Симĕс ылтăн :: I пай
Пуйăс Сăр кĕперĕ урлă каçса Чăваш çĕршывне ыткăнса кĕрсен, Актаев тамбура тухса тăчĕ те, пирус хыççăн пирус мăкăрлантарса, кантăк витĕр тăван уйсем, ращасем, уçлăнкăсем çине ытарайми пăхса пычĕ.
«Акă çуралнă çĕршывăм!.. Çул хĕррипе — шурă хурăнсем, яштак хырсем, лаштра юмансем, лапсăркка çăкасем, лутра шĕшкĕлĕх... Уя тухсан, инçетри-инçетри ялсем курăнаççĕ. Юр кайса петнĕпе пĕрех ĕнтĕ, çырма-çатра çеç палăркалать. Умра — тăнан ялăм, килем-йышăм, тусăм-тантăшăм... Çунат пулас пулсан, халех унта вĕçсе ӳкĕттĕм!.. Паянах вĕсене курса ыталатăп-çке! Ĕненме те йывăр. Вĕсене çак çĕр çинче тепре курасса сунманччĕ, çапах та пурăнас кунăм пĕтсех пĕтмен иккен-ха. Эпĕ çамрăк пуçампах вилĕме куçа-куçăн темиçе хут куртăм, акă халĕ чĕр тамăкран, пуç пĕтти çĕртен, ыррăн-сыввăн таврăнатăп. Эй, аслă асаттесен юратнă çĕрĕшывĕ! Кунти кашни йывăçа тытса ыталăттăм, кашни чула чуптăвăттăм. Тăван енче чул та ĕнчĕ, тесе ахаль каламан-мĕн. Ют çĕршывра хĕвел те хура...»
Пуйăс хаваслă кăшкăртни тавралăха ян ячĕ, Актаевăн шухăшĕсене сирчĕ. Умра станци курăнса кайрĕ. Акă тырă калчисем... акă чугун çул çинче ĕçлекенсен барак евĕрлĕ пĕр хутлă вăрăм çурчесем... акă ачаран палланă вокзал...
Сакăр çул ютра пулнă хыççăн перремĕш хут Чăваш çĕрĕ çине ярса пуссан, вокзал çурчĕ çине станци ятне чăвашла çырннне вуласан, йĕри-тавра хĕвĕшекен халăх хушшинче, илемлĕн, çепĕççен янăракан тăван чĕлхене илтсен, Актаевăн чунне савăнăç та, хурлăх та пĕр харăс капланса тулчĕ, вăл хăй сисмесĕрех çĕлĕкне хыврĕ те вокзал вывески çине тунсăхлăн тинкерсе пăхса тăчĕ; унăн сухалланă шуранка пичĕ тăрăх шултра куççулĕ шăпăртатрĕ. Иртен-çӳренсем çак кивĕ шинеллĕ, кутамккаллă, çара пуçăн тăракан, пĕр сассăр чĕтресе макăракан çынна тĕлĕнсе те хĕрхенсе сăнарĕç. Актаев никама та курмарĕ, чиркĕве кĕрекен çын евĕр, çĕлĕкне тăхăнмасăр, çынсене тĕрткелссе, вокзала кĕрсе кайрĕ.
Кĕтмелли пӳлĕмре халăх лăк-тулли, ниçта ура пусма вырăн çук. Вăйпитти арçынсем пурте тенĕ пекех шинельпе, хĕрарăмĕсенчен нумайăшĕ фуфайкăпа. Актаев урайĕнче ларакан, выртакан çынсем, чăматансем, михĕсем урлă пускаласа, буфета хĕсĕнсе кĕчĕ те кĕтесри сĕтел хушшине вырнаçрĕ, официанткăран пĕр черкке эрех, пĕр курка сăра ыйтрĕ. «Эпĕ те, ытти çынсем пекех, заказ пама, хушма пултаратăп-çке!» — тĕлĕнсе те савăнса шухăшларĕ вăл. Кĕтсе ларнă хушăра буфетри çынсене сăнарĕ, вĕсем калаçнине тăнларĕ..
Ăçта каять ку халăх? Акă кусем, икĕ мăшăр хĕрпе каччă, Сталинграда, çĕнĕ стройкăна каяççĕ иккен; тепĕр сĕтел хушшинчи çамрăксем Донбаса шахтăна çитесшĕн; виçĕ ачаллă вырăс хĕрарăмĕ, кунта эвакуаципе лекнĕскер, килне таврăнать; сăран пальтоллă икĕ самăр этем Урала махорка сутма таптараççĕ («Спекулянтсем», — йĕрĕнсе шухăшларĕ Актаев); отпуска килнĕ офицер каялла Вăтам Азие васкать; икĕ (хĕрĕнкĕ вăйпитти Архангельск облаçне вăрман касма тата икĕ хресченĕ çемйи-мĕнĕпех Сахалина куçса каяççĕ («Сарлака та-çке Раççей-аннеçĕм!» — шухăшларĕ Актаев); чӳрече янаххи çинче ларакан ӳсĕр инвалид кăна ниçта та каймасть; вăл, аллинчи костылĕле юнаса, такама тӳсме çук сăмахсемпе вăрçать. Актаева халĕ сăпайлă хĕрсемпе каччăсем шăкăл-шăкăл калаçса кулни çеç мар, çак инвалид чăвашла çав тери ăста ятлаçни те килĕшрĕ. Вăл, юлашки çулсенче команда чĕлхине те çынна çынлăхран кăларан мăшкăл сăмахсем çеç илтнĕскер, халĕ шăнкăр-шăнкăр чăваш чĕлхине чунтан киленсе итлерĕ.
Ĕшеннĕскер, пĕр черкке ĕçнипех ӳсĕрĕлнĕ пек пулчĕ. Ĕçме те... хăçан ĕçнеччĕ-ши вăл юлашки хут? А-а, сакăр çул каялла, килтен тухса кайнă чух, çул курки тытса панăччĕ. Питĕ инçе те асаплă пулчĕ çав телейлĕ пулма суннă çул!..
Актаев ура çине тăчĕ. Кутамккине çурăм хыçне çакнă май хăйне пысăк тĕкер çинче курчĕ те паллаймарĕ: пит çăмартисем хухнă, çамки пĕркеленнĕ, пысăк кăвак куçĕсем путса кĕнĕ, виç-тăват кун хырман сарă сухалĕ ӳссе кайнă. Никам та ăна çирĕм ултă çулхи теес çук, паллаяс та çук... Çакăн пекчĕ-и вăл? Пит çăмартисем юн пĕрĕхес пек тулличчĕ, куçĕ кăвар пек çунатчĕ, патвар хул-çурăмлăччĕ, пĕччен пĕкĕ авасла маттурччĕ!..
Актаев вокзалтан тухрĕ те крыльцара чарăнса тăчĕ. Йăлтăрти кун çутинче унăн куçĕ шарса канрĕ. Вăл, пĕр хушă куçне хĕссе, тăван станци çнне ытарайми пăхса тăчĕ, вара кутамкка çаккисене тӳрлетрĕ те умри вăрман еннелле сулмаклăн утрĕ. Çула май пасара кĕрсе тухасшăнччĕ, анчах, паллакансене тĕл пуласран хăраса, кĕмерĕ, çул çинче пĕр-пĕччен пулас килчĕ унăн; парикмахерскине кĕрсĕ хырăнасшăнччĕ — чӳрече витĕр унти чиперкке хĕрсене курчĕ те хăйĕн çипуçĕнчен вăтанса, кĕ-месерех малалла иртрĕ...
Çурхи кун каç еннелле сулăннă. Шăрантарса пăхакан хĕвел ăшшинче пĕтĕм çутçанталăк чĕрĕлнĕ; юр айĕнчен тин кăна тухнă çĕр ирĕккĕн сывласа, пăсланса выртать, сукмак хĕрринчи тункатасем çумĕнче çĕлен калчи çинçешке симĕс чĕлхине кăларнă, йывăç кăчкисем кӳпчесе хăмăрланнă, вăраннă вăрманта кайăк-кĕшĕк туй тăвать.
Сукмак мăн çул çине пăрăнса тухнă çĕрте ватă юман тункати, ун çумĕнче мăкланнă каска тунката пулма кирлĕ. Пур-ши халĕ?.. Пур, акă!.. Актаев, ăна курсан, хăйĕн авалхи тусне курнă евĕр хĕпĕртерĕ, ун патне ыткăнса пычĕ те... шарт сиксе, тăпах чарăнса тăчĕ. Вăл халь-халь ларас тенĕ чух тунката çинче темĕн йăлтăрт! курăнчĕ те çурăка кĕрсе çухалчĕ. Те калта пулчĕ вăл, те çĕлен?.. Ачаранпа çĕлен-калтаран хăраса, йĕрĕнсе ӳснĕ Актаев пĕтĕм шăмшакĕпе çӳçенсе илчĕ, палланă тунката çине сиввĕн пăхса, хăйĕн çулĕпе утрĕ.
«Юлашки хут эпĕ Нинăпа çак тунката çинче лартăм... Çакăнта çитиччен ăсатрĕ вăл мана... Ĕнерхи пек астăватăп ăна, çав хушăрах ку тахçан ĕлĕк пулнă евĕр е пачах та пулман, тĕлĕкре çеç курăннă евĕр туйăнать. Мĕнле хитреччĕ те сăпайлăччĕ вăл çавăн чух! «Чипер, сывă таврăн, Валентин, ырă ятпа таврăн!» — терĕ хĕр, куçран тӳрĕ пăхса. Те хурлăхлăччĕ вăл, те çукчĕ — йывăрччĕ ун шухăшне пĕлме. Çавăн чухне иккĕшĕ пĕр-пĕрне кĕтме сăмах памарĕç, çапах çав хаклă сăмаха кашни хăй чĕринче асăннă пек туйăнчĕ Валентина. «Ырă ятпа!» — терĕ халĕ хăйĕнчен хăй йĕрĕнсе Актаев. — «Ырă ятпа!» Акă ĕнтĕ таврăнатăп, савниçĕм. Анчах ăçта ман ырă ятăм, чысăм-мухтавăм? Кам эпĕ халĕ? Кам кĕтет пуль мана килте, аннесĕр пуçне? Сан çинчен никам та шухăшламасть пулсан, апла эсĕ çак çĕр çинче пурăнманпа пĕрех. Кам шухăшлать пулĕ ман çинчен, аннесĕр пуçне? Тен, вăл та тахçанах манса лăпланчĕ пулĕ? Çук, анне манас çук, вăл мана ыттисем пек хаяр суд тăвас çук. Вăл çеç ĕненме, каçарма пултарĕ... Нина... Эсĕ те мана ыттисем пекех айăпларăн-ши, ылхантăн-ши, унтан манса кайрăн-ши? Мĕнех-ха вара? Манмасăр! Кам эпĕ саншăн? Тăвану-и? Упăшку-и? Çураçнă каччу-и? Хыпарсăр-хăнарсăр, чыссăр çухалнă çын кăна! Çав кăна! Çапла мар-им? Акă эпĕ сан патна таçти-таçти ют çĕртен, кайăк вĕçсе çитмен, çыру çитмен çĕртен килетĕп. Анчах кăшт та пулин кĕтетĕн-ши, кĕтнĕ-ши эсĕ мана! Ман ятăма та пулин астăватăн-ши, асăнатăн-ши халĕ? Е санăн чĕрӳнте те, пирĕн тункатана çĕлен-калта сырăннă пек, тĕрлĕ шухăш йăва çавăрчĕ-ши?..»
Актаева хура пĕлĕт шек тĕксĕм, йывăр шухăшсем хупăрласа пусса илчĕç. Вăл тек нимĕн чухлĕ те савăнма пĕлмесĕр, çурхи çутçанталăкпа киленмесĕр иккĕленӳлле хăрушă шухăшсемпе асапланчĕ. Кăнтăр çутипе яла пырса кĕрес мар тесе, мăн çултан пăранчĕ те колхоз утарĕ еннелле уттарчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...