Çил-тăвăл :: Чăрмавсем
Чолон пысăк сиен тума ĕлкĕрнĕ — пилĕк ăслай мавзолейне мăшкăл тунă, марсиансене вĕлернĕ, пӳлĕмне çаратнă. Марс çинчен тарма пăрахнă хыççăн инкеке кĕрсе ӳкнĕ марсиансем алмаза мул вырăн хисеплеме пăрахнă пулнă, унпа техникăра çеç усă куркаланă. Ăслайçăсем «Çывăхраххине» (Фобоса) каялла тавăрма шутласа хунă. Ăна тума металссенчен, алмазлă пăрасем туса, планетăна шăтарса ун ăшă паракан энергине кăларма, çапла майпа çанталăка улăштарма ĕмĕтленнĕ вĕсем. Çавăнпа марсиансем алмаз пулас техникă валли хатĕрлесе упраççĕ.
Чолон илнĕ алмаз кристалĕсем, Марс пуянлăхĕпе танлаштарсан, çӳпĕ çеç. Вĕсем çухални марсиансемшĕн ним те мар. Вĕсене хăнана килнĕ çын халах йăлине вырăна хуманни, вĕлерме пуçлани тарăхтарса янă.
Кан-кан-канра тăнăçлăх пĕтрĕ. Çĕлен тинĕсĕнче пурăнаканнисем те çӳлтен аннисене тăшманла пăхаççĕ, «Конкорд» экипажне те унччен çавсемех хуплантарнă пулас, çунатлă сĕленсене те çавсемех ячĕç-тĕр.
Марсиансем «Мире» сырса илчĕç. Вадима пирвайхи кун тытса илнĕ шăтăкран халăх вĕçĕмсĕр тухать.
Чи çывăхра мăн эрешменсем, вĕсен хыçĕнче хĕç-пăшаллă марсиансем тăраççĕ. Хăйсем шавламаççĕ, кама кĕтеççĕ.
Çынсем карап ăшĕнчен виçĕ талăк тухаймарĕç, вăхăт сая кайнипе пăшăрханчĕç. Ĕçсем хĕрсе, ăнса пынă вăхăтра чăрмавсем сиксе тухрĕç.
Валентин Владимирович планетă çинче тырă тухăçне вун пилĕк-çирĕм хут ӳстерекен вермикулит1 тупнă. Çĕр çинче çав япала питĕ сахал. Кунта йывăç-курăк, лутра пулсан та, епле парка ӳсет, авă, хĕллехи сивĕсене те парăнмасть.
Климата улăштарма пултаракан Светлов Марс пăрлăхне ирĕлтерсе шыв тумалли проектсемпе ларчĕ. Çĕр çинче Утравра микроклимат тунă опыт питĕ усăллă пулчĕ. Юлашкинчен çапла шут турĕ вăл: пăрлăхсене ирĕлтермелле, сывлăша шыв пăсĕпе çăралатса, планетăшăн ăшă сыхлакан витĕнкĕç тумалла. Планетă ăшĕнчен ăшă кăларас шухăш та питĕ тĕрĕс. Тата унта, шалта, металсем те пур-тăр, анчах марсиансен çакна тума кирлĕ техникă çук. Малтанлăха Çĕр çинчен ракетăсемпе термоядерлă грузсем ярса тăмалла, тата хуласене çутă кӳртекен куполсемпе витме вĕрентмелле. Çапла кĕске вăхăтра Марс климатне ăшăтма май пур.
Анчах тапраннă анăш-тăнăш çынсене ĕçлеме чарса тăчĕ. Пĕлме çук, вăхăтсăрах тапранса каймалла ан пултăр.
Светлов иллюминатор витĕр пăхса тăрать. Нумайранпа канманнипе вăл шурса кайнă.
Пуш хире, тавра курăм хĕрринчи вăрмана, çӳлте-çӳлте шăвакан шурă пĕлĕтсене, сывлăшри нăрăсене юлашки хут курмасть-ши? Пирвайхи экспедици çапла ăнăçсăр вĕçленнĕ хыççăн пулас экспедицисемшĕн марсиансемпе туслашмашкăн майсем пулĕç-ши?
Канăçсăрлăх ӳснĕçем ӳсет. Андрианов лазер туппине ĕçе ярасшăнччĕ, унтан вăл карапа тапратма та хатĕрленчĕ, анчах унпа Светлов килĕшмерĕ: ун патне çитмен-ха. Патне çитсен те «Конкорд» экипажăн шăпине пĕлмесĕр тапранма юрамасть. Вĕсем сывă, пулăшу кĕтеççĕ пулсан, мĕнле пăрахса кайăн?
Марсиансем çынсене кăлармаççĕ. Светлов темиçе хут та тухса калаçма тăчĕ, анчах карапа çавăрса илнисем çаплах ирĕк памарĕç.
Тăваттăмĕш кун ирхине хĕвел хăмăрланчĕ, тапраннă çил-тăвăл тăпрана варкăштарса, хĕрлĕ тĕтре евĕрлĕ çĕклерĕ. Çурçĕр енчен вĕрекен çил тĕтĕм тĕслĕ пĕлĕтсем хăваласа килчĕ. Сивĕтрĕ. Кассăн-кассăн вĕтĕ юр вĕçтерме тытăнчĕ. Çанталăк та çынсене хирĕç.
Марсиансем шавламаççĕ. Кӳтсе кайни палăрмасть. Çу кунĕнче çанталăк сасартăк сивĕтсе пăрахнине пирвайхи хут курмаççĕ пулĕ çав, хăнăхнă-тăр.
Хула енчен нăрă çитрĕ. Патшапа Элиме килчĕç. Вĕсем пĕр-пĕринпе тем пирки тавлашаççĕ. Марсиансен речĕсем тапранчĕç, вĕсем, параппанĕсене кĕрслеттерсе, карап патнелле çывхара пуçларĕç. Çавăрса илнĕ ункă хĕсĕннĕçемĕн хĕсĕнет. Унтан мăрсиансем харăсах чарăнчĕç, параппанĕсем çеç кĕрĕлтетеççĕ-ха. Мала патша тухрĕ. Ун хыçĕнче — карап патне чи малтан пынă виçĕ марсиан. Вĕсенчен пĕри — Ут.
Патша çынсене тухма ирĕк пачĕ. Калаçу куçаракан кибернетикăллă машинă урлă пырать.
— Сенкер çăлтăр çинчен аннă çынсем! — пуçларĕ патша. — Сире эпир чун-чĕререн йышăнтăмăр, хамăр çĕршывпа паллашма ирĕк патăмăр. Эсир пирĕн ăславçăсенчен пулăшу илетĕр. Анчах, тав тăвас вырăнне, хăвăр аллăрти пысăк вăя шанса, пире хĕсме тытăнтăр, пирĕн йăласенчен кула пуçларăр, Сенкер çăлтăр çинчен юлташăрсене татах чĕнсе илтĕр. Вĕсем, пирĕн планетă çине ларсанах, пирĕн тăвансене пĕтере пуçларĕç.
Пирĕн планетă çинчи çутçанталăка улăштарса яма тăрăшни те — хăвăршăн тăрăшни, пирĕн çĕршыва хăвăршăн юрăхлă туса, кунта куçма ĕмĕтленни, пире пĕтерме шут тытни. Эсир авалах пирĕн планетă çинчен хăраса тарнă халăх йăхĕнчен мар-ши?
Сенкер çăлтăр çинчен аннă çынсем! Сире эпир чĕнмен. Сиртен эпир пулăшу ыйтман. Пирĕн тĕнче — пирĕн кил, хамăр килте — хамăр хуçа, пирĕншĕн килĕшӳллĕ вăл, хăварăр пире ирĕкре!
Элиме, Вадима курсанах, карап патнелле туртăнчĕ, ăна Ур тытса чарчĕ.
Светлов, аллине çĕклесе, калаçма ирĕк пама тархасларĕ. Марсиансем шăпланчĕç.
Светлов ăшă тумтир тăхăннă, скафандрсăрах, çурăмĕ хыçĕнче кислород аппарачĕ. Капла çӳреме те, калаçма та çăмăл. Юлашки вăхăтра пурте çапла тумланаççĕ.
Светлов тавралăха сăнаса пăхать. Хăмăр кĕленче витĕр пăхнă евĕрлĕ. Сывлăша çĕкленнĕ хĕрлĕ тусан ăшĕнче карапа сырса илнĕ марсиансем те вут çывăхĕнче тăнă пекех.
Шухăшлаттаракан тавралăх. Мĕн каламалла пухăннă марсиансене, епле лăплантармалла?
Светлов Çĕр çинче çынçем икĕ тĕрлĕ патшалăхсенче пурăнни çинчен каласа ăнлантарчĕ. Пĕрисем, Светлова çак планетă çине янисем, марсиансемпе туслă пурăнасшăн, пĕр-пĕрин ирĕкне хĕсерлесшĕн мар. Теприсем урăхларах шухăшлаççĕ, анчах вĕсене ытлашши ирĕк памĕç. Сергей Петрович, марсиансем кунта çитнĕ Америкă ученăйĕсем çине тăшманла ан пăхчăр тесе, çак вырăна уйрăмах çемçетрĕ.
Марс çине килсе курни, ун пурнăçне пĕлни — Çĕр çинчи наукăсемшĕн питĕ хаклă. Марсиансемшĕн те çынсемпе паллашни питĕ усăллă пулĕ. Кунта ăшăрах климат туса яма май пур. Çĕр çинчен илсе килнĕ термоядерлă вăйпа (авал унпа çак планетă çинче те усă курни паллă) пĕтĕмпе металсенчен тунă «Çывăххине» (Фобоса) каялла антарĕç, планетă ăшне тарăнтарах кĕрсе, ун ăшă паракан энергине тата унта выртакан металсене кăларма меслетсем тупĕç.
Нумайччен калаçрĕ Светлов, хĕрӳллĕн ӳкĕтлерĕ. Вăл хăйсем ларакан вырăнта купол ăшĕнче пĕчĕкçеç тĕнче туни çинчен пĕлтерчĕ, — унта сивĕ хĕл вăхăтĕнче те ăшă тăмалла. Марсиансем хирĕç пулмасан, Çĕр çинчен пулăшу килĕ, хастарлă та харсăр марсиансем хăйсен пурнăçне çăмăллатĕç. Çĕр çыннисене те Марспа паллашни хăйсен планетине лайăхрах пĕлсе çитме пулăшĕ.
Тимлĕн итлерĕç марсиансем, ăнланчĕç, лăпланчĕç. Вĕсем ăслă та ырă кăмăллă пулни тата лайăхрах палăрчĕ.
Халах параппан кĕввипе салана пуçларĕ. Патша карап ăшне кĕрсе пăхрĕ. Полимертан вĕрсе хăпартнă купол евĕрлĕ çурт ун кăмăлне кайрĕ. Ашă çуртра çил тавраш çук, сывлăш таса, тĕрлĕ ӳсен-тăран ешерет. Валентин Владимировичпа нумайччен калаçса тăчĕ патша, нумай япала çинчен ыйтса тĕпчерĕ, çак çурта марсиансене парнелесе хăварма тархасларĕ. Светлов килĕшрĕ: марсиансене усăллă пулмалла вăл. Планетă халахĕ Çĕр çинчен килнисене пулăшсан, хуларан инçе мар выртакан тăпра айĕнчи пăрлăха ирĕлтерсе кӳлĕ тума май пуррине пĕлтерчĕ Светлов. Çав кӳлĕ хĕлле те шăнас çук-мĕн. Ун тавра ăшă тăрĕ. Ĕçе пуçласа ямашкăн çынсен япалисем хатĕр.
Патша хăйпе пĕрле çӳрекен Марс ученăйĕсемпе канашларĕ. Лешсем хĕпĕртесех килĕшрĕç. Халăх ĕçлеме тухĕ, терĕç вĕсем. Шывлă кӳлĕ! Çавна курма кам ĕмĕтленмест пулĕ?! ,
Сăмах çухалнă американецсем çине куçрĕ. Вĕсем Кан-кан-канра мар иккен, анчах патша вĕсене шыраса туптарма сăмах пачĕ.
Çынсем кунта хĕле кĕричченех юлма пулчĕç. Çĕр çинче вĕсемпе килĕшрĕç: пулас экспедицисемшĕн микроклимат хатĕрлени кирлĕ. Япала тиенĕ ракетăсем çул çинче иккен ĕнтĕ, вĕсене çавсем валли кирлĕ тĕлте вырăн хатĕрлеме хушрĕç. Пирвайхи тĕллев — марсиансен хулине, куполпа витсе, çынна юрăхлă микроклиматлă тăвасси. Тепрер пилĕк çултан Марс çинче ялан ĕçлекен Космос институчĕ уçмалла. Ученăйсем нумай вăхăта ĕçлеме килĕç, хăшĕ-пĕри, тен, ĕмĕрлĕхе те. Кунтан нихăçан та хăй питне уçса кăтартман нумай вăрттăнлăхлă Юпитер инçе мар. Кам пĕлет, вăхăт çитсен çынсем унта та сиксе ӳкĕç...
Çĕр çинчен васкама хушаççĕ. Марс халăхĕ çулла çеç пулăшма пултарать, хĕл вăхăтĕнче унти чĕрчунсем пурте шалти пӳлĕмĕсенче çывăраççĕ.
* * *
Çынсем кашни кун ĕçре: Светлов, марсиансемпе пĕрле пăрлăха ирĕлтерсе ăшă кӳлĕ тăвакан станци лартмалли çĕрте, Вадимпа Валентин Владимирович Космос институчĕ тумалли вырăнта. Çак тĕле япаласем тиенĕ ракетăсем анмалла.
Марсиансем ĕçлеме питĕ юратаççĕ иккен. Тĕленмелли çук, вĕсен пурнăçĕ çапла: çĕрĕн-кунĕн ĕçлеме тивет. Ирригаци системине, уй-хирсене пăхса, майласа тăма мĕн чухлĕ вăй-хал хумалла?
Элиме ялан карап таврашĕнче. Маринăна кăмăлламасть вăл. Хĕр чĕри кӳлешет пулĕ. Арçынсем ĕçе тухса кайсан, вăл пĕр чĕнмесĕр Марина аппаратсемпе ĕçленине сăнаса ларать.
Андрианов анчах хăш чухне хĕрпе выляса ун кăмăлне уçать. Вăл ăна темшĕн питĕ шеллет.
Элимене капитан вăйĕ тĕлĕнтерет. Вăл хĕре хăрах алли çинче çĕклесе тăрать, унтан çӳлелле пӳске пек ывăтса ярать те çемçен тытса илет. Марсианкă хăранипе шари! çухăрать, вара çавăнтах ахăлтатса кулса ярать. Çав вăхăтра тĕпсĕр пĕлĕт евĕрлĕ кăн-кăвак куçĕсем хаклă чул кристалĕ пек çутă пайăркасене сапалаççĕ, хăмла çырли тĕслĕ пит çăмартисем сенкер сĕмлĕхне çĕнтерсе çунса тăраççĕ.
Вадим ĕçрен таврăнсан, Элиме кăмăлĕ йăлтах уçăлать. Вара вăл ача пек хĕпĕртесе каять: хĕр шанчăкне çухатман пулмалла-ха.
* * *
Васанри шăтăкран марсиансем ирĕке кăларнă американецсене ертсе тухрĕç. Пурте сывă, савăннă. «Мир» экипажĕ вĕсене лайăх йышăнчĕ, хăналарĕ. Америкă ученăйĕсем хăйсене çăлакансене чĕререн тав турĕç: совет çыннисем хута кĕмен пулсан, пĕтетчĕçех вĕсем.
Вилнĕ Чолона никам та шеллекен пулмарĕ, ăна пурте пĕлсе çитнĕ иккен. Вăл федеральнăй бюроран пулнă.
Ученăйсем туслашрĕç. Планетă çинче пĕрле пайтах пурăнмалла-ха. Çул-йĕрсем пĕр пек.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...