĕ каланă тăрăх, Пукравра хĕл ларнă çулсем те пулкалаççĕ, анчах питĕ сайра.
Пĕрре, каçхине çумăр çапса çунă хыççăн, çĕрле уяртса ячĕ, çил çурçĕр еннелле çаврăнчĕ, шăнтрĕ. Çĕр янăрама тытăнчĕ, урапасем кĕмсĕртетни таçтанах илтĕнет. Тăкăннă çулçăсем тăмпа шуралчĕç. Сăпайлă кĕрхи хĕвел урăх ăшăтса яраймарĕ, икĕ кунтан çумăр шывĕсемпе тулнă Сĕве тӳлек вырăнсенче сенкер пăрпа витĕнчĕ, эрнерен пĕтĕмпех ларчĕ. Ачасем тăркăçсемпе ярăнма тытăнчĕç. Пăр тĕрекленсе çитмен-ха, вырăнĕ-вырăнĕпе ачасем айĕнче авăнса çатăртатса пырать, пăта вĕçлĕ патаккисем ăна витĕрех шăтарса пыраççĕ. Темĕн тума та маçтăр Гаврил тимĕр хулă татăкĕсене аврĕ, йывăç калăпсем çумне çапрĕ те тăркăс пулса тăчĕ Иваншăн.
Пăта вĕçлĕ патаккисемпе тĕртĕне-тĕртĕне, ачасем сисмесĕрех Арман пĕви патне ярăнса çитрĕç. Кунта, арман урапи таврашĕнче, шыв-шăнман, пăс хăпарать ярăнса пыракан ачасем чăлпар саланчĕç, Йăкăнат пăрăнса ĕлкĕреймерĕ, шыв кӳлленчĕкĕ çывăхĕнче шатăрт-шатăрт туни илтĕнчĕ те, ача пăр айне шампăрт! анса кайрĕ, çавăнтах сиксе тухрĕ, аллисене сарса, пăр хĕрринче çакăнса тăрать.
Кунта ытла çӳхе пăр, çатăртатсах тăрать, ачасем çыран хĕррине тухçа тăчĕç, нимĕн тума пĕлмеççĕ.
— Çăлăр! — кăшкăрать Йăкăнат.
— Ан сиккеле! — хушрĕ Иван. Йăкăнат патне ерипен çывхарма тытăннă ачасене каялла хăваларĕ, хăй тахăшĕ сĕтĕрсе килнĕ шертене тытса юлташĕ патне хырăмпа шуса пычĕ.
Йăкăната çăлчĕ Иван, хыçалтан хăваласа пырать.
— Чуп, чуп хытăрах, — хистет вăл тусне. — Хваттерне çитсенех хăмла çырли чейне ĕç. Асанне çапла калатчĕ.
— Тĕлĕнтерекен ача çав Иван! — хăй тĕллĕн пăшăлтатса пырать шăнса кӳтнĕ Йăкăнат. — Ăçта ун вăйĕ? Пурне те пулăшма ĕлкĕрет.
Хапха патĕнче тăракан Гаврил ачасене таçтанах курнă, кĕтсе илсе пӳртне хуса кĕртрĕ.
— Эх, Ваня, Ваня, мĕн туса хунă эсир? — тăрăхласа каларĕ Гаврил арăмĕ. — Иксĕр те хăвăртрах салтăнăр та кăмака çине улăхса выртăр!
Çавăнтах кăмакаран вĕри сĕт кăларса ачасене пĕрер курка ĕçтерчĕ.
— Ничего! Такăнмасăр лаша та чупмасть! — терĕ Гаврил, ачасен хутне кĕрсе.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...