Çил-тăвăл :: Çĕрлехи хăна
Светлова труба сассисем вăратрĕç. Карап йĕри-тавра çутăсем ялкăшаççĕ. Ку ахаль мар: сĕм-тĕттĕм çĕр варринче килнĕскерсем, туслă марсиансем мар-тăр. Параппансем пĕр чарăнми кĕрлерĕç. Килнисем çынсене ыйхăран вăратасшăн пулни паллă, çапăçма килнĕскерсем çапла хăтланас çук.
«Мир» ăшĕнче пурте вăранчĕç, тумланчĕç, пĕр çĕре пухăнчĕç. Марина çеç çыхăну аппарачĕсен пӳлĕмĕнче юлчĕ.
Андрианов карап алăкне уçрĕ, çутатрĕ. Тулта çамрăк марсиан тăрать, ун хыçне юлташĕсем кĕпĕрленнĕ. Çамрăк марсиан чĕнессе кĕтмерĕ, алăкран карап ăшне кĕчĕ, çынсем чарса та ĕлкĕреймерĕç.
— Эпĕ Ур, Çĕлен çĕрĕнчен! — терĕ вăл.
Светлов, Андрианов, Валентин Владимирович, Вадим хăйсен ячĕсене каларĕç.
Ур Вадим патне пычĕ, йĕри-тавра çаврăнчĕ, унтан ун умне тăрса, хăйĕнчен нумай çӳллĕ çын çине тинкерсе пăхрĕ.
— Вадим! — пӳрнипе тĕртрĕ вăл çын кăкăрне. Куçĕсем вут кăлараççĕ, хитре питне сенкер сĕм çапнă, сарă çӳçĕ вирелле тăнă. Анчах вăл çавăнтах хăйне алла илчĕ пулас, каялла чакрĕ, пурин çине те пăхса, сăмах пуçларĕ.
— Марсиансем, авалхи йăла тăрăх, хăнисене вĕлермеççĕ! — тĕлĕнтерсе пăрахрĕ çынсене Ур. —Ан хăрăр!
— Эпир пĕрре те хăрамастпăр, марсиансем ырă чĕреллине, хамăрпа туслă пулма тăрăшнине шанатпăр, — хуравларĕ Светлов.
Ур те илтмерĕ, те ăнланмарĕ, çапла каларĕ:
— Пирĕн планетă çинче вĕлерекенсем çук!
— Вĕçекен çĕленсем вара? —ыйтрĕ Валентин Владимирович. Халĕ çынсене хăйсен умĕнче кам тăни паллă пулчĕ — çĕленсене хĕтĕртсе яраканни.
— Вĕсем çĕленсем, — çăмăллăн каларĕ Ур. — Чăн-чăн марсиансем çинчен сăмах пырать. Вĕсем хăнисене вĕлермеççĕ, хисеплĕ ăсатаççĕ. Хăçан каятăр? — Ур çынсем çинчен куçне илмест, хурав кĕтет.
— Хамăр ĕçе туса пĕтерсен каятпăр, — терĕ Светлов.
— Вăраха тăсатăр. Эпир васкатма пултаратпăр! — çынсем çине пăхрĕ Ур.
— Мĕнле сăлтавпа, мĕнле майсемпе? — ыйтрĕ Светлов.
— Сăлтавне хăвăрах пĕлетĕр. Майсене хамăр пĕлетпĕр.
— Тӳррипе калăр!
— Васкамастăр пулсан, карап айне хăвăл туса кĕме пултаратпăр. Карап путса ларсан, каялла каяймас-тăр вара! — тӳррипе каларĕ Ур.
Хыпар çынсене тарăн шухăша ячĕ, хăратрĕ те. Марсиансем карап айне чавса кĕме пултараççĕ, çакна тума ăста вĕсем. Планетă айĕпе хывнă çулсем нумай. Çук, марсиансемпе епле те пулин килĕштермелле.
— Эпир сирĕнпе туслă пурнасшăн, мирлĕн пурнас-шăн, — терĕ Светлов. — Эсир хăвăр усал тума шухăш тытсан, çынсем те пăхса тăмĕç, çĕленсене асăрхаттарнине шута илес пулать.
— Ун патне çитес мар тесен, хăвăртрах кайăр пирĕн патăртан, хамăрла пурăнма ан чăрмантарăр! — тархасларĕ Ур.
Светлов Кан-кан-канри пуçлăх çынсене пурăнма килĕшӳ пани çинчен пĕлтерчĕ, Ур ăна хăлхине те чикмерĕ: уншăн пур пĕрех имĕш. Килĕштерсе пурăнма сĕннине хирĕç Ур кăшкăрса пăрахрĕ.
— Улталатăр! — терĕ вăл. — Эсир пирĕнпе вăрçă пуçланă та ĕнтĕ. Эпир сире чĕнмен — эсир килтĕр, сире хăвăр килĕре таврăнма тархаслатпăр — итлеместĕр. Çав вăрçă пуçламăшĕ мар-им?
— Эпир сире усал тумастпăр. Çĕр çыннисем марсиансене тĕнчине улăштарса лайăхлатма пулăшĕç, — ӳкĕтлерĕ Светлов.
— Пире сирĕн пулăшăвăр кирлĕ мар! — урсах кайрĕ Ур. — Хамăршăн хамăр тĕяче лайăх! Виçĕ кун паратпăр сире. Кайран ан ӳпкелĕр! Паянах хăвăл чавма пуçлăтпăр.
— Эпир чăрмантарсан? — тавлашăва хутшăнчĕ Ан-дриаиов.
— Хăш енчен чавма тытăннине эсир пĕлес çук! — Ур алăк еннелле утрĕ. Çав вăхăтра Марина тухрĕ. Ур чарăнчĕ. Ун умĕнче нихăçан курман Çĕр хĕрĕ. Ун хура куçĕсемпе хура çӳçĕсем çутă пайăркисемпе йăлтăртатаççĕ, сĕткенлĕ хĕрлĕ тутисем йăл кулса, шап-шурă
тикĕс шăлĕсене кăтартаççĕ.
Марсианин пĕр вырăнта хытса кайрĕ, Марина çинчен куçне илмест. Мĕнле шухăшсем-ши ун пуçĕнче? Тен, ахалех кӳреннине туйса илчĕтĕр, çын Марс хĕрне кăмăллама пултарайманнине ăнланчĕ-тĕр.
— Çук! — ассăн сывласа ячĕ сарлака кăкăрĕпе Ур. — Чечеке усал тума пултараймастпăр. Пирĕн планетă çинче хĕрарăм шанчăклă сыхăра. Пурăнăр, Çĕр çыннисем!
Ур карап алăкĕнчен тулалла сикрĕ. Таврари çутăсем сӳнчĕç.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...