Çил-тăвăл :: Уйăх-и е астероид?
Уйăх çине астрономи обсерваторийĕ лартнăранпа çулталăк иртрĕ. Çĕр тавра çӳрекен планетă тăхланпа, вольфрампа, ылтăнпа тата ытти металсемпе пуян иккен. Тĕрлĕ шанчăксем çирĕпленчĕç. Капитализмлă патшалăхсенче Уйăх çинчен хаклă металсене турттармашкăн кампанисем пĕрлешрĕç те çавăнтах саланса кайрĕç. Пуçласа яракансем анчах пысăк тупăш курчĕç: вĕсем пуçтарнă капиталăн пысăк пайне вăрларĕç. Икĕ экспедиципе илсе таврăннă ылтăнĕ тăкакланнă укçине тавăраймарĕ. Алмаз пирки шăв-шав тапранчĕ. Ăлмаз экспедицийĕ, паллах, тухăçла пулма пултарать, анчах хаклă йышши чулсем Уйăх çинче тупман-ха. Çынсем сахаллипе-ши? Çĕр çинче те алмаз ура айĕнче выртмасть. Ăна шыраса, сахал мар асапланмалла.
Совет çыннисем Уйăх çине пуянлăх шырама кайман. Вĕсене наукă ыйтăвĕсем илĕртеççĕ. Мĕнле планетă вăл Уйăх? Çĕршĕн вăл мĕнле усă пама пултарать? Атмосферă кăларттарса, çынна пурăнма юрăхлă тума май çук-ши ăна?
Çĕнĕ микроклимат тума пĕлекен Светлов инженер, Уйăх çине куçсан, юрăхла полимертан тунă пысăк хăмпа сывлаш тултарчĕ. Купол ăшĕнче çутă та çителĕклĕ, температурă та пĕр пек. Çимĕç паракан курăксем унта лайăх хунаса кайрĕç, вĕсем сывлăша кислородпа çĕнетсех тăраççĕ. Акă, Утрав çинче тупнă кăмпана чĕртсе ячĕç. Ку Валентин Владимирович ĕçĕ. Космосран килекен пайăркасем кăмпашăн çав тери усăллă пулчĕç. Пĕр талăк хушшинче пĕр кăмпи пилĕк килограма яхăн ӳсет. Çын, хлореллă, кăмпа — космосра пĕр-пĕринпе çыхăнса пурăнмалла!
Купол çынсемшĕн кирлĕ условисем пачĕ, анчах чăрмавсем пысăк-ха: метеорсем шăтаркалаççĕ ăна, тата вăл космосран килекен сиенлĕ пайăркасене тытса чараймасть. Сăнавсем ĕлĕк Уйăх çинче атмосферă та, шыв та пулнине кăтартрĕç. Ганс Гербигерăн1 гипотези тăрăх, Уйăх малтан Çĕр спутникĕ пулман, Хĕвел тавра çаврăнакан уйрăм планетă пулнă. Вăхăчĕ-вăхăчĕпе Çĕрпе Уйăх, хăйсен орбитисемпе çӳренĕ вăхăтра, тĕл пулкаланă. Çĕр пĕчĕк Уйăха хăй енне туртса илнĕ. Çапла пĕр-пĕринпе тĕл пулнă вăхăтра Уйăх Çĕр çывăхĕнче нумайччен пынă, кайран ĕлĕкхи çулĕ çине тухайман, Çĕр спутникĕ пулса тăнă, атмосферипе шывне çухатнă. Çав вăхăтра Çĕр çинче те катастрофă пулнă. Уйăх та хăй енне Çĕр атмосферине те, шывне те, питне те туртать-çке. Çил-тăвăл, вулкансем, шыв илни—çак япаласем пулса иртнĕ Çĕр çинче. Тата Уйăх атмосферипе шывĕнчен пулса тăнă тĕтре Çĕр çине Хĕвел ăшшине çителĕклĕ яман, çавăнпа климат сивĕннĕ, пăрлăх периочĕ пуçланса кайнă.
Çак гипотезă тĕрĕсе тухмасть-ши? Урăхла сăлтавсем те пулнă пулĕ. Çĕр чăмăрне тумашкăн аллă Уйăх чухлĕ массă кирлĕ. Япала йывăрăшĕ унта 6 хут çăмăлтарах. Çаван пек пысăк мар планетă хăй атмосферипе шывне тытса тăрайман-тăр, вĕсене ерипен космоса тартнă-тăр, теççĕ хăш-пĕр ученăйсем.
Тата тепĕр ыйту лартрĕç çынсем хăйсен умне. Уйăх хăй пичĕ çине ӳкекен Хĕвел çутине Çĕр çине çичĕ процент анчах ярать иккен. Ун çине çутă пайăркисене тĕкĕр евĕрлĕ ывăтакан япăла сапсан? Уйăх вара хăй питне лекекен Хĕвел çутине Çĕр çине çитмĕл процент таран яма пултарать. Ун чух пур тĕлте те «шурă каçсем» тăрĕç, электричествă вăйне те чылай перекетлеме, ăна урăх усăллă ĕçе яма пулĕ.
Ку япаласем — пулассисем. Халĕ обсерватори лартни питĕ усăллă. Малтанах ракетăсемпе леçсе пăрахнă пайĕсенчен ăна пухма çăмăл пулнă. Çĕр çинче сывлăш океанĕ космосри япаласене сăнама чăрмантарать, мĕншĕн тесен вăл ялан хумханса тăрать, тата пĕр миллиметртан кĕскерех те вăтăр метртан вăрăмрах радиохумсене чарса тăрать.
Халĕ Уйăх çине çав тери пысăк телескоп лартнă. Ун пек телескоп Çĕр çинче хăй йывăрăшĕпех авăнса анмалла. Тĕлĕнмелли çук, мĕншĕн тесен кунта япаласен йывăрăшĕ ултă хут ытларах.
Пысăк телескоппа астрономсем Марса сăнаççĕ. Атмосферă çук, нимĕн те чăрмантармасть. Тап-таса хура тӳпере мăч-мăч туман çăлтăрсен хушшинче хĕрлĕ Марс уйрăмах палăрса тăрать.
Çĕнĕ япаласем тупнă-ши унта?
Хаçат, журнал страницисенче статья хыççăн статья çапăнса тухать.
Январĕн 15-мĕшĕнче тухнă хаçатри статьяра çапла каланă: «Марс çинчи тинĕссемпе каналсем çав тери таса курăнаççĕ... Йывăç-курăк тĕлĕшпе иккĕленӳ çук, вĕсем пурах унта... Тĕлĕ-тĕлĕпе планетă вăрманĕсенче тикĕсмарлăхсем палăраççĕ. Хуласем мар-ши вĕсем? Чĕрчунсем юлнă-ши унта?»
Февралĕн 15-мĕшĕнче тухнă хаçатра çапла çырнă: «Спектрлă анализ Марс çинче кислородпа шыв пуррине пĕлтерчĕ. Çителĕклĕ-ши вĕсем — паллă мар. Тата унта аргон, ксенон, крептон ятлă йывăр газсем пур. Марс атмосфери ытла сайра мар: çил-тăвăлсенче çĕкленнĕ тусан сывлăшра нумай тăрать...»
Мартăн 15-мĕшĕнче тухнă хаçатра çапла калани пур: «Мăрс хĕрлĕ тĕсли материкран анчах мар, хĕвелтен аякра пулнинчен килет. Планетă атмосфери, каçхи тусан пек, аякри хĕвел урисемпе хĕрелет...»
«Планетă тĕсĕ тимĕрлĕ породăсенчен те килет-тĕр, тата микробсем те хĕрлĕ тĕс кĕртме пултараççĕ...» Çапла ĕнтĕ, Уйăх обсерваторинчи астрономсем Марс çинче атмосферăпа шыв пуррине пĕлтерчĕç. Çыншăн начар мар вăл. Пысăк ыйту: çав планетă çине мĕнле çитсе курмалла? Пичетре икĕ меслет пирки тавлашу пырать. Пĕрисем Уйăх çинчен тапранса каясшăн. Çĕр çинчен старт тумашкăн ракетоносителе секундра 11,2 километрлă хăвăртлăх кирлĕ. Уйăх çинчен тапранса каймашкăн секундра виçĕ километрлă хăвăртлăх та çитет. Çавăнпа Марс çине тапранса каймалли космодром Уйăх çинче пулмалла.
Теприсем куна хирĕç. Уйăх çинче йывăрлăх пур. Çĕр çинчи йывăрлăхпа танлаштарса пăхсан, ултă хут сахалтарах пулин те, çапах космос карапне хăй çумĕнче тытса тăратех.
Наукă Академийĕнче тепĕр шухăш çĕнтерчĕ. Çĕр çывăхĕнче тĕрлĕ астероидсем2 иртеççĕ. Пĕр астероидне, ракетă ярса, хăвăртлăхне кирлĕ таран чакарса, Çĕр спутникĕ тумалла. Пĕр енчен, Çĕршĕн иккĕмĕш Уйăх тупăнать, тепĕр енчен, ытти планетăсем çине вĕçсе ӳкме станци пулса тăрать. Çĕр çак станци çине кирлĕ япаласене лартĕ. Тĕрĕс расчет кăна кирлĕ. Кибернетикă машини пултарать. Питĕ лайăх пулать-çке! Çапла вара, Уйăх мар — астероид!..
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...