Кушкă ачи :: Нуша чĕнмесĕрех килет
Тырăсем лайăх. Ыраш шăркана ларнă. Теччĕ патĕнчи ыраш пусси Атăл пек хумханать, хирте тăман евĕрлĕ шăрка вĕçсе çӳрет. Ыраш пуссипе пынă чух, лаша пĕкки те курăнмасть.
Çуртри пусси тĕрлĕ пусмаран çĕленĕ витĕнкĕç пекех. Сĕлĕне пăри хушшинче шап-шурă чечеке ларнă, хуратул талккăшĕ, сенкертерех пăрçа, сарă симĕс ясмăк, паранкă ани, тĕлĕ-тĕлĕпе йĕтĕн, кантăр. Мĕн-мĕн кăна акмаççĕ çуртри пуссинче!
Çапла ӳсекен тырра пăхса савăннă вăхăтра Кушка хăрушă хыпар çитрĕ: выльăх мурĕ сарăлнă. Пăрăнтăкпа Пӳркелте ĕнесемпе сурăхсем вилеççĕ, тет. Чураппанта та чирленĕ ĕнесем пур, тет. Аслă Турхан тутарĕсем ялне никама та кĕртмеççĕ, никама та кăлармаççĕ, тет.
Кушкă тапраннă: выльăх мурне яла кĕртмелле мар. Ирхине пĕтĕм халăх укăлча патне пухăннă. Таçтан çăмăл сухапуçĕ тупса килчĕç те чи хитре хĕре — Шăхран Анукне кӳлчĕç. Вăл çухипе çаннисене тĕрлĕ тĕслĕ пурçăнпа тĕрленĕ шап-шурă йĕтĕн пирĕнчен çĕленĕ кĕпепе, тухъя тăхăннă, çухапа тевет çакнă. Тухъяпа шӳлкемен таса кĕмĕлĕсемпе вак шăрçисем хĕвел урипе ялтăртатаççĕ.
Сухапуç туртисем икĕ енĕпе, тыткисем патне, арçынсем тăчĕç, Шăхран кĕлтăвать:
Выльăхсене лайăх усра, хунаттар,
Ĕне çумне пăру хуш,
Лаша çумне тиха хуш,
Сурăх çумне путек хуш,
Карта тулли ĕне, сурăх пар,
Урай тулли путек пар;
Пĕр вĕçĕ картара пултăр,
Пĕр вĕçĕ шывра пултăр!
Иван çакна тĕлĕнсе пăхать. Ваттисем, пысăккисем, ача-пăчасем — пурте шавламасăр тăраççĕ. Çав тери хăрушă выльăх мурĕ çитет-çке! Мĕн тăвĕ хресчен выльăх-чĕрлĕхсĕр.
Иван ашшĕ куçĕнчен пăхрĕ, леш тути çине пӳрнине хучĕ: ан шавла!
Тухъя тăхăннă хӳхĕм хĕр çинчен Иван çапла шухăшлать: «Епле-ха вăл сухапуçне туртĕ? Лаша та ăна аран-аран сĕтĕрет. Вăт ухмахсем кама кӳлнĕ, хĕрхенмеççĕ те. Чи лайăх лашана кӳлмеллеччĕ, йăранĕ те ял тавра тарăн пулнă пулĕччĕ, ун чухне выльăх мурĕ те ун урлă каçас çукчĕ».
Анук çăмăллăн тапрăнчĕ. Ăнтан каймалла: вăйпа та туртмасть — сухапуçĕ тарăн йăран хăварса пырать. Халиччен хĕр сухине курман Иван сухапуçне вăйпитти арçынсем туртса пынине ăнланчĕ.
Ял йĕри-тавра çаврăнмашкăн нумай вăхăт кирлĕ пулчĕ. Çĕрĕ çырмаллă-чăрмаллă пирки тĕлĕ-тĕлĕпе сухалама ытла йывăр пулчĕ, «Халĕ яла мур килсе кĕрес çук!» — тесе йăпатаççĕ хăйсене хăйсем кушкăсем, анчах виçĕ кун та иртмерĕ — выльăх чирĕ килсе çапăнчĕ те: Анат касра пурăнакан Тăранкан ĕни çиме пăрахнă, тепĕр куннех вилнĕ. Халĕ кашни кун камăн та пулсан выльăх чирлесе ӳкетех. .
— Каларăм сана айванлăх çеç тесе! — пăшăлтатать Матви Иванĕ тусне. — Тĕшмĕш йĕрки!
— Кам пĕлет? — те килĕшрĕ, те килĕшмерĕ Иван. Чăнах та, сухапуçне хитре те таса хĕр тытнă пулсан та, мĕнех вăл йăран? Кашни ялта хĕр сухи тунă, теççĕ, выльăх-чĕрлĕхсене çĕр хапха витĕр кăларнă, теççĕ, чирĕ çапах хăраман, Кушках çитнĕ.
Каç пуласпа вучахри кивĕ вута сӳнтерме хушса çӳрерĕç. Ыран Кушкăра та пĕтĕм выльăх-чĕрлĕхе çĕр хапха витĕр кăлармалла, çĕнĕ вут чĕртмелле.
Учӳк лапĕнче çырма хĕрринче çĕр хапха алтнă. Пĕтĕм халăх пухăннă, пĕтĕм ял выльăхне хуса килнĕ, хапха витĕр кăларма тытăнчĕç. Икĕ Иван çĕнĕ вут кăларнă çĕре чупрĕç: кăсăклă. Çĕр хапхаран инçе мар икĕ юпа çине кашта хунă, ун урлă вĕрен каçарнă та вăйпитти çынсем вĕçĕсенчен тытса каллĕ-маллĕ сăтăраççĕ.
«Ăçтан вĕçсе килет-ши çĕнĕ вут?» — шухăшлать Иван.
Нумаи вăхăт иртмерĕ, вĕрен тĕтĕм кăларма тытăнчĕ, унтан ăна вут хыпрĕ. Хатĕр тăракан Тарас старик çавăнтах ăвă тивертсе илчĕ. Кăшт тăрсан, ятарласах купаланă вутă купи ялкăшса кайрĕ. Çĕр хапха витĕр тухнисем чӳлмекпе вутпуççисем иле-иле кая пуçларĕç, ялта тĕнĕсенчен тĕтĕм йăсăрланма тытăнчĕ.
Ачасем яла чупасшăнччĕ ĕнтĕ — сăнаса тăнă Эрешмеи пычĕ те вĕсене тĕккелесе çĕр хапха витĕр кăларчĕ. «Сирĕн пирки ырăсем пире пăрахса хăварма пултараççĕ, ухмахсем. Халăх мĕн тăвать, çавна тумалла!» — вăрçса пăрахрĕ вăл.
Халăх саланчĕ. Кашни хăй картишне мур кĕмессе шанать: авалтан пыракан йăлана тунă, анчах шанни пулчĕ, выльăхсем пурпĕрех вилеççĕ.
Утелни кантурĕнчен çутă тӳмеллĕ выльăх тухтăрĕ килчĕ, выльахсене кĕтĕве кăларма хушмарĕ, сыснасене вĕлтĕрен çитерме канашларĕ.
Пахумсемпе Эрешменсем ĕнисемпе сурăхĕсене хурт пахчи патне хуса кайрĕç, карта карса, çавăнтах хăварчĕç: курăк çулса тăрантараççĕ. Икĕ Ивана ĕнтĕ ĕç мăй таранах.
Выльăх мурĕ пĕчĕкçĕн лăплана пуçларĕ. Ваттисем каланă тăрăх, выльăхсене çĕр хапха витĕр кăларни пулăшрĕ, çĕнĕ вут та усăллă пулчĕ. Пахумсен килĕнче те çапла шутлаççĕ.
Ялта çутă тӳмеллĕ выльăх тухтăрĕ ăс пани пулăшрĕ пулĕ, текенсем те пур. Матви Иванĕпе Иван та çавсем майлă. Чăнах, мĕн вăл йăран, çĕр хапхапа çĕнĕ вут?! Матви Иванĕ калашле, чăн та, айванлăх мар-и?
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...