Симĕс ылтăн :: III пай
— Валентин, çывăрмастăн-и-ке, ачам? — шăппăн ыйтрĕ кăмака çинче кĕрĕк пĕркенсе выртакан амăшĕ.
— Çук, аннем, ыйхă вĕçрĕ ман, — терĕ ывăлĕ, ассăн сывласа.
— Тăрса çутас-и?
— Çут-ха, анне, пурпĕрех халь тин çывăрса каяс çук ĕнтĕ. Çынсем килсе туличчен калаçар хамăр. Халь, çĕрле, никам та килсе чăрмантарас çук. Калаçмалли нумай... Паçăр, чун кӳтнипе, нимех те калаймарăм...
Амăшĕ кăмака çинчен кăштăртатса анчĕ те, вучах умне пырса, кĕл айĕнчи кăвара вĕрсе чĕртме пикенчĕ.
— Шăрпăк çук-им?
— — Эй, ачам, шăрпăк терĕн-ха. Вăрçă чухне краççынсăр, супăньсăр, тăварсăр аптрарăмăр. Кăварне ăна кĕл айĕнче нихçан сӳнме паман. Халь лавккара йăлтах пур-ха та — укçине ăçтан тупас ман? Сĕт-çу сутлăх мар, хамăр валли те çук, ĕнене пусма тиврĕ, пĕр качакапа тăрса юлтăм. Пилĕк-ултă чăх усратăп, халь кăна иккĕшĕ çăмарта пуçларĕç-ха. Тавах, Урхи мучу пулăшкаларĕ ытла йывăр килнĕ чух. Тăван тăванах çав, тăваллах туртать. Пур-çук япаласене сутма тиврĕ.
— Ман баяна та сутрăн-и, анне?
— У-уй, мĕн калаçан, ачам! Мĕнле аллăм çĕклентĕр ăна сутма? Ав, арчарах ларать. Куç пек сыхласа усрарăм, кирĕк те ларман ун çине. Ăна курсан, хăвна курнăнах туйăнатчĕ. Туянасшăнсем нумайччĕ. Халь, вăрçă пĕтсен, хамăр клуб валли питĕ туянасшăнччĕ те — яхăнне те ямарăм, Валентин килсен мĕн калĕ мана терĕм.
Карчăк тĕлкĕшекен кăвар çинче хăйă чĕртрĕ те тăрпасăр лампа çутса ячĕ. Тĕттĕм пӳрт ăшчикки çуталчĕ, кивелсе хуралнă пĕренесенчи, мачча хăмисенчи турат куçĕсем палăракан пулчĕç. Валентин тăрса тумланчĕ, çăвăнчĕ, вара кĕтесри арчана уçса пăхрĕ: унта шурă тутăрпа витнĕ баян ларать. «Нина эпĕ баян каланине итлеме юрататчĕ», — чунне ыраттарса аса илчĕ те каччă, баяна каллех тутăрпа витрĕ.
— Кирĕк те лартман, çынна та тыттарман, — терĕ амăшĕ, вучах умĕнче тĕрмешнĕ май ывăлĕпе шăкăлтатса калаçса. Вăл хăйĕн савăнăçне ниçта чикеймен енне алăкăн-тĕпелĕн кускаларĕ, сĕтел çине пĕр çатма ăшаланă çăмарта, çĕрулми икерчи, пуçланă çур литр эрех кăларса лартрĕ, кĕтесри турăш умĕнчи çуртана çутса ячĕ, кĕл-туса пуççапрĕ. Турра ĕлĕк те ĕненмен, халĕ пушшех «турă пур» текен халапа пĕтĕм чунтан курайман Валентин, амăшне кӳрентерес мар тесе, карчăк кĕлтуса пĕтериччен тăпах тăчĕ.
— Лар ĕнтĕ халь, — терĕ амăшĕ, ура çине тăрса, — аçу вырăнне лар, халь эсĕ кил пуçĕ пулса юлтăн. Эрехне тултар. Паçăр ĕçмерĕн. Ку эрехĕ хăвна ăсатнă чух çул курки пама пуçланăскер, çавăнтанпах ларать. Ак ку çăкар сăмси те çавăн чух касса хунăскер, сакăр çул турăш хыçĕнче усрарăм, сан çакăнта ĕçсе-çиес куну-çулу ютра ан татăлтăр терĕм. Салтака кайма ят тухсан каснă çӳçӳ те турăш хыçĕнчех стаканпа ларать акă.
Валентин хăйĕн вунсаккăрта кастарнă çӳçне тытса пăхрĕ: вăрăм та сарă кăтра вăл, пĕр шурă пĕрчĕ палли те çук. Халь ĕнтĕ тăнлавсем шап-шурах.
Карчăк, аллине черкке тытсан, каллех чылайччеи кĕлтурĕ, эрехне сĕтел çине тумлатрĕ те кăшт çеç тутанса пачĕ, калаçа пуçларĕ:
— Мухтав турра, ман тăпрама таптама килтĕн. Халь ĕнтĕ аптрамăпăр. Тен, ху килĕштерсен, кин кĕртĕпĕр, йывăр мана пĕччене, ватлăхăм çитрĕ ман, Валентин,
— Кама кин тăвăттăн эсĕ, анне? — чунĕ ыратнине палăртмасăр, юри куланçи пулса ыйтрĕ ывăлĕ.
— Ху килĕштерсен, тетĕп-çке, ман ирĕк мар... Çав Атлас Çиркин хĕрĕ пит хӳхĕмччĕ те... Тасаччĕ, çип тирмен ахах пĕрчи пекчĕ... Ачаран пĕрле килĕштерсе ӳсрĕр... Турă çырмарĕ пуль çав сана...
Валентин черккине шалт ĕçрĕ те нимĕн те çыртмарĕ, ăшчикне хаяр эрех çунтарнине сисмерĕ, каллех тултарчĕ.
— Халĕ, ав, Савир Аристархне тухать, теççĕ... Воспăти, мĕнле. хӳхĕм хĕр! «Йĕке кĕмен йĕрĕлче пек», тетчĕç ĕлĕк ун пеккисене. Сăнĕ-пуçĕпе те, ĕçĕ-хĕлĕпе те. Ĕçне çунтарса тăвать, тепĕр арçынтан ирттерет. Пĕлтĕр çулла Автан çырминче утă пухнă чух тĕл пултăмăр та — питĕ кăмăллă, ăслă-йĕрлĕ калаçать, сан çинчен те ыйтса пĕлчĕ, халь те çыру çырмасть-и, тет... Сана кĕтсе пурăнать, тетчĕç... Кĕтсе те ывăнчĕ пуль çав... Пĕр хыпарсăр çухалтăн». Кайран ху ирĕкӳпе плена кайнă текен хыпар сарăлчĕ... Аçу умĕнчех «иçменнĕк» терĕ сан пирки Варсун... Çавна тӳсеймерĕ вара аçу, ураран ӳкрĕ...
Валентин черккене шалт! лартрĕ, сиксе тăчĕ, чĕтреме пуçларĕ.
— Сутăнчăк мар эпĕ, анне... — Çакнашкал хаяр ята илтес пур — çавăн чухнех Сталинградра паттăррăн пуç хурас-мĕн! Изменник мар! Тăван çĕршыва, юлташсене сутман эпĕ! Пĕр утăм та приказсăр чакман! Эпĕ юлашки юн тумламĕ юлмиччен, юлашки сывлăшăм тухиччен çапăçма хатĕрччĕ... Хăравçă пулман сан ывăлу, анне, фашиста парăнма шутламан... Анчах кама каласа ĕнентерĕп халĕ? Эп мĕнле çапăçнине калакан документ та, свидетель те çук... Кама каласа ĕнентерĕп?
Амăшĕн типĕтнĕ панулми пек пĕркеленнĕ пичĕ тăрăх икĕ çутă тумлам йăлтăртатса юхса анчĕ. Карчăк йывăр ĕçпе хытнă, таткаланса-çуркаланса пĕтнĕ ырхан аллине ывăлĕн тĕреклĕ алли çине хучĕ.
— Тăван апуна шан, ывăлăм. Апуна тĕрĕс маррине калаймăн. Пĕчĕк чухне те суйман эсĕ, сана аçу-апу ялан тĕрĕслĕхе юратма вĕрентсе ӳстернĕ. Хăвна çуратнă апу та ĕненмесен, кам ĕнентĕр тата сана? Апун чунĕ тӳсĕ, йăлтах кала, нимĕн те ан пытар манран.
— Пытармалли нимĕн те çук ман, анне. Нимĕнле намăс ĕç те туман эпĕ... Анчах иртнине аса илме питĕ асап мана... Мĕнрен пуçласа калам-ши? — тесе, Валентин тулли черккене тытмасăрах хăйĕн умĕнчен шутарса лартрĕ, йывăррăн сывласа илчĕ те хуллен калама тытăнчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...