Симĕс ылтăн :: IV пай
Халлĕхе вăл герой-хула ятне Информбюро сводкисенче асăнман-ха, хаяр çапăçусем çурçĕрелле — Клетская патĕнче, кăнтăралла — Котельниково патĕнче пыраççĕ, çавăнпа радио та, хаçатсем те çав пĕчĕк хуласене каçăн-ирĕн асăнаççĕ, анчах пĕтĕм тĕнче Атăл çинчи паллă хула çинелле тинкерсе пăхать, пурин те чĕлхе вĕçĕнче унăн ячĕ кăна: Сталинград! Гитлер Сталинграда илме виççĕр аллă пин çынлă çар, пиншер самолет, танк янă. Сталинград таврашĕнче çĕр çунать, вилĕм алхасса çӳрет... Шăп çав хăрушă кунсенче фронта приказ çитрĕ: «Пĕр утăм та каялла чакмалла мар!..»
Актаев пулнă полк йывăр çапăçусенче чылай хавшарĕ: питĕ нумай салтак вилсе, аманса пĕтрĕ, батальонсенче çĕр аллăшар-икçĕршер çын кăна тăрса юлчĕ, тупăсемпе минометсенчен нумайăше стройран тухрĕç, снарядсем сахалланчĕç. Полк Сталинградран кăнтăр-хĕвеланăç еннелле оборонăна тăчĕ. Умра — фашистсем. Икĕ çар хушшинчи хир варринче çунса кайнă танксем, автомашинăсем, çĕмрĕк тупăсем хуралса лараççĕ. Кунта кукуруза, çĕрулми лартнă-мĕн (кукурузи те, çĕрулми те ăнса пулнă), анчах вĕсене танксем таптаса, снарядсем сухаласа тăкнă. Пĕтĕм хир çунса кăмрăкланнă, таврана тар ĕнĕкĕ, юн, виле шăрши çапнă. Тӳсме çук шăрăх, пăчă. Шыв çук. Апат-çимĕç вăхăтра илсе килеймеççĕ: Атăл урлă каçакансене кунĕн-çĕрĕн нимĕç самолечĕсем хураллаççĕ, вĕсем Сталинград тӳпинчен пĕрре те каймаççĕ темелле; хулана хура тĕтĕм хупласа илнĕ, унта кăнтăрла та çĕрлехи пек теттĕм...
— Сержант Актаев! Комиссар патне! — кăшкăрса пĕлтерчĕç траншея тăрăх.
Валентин гимнастерка çухине тӳмелерĕ, пиçиххине хытарчĕ те комиссар блнидажне чупрĕ. Иртнĕ çапăçура аманнă комиссар пуçне шурă бинтпа чĕркенĕ, сулахай аллине мăйран çыхса çакнă. Хай самаях çулланнă, пичĕ пĕркеленнĕ, тăнлавĕсем кăвакăрнă; кăкăрĕ çинче граждан вăрçинчех илнĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ ялкăшать. Вăл, Актаева калаçма памасăр, аллипе ĕшенчĕклĕн сулчĕ.
— Хăвăрт, комсомолецсене юнашар лапама пухăр, пĕчĕк пуху ирттерĕпĕр. Хăвăр та унта пĕр-ик сăмах калăр. Васкăр!
Актаев комсомолецсене пĕр лапам вырăна пухрĕ те комиссара пĕлтерчĕ.
Темиçе талăк çывăрманнипе, суранĕсем ыратнипе халран кайнă комиссар чĕрене витермелле сасăпа каларĕ:
— Хаклă юлташсем! Шăллăмсем! Нумай калаçма вăхăт çук, кашни минут хаклă. Эпир сахаллăн тăрса юлтăмăр, пирĕн ретсем сайралсах пыраççĕ. Анчах фриц та малтанхи мар ĕнтĕ. Вăл пирĕн гвардеецсем мĕнле çапăçнине лайăх курчĕ. Çапах тăшман вăйлă-ха, вăл малаллах кармашать, хăвăртрах Атăл хĕррине тухасшăн, пире тимĕр унка çавăрса илесшĕн. Тăшманăн авиаци, артиллери, танксем йышлă. Пурĕпĕр эпир, бронебойщиксем, вĕсен танкĕсене пĕтерме вĕренсе çитрĕмĕр, танкран хăрас чиртен сывалтăмăр. Авă, вĕсен танкĕсем пирĕн умра саланса выртаççĕ. Вĕсене хамăр бронебойщиксем тĕп турĕç: Тутар Хабибуллин пĕр танк, узбек Мансуров тепĕр танк, вырăс Осокин хăй пĕччен икĕ танк çунтарса ячĕ. Эпир нумай чакрăмăр. Тек чакма вырăн çук, юлташсем: пирĕн хыçра Атăл. Пире пулăшма çĕнĕ полк çитиччен пирĕн çак высотана хамăр вăйпах тытса тăмалла, тăшмана малалла ирттермелле мар. Пĕтĕм Тăван çĕршыв халĕ пирĕн çине пăхать. «Пĕр утăм та чакмалла мар!» — тет вăл пире. Юлашки юн юлмиччен, юлашки сывлăш тухиччен тăрăр, гвардеец юлташсем! Астăвăр, вăрçăра пĕртен-пĕр тĕрĕс саккун: паттăр пĕр хут вилет, хăравçă — çĕр хут. Пурăнас килсен — вилĕмрен ан шиклен. Сан аннӳ мар, фашист амăшĕ çĕр кăшласа макăртăр! Вилем фашистсене!
Комиссар, хĕçпе каснă пек, сывă аллине сулмаклăн сулчĕ. .
— Кам калас тет? Сержант Актаев!
Валентин, ялта чухнех комсомол пухăвĕсенче тухса калаçма хăнăхнăскер, халĕ, вăрçă хирĕнче, хăй çине пăхса ларакан тантăшĕсем умĕнче сасартăк пăлханса-çухалса кайре, автоматне пӳрнисем шураличчен пăчăртарĕ. Çынсем шăпланчĕç. Сталинград енче снарядсемпе бомбăсем кĕрĕслетсе çурăлни, таçта тӳпере нимĕç самолечĕ кĕрлени илтĕнчĕ. Пурте ирĕксĕрех çӳлелле пăхрĕç.
— Рама!.. Разведчик!.. Ну, часах сабантуй пуçланать, кĕтсех тăр... — терĕç салтаксем.
Çӳлте-çӳлте, шап-шурă пĕлĕтсем хушшинче, пĕчĕк çеç кĕмĕл тĕпренчĕк евĕр йăлтăртатакан самолет курăнчĕ; унтан чылай аялта пирĕн зенитчиксен снарячĕсем çурăлма тытăнчĕç; вĕсем, юр чăмăркки евĕр, пĕр сассăр саланса, сарăлса каяççĕ те майĕпен ирĕлсе пĕтеççĕ.
— Юлташсем!.. Тантăшăмсем!.. — терĕ тытăнчăклăрах сасăпа Актаев. — Тăшман каллех пирĕн çине тапăнса килет. Эпир сахаллăн тăрса юлтăмăр. Анчах пирĕн ПТРсем те, патронсем те çителĕклĕ. Кашни бронебойщик тăшманăн пĕр танкне пĕтерес пулсан та, эпир хамăр участокра пулăшу çитиччен тытăнса тăма пултаратпăр, — Калаçнăçем Актаев васкама тытăнчĕ, сасси çирĕппĕн янăра пуçларĕ. — Клетская патĕнче çапăçакан хамăрăн гвардеецсене астăвăр: унта тăватă бронебойщнк вăтăр танка хирĕç тăнă, фашистсен вунпилĕк танкне çунтарса янă, тăшмана малалла ирттермен. Вăл паттăрсене халĕ пĕтĕм çĕршыв пĕлет... Пирĕн вĕсенчен мĕншĕн каярах пулмалла? Пирĕн хушăра та паттăрсем çук мар, хăвăр та лайăх пĕлетĕр. Атъăр, комсомолец юлташсем» фашист хурахĕсене хирĕç пурте пĕр çын пек тăрар! Хамăр паттăрлăхпа ыттисене хавхалантарар. Пер утăм та чакмалла мар! Вилĕм киревсĕр фашистсене!..
Актаев каласа пĕтериччен те пулмарĕ — минăсем чуна çӳçентерекен ирсĕр сассипе ӳлесе çывхарин илтĕнчĕ.
— Ложись! — хаяррăн кăшкăрса ячĕ комиссар.
Комсомолецсем çĕр çумне лăпчăнса выртрĕç. Нихçан та хăнăхса çитме çук хăрушă самант çитрĕ. Тăшман минисем çывăхрах ӳке-ӳке çурăлчĕç, çапах пĕри те тĕл лекмерĕ.
— По местам! — кăшкăрчĕ те комиссар, лапамран чи малтан сиксе тухса, траншейăналла ыткăнчĕ. Ун хыççăн ыттисем те, пăрçа сапса янă пек, кашни хăйĕн вырăнне чупрĕç.
Актаев хăйĕн ПТРĕ пăтне çитсе ӳкме çеç ĕлкĕрчĕ, йĕри-тавра снаряд та мина çурăлма, çĕр такам силленĕ евĕр чӳхенме, чĕтреме тытăнчĕ; çывăхра снаряд çурăлмассерен вĕри сывлăш хумĕ мунчара ашши панă чухнехи пек киле-киле çапрĕ, бруствертан тăпра тăкăнчĕ, осколоксем ши! те ши! шăхăрса, вăр! та вăр! туса сирпĕнчĕç; <кун çути тĕттĕмленчĕ, траншейăна тусан, тĕтĕм, çуннă тар, юн шăрши тулчĕ...
Актаев траншея тĕпне, хăйĕн вăрăм пăшалĕ çине, чĕрĕп пек хутланса выртрĕ, сывлама чарăнчĕ, йăшăлт та хускалмарĕ; унăн тăмпа вараланна гимнастерки вĕри сывлăш хумĕ пырса çапмассерен вăркăша-вăркăша илчĕ. Çак самантра сержант хăй выртакан траншейăна тата тарăнрах алтманшăн ӳкĕнчĕ. Нимĕç артиллерин хăватне çулталăка яхăн пĕлет вăл, Харьковран пуçласа Сталинграда çити чакса тухнă май сахал мар тӳсме тиврĕ ăна, çапах Актаев тăшман артподготовкине хăнăхма пултараймарĕ. Çумăнта шанчăклă юлташусем, аллунта хĕçпăшал пулсан, нимĕç пехотине, танкĕсене, самолечĕсене хирĕç хăюллăн тăма пулать: вĕсем куçа курăнса килеççĕ, Анчах таçтан вĕçсе килекен снаряда хирĕç мĕнле тăрăн? Такама шыраса килет вăл? Тахăш тĕле ӳкет? Кашниех сан çурăму çине килсе ӳкессĕн туйăнать. Ун пек чухне пĕр çăлăнăç кăна — çĕр тĕпне арлан пек анса кайма тăрăш, çĕр-аннӳне чупту, нихçан асăнманниие асăн! «Турăçăм! Ан пăрах, ан пĕтер мана, ман пурăнас килет... Эпĕ питĕ çамрăк вĕт-ха, пурăнса та курман», — хăй ăшĕнче кĕлтурĕ турра ĕненмен комсомолец. Çак хăрушă самантра вăл турă пуррипе çукки çинчен те, хăй ăна ĕненнипе ĕненменни çинчен те шутламарĕ, хăйĕн пурăнас килни çинчен çеç хăй ăшĕнче çак ниме пĕлтермен сăмахсемпе каларĕ. Тахăш самантра ăна: «Вăрçăра пулса курман — турра асăнман», — тенĕ авалхи сăмах аса килчĕ, анчах ăна вăл çавăнтах манчĕ, вĕçĕ-хĕррисĕр ĕрлесе килекен етресен сассине çеç тăнларĕ. Вăхăтăн-вăхăтăн вăл хăйĕн лару-тăруне яр-уççăн курма, пăтранчăк шухăшсене йĕркелеме пултарчĕ. «Ку — миномет, ку — йывăр артиллери, — шутларĕ вăл, снарядсемпе минăсене сассинчен палласа илме тăрăшса. — Снаряд мана кунта илеймест, мина — хăрушă, ирсĕр япала, вăл тӳрех траншейăна кĕрсе ӳкме, мана çакăнтах пытарса хăварма пултарать. Ман килĕм те, çăвам та çакăнтах пулать вара... Анчах эпĕ пĕр хыпарсăр, хам çак çĕр çинче пурăннине, кĕрешнине, тăшмана хирĕç хаюллă тăнине систермесĕр кайма пултараймастăп. Эпĕ — салтак, эпĕ пĕтĕм совет халăхĕ умĕнче присяга панă... Акă тупăсем шăпланчĕç, кĕçех танксем тапăнса килмелле... Мĕнле шăп! Тупăкри пек...»
Актаев самант кăна çак шăплăхран тĕлĕнсе выртрĕ. Таврара нимле сасă та пулманран, вăл хăйне хăй хăлхасăр пек туйрĕ, анчах çак шăплăх хаяр тăвăл пуçланассине пĕлтерекен паллă çеç иккенне аса илсен, хăвăрт сиксе тăчĕ, пăшалне бруствер çине хурса, малалла тинкерчĕ; умри сăрт çинче нимĕн те çук-ха.
— Чĕрех-и, хамăр ял? — илтĕнчĕ юнашарах хаваслă сасă. — Актаев сылтăмалла çаврăнса пăхрĕ: траншея кукринчен сарă мăйăхлă Осокин пуçĕ курăнчĕ. Ватă сержант тахăш вăхăтра хăйĕн вăрăм пăшалне, автоматне бруствер çине вырнаçтарма, чикарккă чĕртсе яма ĕлкĕрнĕ.
— Халлĕхе чĕрех пек те, анчах пысăк сабантуйĕ малашне-ха, — шӳтлеме пăхрĕ Актаев, çипуçĕнчи тусана силленĕ май.
— Кĕпе-йĕм улăштармалла мар-и сан, хамăр ял? Аннӳ аса килмерĕ-и?
Осокин вăрçăччен Горькири автозаводра слесарь пулса ĕçленĕ, унта нумай чăвашпа паллашнă, çавăнпа Актаева «хамăръял» тет. Шӳтлеме юрăтаканскер, вăл темле йывăр самантра та пуç усмасть. Пĕр çапăçура командир вилсен, Осокин взвода хăй хыççăн атакăна ертсе кăйрĕ; часах ăна офицер званийĕ памалла, теççĕ.
— Тăван аннӳне мар, турă амăшне те асăнăн кунта, — терĕ Актаев, хăй паçăр шикленсе ӳкнишĕн вăтанса.
— Вăрçăра пулса курман — турра асăнман тесе ахаль каламан ваттисем. Кунта, ачам, хуняма патĕнче хăнара ларни мар. Фриц кучченеçĕ пыра ларать, пыршă-пакартана тăпăлтарса кăларать. Ухмах кăна нимрен шикленмен, теççĕ. Никамăн та вилес килмест, пурте шикленмен, анчах салтака шике пула ăса-пуçа çухатни килĕшмест. Шикленетĕн-и, çук-и — присягăна ан ман. Вилĕмрен хăрас пур — кун çути те ан кур... Кил, туртса ярар...
Пĕтĕм полкĕпе чапа тухнă хăюллă салтак та, ун пекех вилĕмрен хăрани, çапах тăшман умĕнче пуçа пекменни Актаевăн чун хавалне çĕклерĕ, вăл хăрушă вăхăтра хăйпе юнашар шанчăклă та паттăр çын пулнишĕн савăнчĕ. Каччă ватă сержант патне чикарккă тепĕ ыйтма пырасшăн хускалнăччĕ çеç, сулахай енчен тахăшĕ тискер сасăпа кăшкăрса ячĕ:
— Танксем!
— Хатĕрленĕр! Команда пулмасăр пемелле мар! — илтĕнчĕ командирăн хулăн сасси. Команда траншея тăрăх пĕр салтакран теприн патне куçса кăйрĕ.
Актаев хăйĕн пăшалне брустаер çине вырнаçтарчĕ, унпа юнашарах автомат, çунтаракан бутылка хатĕрлесе хучĕ, хурçă каскине пусарах лартрĕ те малалла тинкерчĕ. Умри тӳпем вырăнта танксем курăнмаççĕ-ха, анчах вĕсем аякри аслати евĕр кĕмсĕртетни лайăхах илтĕнет тата тӳпем хыçĕнче талккишĕпех тусан çĕкленни курăнать. Акă пĕр танкĕ шăп тӳпем тăрринче курăнчĕ, унăн башни, тупă кĕпçи хĕвел шевлипе сиввĕн ялкăшса илчĕç. Ун хыççăн харăс виçĕ танк... пиллĕк... улттă... вунă танк... Вĕсем, пысăк тимĕршапасем евĕр, ирсĕррĕн йăраланса, айлăмалла анаççĕ; танксенчен юлмасăр автоматчиксем чупаççĕ...
«Вĕри пулать паян мунча. Çапах Осокин пек юлташпа тӳсме пулать», — шухăшларĕ Валентин. Çав самантрах ун çумĕнчен комиссар чупса иртрĕ те ватă сержанта кăшкăрчĕ:
— Осокин! Мансуров йывăр аманчĕ, Хабибуллин вилчĕ... Пăшалĕсем тĕрĕс-тĕкелех... Хăвăрт вĕсем вырăнне сулахай фланга кай! Эпĕ сан вырăнта юлатăп.
— Есть! — терĕ те Осокин, автоматне çĕклесе, траншея тăрăх чупрĕ. Комиссар унăн ПТРĕ çумне пырса ӳпĕнчĕ, аманнă аллине аяккалла тытса, приклада сылтăм хулпуççи çумне пăчăртарĕ.
Халĕ танксем кĕрлени çывăхрах илтĕнет, вĕсем, хăвăртлăхне ӳстерсе, пехотăна кая хăварса, çĕр çĕмĕрсе килеççĕ. Вĕсене ĕнтĕ нимĕн те тытса чараяс çук темелле... Малти танкĕ шăп оборона варрине, Актаевпа комиссар тăнă тĕле, вирхĕнсе килет:
Çамрăк сержант пăшалĕ çумне лăпчăнчĕ, танка мушка тĕлне туса хытрĕ, сывлама чарăнчĕ...
Танксем умĕнче, сасартăк вут хӳме сиксе тухнă евĕр снарядсем çурăла пуçларĕç (куна хамăр артиллеристсем хыçалти тӳпем вырăнтан переççĕ-мĕн). Кĕçех виçĕ танк чарăнса ларчĕ, вĕсене вут хыпса илчĕ, анчах ыттисем, тупăран та пулеметран персе, малаллах ыткăнчĕç. Малти танкĕ халĕ шăпах Актаев çинелле çĕр чĕтретсе çывхарать, унăн брони çине ӳкернĕ хура хĕрес тискер эрешмен пек курăнать... Актаев печĕ, анчах пуля е тĕл тивмерĕ, е танка çапăнса, аяккалла сирпĕнчĕ. Валентин çурăмĕ çине сивĕ тар тапса тухрĕ, куçĕ тĕтреллĕ кăтартма тытăнчĕ, — хăрушă хура хĕрес пысакланнăçемĕн пысăклансах килчĕ. Валентин тепре печĕ те, хăй сассине илтмесĕр, хаваслăн кăшкăрса ячĕ: танк башни тавра пĕчĕк çеç çулăм чĕлхисем калта пек чупкалама тытăнчĕç. Хăватлă çулăмла пыракан машина пурĕпĕр чарăнмарĕ, туппинчен те, пулеметĕнчен те вут-хĕм сирпĕтсе, малаллах, бронебойщик çинех вирхĕнчĕ... Çак самантра Актаев ним шухăшлама-туйма е хăрама пĕлмерĕ, вăл çунтаракан шĕвеклĕ бутылка тытрĕ те траншея тĕпне кукленсе ларчĕ, Танк, унăн пăшалне лапчăтса хурса, траншея урлă каçса кайрĕ, салтак çине хăйăрлă-тăмлă тăпра ишĕлтерсе хăварчĕ. «Ирттерсе ятăм-и?» — хăраса шухăшларĕ те Актаев хăвăрт сиксе тăчĕ, траншея хĕрринчен уртăнса, çывăхри машина çинелле мĕнпур вăйран бутылка ывăтрĕ. Танка çулăм хыпса илчĕ, унăн башни хăрушшăн шартлатса сирпĕнчĕ: машинăри бензин бакĕсем çурăлчĕç пулас. Танк хура тĕтĕмпе хупланчĕ...
Актаев чĕри халиччен пĕлмен савăнăçпа, мăнкăмăллăхпа тулчĕ. «Çĕнтертĕм! Эпĕ çĕнтертĕм!» — тени çеç пулчĕ унăн пуçĕнче. Вăл, сасартăк хăйне тата пысăк хăрушлăх пуласса сиссе, вăрт каялла çаврăнчĕ те тепĕр танк комиссар çинелле йăтăнса килнине курах кайрĕ.
Аманса пĕтнĕ комиссар тĕл переймерĕ пулас е пăшал хытă тапнипе суранне ыраттарчĕ. Акă вăл аллине граната çыххи тытрĕ те танка хирĕç тухма тăчĕ. Çав вăхăтра Актаев, ун патне ыткăнса пырса, ăна тытса чар-чĕ, граната çыххине хăй йлчĕ те, траншея кукрине чупса кайса, танк çулне пӳлчĕ, «тигр» унăн «йăви» çине çитсе ĕлкĕриччен сержант граната çыххине ывăтма ĕлкĕчĕ. Взрыв хыççăнах танкăн хăрах гусеници çĕлен тирĕ евĕр сĕвĕнсе ӳкре, танк пĕр вырăнтах, циркульпе çавăнă пек, çаврăнса илчĕ те чарăнса ларчĕ, унăн хушĕкĕсем витĕр хура тĕтĕм палкама пуçларĕ. Кĕтнĕ пекех,çӳлти люк уçăлса кайрĕ — икĕ танкист ялт та ялт сиксе тухрĕç. Вĕсене çавăнтах комиссар автоматпа çулса тăкрĕ...
Çапăçу хирĕнче ултă танк çунса юлчĕ, ыттисем каялла çаврăнса тарчĕç. Тăшман автоматчикĕсене хамăр пулеметчиксем пĕтерсе тăкрĕç.
— Тавтапуç, тăванăм! Спаççипă, хамăр ял! Чăваш ятне ямарăн! — терĕ комиссар, Актаев аллине чăмăртаса. — Сан çинчен халех дивизие пĕлтеретĕп, награда пама реляци çыратăп. Паттăр ĕç — мухтава тивĕç... Тавтапуç, тăванăм, шăллăм, мана та вилĕмрен çăлса хăвартăн...
Хытă пăлханнă сержант ăна хирĕç нимĕн калама та пĕлмерĕ, тем айăпа кĕнĕ çын евĕр, именчĕклĕн кулса илчĕ кăна, анчах çак самантра хăйне хăй пĕрремĕш хут чăн-чăн салтак пек туйрĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...