Кĕмĕл кĕпер :: Поэтпа хан
Хăйĕн хуйхи мар, халăх асапĕ поэт чунне ытларах амантать.
"Поэт чунĕ" кĕнекерен.
Тыткăна лекнисем нумайăн мар, пурĕ те тăватçĕр çынна яхăн çеç. Çакна курнипе Кул Алин чĕри пăчăртана-пăчăртана ыратса кайрĕ.
— Пӳлерти çĕр пин халăхран вара эпир кăна чĕрĕ-сывă юлтăмăр-ши? — кулянса каларĕ вăл хăйпе юнашар тăракан эккеле. — Ылттăнпик вилчĕ. Ун çарĕ пĕтĕмпех пĕтрĕ. Пĕтĕм хулана вутра кĕллентерчĕç.
— Çук, пурте пĕтмен, — терĕ эккел, аманнă сулахай аллине кĕпе татакĕпе çыхса. — Кĕçен хулари текĕрт çеçенхире тухса кайрĕ. Ăна Ылттăнчечпе Пачман ертсе пыраççĕ.
— Ăçтан пĕлетĕн? — ĕненмесĕртерех ыйтрĕ Кул Али.
— Эпĕ хам çав текĕртрен. Вĕсем ырă-сывă чухне пирĕн халăх пĕтмест-ха.
— Мĕнле лекрĕн вара кунта?
— Пĕтĕм хула вутра çунма тытăнсассăн, Пачманпа Ылттăнчеч пире Кĕмĕл кĕпер урлă каçса Аккермане илсе кайма тăчĕç. Эпир пурте патшана пулăшас тенĕччĕ. Анчах патша вилнине каларĕç. Хулара текех тăма çукччĕ. Пур çĕрте те монголсем. Вара пире çеçенхире тухма каларĕç. Хула хапхи патĕнче монголсен пысăк текĕрчĕ тĕл пулчĕ.
Эккел чарăнса тăчĕ, мăш-мăш сывлакаларĕ.
— Вара... вара мĕскер? — васкатрĕ ăна Кул Али. — Малалла мĕн пулчĕ.
— Пирĕн çĕрни монголсене хирĕç кайрĕ. Вĕсене эпир хăмăш туранă пек турарăмăр. Анчах вĕсен шучĕ те çукччĕ. Пĕр монголне касса пăрахатăн — тата виççĕн сиксе тухаççĕ. Сисмерĕм те, мана укрăкласа илчĕç...
— Ылттăнчечпе Пачман вара!.. — чăтăмсăррăн ыйтрĕ Кул Али.
— Вĕсем çеçенхире кайса çухалчĕç. Упи-паттăрта вĕсемпе.
— Эккелĕсем нумайччĕ-и?
— Пилĕк пине яхăн пуçтарăнаççĕ пулĕ.
— О-о, турăçăм — савăнса кайрĕ Кул Али. — Апла пирĕн вăй пĕтĕмпе пĕтмен-ха. Сывă юлнă халăх пĕтĕмпе ĕмпӳпе елик-пике тавра пуçтарăнать, тискер тăшмана парăнмасть.
Вăрăм çăмлă лашисене хăвала-хăвала монголсен утлă текĕрчĕ çунакан çуртсем хыçĕнчен сиктерсе тухрĕ те тыткана лекнĕ пӳлерсене Аслă лапа хуса кайрĕ.
Унта, патша керменĕ умĕнче, монголсен çарпуçĕсем. Вĕсенчен пĕри, хушу туса, тем кăшкăрчĕ.
Вара пĕр монголĕ маларах тухрĕ те сулахаялла кăтартса хыттăн:
— Кам тимрĕç, кам чӳлмекçĕ, çавсем çак еннелле килсе тăрар! — терĕ. Виççĕр çынна яхăн çав еннелле кайрĕç. Утлă монголсем вĕсене çавăнтах çавăрса илчĕç те хула варринелле хăваласа кайрĕç. Паçăрхи монголĕ сылтăм еннелле кăтартса:
— Кам эккел, çавă унта тăрăр, — терĕ. — Пирĕн аслă хан пăлхарсенчен никам çĕнтерейми çар тума хушать. Ăна сирĕн çĕнĕ патшăр Парăç-Пăрăнтай ертсе пырать.
— Парăç-Пăрăнтай, — терĕ Кул Али çумĕнчи эккел, — унăн пуçне касмаллаччĕ-ха манăн. Çĕршыва сутаканĕ çавă пулчĕ. Ун пуçне касма майне тупатăпах. Атя, пĕрле пулар...
— Çук, — терĕ Кул Али, — эпĕ унта пымастăп. Эсĕ кай. Мана пăхса ан тăр... Кашнин хăйĕн çулĕ, кашнин хăйĕн ăраскалĕ...
— Çук, апла эпĕ те кунтах юлатăп!..
Лапра юлнисем пурте эккелсем пулни паллă. Вĕсем ним тума пĕлеймесĕр тăчĕç. Монголсене ку вара килĕшмерĕ. Вĕсем хĕçĕсене турта-турта кăларчĕç. Халь тесен халь кăралсăр çынсене турама тытăнмалла.
— Ан ухмахлан, — терĕ Кул Али хăйпе юнашар тăракан эккеле. — Атя, кайса тăр кăтартнă енне. — Юрăçă сассине хăпартрĕ. — Илтетĕн-и? Эсĕ те, ыттисем те тăван халăха кирлĕ!.. Кай, атя, кай! Кул Али хушать сана!.. Хăвна та, ыттисене те çăл!
Эккел тарăннăн сывласа илчĕ те васкамасăр сылтăм еннелле, палăртнă тĕле, кайса тăчĕ. Ăна курса, ытти пӳлерсем те пĕрерĕн-икшерĕн çав еннелле кая пуçларĕç. Часах лап варринче пĕр-пĕччен Кул Али кăна тăрса юлчĕ.
— Ку кам? — хыттăн кăшкăрни илтĕнчң чаплă тумланнă монголсен хушшинче.
Вĕсенчен пĕри Кул Али патне чупса пычĕ, саламачĕпе çапа-çапа чаплă тумланнă монголсем патне хăваласа кайрĕ.
— Кам эсĕ? — хыттăн ыйтрĕ вĕсенчен пĕри. — Эсĕ аслă та чаплă Батый хан умĕнче тăратăн!.. Ху камне кала!..
— Кул Али эпĕ. Поэт...
Батый монголсен аслă ханĕ иккенне поэт чухларĕ, çавăнпа ăна куçран пăхса калаçма тăрăшрĕ.
— О-о, Кул Али, — терĕ Батый. — Пĕлетĕп. "Юсуфпа Сулейха кассайĕ" çыраканĕ. Тата "Кĕмĕл кĕпер" юрă çыраканĕ. Питĕ чаплă юра!.. Эсĕ ырă-сывă пулни мана савăнтарать. Эппин, эсĕ ман çĕнтерӳ çинчен те чаплă юрă çыр!.. Эпĕ сана хамăн летописец тăватăп!..
— Çук, Батый хан! — лапра тăракан эккелсем пурте илтмелле хыттăн каларе Кул Али. — Эпĕ тăшман летописецĕ пулма пултараймастăп. Сана мухтаса та юрă çырмастăп!.. Эсĕ мĕн тери чаплă хан пулсассăн та...
— О-о, алама! — кăшкăрса ячĕç Батыйпа юнашар тăракан монголсем. Пĕрисем хĕçĕсене туртса кăларчĕç, теприсем саламачĕсене çĕклерĕç.
— Ан тивĕр! — хыттăн каларĕ вĕсене Батый. — Кул Али — чаплă поэт!.. Поэт вăл Çӳлти Тӳпе элчи. Эпир ăна вăйпа нимĕн тутарма та пултараймастăр. Пуçне кассан та... Ман юрттăна илсе кайăр ăна!.. Вăл ман хăна пулать!..
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...