Кушкă ачи :: Çураки хыççăн
Çураки чипер иртрĕ. Çур тырри тин-тикĕс шăтса тухрĕ, шăрт пек: çурхи çумăрсем вăхăтпă пулчĕç. Савăнтарать кăвак сĕмлĕ пăри, симĕс кăвак хăях евĕрлĕ сĕлĕ, кăтра ясмăк, кĕмĕл çулçăллă пăрçа. Ыраш пуссинче хура курак пытанать. «Çуллахи Микулара ыраш курака пытарсан, тырă лайăх пулать», — теççĕ ваттисем. Пахум кунĕ çитрĕ. «Пахум килчĕ — ăшă шăршă çапрĕ», — теççĕ тата халăх хушшинче. Çум çумлама тытăнман-ха, хыт сухана тухман-ха; çав пусăра выльăх çӳрет. Каç пулсан ваттисем урама калаçса ларма тухаççĕ, çамрăксем кĕвĕ калаççĕ, хĕрсем пир çапаççĕ, ача-пăча хăвалашмалла вылять.
Тĕнче хыпарĕсем сайра-сайра çитеççĕ Кушка, çитсен те пин çын урлă, пин тĕслĕ улшăнса. Кам та пулин Пăваран е Теччĕрен хыпар илсе килсен, кушкăсемшĕн пĕр-ик уйах шавлама сăлтав пулать вара. Хăш чухне Пăрăнтăка качча кайнă Шăхран Малянкки, çамрăк хитре хĕрарăм, Кушкăри тăванĕсем патне хăнана килнĕ май çĕнĕ хыпарсем илсе çитерет: Пăрăнтакра вулăс утелни кантурĕ, чиркӳ пур, ял урлă Хусанпа Чĕмпĕре çыхăнтаракан аслă çул иртет, ку ялта ăмăрткайăклă тӳресем час-часах пулкалаççĕ. Микулай патша вилни çинчен, Крым вăрçи пĕтни çинчен кушкăсем çав хĕрарăм урлă пĕлчĕç.
Сасартăк пĕр çĕнĕ хыпар хăй урипех утса çитрĕ. Ивана ирхи апата вăратрĕç. Çатма çимĕçин ырă шăрши сарăлнă пӳрте анасласа кĕнĕ май сĕтел хушшинче салтак ларнине курах кайрĕ вăл. Салтакĕ пушмакне витсе тăракан шап-шурă шăлаварна, хура мундирĕн кăкăрĕ çинче темсĕкерсем йăлтăр-йăлтăр тăваççĕ. Вăтаннипе Иван тарса пытанасшăнччĕ, ĕлкĕреймерĕ, ăна салтак ыталаса илчĕ те маччана çитичченех çĕклерĕ.
— Пысăк ӳснĕ, пысăк ӳснĕ, мăнукăм! — силлет салтак Ивана. Хăйĕнчен чĕлĕм шăрши кĕрет.
— Кăçал вăл сухапуçпе сухалама вĕренчĕ! — мухтарĕ асламăшĕ.
— Сухапуçпе?! — тĕлĕнчĕ аслашшĕ, мăнукне премĕк тыттарса. — Харсăр мăнук ӳсет, чăн-чăн хресчен пуласси курăнать. Чăн-чăн хресчен вăл ĕмĕр тутăхман, ĕмĕр хакне çухатман ылтăн. Ун пек çынна пурлăхлă пурăнăç
кĕтет.
Салтак пурин валли те парне илсе килнĕ: Иван ашшĕне кивĕ шăлавар, асламăшпе амăшне кĕпе арки валли пусма тавар, Наçтаçа шап-шурă явлăк, Ивана хăмаç кĕпе пачĕ вăл.
Ирхи апатран тухичченех Ивансем патне кӳршесем кĕре-кĕре туха пуçларĕç, кашнин паттăр салтака курас килет, çĕнĕ хыпар ыйтса пĕлес килет. Тахçантанпах вăрттăн пăшăлтатаççĕ: утелни пĕтмелле, теççĕ, улпут хресченĕсем ирĕк кĕтеççĕ...
— А, Пахум киле таврăннă! Аван-и? — алă парать кашни килекен Иван аслашшĕне, унтан сăпайлăн ларать те мĕн калаçнипе тимлĕн итлеме тытăнать.
Ивансене ялта Пахумсем теççĕ, çавăнпа аслашшĕне Пахум тесе чĕннинчен тĕлĕнмелли çук. Ăна хăшĕ-пĕри, çамрăкраххисем, Григорий Пахомчă тесе те чĕнеççĕ. Хисеплĕ çын вăл.
Иван çиме мансах кайрĕ, вăл аслашшĕ çинчен куçне илмест. Ăна аслашшĕпе иккĕшĕ ялта чи чаплă пек туйăнать...
Кĕтӳ яла кĕнĕ чухне çĕкленнĕ тусан пусăрăнчĕ. Хĕвел аннă, анчах уяр каç кун çути нумая тăсăлать.
Каç пулсан, аташнă путексем амăшĕсене шыраççĕ, килĕсене таврăйман ĕнесем макăраççĕ, хур ушкăнĕсем Кăннаран шăкăлтатса таврăнаççĕ, кăнтăрла çывăрса выртнă йытăсем харсăрланса вĕреççĕ. Шăхран çумĕнчи йӳçлĕхе ĕне путнă; шертесемпе, вĕренсемпе пухăннă çынсем пĕр-пĕрне хистесе кăшкăраççĕ; ĕни вилсе каясран хăраса макăракан хĕрарăм сасси илтĕнет.
Ваттисем каçхи апат çинĕ хыççăн урама ларма тухнă. Мĕн-мĕн çинчен калаçмаççĕ вĕсем?! Самана çинчен, пурăнăç çинчен, тискер вăрттăнлăхсем çинчен. Пĕр-пĕр шӳт хыççăн ахăлтатса кулаççĕ: кушкăсем ĕçлеме те юратаççĕ, пушă вăхăтра култарма та пултараççĕ. Куçĕ те, чĕлхи те çивĕч Кушкă çыннисен. Пĕр-пĕр çынна тĕртсе каланă сăмахĕ ухă йĕппи пек пырса тирĕнет, вара çак сăмах хушамат вырăннех çӳре пуçлать, хуçи ăна виличчен ачи-пăчине пиллесе хăварать. Çапла вара Кушкăра паллă хушаматсем тухнă: Чупахха, Суеççĕ, Упал, Тиек, Автан, Ăсан, Тăрна, Шăтăрнак, Шакмак, Шăши, Кашкăр, Купса тата ыттисем те.
Аякра хĕрупраç пир çапни илтĕнет. Каçхине çамрăксем вăйă калама тухиччен чи хитре сасă вăл ялта. Сĕрме купăс ăсти, лайăх купăс тăвас тесе, кирлĕ йывăç суйлать, пир çапакансем те, сасă хытăрах кайтăр тесе, янăракан каска тупма тăрăшаççĕ. Лайăх тăнлакан çыншăн миçе тĕслĕ сасă кăлармаççĕ çав каскасем! Авă, Чечен касри Василкка пĕрени сасси — шĕвĕ сасă, нумай выртса хăрма тытăннă йывăç вăл. Арман касри Çимун пĕрени пичĕке евĕр янăрать, унта каччăсем хĕрупраç валли юриех хăвăл йывăç тупса хунă. Ивансен шăмă пек хытнă чăрăш каски пуринчен хытă янăрать, ун сассине тӳлек каçсенче Чураппанпа Таяпара та илтни çинчен калаçаççĕ.
Паян Иван аппăшĕн пирне çапаççĕ. Наçтаç, тăпăл-тăпăл пӳллĕ сарă хĕрача, Ивантан сакăр çул аслă, вунулттăра пырать. Кăçал вăл икĕ тăрăх пир тĕртнĕ, паян, тусĕсене чĕнсе, пир çапла тухнă. Пир тăрăхне каска çумне хĕстернĕ сӳс кантрине Иван ярса тытнă, урипе пĕренене тĕрелесе, туртса хытарнă. Апла тумасан, пир тăрăхĕ вырăнта тăмасть, тукмаксем тӳнĕ вăхăтра каска çинчен шуса анать. Тăватă енче тăватă хĕр. Малтан хире-хирĕç тăракан икĕ хĕр тытăнаççĕ. Тăп-тан! тăп-тап! тутараççĕ вĕсем çăмăллăн. Унтан тепри хутшăнать. Юлашкинчен тăваттăмĕш тукмакĕ ерипен кĕвве кĕрсе каять. Тăппи-таппи, тăнпи-таппи! чупать вара тукмак кĕвви ял тăрăх. Чăнкăр-чăнкăр, чăнкăр-чăнкăр тăваççĕ теветсемпе çухасем. Мĕн чухлĕ васкаварлă çапаççĕ, çавăн чухлĕ хитре илтĕнет пир çапни. Хĕр харсăрлăхĕ пир тăрăхĕ хисепĕнчен те, пир çапнинчен те курăнать.
Пĕрене янăранине, тукмаксем шакăлтатнине итлеме юратать Иван. Таçтан шалтан пин тĕслĕ сасă тухнă пек, пин тĕслĕ чĕлхе илтĕннĕ пек.
— Тăппи-таппи, тăппи-таппи!— шаккаççĕ тукмаксем. Иван хăлхине çакăн пек такмак илтĕнет:
Таппи-таппи,
Тăппи-таппи—
Тукмак ташши;
Шăкки-шакки,
Шăкки-шакки —
Тукмак юрри!
Тӳнк-тӳнк тăвать,
Ян-ян тăвать
Кас каски.
Инçе чупать.
Таçта васкагь
Ун сасси.
Чăнкăр-чăнкăр
Тăвать тевет,
Епле сенкер
Каçхи пĕлĕт!
Хĕрсем, хĕрсем,
Харсăр хĕрсем,
Çитет сире!
Чарăнмасан,
Пăрахмасан,
Шăтать пирĕ.
Çук, пирĕ шăтмарĕ: хĕрсем хăйсен ĕçне лайăх пĕлеççĕ. Вĕриленнĕ пир тăрăхне салатрĕç икĕ вĕçĕнчен тытса туртма тытăнчĕç. Иван та пулăшрĕ: аппăшĕ пирĕ-çке. Паян аван-ха, каччăсем пир çапнă çĕре пырса ĕлкĕреймен, вĕсем пир тăрăхне туртнă чухне алхасаççĕ — татса пăрахма хатĕр, пирĕ çатартатать, хĕрсем вара макăрас патнех çитеççĕ.
Ялта пир çапнă сасă сӳнчĕ. Арман касран хĕр ушкăнĕ вăйă каласа иртет. Пурте шурă саппун çакнă, явлăкĕсене хĕрле çыхнă, харăс утса пынă майăн тевет кĕмĕлĕсем чăнкăртатаççĕ.
Çамрăксем Хрестума нухăнчĕç, Ивансенчен инçе мар. Акă вĕсем пĕрлешсе ункăланчĕç, Маркуш Якурĕ, паттăр сарă каччă, вăйă калама пуçласа ячĕ:
Чăн тӳпере çич çăлтăр та
Чăн тӳпере çич çăлтăр.
Пурте харăс çĕклесе ячĕç:
Çиччĕшĕ те çут çăлтăр,
Çиччĕшĕ те çут çăлтăр.
Пирĕн ялта çитмĕл хĕр те,
Пирĕн ялта çитмĕл хĕр,
Çитмĕлĕш те сарă хĕр,
Çитмĕлĕш те сарă хĕр.
Юхма тытăнчĕç. Пĕр вырăнта çаврăнса тăракан ункă татăлчĕ, пилĕк хĕр, хулран хула тытăнса, урам тăрăх утрĕç, кăшт кайсан, çул çине тухса чарăнчĕç. Пилĕкшерĕн-пилĕкшерĕн, умлăн-хыçлăн утса пырса тăраççĕ çав рете, пилĕкшерен-пилĕкшерĕн ретĕн пĕр вĕçĕнчен тепĕр вĕçне пыра-пыра тăраççĕ. Епле хитре те уçă сасăсем пур! Ахаль мар тӳлек каçсенче Кушкăра вăйă каланине çичĕ çухрăмри Пăрăнтăкра илтни çинчен калаçаççĕ.
Пур касса та çитеççĕ çамрăксем, пуриншĕн те вăйă калаççĕ. Сахал мар карчăк, хĕр чухнехине асăнса, вăрттăн, çын курман чухне, çамрăксене итлесе куççуль тăкаççĕ.
Иван юратать вăйă каланине итлеме. Паян та вăл, Матви Иванĕпе Хрестума тухса, нумайччен пăхса итлесе тăчĕ. Вăйă салансан, çамрăксем ташлама тытăнчĕç. Иван килне таврăнчĕ: асламăшĕ нумайччен чупса çӳреме хушмасть. Урама тухса ларнă çынсем саланман-ха, шăкалтатса калаçса лараççĕ. Ăçта-ăçта кăна илсе каймасть пулĕ вĕсене чăвашăн сăпайлă сăмах çулĕ?!
Иван аслашшĕ, вăрçăран нумай пулмасть таврăннăскер, Севастопольте французсемпе, турккăсемпе, акăлчансемпе çапăçни çинчен каласа ларать. Унта Нахимов адмиралпа Синопра пулнă Кушкă çынни Чаман матрос пуçне хунă. Вăрçăра пулнă Паркерей Элекçей салтакран таврăнман-ха, çар служби çирĕм пилĕк çул, служба вĕçне çитеймен-ха вăл, ялйыша салам каласа янă. Кĕркунне курма яраççĕ пулĕ.
Çав тери хăрушă пынă вăрçă, çав тери нумай паттăр пĕтнĕ унта, çĕр таттисĕр кисренсе тăнă, çапах хамăр салтаксемпе матроссем паттăррăн çапăçнă. Унта утелни йĕрки те, улпутсемшен ĕçлемелли йĕрке те пĕтмелли çинчен сăмах çӳренĕ, çавăнпа вăрçăра хăвăртрах çĕнтерессишĕн çапăçнă.
Иван аслашшĕне — Пахум Кĕркурине — итлеме пĕтĕм кас пухăннă. Кĕркури — Севастополь геройĕ, ăна патша тăватă хĕреспе наградăланă, паттăррисенчен паттăрри пулнă вăл. Тĕсрен-питрен те, пӳ-сирен те, вăй тĕлĕшĕпе те палăрса тăрать Кĕркури. Çăра çӳçĕ кăвакарнă, вăрăм та хулăн мăйăхĕ çӳлти тутине витнĕ, çăра куç харши айĕнчен çивĕч куçĕ итлекенсене сăнать. Мĕнле-мĕнле кăна çĕршыв курман ватă салтак? Тĕлĕнеççĕ Кушкă çыннисем, ахлата-ахлата итлеççĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ Теччĕпе Пăваран инçерех тухса курман. Хăшне-пĕрне Чĕмпĕр те тĕнче хĕрринче пекех туйăнать.
Пахум Кĕркурийĕ службăран таврăннă хыççăн темиçе çул клава пулса ĕçленĕ, вулăсра ăна пĕлмен çын çук, тӳресем те хисеплеççĕ. Вăл Турккă вăрçинче те пулнă, теççĕ. Крым вăрçи вăхăтĕнче çĕнĕрен çарта пулнă, паттăррăн çапăçнă. Тĕнчере нумай çӳренĕ çын вырăсла лайăх пĕлет, анчах чăваш чăвашах çав. Вăл аслă турра та, Пихампара та, ырăсене те, киремете те ĕненет, юмăç та, шыври те, тухатмăш та, ашапатман карчăк та, хĕрт-сурт та, арçури те пур уншăн. Пӳрт лартнă чухне, акана тухас умĕн, чӳксенче калакан кĕлĕсене пĕлет. Ун пуçĕнче халăх ăсталăхĕ, халăх ăсĕ тĕреклĕ йăва çавăрнă. Ахаль мар ăна ялйыш хисеплет, ун сăмахне итлеме юратать. Пăвари тӳресем ăна татах клавана лартасшăн, теççĕ. «Лартсан аван пулĕччĕ», — теççĕ кушкăсем. Кĕркури клавара ĕçленĕ вăхăтра тырă пăхса тăракансем те, теçетниксем те ытла хĕсмен.
Пӳрт ӳмĕнче калаçу пырать. Сулхăн çапрĕ. Кăнна шывĕ енчен нӳрлĕ сывлăш çитрĕ. Иван, ашшĕ кĕрĕкне илсе тухса, асламăш çумне чĕркенсе ларчĕ. Ăшă кĕрек ăшĕнче шăннă урисем вĕриленчĕç.
Тимлĕн итлет Иван ваттисем калаçнине, пуç çинченех чĕркеннĕ кĕрĕкне кăшт уçса, шăтăкран пăхса ларать. Вăрçă çинчен шухăшлать, тискер вăрçă çинчен. Авă, ваттисем вăрçă пĕтнине ĕненмеççĕ, вĕсем шучĕпе, пĕри пĕтет, тепри пуçланать. Кам пĕлет? Чăнах пĕтмен пулсан?
Иван тăнлать: çĕр кисренни туйăнмасть-ши, тупă сассисем илтĕнмеççĕ-ши? Иван шучĕпе, вăрçă кунта çитес пулсан, çĕр кисренмелле, вут ялкăшмалла, суранланнă çынсем йынăшмалла, лашасем кĕçенмелле, вилиисем купи-купипе выртмалла!
Иван чĕтрет, те хăранипе, те шăннипе. Кăнтăр енне пăхать: вăрçă шевли вылямасть-ши? Çук, шевле вылямасть, çĕр кисренмест, мухтав турра! Вăрçă пĕтмен пулсан та аякра-тăр. Аслашшĕ Севастопольте çапăçнă. Миçе кун утмалла унта? Течче каллĕ-маллĕ кайса килме пĕр кун кирлĕ, Чĕмпĕре — виçĕ кун кирлĕ, теççĕ. Севастополе — миçе кун кирлĕ-ши? Аслашшĕ каланă тăрăх, унта темиçе уйăх утмалла. Çук, вăрçă Кушка çитес çук, çитес пулсан, аслашшĕ кунта ларас çук, вăл паттăр салтак...
Çамрăксем килĕсене саланаççĕ, унта-кунта выляса кулни илтĕнет, кăшт тăрсан тавралăх шăпланать. Иванăн çывăрасси килет. Ларакан çынсем аякра-аякра калаçнă пек туйăнать. Лӳпинке карчăк сăмахĕсем хăлхана кĕреççĕ: «Кăнна хĕррипе пырать вăл...» (Кам? Иван илтмен.) «Пырать хайхи Кăнна хĕррипе, мунчасем патне çитет. Асан мунчинче тахăшĕ çапăнать. Пăхать — алăкне хупнă, мунчинче çутă çук. Ăшши чашланă сасă пур. «Эй, кам мунча кĕрет?» — тесе ыйтать хайхи. Никам та хуравламасть. Çав вăхăтра Кăннара шампăлт, шампăлт туни илтĕнет. Пăхать хайхи çав еннелле — шыври çӳçне турахуп шăлĕпе тураса лара парать».
Итлесе ларнă май Иван шухăшлать: çын сăмахĕнче вăрттăнлăх нумай, вĕçне туп-ха. Акă, паян асламăшĕ каласа пани пуçĕнчен тухмасть. Атăл хĕрринче, Кивьял улăхĕнче, авал кĕтӳри лашасене упăте аптăратнă, утланса чăм шыва ӳкеричченех хăваланă. Лашисем начарлана пуçланă. Упăтине ниепле те тытаймаççĕ. Ун чухне пăшал таврашĕ пулман. Çынсене хăй çывăхне те яман упăти, чеескер. Çамрăксем те, шур сухаллă стариксем те шухăшласа ăнтан кайнă, упăтене тытмалли меслет тупайман. Каярахпа çапла тăваççĕ. Виçĕ ял çынни — Юкьелтен, Пухтелтен, Кивьялтан — пухăнаççĕ те чи лайăх лаша çурăмне сăмала сĕреççĕ. Упăти хайхи лекет. Ăна Юкьелте пушă пурана хупса вут чĕртсе яраççĕ. Упăти çапла каласа макăрнă: «Алялли хăпсан, куялли хăпмасть, кутялли хăпсан, алялли хăпмасть!» Хăйне вут хĕлхеме ăшалама тытăнсан, çапла ылханса хăварать: «Кивьял кивелтĕр, Пухтел пушантăр, Юкьел юхăнтăр!» Те чăн пулнă? Ахаль мар-тăр, çав виçĕ ял чăвашĕсем питĕ начар пурăнаççĕ, теççĕ. Атăл çаранне пысăккисемпе ыхра ути татма çӳренĕ чух Иван хăй те çав ялсем витĕр тухса курнă. Мĕнле чĕрчун çав упăте? Хальхи саманара ăна курни çинчен калаçмаççĕ. Ăçта пурăнаççĕ вĕсем?
Çапла çав, пур тĕлте те çынна шухăшлаттаракан вăрттăнлăх, пур тĕлте те çынна усал тума тăрăшакан, вăйсем пур.
— Эй, хĕрарăмсем, пакăлтатса ларса çитĕ, улпут майрисем мар! — илтĕнчĕ çилĕллĕ сасă. — Ыран ирех утелни хирне çум çумлама каймалла, арçынсен тислĕк салатмалла!
Иван куçне уçса пăхрĕ. Сарлака сухаллă Шакмак Энтрийĕ тăра парать. Кĕреçе сухалĕ кăкăрне хупланă. Теçетник вăл, усал теçетник.
Хĕрарăмсем нимĕн те чĕнмерĕç, чăл-пар саланчĕç: Шакмак Энтрипе калаçса вĕçне тухас çук, халăха вăл хытă тытать, ахаль лартмасть. Шакмак Энтри аллинчи патакне те çăмăллăн ирĕке янине лайăх пĕлеççĕ. Ыран хăйсен анисем çине тислĕк тăкма хатĕрленекен арçынсене калаçма та памарĕ: утелни хирне тухмалла!
«Утелни, утелни, теççĕ ялан, — шухăшлать ашшĕ кĕрĕкĕпе чĕркеннĕ Иван, аслашшĕне палласа илсе йăпăлтатма тытăннă теçетник çине пăхса. «Утелни хирĕ, утелни пусси, утелни тырри!» Утелнишĕн Иван хăй темĕн астăвассах ĕçлет, анчах çав тискере, утелние, курман. Кам вăл утелни, кушкăсене хăратса ĕçлеттерекенни?..»
Иван утелни пуссипе утать. Пĕчченех. Курах каять: малта пĕлĕт çӳллĕш Улăп пырать. «Утелни, утелни вăл!» — пур енчен те илтĕнеççĕ сасăсем. Çыннисем курăнмаççĕ.
— Иван, Иван, кил-ха кунта! — чĕнет Улăп, пӳрнипе кăчăк туртса. Ун чăмăрĕ пӳртрен пысăк. Иван хăраса каялла чакасшăн, анчах урисем утмаççĕ, шăмми-шакки хытса ларнă, кăшкăрса яма сасси тухмасть.
— Иван, Иван, тенĕ сана! — татах чĕнет Улăп. Иван шартах сикрĕ, çавăнтах вăранса кайрĕ.
Шăналăк уçăлчĕ те, асламăшĕн ырă сăн-пичĕ курăнчĕ. Пуçне сурпан сырнă карчăк, пичĕ çине пурнăç нумай йĕр хывнă пулсан та, Иваншăн вăл чи хитре карчăк.
— Иван, Иван, тенĕ сана! — чĕнет вăл мăнукне. — Тăр, тăр ĕнтĕ, кӳптĕрме пиçрĕ. Паян утелни хирне çум çумлама каймалла! — пуçĕнчен ачашларĕ асламăш Ивана.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...