Кушкă ачи :: Ваттисен ăслăлăхĕ — тĕпсĕр çăл
Кĕркури суккăрланчĕ. Нимĕнле эмел те пулăшаймарĕ ăна: Пăвара та тӳрлетеймерĕç тухтăрсем, Алтатти юмăçсем патне вăрттăн çӳрени те сыватаймарĕ. Пĕрре Иванпа Наçтаç анкартинчен хăяр пухса таврăнчĕç: ыран ашшĕпе Теччĕ пасарне кайса сутмалла.
— Асанне, пилĕкçĕр хăяр пухрăмăр! — уçă сасăпа кăшкăрать Иван.
— Ан шавла-ха, ачам! — пăшăлтатать асламăш, пӳрнипе юнаса.
Пӳрт алăкне уçнă. Мăйне тăсса пăхрĕ Иван: урлă сак çинче аслашшĕ выртать. Ун патĕнче шурă çитсăна пуçне чĕркенĕ çын ларать, аллинче хулăн кĕнеке, хăй ăнланмалла мар чĕлхепе кĕле вулать. Вулаканни, асламăш ăна мулла терĕ, ларать-ларать те икĕ ывçипе питне шăла-шăла илет.
Иван чĕри тăпăртатса илчĕ: мĕнле вăрттăнлăх пытаннă-ши çав кĕнекене, мĕнле чĕлхепе çырнă-ши ăна?
Кĕлтунăшăн пĕр така илсе кайрĕ мулла, анчах Кĕркуришĕн тĕнче çути уçăлмарĕ...
Кĕркури суккăр пурнăçа пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕнех хăнăха пуçларĕ, кил-çурт хушшинче хăех хыпашласа çӳреме вĕренчĕ, ял çине мăнукĕпе пĕрле тухать. Иванпа аслашшĕ хушшинче туслăх тата хытăрах çирĕпленчĕ. Пурăнма вĕрентекен халапсем яра-яра парать нумай пурăнса курнă çын. Кашни халапра халăх ăслăлăхне кăтартса парать халапçă. «Халапсенче ваттисен ăслăлăхĕ», — теме юратать вăл. «Ваттисен ăслăлăхĕ — тĕпсĕр çăл, шывне пĕл!» — вĕрентет Ивана. «Кашни сăмахăн вĕçĕ пур!» — тесе хурать вăл, Иван ăна-кăна сӳпĕлтетме тытăнсан.
Аслашшĕ сăмахĕпе, çын харсăр пулмалла. «Йыварлăхран ан хăра, ахаль ларасран хăра!» «Лайăх лашана вăрăм çул та кĕске, начаррине кĕске çул та йывăр!..»
Чăвашсен йывăр пурнăçĕ çинчен çапла калать вăл: «Пурсăмăр та сăпкара сикнĕ, кӳмепе хире çӳренĕ!» Чăнахах та çапла çав. Çутăлнă-çутăлманах чăваш хĕрарăмĕ хăй çумĕнче ăшăнса выртакан чĕчĕ ачине кипкене чĕркет те чăмлак хыптарать, кӳми ăшне вырттарать, пĕр аллипе туртинчен тытать, тепĕр аллипе кăкшăм йăтать, унтан вара хире. Кӳмене чĕркесе вырттарнă е лартнă ача часах çывăрса каять: йĕрет пулсан, йĕме чарăнать; аслăраххи, лаша пулса, кӳмене кĕçене-кĕçене туртса çӳресен, ăнланакан пулнă ача ахăлтатса кулать. Çавăнпа-тăр, хура халăх ытла хисеплет кӳмене, ăруран ăрăва куçса пырать вăл, аслашшĕ ача чухне ларса çӳренĕ кӳмере мăнукне те çывăрма тивет.
Нумай пулмасть Иван аслашшĕ пĕчĕк Праски вали кӳме майланă чухне çупăрла-çупăрла каларĕ: «Эх, кӳме, кӳме! Ача чухне пурсамăра та упранă эсĕ, хĕвелтен те, çумăртан та сыхланă, шăнасенчен, ӳпресенчен, вăрăмтунасенчен сыхланă, çилтен, сивĕрен хӳтĕленĕ!»
Пĕрре çапла Иван аслашшĕне урама çавăтса тухрĕ. Хĕвел аннă. Кĕтӳ янă. Каçхи апат хыççăн унта-кунта калаçса ларма тухнă çынсем курăнкалаççĕ. Иванпа аслашшĕ патне Тиек пычĕ. Чĕмпĕртен таврăннă вăл. Таçтан тупса килнĕ генерал шăлаварне тăхăннă, çĕтĕк чĕркуççийĕсене улачапа сапланă, пăчă пулсан та, çурăмĕ çине темскерле аркăсăр юлнă плис çухаллă пальто уртнă, пуçне кокарда вырăнĕ палăрса тăракан тарпа сăран пек çуталнă карттус тăхăннă.
Кĕркури суккăрланнине лайăх пĕлет Тиек, çапах та саламланă хыççăн ун умĕнче темиçе хут çаврăнкаларĕ, пуçне унталла-кунталла пăркаласа, хăй çине пăхса илчĕ, тĕлĕнет: Кĕркури Тиек генерал шăлаварне тăхăннине туймасть, генерал шăршине те туймасть.
Тиек хăйле шухăшлать: пăх-ха, мухтанма пултарать ватă салтак, Курнила, Нахима курнă пулать вăрçăра чух, хăй генерал шăршине те уйăрса илеймест. Сăмси шăрша пĕлмест-ши? Тиек самаха аякран тапратрĕ.
— Тахăшĕ салма пĕçернĕ, шăршă тухнă, — терĕ вăл, сăмсипе нăш-нăш сывласа.
— Ухмахсем, салмине пăтратмаççĕ, хуран тĕпĕ çуннă шăршă тухнă, — терĕ Кĕркури.
— Генералсем темскерле ырă шăршă кĕртеççĕ вара тумтирсене? — хăй тĕллĕн калаçнă пек турĕ Тиек, ларсан-ларсан. — Тухи теççĕ-и-ха çавна?
Кĕркурн чĕнмерĕ: те илтрĕ, те илтмерĕ çын калаçнине.
— Чĕмпĕртен таврăнтăм-ха, — терĕ Тиек, старике калаçтарасшăн тăрăшса. — Шăлавар çĕтĕлнĕччĕ, çĕннине илсе килтĕм-ха. Генерал шăлаварĕ лекрĕ, халь те тухи шăрши çапать-ха. Тата сулахай ура пушмакĕн тĕпĕ хăпса ӳксеччĕ, хăрах пушмак сутакан тупăнмарĕ, атă илтĕм, — аллипе çат-çат тутарчĕ Тиек çуркаланнă атти кунчисене. Çĕтĕк атă пуçĕнчен хура чĕрнеллĕ пуç пӳрни курăнса тăрать.
— Пĕр-пĕр салтак сана, генерал тесе, чыс пама та пултарĕ! — тесе илчĕ Кĕркури, анчах Тиек çав сăмахсене мĕнле шухăшпа каланине ăнланмарĕ.
— Ялйыш сухала курсанах палласа илме пултарĕ, ют ялсем генерал тесе хăраса ӳкмелле, — мăнкăмăлланса качака сухалне сăтăркаласа илчĕ Тиек. — Эсе, Кĕркури, темшен сухалне ӳстерместĕн вара, ялан, салтак пек, мăйăхпа çеç çӳретĕн. Сухаллă çын вăл хисеплĕ çын, мăйăх кушакăн та пур.
Кĕркури пĕр самант чĕнмесĕр ларчĕ, унтан çапла каласа хучĕ:
— Качакан сухал пур, çынлăх çук. Сухал-и, курăк-и, — пур-пĕрех: сухала хыраççĕ, курăка çулаççĕ.
Мухтасса кĕтнĕ Тиек, çак сăмахсене илтсен, васканă пек хăтланчĕ, хирĕç тивĕçлĕ хуравлаймарĕ, çĕнĕ шалаварĕн çĕтĕк тĕпне кăтартса урам тăрăх утрĕ.
Вăхăчĕ-вăхăчĕпе Иван Касым ятлă кĕтӳçĕпе сурăх кĕтĕвĕ кĕтет: Пукрава çĕнĕ кĕпелĕх пусма илме укçа пухать. Вăл кантăр сӳсенчен кĕтӳçĕ пушши явнă, вĕçне хĕлĕх янă. Питĕ лайăх шартлатать пушши, пăшал пек кĕрĕслетет, урам янăраса каять. Кушкă ачисен пурин те пушă пур: выльăх-чĕрлĕхе картишне хуса кĕртмелле, хурсене Кăннаран тавăрмалла. Лаша кĕтĕвĕ ялта çук, анчах хирте ĕç çук чухне вĕсене черетпе кĕтеççĕ — татах пушă кирлĕ.
Касым, чăваш евĕрлĕ тутар, Ивансен кассинчи сурăх кĕтĕвпе пĕчченех илет, анчах кашни кун хăйне пулăшма виçĕ пуса пĕр-пĕр ачана тытатех. Ачасем кăмалласа кĕтӳ кĕтеççĕ: Хăят ярмăнккине, тиххăнскине укçа пухаççĕ. Иван вара час-часах Касымпа кĕтӳ кĕтет, анчах юлашки вăхăтра ăна суккăр аслашшĕ чаркала пуçларĕ.
Хăш чухне, екки кайсан, хăй ĕмĕрĕнче курнă çĕршывсем çинчен, салтак пурнăçĕ çинчен, вăрçă çинчен, тĕрлĕ вăрттăнлăхсем çинчен кала-кала парать Кĕркури мăнукне. Йывăр хура халăх пурнăçĕ, пур тĕлте те йывăр, сывлăш çеç хăйĕн унăн. Йывăр хура халăх пурнăçĕ, çапах вăл — хăй килĕнче, хăй таванĕсемпе; вилсен те ял масарĕнчен аякка илсе каймаççĕ ăна, унта вăл ялйышпа выртать, ваттисен кунĕ ăна асăнаççĕ, тăпри çине ăшă çимĕç хурса хăвараççĕ, сăрапа эрех сапаççĕ. Салтак пурнăçĕ тата йывăртарах. Салтакăн чунĕ те хăйĕн мар. Тăнăçлă тапхăрта хĕнесе вĕрентеççĕ ăна, вăрçă вăхăтĕнче салтак ӳпре пек тăкăнать. Кĕркури турккă вăрçинче пулнă, Крымра Алма шывĕ патĕнче, Севастопольте Малахов сăрчĕ çинчи бастионра тăшмансемпе çапăçнă, хура халăх паттăрлăхне курнă, хăй те паттăрсенчен паттăрри пулнă, анчах пурнăçра пĕр япала тĕл пулман вăл — тĕрĕслĕхе. Çавăн пирки мĕн чухлĕ халăх ахалех пĕтет.
Аслашшĕ Ивана çăпата хуçса пачĕ: çиччĕри-саккăрти чăваш ачи хăйшĕн хăй тирет. Час ыраш акма тухмалла, унта сухапуç хыçĕнчен çарран çӳреймĕн.
Иван асламăшĕн пир саппуние çакрĕ, пукан çине ларчĕ, хыççăн çăпатине чĕркуççи çине хурса тирме пуçларĕ. Шывра шӳтернĕ çамрăк пушăт чĕн пек авкаланать, тирме çăмăл. Малтан шĕшлĕ тимĕрне чĕлхепе çуласа сурчăкпа йĕпететĕн, пушăт вĕçĕ валли çул шăтаратăн, ан хуçалтăр тесе пӳрне урлă туртатăн пушăт чĕллине, унтан шĕшлĕ аврипе шаклаттаратăн: лайăх çыпçăн, ан хускал, тĕреклĕ пул.
Çапла шĕшлĕ аврипе шаклаттарса ларнă вăхăтра урамра сасăсем илтĕнчĕç. Ачасем шавлаççĕ. Лапталла выляççĕ. Кушкăра питĕ юратаççĕ çав вăййа, хăш чухне пысăккисем те хутшăнаççĕ. «Хăвала, хăвала, Микка, кăвакал пек ан суллан!» — илтĕнет Матви Иванĕ сасси. Чăтаймарĕ Иван, урама чупса тухрĕ.
Пăхать: пĕр енче Матви Иванĕ, тепĕр енче Тиек. Çĕтĕк аттине хывса пăрахнă Тиек, çарранах, тӳре карттусне куштанла лартнă, пӳске парса тăраканни пулнă. Пӳскене ăна пара пĕлмелле, чее çын сана улталатех, виççĕ çапсан та тивертейместĕн. Чупа та пĕлмелле: хăвна çӳлтен персен, вырт, аялтан персен, сик.
Йăкăнат вăййа кĕмен, юлташ кĕтсе тăрать. Вĕсем Иванпа иккĕш, ыталашса, вылякансем патне пычĕç. «Кам кирлĕ, чĕкĕнтĕр-и, кишĕр-и?» Матви Иванĕ чĕкĕнтĕре йышăнчĕ — Иван лекрĕ ăна. Иккĕшĕ те савăнчĕç: пĕр енче вылямалла. Тепĕр енчисен асли — Тиек. Генерал шăлаварĕн çĕтĕлнĕ вырăнĕсенчен юман хуппипе пĕветнĕ пир йĕм палăрать. Аçлăк тĕлĕнче ситрелнĕ хăмаç кĕпин пĕр çанни симĕс пуставран, ăна пĕр-пĕр кантурти кивĕ сĕтел çивиттайĕнчен çĕлесе лартнă пулас: чернилпа вараланнă вырăнсем палăрсах тăраççĕ. Çав кĕпине пирвайхи хут тăхăнсан, Тиеке мăшкăллама тытăннăччĕ, анчах вăл хирĕç каламаллине çавăнтах тупрĕ. «Ку кĕпе циркри артист кĕпи пулнă», — терĕ вăл. Мĕн вăл «цирк», кам вăл «артист», кушкăсем кайса курман, анчах çавăнтах ялта çĕнĕ ят сиксе тухнă: Тиек-артист.
Вăйă хĕрсе пырать. Пăхса тăракансем хистесе кăшкăрашаççĕ. Мăран Миккана Иван хуса çитсе темиçе хут ыраттармаллах пӳскепе тивертрĕ. Ыраттармаллах пулмасăр: çĕленĕ çипрен çăмхаласа тунă пӳске ăшĕнче чул катăкĕ пур. Хĕп-хĕрлĕ çӳçлĕ Микка макăрас патнех çитрĕ. Кулаççĕ унтан.
— Эй, Микка, хытăрах чуп-ха!
— Эй, Микка, пӳске урлă сик-ха!
Тиеке те тарнă чухне Иван чиперех пӳскепе пачĕ, леш вара çурăмне хыçкаласа илчĕ. Пăхса тăракансем унтан та кула пуçларĕç. Тиек Ивана тавăрма тĕллев тытрĕ. Пӳске хăй аллине лексен, пĕтĕм халĕпе печĕ вăл ачана, леш лап выртрĕ, чупса хăвалакан Тиек чарăнаймарĕ, такăнса чикеленсех кайрĕ. Чарр! туни илтĕнчĕ: генерал шăлаварĕн пĕр пĕççи чĕркуççи тарнах чĕрĕлсе анчĕ.
Вылякансем те, курса тăракансем те ахăлтатса кулса ячĕç. Чăтма çук çилленнĕ Тиек мăран Миккана Ивана хĕнеме вăрттăн йĕкĕлте пуçларĕ. Леш нумай кĕттерсе тăмарĕ, Иван хăйне пӳскепе тивертсен, çаврăнчĕ те янаххинчен пĕрре çапрĕ, унтан тепре çапрĕ. Тиек кăшкăрать: Маттур, Микка!.. Эсĕ, Иван, мĕн пăхса тăратăн? Шăлна çапса катасса кĕтетĕн-им?»
Иван тӳпелешме юратмасть, пăрахĕччĕ те кайĕччĕ вырăнтан, анчах пăхса тăракансем ăна хăравçă тесе шӳтлĕç, кулма тытăнĕç. Малтан Миккана чарăнма хушрĕ вăл, леш ăна, хăравçă вырăнне хурса, тата хытăрах çупкалама пуçларĕ: хирĕç тăман çынна вĕтме хăрушă мар. Иванăн янахĕ çуна пуçларĕ. Хайхи тытăнчĕ Иван та Миккана пама: леш пĕрре çапнă çĕре иккĕ çапать. Çынсем мĕн кăшкарашнине те илтмест вăл. Чăтаймарĕ Микка, кăшкăрса макăрса ячĕ те килне чупа пачĕ. Хĕрсе кайнă Иван ăна картишнех хăваласа кĕртрĕ. Кам пĕлет, Ивана ытларах та тивмен-ши, анчах вăл куççульне те, сассине те кăлармарĕ. Пăхса тăракансемшĕн вăл çиеле тухнă. «Çĕнтерес тесен, каялла ан чак!» — тесе аслашшĕ вĕрентни тĕрĕсе тухрĕ.
Паттăра тухнă Иван аслашшĕне мансах кайнă. Реккейсом патне çавăтса каймаллаччĕ ăна: сăра ĕçме чĕннĕ, тет. Шăпах çак вахăтра аслашшĕ сассине илтрĕ вăл: «Иван, Иван! Ăçта чупса çӳретĕн, мур илесшĕ! Кил-ха халех кунта!»
Иван аслашшĕ патне хашкаса чупса пычĕ. Хăйне пăхсан, çак имшеркке епле çапла чупма пултарать-ши, тесе тĕлĕнĕн.
— Иван, кил-ха кунта çывăхрах! — патаккине çĕклерĕ аслашшĕ. Çапла çилленсе чикĕрен тухнă çын мăнукне нумайрапа шыраса тарăхни паллă, тивертме те пултарать.
Çак вăхăтра Матви Иванĕ тусне хăтарма пычĕ, Йăкăнат та пулăшма хатĕр.
— Кĕркури тете, Иван Миккана вĕтрĕ! — пĕлтерчĕç вĕсем.
— Мĕн пирки? — хыттăн ыйтрĕ Кĕркури, ятлаçма хатĕрленсе: тепĕр сăлтав тупăнчĕ.
— Микка сăлтавсăрах çăпăçма тытăнчĕ, Тиек вĕслетнипе. Хирĕç тăман пулсан, Ивана хĕнесех пăрахмаллаччĕ.
Кĕркури пĕр самант шухăшласа тăчĕ.
— Апла пулсан, юрĕ! — терĕ вăл мăнукне. — Малтан çынна ан çыпăç, хăвна çыпăçаççĕ пулсан, тивĕçлĕ хирĕçле.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...