Симĕс ылтăн :: XI пай
Хăмла пахчи Валентина савăнтармарĕ: тĕрев юписенчен чылайăшĕ çĕрнĕ, хăшпĕри ӳкнĕ, ура айĕнче пуçтарса хуман шпалер пралукӳĕ чăлханса тутăхса выртать, пĕлтĕрхи хăмла аврине пухса çунтарман, вăл ретсем хушшинчех купи-купипе çĕрет...
— Мамай çарĕ иртсе кайнă пекех кунта, — терĕ Актаев ассăн сывласа . — Ĕç пултăр тесе мар, ячĕшĕн кăна тăрмашнă иккен Аюхин. Ăçтан тăватă центнертан ытла тухтăр? Армути, шурути кашласа ларать. Акă, курăр-ха...
Валентин шурути тăррине татса илчĕ те ывçă тупанĕ çинче лутăркаса тĕпретрĕ, хывăхне вĕрсе вĕçтерчĕ — сарăхса хытнă курăк вăррисем хушшинче хуп-хура вĕтĕ пăнчăсем курăнса кайрĕç.
— Картофельная совка теççĕ вырăссем. Мĕн вăл чăвашла, купăста хурчĕ-и? Эпир хăмла хурчĕ тейĕпĕр. Акă мĕн чухлĕ çăмарта хурса хăварнă... Халĕ тата çак купари хăмла аврисене тĕрĕслер..
Валентин йалмакаланса кайнă хăмла аврине пешкĕнсе илчĕ те йĕрĕнсе çавăркаларĕ, унтан ăна çурса, ун хăвăлне уçса кăтартрĕ — хăмла пултранки варринче пĕчĕк çеç сыпăклă-сыпăклă шурă хурт çăмартисем выртаççĕ.
— Кусене хăмла лĕпĕшĕ хурса хăварнă. Часах вĕсенчен куколкăсем тухаççĕ, куколкăсенчен — каллех лĕпĕшсем. Çулла çав лĕпĕшсем хăмла çулçи çине çăмарта хураççĕ, çăмартасенчен хурт тухать те хăмла çулçине ик-виçĕ кунта çап-çара тăратса хăварать, унтан хăмла пултранки çине куçать, ун варрине çисе ярать... Кĕркунне, хăмла татса пĕтернĕ хыççăн, пахчана çумкурăксенчен, кивĕ пултранкăсенчен тасатман, çĕрне сухаласа химикатсем сапман. Çавăнпа эпĕ, Федор Иваныч, тек тĕ-рĕслемесĕрех лайăх пĕлетĕп: ку пахчара проволочник те, майски жук та шанчăклă йăва çавăрнă. Мĕн шӳтланă вăл... сирĕн Аюхин гвардеец? Тĕнче кулли вĕт ку!
Кузнецов хĕрсе калаçакан каччă çине хисеплесе пăхрĕ. Çак самантра ăна Актаев, халăх пурлăхĕшĕн çунакан ашшĕ пекех, вĕри чĕреллĕ çын пек курăнчĕ.
— Гвардеец... Майски жук... чăвашла сар нăрă, тислĕк нăрри, — шухăшлăн, хăй ăссĕн мăкăртатрĕ тимĕрç. Вăл çакна та сиенлĕ хурт-кăпшанкă пирки, те Варсун пирки каларĕ. — Мĕн тумалла тет ĕнте халь? — пĕрремĕш хут çамрăк çын умĕнче хăйне вăйсăр çын пек туйса, хура мăйăхне турткаласа ыйтрĕ вăл.
— Мĕн тумалла?.. — пĕрремĕш хут хăйне ку ĕçре аслăраххи те ăслăраххи пек туйса каларĕ Валентин та. — Чи малтанах çумкурăксене, хăмла аврисене пухса çунтармалла, унтан, ретсем хушшисене сухаласа пăрахса, имçам сапмалла, тислĕк тăкмалла. Пĕр кун та тăхтамалла мар, паянах. Кĕçех маткăсене касса тасатма, рамовка тума вăхăт çитет, çĕрĕк юпасене улăштармалла, шпалер кармалла... Ĕçĕ кунта çĕр çынна та çитмелле.
— «Çĕр çын»... Мĕнле чĕлхӳ çаврăнать сан çавна асăнма? Ăçта вăл çĕр çынĕ? Çураки пӳрт умне çитсе тăчĕ акă. Ăна кампа мĕнпе туса ирттермелле тет? Ăçта тракторсем? Ăçта лашасем? Каллех вакăр, хĕсĕр ĕне кӳлме тивет... Тĕрĕс калать Урхи мучи: асаттесен йĕркипе те ĕçлеме лекет... Пĕлтĕр çуркунне çартан курма таврăнтăм та шалт тĕлĕнсе кайрăм. Стариксем тырра авалхилле, алăпа, акаççĕ... Акана «вăкăрсем кӳлсе тухнă... Пĕрре ирхине кӳршĕ пахчара хĕрарăмсем шавланине илтрĕм те, мĕн пулнă кусене, пăхам-ха, пăхам-ха терĕм. Мĕн тетĕн эсĕ? Пилĕк-ултă хĕрарăм пĕрле пухăннă та анкарти сухи тăваççĕ. Хĕрарăмсем хушшинче хам Наçтука курах кайрăм: йӳле пилĕкĕн, мăнтарăн, тутăрĕ ĕнсе çине анса ларнă, çӳçе сапаланнă... Куртăм та черем çурăлсах кайрĕ. Эпĕ ун чухне авланманччĕ-ха, Наçтука хампа пĕрле Германие илсе каяс ĕметпе килсеттĕм. Ротăра старшиначчĕ эпĕ.... Ял-йыш çапла тертленнĕ чухне мĕнле-ха çарта, янтти çинче, пурăнам? Часах демобилизацилентĕм, тăванăм... Акă мĕнле хуçалăх çине килсе кĕтĕм. Кам мĕн янтăласа хунă кунта? Йăлт хамăр алăпа тумалла...
Кузнецов пиншак кĕсйинчен енчĕк кăларчĕ, пер чĕптĕм табак илчĕ те енчĕкне Актаева тыттарчĕ, пăлханнипе чĕтрекен пысăк пӳрнисемпе чикарккă чĕркерĕ, зажигалкăпа вут тивертрĕ.
— Кăçал çĕнĕ пуçлăхсем... Мĕнле перспективăсем ĕнтĕ халь сирĕн? — асăрханса ыйтрĕ Актаев.
Пуçлăхсем... Халăха чи малтан пурлăхпа хавхалантармалла, тăванăм, унсăр лозунгĕ вăл лозунг халлĕнех юлать... Мĕнле перспективăсем-и? Тырпул туса илесси, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси вăл яланхи пирĕн тивĕç. Анчах, шутла эс, тырпул вăйлă пултăр тесен, выльăх апачĕ пултăр тесен, хире тислĕк ытларах кăлармалла. Тислĕк ытларах пултăр тесен, выльăх-чĕрлĕх йышлă усрамалла. Выльăх-чĕрлĕхĕ йышлă пултăр тесен, каллех выльăх апачĕ нумай хатĕрлемелле... Вăт çавăн пек пĕри тепринчен килекен тухатмăш япала. Выльăх-чĕрлĕх усрама каллех лайăх çурт-йĕр кирлĕ, пирĕн витесене вара аякран тислĕк купи теме пулать. Вăт шутла, пĕр-ик çулта çĕклеме пулать-и çакнашкал хуçалăха? Мĕн чухлĕ укçа кирлĕ пире? Анчах ăçтан тупмалла ăна? Кун пирки эпĕ Савировпа та, ыттисемпе те нумай шухăшланă, канашланă, тавлашнă...
— Çапах мĕнле перспективăсем пур вара?
— Пирĕн шанчăклă тупăш çăлкуçĕ вăл ак çакăнта, хăмлара. «Хăмла — чăваш ылтăнĕ», — тетчĕ аçу, Пирĕн енче лайăх пулать вăл, ху пĕлетĕн... Ак эпĕ шутласа пăхрăм: пирĕн халь вунă гектар çинче хăмла пахчи. Калăпăр, вăтамран кашни гектартан вуншар центнер пĕрремĕш сорт типĕ хăмла илсен, ытти сорчĕсемпе пĕрле миллион тенке яхăн таса тупăш килет. Ан тив, ун чухлех пулаймĕ тейĕпĕр. Унсăр пуçне государство пулăшĕ. Хăмла лартса ӳстерекен колхозсене пулăшма, çăмăллăхсем пама пратительство ятарласа постановлени йышăннă.
— Апла эсир пĕр-ик çул хушшинче колхоза çĕклесе яма шутлатăр? — иккĕленсе ыйтрĕ Актаев.
Парторг турех каламарĕ, йӳçĕ тĕтĕме хуллен вĕрсе кăларнă май, хура куçне чеен хĕссе, шӳтлĕрех сĕмпе пуçларĕ:
— «Пер-ик çул хушшинче»... Ытла эсĕ... калама канас... Пĕр-ик çул вăл пуçламăшĕ кăна пулать. Колхоз, тетĕн. Халь, тăванăм, колхоз масштабĕпе кăна мар, государство масштабĕпе шухăшлама хушаççĕ. Вăрçă хыççăнхи тапхăр, пĕтĕм çĕршыв хуçалăхне ура çине тăратмалли план... Правительство хăмла вырăнĕсене ӳстерсе пыма, хăмла ăстисене пурлăхпа хавхалантарма хушать. Ху пĕлетĕн, хăмлана «симĕс ылтăн» тесе ахальтен каламан. Вăл сăра тума çеç мар, апат-çимĕç промышленноçĕ валли кăна мар, хими промышленноçне те, медицинăна та нумай каять...
— Ăнах пĕлетпĕр-ха.
— Эпĕ сана вĕрентес теместĕп, — пулла ишме вĕрентмеççĕ. Эсĕ хăмла ĕçĕнче пултаратăн пулсан, пирĕн хамăрăн санран вĕренес пулать. Сăмах май каласан, пирĕн шăпах Богеми хăмлине вунпиллĕкмĕш çул ӳстереççĕ, унччен кунта чăваш хăмли, вăрман хăмли çеç пулнă. Хамăр колхозра аçу пĕрремĕш культурăллă хăмла плантацийе турĕ, ун чух эпир, комсомолецсем çакăнта шăтăк алтма çӳреттĕмĕр. Аçу — хăмла ăстиччĕ. Санăн халь ун ĕçне малалла ярас пулать ĕнтĕ.
— Правлени шанса хушас пулсан, эпĕ...
— Ан иккĕлен, правлени килĕшетех. Çитес ларурах калаçса татăлатăп.
— Варсуна ăçта вара?
— Варсун... Пирĕн икĕ пахча. Ан тив, эсĕ пĕринче ĕçле, вăл тепринче ĕçлетĕр. Иксĕр каллех пĕрле пулатăр. Кашкăрĕ те тутă, сурăхĕ те сывă пултăр, — терĕ тимĕрç кулкаласа. Унăн шӳчĕ Актаева килĕшмерĕ. «Каллех пĕрле... Каллех Сталинград патĕнчи пек-и? — тарăхса шухăшларĕ вăл. — Тĕлĕнмелле вĕт: фронтра Варсун мана сутрĕ, ятăма ячĕ, атте вăхăтсăр вилнĕшĕн те ăнах айăплас килет, çитменнине тата, кулăшла та, ирсĕр те, çав ăçтиçук ман атте вырăнне йышăннă. Фронтри пекех, ман пурнăç çулĕ ялта та çав тискер этем çулĕпе хĕреслĕ-пирлĕ пулчĕ. Иксĕмĕр пĕрре татăклан тытăçмаллах çав çул çинче, анчах хăшĕ тӳрре тухĕ? Нивушлĕ тĕрĕслĕх çĕнтереймĕ?»
— Ну, атя, салтак, кунта тарăхса тăнипе усси пулас çук. Хăмла вырăнĕсене ыранах тирпейлеме, тислĕк кăларма хушăпăр. Пур пек лашасене йăлтах çураки валли тăрантарма хушнă, кӳлме хушман, кӳлсен, хĕсĕр ĕнесене кӳлĕпĕр те — ку ĕçе тăватпăрах, ан пăшăрхан... Ху эсĕ, Валентин, çапах та малтанлăха лаççа ан, пулăш мана кăштах. Урхи мучи калашле, унта ĕç мăй таран, унран та ытларах... Лаçра ĕçленĕшĕн кунне пĕр кило çăкăр параççĕ, тен, сана киле килнĕ ятпа кăштах çăнăх та тупса парĕç. Колхоз, мĕнле пулсан та, колхозах — ĕçчене йывăр вăхăтра пăрахмĕ...
Вĕсем çул юппинче уйрăлчĕç.
— Каçхине халапа пырса лар, Наçтук çавăнта кăштах сăра пекки тунăччĕ, — терĕ Федор Иваныч, куçран тӳрĕ пăхса. — Хисеп ту гварди старшинине. Бавари, Богеми çĕрĕсене те аса илĕпĕр унта.
— Тавтапуç, Федор Иваныч... Нихçан та манмăп... эсĕ ялйышран пĕрремĕш çын манпа пĕр танлăн калаçрăн... хăнана чĕнтĕн, — тытăнчăклан каларĕ Валентин, тимĕрç аллине чăмăртаса. Вăл кӳтнĕ чĕрине темĕнле ырă туйăм капланса хăпарнине, куçĕ шывланнине туйрĕ те, вăрт çаврăнса, хăйĕн çулĕпе утрĕ.
Актаев анкарти хапхи умĕнче чарăнса тăчĕ, тайăлнă çатан çумĕйчи канавра тулнă шыва шалчапа уçса ячĕ, вара, шарласа юхакан пăтранчăк шыв çине пăхса, шухăша кайрĕ. «Çак шыв пекех капланса тулнăччĕ ман чĕрем те. Ăна паянхи кун уçса ячĕ. Анчах умра тата миçе хут каплана-каплана ларĕ-ши вăл?»
Ун пуçĕнче тĕрлĕ шухăш çаврăнчĕ: колхозра та, кил-е те ĕçсем япăххи, пурнăçра та, юратура та уçăмлăх пулманни, Аристархпа Нина çинчен, Варсун çинчен савăксăр сăмах илтни, парторг «государство масштабĕпе шухăшлани» — йăлт çак çурхи шарлак шыв пек пăтра-шăнса кайрĕ. Валентин пĕр шухăшĕ çинче те тĕплĕн чарăнса тăраймарĕ, пĕрин тупсăмне те тупаймарĕ.
— Çапах, темле пулсан та, Тăван çĕршыва, тăван киле таврăнтăм эпĕ! Наздар! — терĕ те каччă, лĕнчĕр-ленчĕр çил хапхана яри уçса пăрахса, ачаран юратнă, асран кайми анкартине кĕчĕ. — Эпир çапăçăпăр-ха!..
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...