Хĕн-хур айĕнче :: Чакка — ял-йыш судĕнче


Çураçăр, Итрен! Каçар Чаккана...

 

Мики

Санпа пĕр канаш?!.

 

Текей

Пĕрле пулмалла...

Мики

Нихçан та эпир санпа пулас çук!

Манмастпăр: эс те, шăлкăн йытăлла,

Çыртаттăн вăрттăн, хăвăр вăйлă чух.

 

Сасă

Чее çак Текей...

 

Мики

Ик питлĕ шуйттан!

 

Текей

Калаç, ну... Хе-хей!

Мĕнле эс хăян?!.

 

Кӳреннĕ этем чĕнмерĕ текех.

Ытти пуянсем те чакрĕç хулленех.

Чарăнать çуйхашу.

Шăпланчĕ пуху.

Мухтать Микине Ериле старик,

Парать ăна ал. Тулать ун ăш-чик.

 

Хальччен ним чĕнмен, тăп ларнă Чакка

Тухать малалла:

— Нумай асаппа пиçнĕ шăм-шакка

Эп патăм яла...

Эп килтĕм кунта çаксене кĕтсех.

Суд тутăр ял-йыш — ман айăп пулсан.

Пĕр пуç шеллĕ мар терĕм эп пĕлсех.

Анчах хăтартăр мана айăпран.

Ман пурнăç çине, ман ĕçсем çине

Пит тĕплĕн пăхса суд турăр мана.

Чухларăр, сисрĕр куштансен чунне.

Ял-йышăм, уншăн — тав, рехмет сана!..

Тав сана, Мики! Тавай аллуна!..

(Микине ал парать.)

Манми тусăмсем!..

Хам пек чухăнсем!

Эсир хӳтлесен те кунта ман май çук.

Патша янă çар тусса хĕснĕ чух

Тăван ял-йышра юлмастăп халь эп.

Хам пуçшăн хыпмастăп, — сире

инкеклеп....

Çампа та халех каятăп кунтан.

Те курăп, те çук сире эп кайран,

Ăна пĕлме çук... Ну, ырлăх сунап!

Ял-йышăм, сыв пул... каçару ыйтап…

 

Сассем

— Ăçта эс каятăн?

— Пĕрлех пурăнан!...

 

Чакка

Ăçта ирĕк пур — шырап ирĕке.

 

Текей

Кайни лайăхрах... аван ку хăйне.

Ялта та вара пулмĕ тек шăв-шав.

 

Чакка

Сире те аван çав... Анчах пĕр чăрмав:

Ăçта-ши Илюш, пĕртен-пĕр ачам?

Ăна юлашки хут тытса ыталам!

 

Сасă

Тухман-ха, килмен халь Кулинесем.

Хăраççĕ килме — кам хĕр пуррисем.

Усал салтаксем, хĕрне анчах мар,

Хăш чух арăмне те çулăхаççĕ вăр-вар...

 

Ак çак вăхăтра

Инçе, сăртламра,

Таçтан сиксе тухрĕ улт-çич юланут.

— Каллех салтаксем! — терĕç ик-виç хут.

Хăранă халăх чăл-пар! арканать:

Итрен те, пурте вăрмана чăмать.

Пур халăх тарать. Чакка ак тăпах.

Юпа пек тăрать пĕччен вăл хытса.

— Мики! — терĕ вăл, леш ал парсанах, —

Парсамччĕ мана кăшт çăкăр касса...

— Айта-ха, Чакка, часрах пытанар! —

Хистерĕ Мики çăкăрне парса.

— Тармастăп эпĕ... ман пуç шеллĕ мар.

Анчах, Мики тус, йăлăнап сана:

Ӳстерччĕ эс ман тăлăх ачама!

 

Мики

Ăçта-ши каян?!.

Асту, çакланан!..

 

Ал тытрĕç туссем. Чуп турĕç пĕр хут.

Мики пытанать сĕм вăрман ăшне.

Чакка — чул чĕре (çук ун хăрас шут!)—

Утать ерипен хир çулĕ енне.

* * *

Кун хыççăн кунсем шăваççĕ хуллен,

Шăваççĕ аран йывăр уйăхсем.

Апшурни камантă кайма пĕлментен

Аптрарĕç ялссм, аптраççĕ çынссм.

Шеллевсĕр отряд хăш-пĕр ялсенче

Эрнипе тăрса тĕп тăвать йăлтах:

Вуншар пуç сысна, сурăх е ĕне

Тытса пуçтараççĕ пĕр укçасăрах.

Ăçта çит — унта, кашни ял-йышрах

Хĕнеççĕ тытса çемйи-çемйипе.

Хĕнеççĕ тӳсми, кăшт айăп тупсах.

Вилни те нумай патак çинипе.

 

 

Çитет кĕркунне.

Тăхлан тĕс çапать çанталăк сăнне.

Уйсен, улăхсен илемĕ кайсан,

Вăрман тăррисем типсе сарăхсан,

Тинех тасалать хай урнă отряд.

Тинех ак çитет кăшт лăпкă самант.

Тискер салтаксем кайнине пĕлсен,

Сывлаççĕ лăшах аманнă ялсем.

Кушлавăш ял-йыш те туять çăмăлрах,

Кĕл-кăмрăк купине чавать макăрсах.

Хĕле кĕриччен, кам вăй пуррисем,

Тăваççĕ кăшт-кашт ӳпле пек пӳртсем.

Лартаççĕ вĕсем начар пӳртсене

Татах шаларах — вăрман хушшинс.

Ку ялăн ятне те — Кушлавăш ят мар,

Хураççĕ — Çĕнкас... Пулчĕç пĕр кавар:

Кунта çĕн ăру, çĕн йăх ӳсмелле,

Вăл çĕн пурнăçа кĕтсе илмелле...

 

* * *

Кĕрхи уçă кун. Хĕвел — каç енче.

Имшеррĕн ларать Çĕнкас ĕшнере.

Пĕр чăнкă, начар çĕн пӳрт умĕнче

■ Страницăсем: 1 2 3 4