Симĕс ылтăн :: XXI пай
— Кунта сана казарма мар, старшина. Итлеменнисене черетсĕр наряда яраймăн. Еçлеме тытăниччен эп те çăмăл пуль тенĕччĕ.
— Ничево. Çын тăвайми ĕç мар. Йывăррине те хамăрăнах тумалла.
— Курăпăр-ха мĕнле тунине, — терĕ те Савиров, тимĕрç лаççинчен тухса утрĕ.
— Обязательно куратăр! — хыççăн кăшкăрса каларĕ тарăхнă тимĕрç. — Çĕрĕçĕ таврашĕнче хром атта вараласран, духи шăршине тислĕк шăрши хупласран хăрасан — ĕç тухмасть, лейтенант. Çĕр вăл ĕçчен çынна çеç юратать... Вăт гвардеец те çавна! Мĕнрен хăрать вăл? Çĕртен хăрать-и? Ялта ӳснĕ чăваш вĕт, мур! Уншăн пулсан, тырри-пулли хиртех акăнса-тăкăнса кайтăр, пурпĕрех йăлт янтă: акнă, вырнă, çапнă, пĕçерсе сĕтел çине хурса панă, — терĕ председательпе парторг тавлашнине чĕнмесĕр итленĕ Митюков. — Вăт гвардейски офинцер те çавна!
— Нимле гвардеец та мар вăл, строевой офицер та мар. Çарта химик пулнă вăл. Химиксем ку вăрçăра мĕнле çапăçнине ху пĕлетĕн... Иккĕмĕш эшелонра çӳренĕ вăл, кунта та малти линие тухма шикленет, — терĕ Кузнецов, йывăр мăлатукне вăйлăн сулса ярса; çак самантра ăна сунтал çинчи тимĕр пурнăçра тарăхтаракан пур йăх-ях пек туйăнчĕ...
Нина Атласкина ĕçрен таврăннă чух ăна урамра почтальон курчĕ те харăс икĕ çыру тыттарчĕ. Нина пӳрте чупса кĕчĕ, конверхсене хыпаланса уçрĕ: пĕр çырăвĕ Осокинран иккен, тепри — комиссартан! Иккĕшĕ те Актаев çинчен питĕ мухтаса çыраççĕ, вăл килте çуккишĕн пăшăрханаççĕ. Чăн та, пĕр çапăçура вăл икĕ нимĕç танкне çунтарса янă, унтан Сталинградра тăшман самоходкине пĕтернĕ, комиссара вилĕмрен çăлса хăварнă иккен! Йăлтах хăй каласа панă пек! Командирĕсем ун çинчен хăй каланинчен те нумайрах пĕлтернĕ: чăн-чăн героях пулнă вăл, командовани ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăлама тăратнă... Çакна пĕлсен, Толик та калама çук савăнчĕ...
Хĕпĕртенĕ Нина Федор Иванович патне тухса чупрĕ. Кузнецовсем килтех-мĕн, каçхи апата ларнă. Федор Иванович çиме пăрахсах сĕтел хушшинчен тухрĕ те, лампа хăюне хăпартса, хаклă çырусене саспа вулама тытăнчĕ. Вуланăçемĕн унăн сасси уçăлса, сăнĕ çуталса пычĕ.
— Питĕ кирлĕ. çырусем кусем! Питĕ лайăх характеристикăсем! Питĕ хаклă документсем! Валентин пирки эп урăхла шутлама та пултарайман. Актайсен ятне яман вăл... Ку çырусене эпĕ ыранах райкомра, военкоматра, ытти çĕрте те кăтартатăп. Кирлех пулсан, кусемпе Мускава та çитме пулать... Ман ыран района каймалла, колхозри лару-тăру çинчен калаçса татăлмалла унта... Аристарх ĕçлесшĕн мар, хулана тухса тарасшăн курăнать... Тархасласах, ӳкĕтлесех тăмăпăр — сар хĕр мар вăл... Халь пире колхозра Валентин пек маттурсем ытларах кирлĕ, — терĕ парторг.
Вĕсем калаçса ларнă çĕре Паххунккă Куçми упа пек йăраланса килсе кĕчĕ.
— Поди! Килях! — терĕç ăна кил хуçисем. Наçтук пукан лартса пачĕ. Çăтăр-çатăр! турĕ пукан капан пек кĕлеткеллĕ Куçма айĕнче.
— Пĕтерет вĕт мана Аюхип, Федор Иванч! Пĕтерет, э? Хăй лачакана лекрĕ те — пурне те сĕтĕрсе кĕртесшĕн. Вăт хамăр ял-и çав çын, э?
— Мĕн пулчĕ вара, ма пĕтересшĕн вăл сана? — ыйтрĕ Кузнецов.
Пахунккă шинель тӳмине вĕçертрĕ те хĕвĕнчен хут татăкĕ туртса кăларчĕ, сăмах каласа яраймасăр, пĕр хушă «ĕ-ĕ-ĕ» тесе тăчĕ.
— Ĕçкĕпе пуçа çавăрчĕ те вăл манне... Халь, ак, мана прокурор чĕнтерет, Таюки хуптарать вĕт, э? Кирпĕч сума ăсатать вĕт мана, э?
— Айăплă пулсан, хунтарать, паллах, — терĕ Кузнецов.
— Так ним айăпсăртан вĕт-ха, Федор Иванч. Э? — мĕкĕрсе ячĕ Паххункка. — Хăй счетовод чухне вăл мана суя ведомсçсем çине темиçе те алă пустарнă... Çур пăт çăнăх çырса парать те складра виçĕ пăтшăн алă пустарать... Халь утарти кĕлетрен нкĕ чĕрес пыл çухалнине йăлт ман çине ярать. Пылĕ хăй килне лекрĕ. Кайса ухтарсан, чĕресĕсене хальтен халь палласа илме пултаратăп... Утар карти пирки тата. «Паххунккă çунтарса янă», теççĕ. Эп те çунтаркаланă пуль тепĕр чух, айăплă уншăн. Туршăн та, хĕвелшĕн те! Пĕррехинче çакскер утара лаша кӳлсе пычĕ: пĕр лав типĕ вутă тупса каясчĕ тет. Ну, çур литр чиксех пынă та — ĕçрĕмĕр. Ешĕл-ушĕл Варсун сана пĕр тенкĕлĕх ĕçтерет пулсан, хăвăнтан çĕр тенкĕ тухасса кĕтсех тăр. Ну, эп ӳсĕрĕлнĕ те çывăрнă. Ирхине тухса пăхатăп хайхи — ман Варсун утар картине сӳтсе, пĕр лав тиесе кайнă! Куçăнах мăшкăллать вĕт, э? Ну, пĕрле ĕçнĕ те — шарламарăм уш, хам та айăплă. Хăйпе хирĕçлеме те хăрарăм: вăл мана ним мар пĕтерсе хума пултарать, унра влаç. Ну, пулăшкалать тата. Шинель пачĕ, ак, кивĕ калуш пачĕ... Вĕсем весовщикпа иккĕш колхоз кĕлетне тарасапа турттармасăр ытлашши тырă хывнине те пĕлетĕп, курнă куçа курман пек тунă кăна... Халь вăл мана та хăйĕн ирсĕр ĕçĕсемпе çыхасшăн... Мĕнле капла, э?
— Эс ку ĕçсем çинчен следователе каласа патăн-и? — хаяррăн ыйтрĕ Кузнецов.
— Э? Çук, манран ун çинчен ыйтман та — шарламарăм.
— Вăт ыран прокурор патне кĕр те тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пар. Нимĕн те ан пытар... Эс пĕркун тата Актаев пирки следователе мĕн каларăн? — сасартăк ыйтрĕ Кузнецов.
— Валентин пирки-и? Ун пирки те элеклеме Варсонофи Михалч хĕтĕртрĕ.
— Мĕн теме хушрĕ?
— «Актаев пире Совет влаçне хирĕç тăратать», тесе хистерĕ. Ачама та вăлах çапла калама вĕрентнĕ, ăна костюм пама, велосипед туянса пама пулнă.
— Панă-и вара?
— Костюмне панă. Хăй тăхăнса çĕтнĕскерне.
— Çĕтĕк костюмла сутрăр пулать вара айăпсăр çыннах? Мĕн турĕ вăл сире? Ма кураймастăр ăна?
— Э? Валентин-и? Мана хама нихçан та усал туман вăл, халиччен те кӳрентермен... Ун пирки чăнах та питĕ айăплă эп. Ухмах сурăх качака хыççăн кайнă пек, Варсонофий Михалч хыççăн кайрăм... Нивушлĕ каçармĕç мана, э? Паххунккă пĕчĕк куçĕсемпе мĕскĕннĕн, хăравçăллăн пăхрĕ.
— Сире пурне те тивĕçлипе айăплĕç, судне кунтах, пĕтĕм ял-йыш умĕнче, тăвĕç, — терĕ хыттăн Федор Иванч. — Асту, ыран прокуратурăра ним те ан пытар, кунта мĕн каланине йăлт пĕлтер. Ыран эпĕ те пыратăп унта. Халь кайса çывăр эс.
Тарăхнă Кузнецов çĕрлехи хăнана ăсатма та тухмарĕ.
— Вăт коммунизм ту çавăн пеккисемпе! — терĕ вал, пӳлĕм тăрăх уткаласа. — Никам çĕнейми текен фашистсен çарне те çапса аркатрăмăр, чи вăйлă тăшмана парăнтартăмăр... Анчах çакăн хăраххисене хамăр хушăра тӳссе пурăнатпăр. Капитализм хăсăкĕсем вĕсем. Тата акă мĕн: ун хăраххисем пирĕн ялта кăна мар вĕт. Пинре пĕрре пулин те, пурах. Таса ыраш уйĕнчи пăч-пач курăнакан пукра евĕр вĕсем. Çавăн пек пукра кĕлете кĕрсен, пĕтĕм пӳлмене варалать. Анчах ăна кĕлете кĕртмелле мар, ана çинчех пĕтермелле!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...