Хĕн-хур айĕнче :: Çĕрпӳрт кассинче


Ака уйăхĕн чечен1 кунĕсем.

Çăра çулçăпа тумланчĕ вăрман.

Çитеççĕ каллех ак куккук-шăпчăксем —

Хура вăрмана яраççĕ ян-ян!

Кушлавăш таври ем-ешĕл стена

Кашлать, чӳхенет çурхи лĕп çилпе,

Хĕлле сĕм пӳртре пăчăхнă çынна

Чĕнет вăл хăйĕн япшар хӳтлĕхне.

Уйсем хуп-хурах, — унта çураки;

Кашни кĕтесрех хаваслă сассем.

Юхать ялкăшса Кушлавăш çырми,

Çырма хысипе — чăпар чечексем.

Кунсем ыррипе, ĕçчен арçынсем

Иртен пуçласах ака-сухара;

Пурте пур унта сывă ял-йышсем, —

Анчах пĕр Чакка курăнмасть уйра.

 

Кушлавăш уйне хыçа хăварса

Çут кăнтăр енне кун çурă утсан,

Сĕм-тĕттĕм вăрман кăшт таткаланса

Ĕшне-уйсемпе уçăлать хушран.

Уçланкă тăрăх васанлă çыран

Выртать йăлкăшса мерчен шывĕпе,

Çыран хĕрринче çулăнман çаран

Ларать чăшканса хăва хуллипе.

Пĕр уй хĕрринче, хĕвел питне тӳрт,

Тăр шывлă çыран тăрăх вырнаçса

Пытаннă кассипе темиçе çĕрпӳрт.

Кунта таркăнсем пурнаççĕ хытса.

Пахомка эшкерĕ çак вăрттăн хӳтте

Хăй каннă чухне килсе пытанать.

Нумай та мар вăл ку çĕнĕ çĕрте

Пĕр çул яхăн çеç-ха тытăнса тăрать.

Чакка та ĕнтĕ, çемйи-мĕнĕпех,

Аманнă хыççăн вырнаçнă кунта;

Пĕр лапчăк пӳртре, хусахсем пекех,

Пурнать вăл шăппăн виç уйăх ытла.

Виç уйăх ытла ниçта тухайми

Кунта пурăннă йывăр суранпа;

Пĕр-ик уйăх выртнă тăрса ларайми.

Халь тин ак çӳрет вăл, сывалнă майпа.

 

Çĕрпӳрт кассинчен вун çухрăм кайсан,

Кудей — вырăс ялĕ, пĕчĕк ял ларать.

Кунта хир-мĕн çук, çаплах-ха вăрман,

Кудей вăл хăй те вăрттăн çеç сывлать.

Кудей — улах ял, таркăнсен йăви,

Пахом хăй унтан тухма та пĕлмест.

Ял умĕ ушах, ун çӳçе-хăви

Яла ют куçран витсе хӳтĕлет.

 

Хусах-таркăнсем çӳренĕ чухне

Чакка халлĕхе юлать хурала;

Шăлать, тасатать вăл çĕрпӳрчĕсене,

Хутать вĕсене тип вутăпала.

Тирпейлĕх кӳрен ĕçчен «стурăша»

Юлташ-хусахсем саваççĕ чунтан;

Мĕн тупнă юр-вар, пур мул тупăша

Параççĕ ăна ик-виç тӳпе тан.

Анчах хусахсем хăш чух нимсĕрех,

Хăйсем те выçах килеççĕ киле.

Ун пек чух Чакка, пӳрте чĕтретсех,

Вăрçать пурнăçа хăй пуçĕпеле.

 

Пĕрре, çĕрпӳртсем пушанса юлсан,

Хуралçă Чакка тертленет чылай.

Çемйи ун выçă. Çиме ним çукран

Пахом çитессе кĕтет вăл пĕрмай.

Каç пулнă. Ак вăл çĕрпӳрт умĕнче

Ларать тĕлкĕшен пăлханчăк пуçпа;

Ун пек чух ялан инçе, пит инçе

Тĕнче хĕрнелле тĕллет вăл куçпа.

Ак халь те çавах. Умра, ту çинче,

Çыр тăрăх шултра сĕм хырлăх ларать.

Ăна хирĕçех, вăрман тĕлĕнче,

Хушка çут çăлтăр сиксе вылянать.

Ларать-ха Чакка. Тайпи çĕрпӳртрсх,

Çыврать ачипе нӳрĕк кĕтесре.

Шăллĕ Ятарин иртнĕ эрнерех

 

Хусахсемпеле кайсаччĕ хире;

Вĕсем улт-çич кун калла килменни —

Чакка чĕрине хускатать туртсах.

— Çакланчĕç пуль ку!.. Ах, сехре хăппи!

Килмеççĕ!..— тесе хăрать вăл хытах.

 

Хура вăрман тăп... Тĕнче тĕлĕрет,

Таçта шăпчăк çеç юрра шăратать.

Е ак сĕмлĕхре ӳхĕ ӳхĕрет,

Хăш чух кăрăпчак2 хуллен лăрлатать.

Аван кунта пит çурхи вăхăтра:

Улах! — килес çук тиекпе пурмис.

Анчах та выçă... тата пуç тавра

Нĕрлет те сĕрлет çĕр пин ӳпре-вис.

Чакка чылайччен ларать йăпанса,

Имлет вăл пуçне каçхи илемпе;

Ăшне пусарма, инçете пăхса,

Вĕçсĕр ирĕкре çӳрет чунĕпе.

 

Кăват çут килет. Çĕрпӳртри Тайпи

Сасартăк, темскер, шарри! çихĕрет.

Чакка! Ак, Чакка! Ăçта тарам-ши?

Сăхать-çке, сăхать!.. — тесе çĕмĕрлет.

Чакка ваштăрах чăмать çĕрпӳртне:

Мĕн пулчĕ, Тайпи? — тет вăл хыпăнса.

Çӳçеннĕ Тайпи шăлать те питне:

— Тĕллентĕм эп, — тет, тăн пуçне пухса. —

Ку тĕлĕк чăна пĕлтерсен каллех,

Чакка, тем инкек пулать пуль сана...

Хăрушă ытла. Халь — куç умĕнчех!..

Çитсе пек хамăр тин çеç вăрмана,

Леш çулта ĕçленĕ сĕмри вырăнах...

Шăпах, никам çук, — иксĕмĕр анчах.

Пуçларăмăр пек курăслăх касма,

Тата çавăнтах чĕренче çурма...

Анчах ĕçлени ним те ӳсĕнмест,

Çуркам тăрăххи ăнса чĕлĕнмест.

Еçӳ ăнмантан вăрçса, тарăхса,

Шыв ĕçме тесе антăн çырмана.

Кĕтетĕп, кĕтеп, — тухмастăн унтан.

Пырап та шырап сана чылайран.

Курап пек — умра, çырма тĕпĕнче,

Çăра хăяхлăх кăштăр хумханать.

Анап та унта — курăк ăшĕнче

Эс вил пек выртни курăнах каять!

Сехре хăпнипе, мĕн пулчĕ тесе,

Сана тăратса лартма пикенеп;

Сана хуплакан курăка сирсе,

Уçланкă пулма — таптап та çĕмреп.

«Мĕн пулчĕ?» тесе тĕпчеп пек санран.

 
1 Чечен — ачаш, илемлĕ.
2 Кăрăпчак — кайăк ячĕ, вырăсла вальдшнеп тенĕскер.
■ Страницăсем: 1 2