Симĕс ылтăн :: XX пай
Аристарх Михайлович Савиров хăйне хăй тилхепине атса чăлханнă лаша пек тупрĕ — ни малалла, ни каялла. Пурнăçра та, ĕçрс те, юратура та йăлт пăтрашăнса кайрĕ. Хăйне кăçал хĕлле председателе суйласан, вăл мĕн пур хастарлăхпа ĕçе пикенчĕ. Архимед тĕнчене тепĕрр майлă çавăрса яма ĕмĕтленнĕ евĕр, питĕ пысăкчĕ унăн ĕмĕчĕ: вăл кĕске вăхăтрах колхоза ура çине тăратасса шаннăччĕ; анчах хуçалăхри лару-тăру çĕнĕ председатель тăвас тенĕ пек мар, хăйĕн майĕпе пулса пычĕ. Хайне суйласанах Савиров нимĕн чухлĕ те пăшăрханмарĕ, çарта командăлама хăнăхнăскер, кунта та командăласах ĕç тăвăп тесе вăрттăн савăннăччĕ... Хуçалăхпа тĕплĕн паллашнă хыççăн вăл хăраса ӳкрĕ. Ферма çурчĕссм кивелсе çитнĕ, ишĕлес-и, ишĕлес мар-и тенĕ евĕр лараççĕ, выльăх апачĕ çук, валеçмелли тырă фонче те çухпа пĕрех, колхоз кассинчи укçа-тенкĕ пӳрнепе шутламалăх кăна. Халиччен хуçалăх тытса курман, ашшĕ хӳттинче ухпĕ Аристарх малтанлăха аптраса ӳкрĕ. Пĕртен пĕр шапчăкĕ унăн ялти парторганизаципе актив çинче пулчĕ, Бригадирсем пурте коммунистсем, фронтран таврăннăскерсем, вĕсенчен виççĕшĕ вăрçăчченех бригадирта ĕçленĕ. Анчах ку çителĕксĕр-мĕн. Çур çитеспе фсрма заведующийĕсем председателе выльăх апачĕшĕн тапăнчĕç. Савиров аптранипе ферма çурчĕсем çине витнĕ улăма сӳме хушрĕ, килĕрен киле хăй çӳресе, колхозниксенчен утă-улăм пуçтарчĕ, тĕкĕнме юраман фондран та посыпкалăх тырă илме тиврĕ. Утартан Урхи мучи пăшăрханса чупса пычĕ: «Хуртсем вилсе пĕтеççĕ, апат сахал, сахăр кирлĕ», — терĕ. «Мĕн чухлĕ?» — «Ытти çулсенче кашни çемйи валли вуникĕ кило сахăр, пилĕк кило пыл хăварсаттăмăр, кăçал сакăр кило сахăр, виçĕ кило пыл çеç хăварнă. Пылĕ кăштах пулма кирлĕ складра, анчах тепĕр виçĕ-тăватă центнер сахăр туянасах пулать». — «Туянас пулать теме çăмăл. Мĕн чухлĕ укçа кирлĕ пулать? Мĕн хака ларать вăл сахăр?» «Шутпа шутласа пăхрĕç те — Аристарх Михалч ик пĕç çине шарт! çапрĕ... Каллех колхозниксенчен кивçен илмелле пулчĕ. Савиров хăй çарта пухса пынă укçине пĕтĕмпех колхоз касснне хучĕ. Аюхин та нумай пачĕ. Ыттисем — кам мĕн чухлĕ пултарнă таран. Сахăрне туянма, паллах, «главнăй снабженец» Аюхина хушрĕç. Темле майпа йӳнеçтерчĕ вара Варсун, таçтан сахăр тупса килчĕ. Вăлах Сталинград облаçне пĕр вакун пăрçа тиесе кайса, икĕ вакун сортлă тулăпа улăштарса килчĕ. Çапла, аркинчен касса çаннине сапланă тенĕ евĕр майлаштаркаласа, выльăхсене, хуртсене çăва кăларчĕç... Колхоз çуракине районта чи кайран туса пĕтерчĕ. Çĕр улми лартма вăхăт çитрĕ. Вăрлăхне каллех колхозниксенчен кивçен илмелле пулчĕ. Çапла каллех аркинчен касса — çаннине...
Савиров кашни ĕçех хăй çитсе курма, тĕрĕслеме тăрăшрĕ. Аякран пăхма вăл питĕ тимлĕ пуçлăх пек курăнчĕ, анчах хăй ăшĕнче хăй тимсĕррине, вăйсăррине, çемçешке чунлине туйса тăчĕ. Сăмахран, Аюхин тĕлĕнмелле пуйса кайни çинчен вăл нумай шухăшларĕ, унăн шанчăклах мар «пултарулăхĕ» те иккĕлентерчĕ, пăшăрхантарчĕ ăна, çапах вăл çав «ылтăн çăмарта тăвакан чăхха» пусас темерĕ. Варсунăн алли кукăрри çинчен пĕрре мар илтнĕ вăл, пурпĕр хивре ревизи комиссин председательне хăйне тĕрĕслеме хăяймарĕ. Тĕрĕссипе, колхозри ĕçсем Савиров çирĕп, ăста ертсе пынипе мар, парторганизаципе бригадирсем йĕркене çирĕп тытса пынипе пулса пычĕç. Çакна Савиров теплерен чĕрипе туйсан та, ăсĕпе йышăнасшăн пулмарĕ. Пăтăрмахлă вăхăт çитиччен йăлтах çапла, хăй майĕпе пулса пычĕ. Пурнăç та, ĕçсем те чиперех пекчĕ, çамрăк ĕмĕр те савăнăçлăччĕ, юрату та телейлĕччĕ... Пач кĕтмен çĕртен, таçтан мурĕнчен Актаев килсе тухрĕ те — йăлт айăн-çийĕн çаврăнса кайрĕ...
...Тӳррипе каласан, Нина патне евчĕ те яманччĕ вăл, хăйпе те уççăн сăмах татманччĕ, анчах вĕсем пĕрлешесси пĕтĕм ял-йыша паллăччĕ, кун пирки Аристарх хăй нимĕн чухлĕ те иккĕленместчĕ. Амăшĕ вара кун пирки пулнă ĕç çинчен калаçнă пекех пуплетчĕ, Аристархпа Нина туйĕ ĕççине тухас умĕн, çимĕкре, пулмалла тесе ял çине ят сарăлчĕ. Савиров амăшĕ сăркавай пичкипе сăра туса нӳхрепе, юр айне, лартрĕ, вунă четвĕрт эрех юхтарчĕ.
Аристарх паян-ыран Нинăна хăйĕн чунне уçса парас тенĕ чух сасартăк унăн пуçĕ çине, çуллахи юр пек, кĕтмен хуйхă ӳкрĕ. Ĕмĕрлĕхех çухалнă тенĕ çын, Валентин Актаев, «леш тĕнчерен» таврăнчĕ. Малтанах Аристарх шанчăка çухатмарĕ-ха, вăл хăйне çапах та пур енĕпе те телейсĕр шăпаллă Валентинран мала хучĕ, анчах Çĕнтерӳ кунĕ уншăн çухату кунĕ пулнине вăл пĕтĕм чун-чĕрипе ăнланчĕ...
Çав каçран вара уншăн хĕвеллĕ кун та тĕксĕммĕн, пурнăç илемĕ те çухалнăн туйăнчĕ...
Савиров çĕрулми лартаканасем патне кашни бригадăнах çитсе курчĕ. Çынсемпе вăл ĕлĕкхиллех вашават калаçать, хушăран шӳтлет, анчах ялан пусăрăнчăк кăмăллă, шухăшлă çӳрени сисĕнет, çуткам сăнĕнче те яланхи хаваслăх çук. Тинкерӳллĕ çын унăн куçĕсем хурлăхлă пăхнине асăрханă пулĕччĕ.
Шавлă калаçакан хĕрарăмсем вăл çывхарнине курсан шăпланаççĕ. «Ман çинчен калаçнă, çавăнпа шăпланчĕç», — кӳренсе шухăшлать Савиров, кăтăклă чĕлхеллĕ инкесен унсăрăн та сăмах пĕтес çуккине шута илмесĕр. Чăн та, пĕррехинче Варсун амăшĕ, Лутра Лукка арăм-кин, ун çинченех калаçнине илтрĕ вăл. Тĕмсем хушшинче хĕрарăмсем çĕрулми лартма касса ларатчĕç. «Аристарх Михалчăн туйĕ арканнă, тет-няк? Нини ăна тиркенĕ, тет-няк?» — терĕ чăрăлти саслă «арăм-кин» (ялта ăна çапла чĕнеççĕ). Хĕрелсе кайнă председатель хĕрарăмсен ушкăнĕ тĕлĕнчен сăмах чĕнмесĕр иртрĕ. «Халь ĕнтĕ вĕсен чĕлхе хыçмалăх сăмах тупăнчĕ. Халь ĕнтĕ мана çисех яраççĕ», — тарăхса шухăшларĕ вăл.
Çав кунах ăна утарта Урхи мучи кӳрентерчĕ.
— Мĕнле капла, Аристарх Михалч? Утар карти тытасах пулать, унсăрăн выльăхсем кĕрсе вĕллесене ӳпĕнтерĕç. Хам пĕччен ĕлкĕреймĕп, пулăшакансем кирлĕ мана... Омшаник маччи ишĕлсех анчĕ, кĕлет тăррисене те çĕнĕрен витмелле, — терĕ старик.
— Вăл тармĕ-ха, вăхăт пулĕ ăна тума вара та, — кăмăлсăрланчĕ Аристарх.
— Варана хăварсан — вараланать, — хирĕçлерĕ мучи, çăмламас куç харшисем айĕн пăхса. — Кăçал взятка лайăх пулсан, пыл чĕресĕсем çитмеççĕ пирĕн, пуррисем те япăхса кайнă, çурăлнă, тĕпĕсем çĕрĕшнĕ.
— Пыл чĕресси мар-ха кунта...
— Мĕнле «мар-ха»? Тата мĕн? Халех хатĕрлес пулать. Пирĕн кунта çиччĕрен пĕри те çук. Пыл татма тăрсан тин ял тăрăх чĕрессем шырамалла-и? Туй хапха умне çитсен тин ăйăр тăрантмаççĕ. Мĕн эсĕ, ĕçлеме пуçличченех ывăннă пек çӳретĕн? Эп сана маттур ача теттĕм-ха. Мĕншĕн çав Варсунсене, Паххунккăсене колхозра ирĕк паратăн? Пĕрремĕш лотăрсем, сăтăрçăсем вĕт вĕсем!
— Гайкăна хытармалла, ачам, кун пек пушатма юрамасть. Офицер пуль эс? Эп офицер пулни никама та тивмест, Урхи мучи! — хыттăнрах каларĕ председатель.
— Тивет! Колхозра командир халь эс. Хуçалăх мĕнле пуласси санран килет... Пыл татма пуçличчен утара пĕр пуçлăх та килсе курмасть. Пыл татма пуçла кăна — пурте хăпса илеççĕ, ялти пуçлăхсенчен пуçласа районтисем таранах. Пыл çитер вĕсене, кăрчама туса пар...
— Кам кăрчама тутарать сана? — тарăхма пуçларĕ председатель. — Эпĕ хам килтине те ĕçместĕп.
— «Кам». Камĕ тупăнать унта... Вăрçă вăхăтĕнче Варсунсем сахал иртĕхрĕç-и кунта? Чĕресĕ-чĕресĕпе пыл тиесе каятчĕç. «Иăлт документ çине кĕртнĕ, йăлт саккунлă», — тетчĕç. Шыраса туп-ха унта саккунне.
— А эсĕ ан пар, эсĕ кунта ху хуçа вĕт!
— «Хуçа»! Пурăннă майăн сыснана та пуç тайăн, — терĕ те Урхи мучи çилленнипе юриех хăрăнлаттарса ӳсĕрме, сăмса шăнкарма тытăнчĕ. Кӳреннĕ Савиров çак тĕртсе каланă сăмаха та хăй çине илчĕ...
Тимĕрç лаççинче ăна Митюков Мĕтри кӳрентерчĕ,вăл кăшт хĕрĕнкĕрехчĕ пулас.
— Ку косилкăна тахçанах юсаса пĕтермеллеччĕ ĕнтĕ. Халь те мухмăр иртмен-им сан, сержант? — терĕ ăна Савиров.
Митюков ун çине пĕртен-пĕр куçĕпе тĕллесе пăхрĕ те ним именмесĕр лаплаттарса хучĕ:
— Эс мана, лейтенант, мухмăрпа ан ӳпкеле, сан туйăнта ĕçсе ӳсĕрĕлмен эпĕ! Тăрăшман мар, едрит-кудрит. Ак çак алăсем вĕсем кĕсьене чиксе çӳренипех çапла хăпаланса тухман, — тесе, тимĕрç хăйĕн хăпаланнă пысăк аллисене тăсса кăтартрĕ.
Намăсланнă Аристарх аллисене кĕсьерен хăвăрт кăларчĕ те пушшех хĕрелсе кайрĕ. Кузнецовпа калаçма тытăнчĕ.
— Кунта тепĕр çын кирлех пире, Михалч. Актаев пахчана куçнăранпа алă çитми пулчĕ. Часах жнейкăсем юсама тытăнмалла, — терĕ Федор Иванч.
— Çын кирлĕ пулсан, ăна та ман тупса памалла-и? Тĕрĕссипе, колхозра эп мар, эс хуçа — заместитель, парторг! — терĕ тарăхнă Савиров.
Кузнецов хулăн мăйăхне, куç харшисене сиктеркелесе илчĕ, япшар каччă çине хаяррăн пăхрĕ.
— Эс мана ан кăшкăр, лейтенант. Эп хам ĕçе кăштах чухлатăп пуль тетĕп, — терĕ те тимĕрç хĕрнĕ тимĕре мăлатукпа вăйлă туртса çапрĕ; хĕлхемсем çурма тĕттĕм лаçа çутатса сирпĕнчĕç.
— Эп кăшкăрмастăп, — Савиров хăйне хăй аванмарланчĕ. — Хăш ĕçĕнчен тытăнмаллине те, мĕн тумаллине те пĕлмелле мар кунта. Шутласан — пуç çаврăнать. Нимĕн тума аптратăп.
— Сунталпа мăлатук хушшине лекнĕ пек-и? — хура мăйăхĕ айĕн шап-шурă шăлĕсене кăтартса кулчĕ Кузнецов. — Алла кĕсьерен кăларас пулать, лейтенант. Çивĕчрех пулас пулать. Унсăрăн çăварăнти çăкăрна та туртса илĕç.
Юлашки шӳте Нина пирки тĕртсе каланă пек ăнланчĕ те Савиров, хытă кӳреннипе, хирĕç тавăрма сăмах та тупаймарĕ...
Председатель правление кĕрсе тухмасăрах килне таврăнчĕ. Кунта ăна тăван амăшĕ кӳрентерчĕ.
Марха инкен ватти çитесси инçе-ха. Вăл хĕрлĕ питлĕ, тулли кĕлеткеллĕ. Ял хушшинче те, килте те майралла тумланса çӳрет. Кил-çурта, хуçалăха типтерлĕ тытать вăл, апат-çимĕçе лайăх пĕçсрет, тасалăха юратать. Анчах çак вăйпитти хĕрарăм колхоз ĕçне тухассинчен упаран хăранă пек хăрать, тĕрлĕ сăлтав тупса, чир-чĕре персе, хĕрӳ ĕççинче те килте ларма пăхать. Упăшки районта тĕрлĕ хатĕрлев кантурĕсенче ĕçленĕрен Марха инке те канас пурнăçа хăнăхса çитнĕ. Мăшăрĕ вилнĕ хыççăн, вăрçă вăхăтĕнче, колхоз ĕçне тухкаларĕ вăл, çапах та ытларах хăй пахчинче чакаланма тăрăшрĕ. Ывăлне председателе лартнăранпа килтен пачах тухми пулчĕ.
— Анне, — терĕ Аристарх кăмăлсăр сасăпа, — çапах та çĕрулми лартма тухас пулать сан. Пĕтĕм халăх, ватти-вĕттипе, хирте халĕ. Мана капла çынсенчен лайăх мар. Хĕне кайман вĕт эсĕ килте ларма?
Амăшĕ сасартăк çатăртатма пуçларĕ:
— Килте алă усса ларатăп терĕн-им эс мана? Илĕм-тилĕмпе тăратăп та --- кунĕ-кунĕпе ура çинче. Лăш курмастăп вĕт, лăш курмастăп. Ăна тумалла, кăна тумалла. Эс килтине нимĕн те пĕлместĕн вĕт. Ир çиетĕн те тухса каятăн, çĕрле килсе çиетĕн те — çывăрма выртатăн. Килтишĕн пĕртте çунмастăн-иç. Вăл колхозпа пуйсах кайăпăр терĕн пуль? Килти выльăх апатне те фермăна патăн...
— Пĕр ĕнене тăранмалăх çитмест-им пирĕн?
— Пур-çук укçана колхоза патăн. Хăçан каялла тавăрăн ăна? Çынсем пĕр пус çумне çур пус хушаççĕ.
— Камсем «çынсем»?
— Ав, Аюх Варсуннех ил-ха. Арлан пек, пĕрер пĕрчĕн киле сĕтĕрет, тислĕк çинчен çур пус шăлпа çыртса илĕ.
— Эс мана, анне, Варсунпа ан танлаштар! Амăшĕ ăна пӳлсех кăшкăрчĕ.
— Сурам эпĕ сан лейтенанту çине! Мĕн офицерĕ эсĕ? Мемме! Çураçнă хĕрне те çынна патăн пулать те...
— Ан асăн ăна, анне! Ахаль те ман ăш-чик çунса тухать. Эс те пулин ан тарăхтар!.. Кирлĕ мар мана ним те: кил те, пуянлăх та, арăм та!.. Ыранах йăлт пăрахатăп та хулана тухса каятăп! — урама илтĕнмелле кăшкăрса каларĕ Аристарх. Унăн ăш-чикĕ тăвăнса килчĕ, пăлханнипе янахĕ чĕтре пуçларĕ.
— Кай, ара, кай, каях! Салат аçу килне, яла-йыша култар. Паххунккă Куçми пек юлашки кăмакуна та сут' са яр та тухса вĕçтер хулана, эпĕ, Паххунккă арăмĕ пек мунчара та пурăнкалăп... Пăрах мана ватлăхра, намăс кăтарт... Сана салтакра çапла вĕрентрĕç пуль çав, — тесе, Марха инке сасăпа макăрса ячĕ.
Аристарх, хăй ытлашширех каланине сиссе вăтанса, шикленсе ӳкрĕ, уçă тăракан чӳречесене хупрĕ, каррисене карчĕ.
— Ан ӳле, тархасшăн, çынсем илтĕç.
— Илтчĕр! Пĕлмеççĕ пуль эс мана хĕрхенменнине, кил çинчен пĕртте шутламаннине? Килте мĕн пуррине йăлт ял çине салататăн. Кам пур сан пекки? Купăсна мĕншĕн Атлас Çирки ачине патăн? Кам вăл халь саншăн? Сана «йысна» тет-и-ха ĕнтĕ халь? Пĕрре кайса тустаратăп-ха — ачине те, хĕрне те. Ан кулччăр вĕсем пиртен! Çавсене-и? Туршăн та, кайса туçтаратăп — сăсăл вĕçтĕр пĕрре.
Ывăлĕ чăннипех шикленсе ӳкрĕ. Амăшĕ тулăксăр хаяр, тарăхнă самантра тем те тума пултарать. — Яла култарса ан çӳре, анне.
— Кулчĕ ĕнтĕ ял, кулчĕ. Кĕтӳ хăваланă çĕрте те, çăл кутĕнче те пирĕн çинчен çеç калаçаççĕ... Ме, акă, çи те каллех ял тăрăх тухса суллан. Хĕртсурту килĕнтен правление куçнă пуль сан, чуну çавăнталлах туртать... Ме, туй валли хатĕрленине те йăлтах ĕçсе яр та кайран ан ыйт.
Марха инке сĕтел çине пĕр çатма пулă, пысăк графинпа сăмакун лартса пачĕ те тулалла янраса тухса кайрĕ.
Савирова ялта никам та ĕçет тесе шутламасть, вăл ӳсĕррине те курман. Юлашки вăхăтра председатель, ăш çуннипе, килте вăрттăн ĕçе пуçларĕ. Халĕ вăл шăршлă сăмакуна, йĕрĕннипе çӳçенкелесе, икĕ стакан умлă-хыçлă ĕçрĕ те хăвăрт ӳсĕрĕлсе кайрĕ.
Алăка шаккаса, Варсун килсе кĕчĕ.
— Апат тĕлне çитрĕн, хуняму саваканни пулать сан, — терĕ ăна Аристарх, пĕркун хăйне Актаев амăшĕ çапла каланине астуса. — Давай кил кунта, сана — штрафной!
Лутака та самăр Варсун кăвак бостон костюмпа, шлепкепе, çутă пушмакпа. Унăн чаплă çи-пуçĕ тĕксĕм лампа çутйнче те ялкăшнăн туйăнать. Шакла хыртарнă çаврака пуçĕ глобус пек курăнать.
— «Как дэнди лондонский одет, острижен по последней моде», — шӳтлерĕ кил хуçи, хăнана тулли стакан тыттарса. — Ăçтан тупма пĕлтĕн кун пек чаплă япалана? Экспорт пуль ĕнтĕ?
— Экспорт. Мода ин Япония, — терĕ Варсун, хăрлатса, хăй киленĕçне пытармасăр. — Пĕр пăт пăргрçалла улăштартăм.
— Маде ин Япан, Японире тунă, — йĕрĕнерех тӳрлетрĕ ăна Савиров. — Эпĕ, ак, Германирен çийĕмре мĕн пуррипех таврăнтăм... Ну, кала, мĕнле çĕнĕ элек илсе килтĕн каллех? Эсĕ унсăр çӳреместĕн вĕт? — уççăнах тĕртсе каларĕ председатель, Варсунăн шап-шурă шĕвĕр пӳрнине сăнаса.
Аюхин стакана пушатса лартрĕ те аллине сĕтел айне пытарчĕ.
— Ма апла калатăн? Кӳхгрентгертĕн эс мана, Аристарх. Конешнă, эп пĕчĕк çын, çапах та...
— Çапах та пысăк ăслă, тĕрĕсрех каласан, — чее ăслă.
— Кигрлĕ кунра кигрлĕ пулма пултагратăп, тесшĕнччĕ эпĕ.
— Çапах та мĕнле элекпе килнине тӳрех кала, — шăрпăкланма пăрахмарĕ кил хуçи. — Бинтна хывса пăрахнă эсĕ, куçу та чиперех. Янахран çапнă терĕç вĕт сана? Мĕнле-ха тата куçа пырса лекрĕ?
— Ан кул, Аристарх. Ман врачран илнĕ справка пур. Сулахай куçăма çапнипе травма пулнă... Ку вăхăтчен хĕрхенсеттĕм эп ăна — халь ĕнтĕ çук, каçаргрмастăп!
Çитет çав изменника хамгран култагрма! Шăла хирĕç шăл! Сана та хур турĕ вăл...
— Ну, эсĕ ман çине ан çит, хăвăн мĕн ыратнине кала. Кала-ха, ма кураймастăн эс ăна? Мĕнпе килĕшмерĕн ăна?
— Эп пурне те килĕшме укçа магр... А Валентин ман шăтăка чавать. Эп ун çинчен вăрçă вăхăтĕнче элек сăмах каланă пулать, çавăншăн тавăрать вăл мана.
— Çынна ырлăх кăтартас çук пек туйăнать вăл.
— Çапла, лайăх ырлăх кăтартрĕ вăл сана хăвна, — йĕплесе илчĕ Аюхин.
Савиров куç харшисене пĕрчĕ.
— Ну, ну! Эсĕ туртуна урăх çулпа пăр, ху çинчен калаç. Ĕçетни тата?
Аюхин, куçне хупса, шакла пуçне хăвăрт пăркаласа илчĕ.
— Çук, ĕçместĕп тек, еçкĕ шухăшĕ мар-ха кунта, питĕ усал япала... Актаев ман пуçа çиесшĕн хапсăнать — акă мĕн.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...