Юманлăхра çапла пулнă :: 40-мĕш сыпăк
— Тумлан, манпа пĕрле пыратăн, — терĕ çеç милиционер.
Амăшĕ çавăнтах Илюк хутне кĕме пикенчĕ:
— Ăçта илсе каятăр капла ман ывăла, мĕншĕн? Ним те туман вĕт вăл, лавкка çаратнă çĕрте пулнă тетĕр пулсан вăл каçхине ачи Шупашкарта Хресчен çуртĕнче выртрăм тет... Тытса кайиччен малтан тĕрĕслесе пăхсамăрччĕ! Ай-у-уй, мĕн пулса тухать вара калла?! Пĕр айăпсăр çынна ма тиветĕр?..
Вăл ӳлесе макăрса ячĕ, анчах милиционерăн отвечĕ питĕ кĕске пулчĕ:
— Пĕлместĕп. Мана хушнă — эп çавна тăватăп çеç.
Илтемен мучи ку таранччен ахаль те нумай хурлăх курса пĕтнĕ хĕрарăма чунтанах хĕрхенчĕ пулмалла.
— Эсĕ ăшна ытлашши ан çунтар-ха, Анюк, ачин чăнах та айăпĕ çук пулсан тытсах тăмĕç, калаçса пăхĕç те — кăларса ярĕç, — терĕ вăл.
— Айăп çук унăн, çук, çук! Хуть те эсир мана çакăнтах персе пăрахăр, анчах эпĕ çав-çавах калатăп: хальхинче айăплă мар ман ывăл, айăплă мар, çаратман вăл никама та!.. — чĕрене ыраттармалла кăшкăрчĕ те Илюк амăшĕ пуçне сĕтел çине хурсах макăрса ячĕ.
Ăна кура чăлан алăкĕ патĕнче тăракан шап-шур çӳçлĕ пĕчĕк Раис та кăшкăрсах макăрма тытăнчĕ. Анчах Илюк хăй ним те чĕнмерĕ, васкасах çĕнĕ тумне хывса киввине, колонирен килнине, тăхăнчĕ. Кам пĕлет-ха, тем пулать малашне, тен, каллех... хупса хураççĕ? Çак шухăш унăн чĕрине çатăрах пăчăртаса лартрĕ, пĕр вăхăтлăха куçĕ те хуралса килчĕ.
— Çăкăр пур-и пирĕн? — хуллен ыйтрĕ вăл тумланса çитерсен халĕ те-ха пуçне сĕтел çинчен çĕклеймен амăшĕ патне пырса. — Лăплан ĕнтĕ, эс макăрнинчен усси пулас пур-и?
Амăшĕ ура çине аран тăчĕ те чăлана кĕрсе икĕ пăрçа пашалăвне тутăрпа чĕркесе тухса пачĕ.
— Ах, ача-ам!.. Мĕншĕн çав териех телейсĕр-ши эпир санпа иксĕмĕр?!
Илюк амăшне хĕрхенсе ун çине çав тери хурлăхлăн пăхса илчĕ, анчах нимĕн те каламарĕ, хăй те унпа пĕрле макăрса ярасран тутине çыртса лартрĕ те алăк патнелле утрĕ.
Ял Совечĕ тĕлĕнче милици машини кĕтсе тăнă. Те Илюка тытса каясси çинчен сăмах сарăлнипе, те урăх сăлтавпа унта çынсем чылаях пухăннă иккен... Илюк никам çине те пăхмарĕ, милиционер машина алăкне уçсанах шала кĕрсе чĕрĕп пек хутланса ларчĕ. Шофер мотора ĕçлеттерме тытăннă вăхăтра вара сасартăк машина чӳречи витĕр Хура Хветле сăнĕ курăнса кайрĕ...
— Аха-а, каллех лекрĕн-и, сучка çури?! — шăлĕсене йĕрсе хаяррăн кăшкăрчĕ те вăл чышкипе юнаса илчĕ. — У-у, бандит! Тĕрмерех çĕртмелле сире аннӳпе иксĕре те!..
Илюк часрах пуçне тепĕр еннелле пăрчĕ.
Çул тăршшĕпех вăл нимĕн те курмарĕ, ун пуçĕнче пĕр-пĕринпе çыхăнакан йĕркеллĕ шухăш та пулмарĕ — пĕтĕмпех тĕтрери пек, пĕтĕмпех пăтравлă. Анчах та тĕлĕнмелле: вăл ним чухлĕ те пăлханмарĕ, унăн ăшĕ те хыпмарĕ — уншăн халь пурĕ пĕр пулчĕ пулмалла. Тепĕр тесен — мĕнех вара? Ну, арестлерĕç, ну, илсе каяççĕ. Ну, допрос тăваççĕ ĕнтĕ. Çапах та айăпсăр çынна мĕнле айăпа кĕртетĕн?.. Айăпсăр çынна суд тума, хупса лартма пултараймаççĕ вĕт-ха!
...Районти милици уйрăмĕнче ăна малтан коридор вĕçĕнчи пĕчĕкçеç пӳлĕме кĕртсе ячĕç. Тĕрме маех пур пӳлĕмĕ: чӳречисем решеткеллĕ, алăк варринче — пăхмалли шăтăк. Анчах стенисем те, урайĕ те таса, ниçта пĕр çӳпĕ çук — нумайранпа пĕр çын та кĕрсе курман пулмалла кунта.
Илюк пӳлĕмри пĕртен-пĕр сак çине ларчĕ те урайнелле ним тĕлсĕр пăхма тытăнчĕ.
«Ах, пурăнăç, пурăнăç...» — ассăн сывласа илчĕ вăл хăй сисмесĕрех. Унтан кĕсйинче туртмалли пуррине астуса васкасах пирус чĕртсе ячĕ. Анчах хăйĕн чĕринче, паçăр çул çинче килнĕ чухнехи пекех, нимĕнле ытлашши пăлхану та, пăшăрхану та пулмарĕ.
Пăлханмалли тепĕр çур сехетрен пуçланчĕ. Ăна урăх пӳлĕме илсе кайрĕç те, сăнран пăхма илемлĕ, тулли питлĕ, пысăк хăнчăр куçлă, çӳçне тирпейлĕн каялла тураса хунă хурарах лейтенант допрос тума тытăнчĕ. Илюк пӳлĕме кĕнĕ-кĕменех вăл ун çине витĕр шăтарасла, пĕрре пăхнипех çын ăшĕнче мĕн пуррине пĕтемпех пĕлесле пăхса илчĕ, унтан Илюкăн ятне-хушаматне, хăш çулта, ăçта çуралнине ыйткаласа çырсан турех ал лаппипе сĕтел çине шап! тутарчĕ те:
— Акă мĕн, Ивуков, тавай тӳрех çапла калаçса татăлăпăр: пытанмалла вылямалла мар! — терĕ. — Кун пек çĕрте эсĕ ĕнтĕ пĕрремĕш хут мар, йĕркисене пĕлетĕн. Çапла-и?
Илюк чĕнмерĕ.
— Пирĕншĕн пĕтĕмпех паллă, — терĕ лейтенант малалла Илюка çаплах-ха куçесемпе пăраласа, — эпир веçех пĕлетпĕр, çавăнпа та туннинчен, унталла-кунталла пăркаланнинчен усси нимĕн чухлĕ те пулмасть. Саншăн çăлăнăç çук. Çак пĕтĕм ĕç мĕнле пулни, эс камсемпе пĕрле «ĕçлени» çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе каласа парса хăвăн айăпна пĕтĕмпех йышăнни çеç санăн шăпуна кăштах çăмăллатма пултарать. Ăнлантăн-и?
Лейтенант хăйĕн сăмахĕсене кăшкăрарах, сăвă каланă евĕрлĕрех калани Илюка килĕшмерĕ. Темле вăл кăштах курнăçланнă, хăйне вĕçкĕнтерех тытнăн туйăнчĕ ăна. Тӳрех колонири майор — начальникăн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ — аса килчĕ: мĕнле лăпкăн калаçрĕ вăл Илюка колоние илсе пынă кун, мĕн тери ырă, ăшă сăмахсем каласа ăсатрĕ вăл срокчен ирĕке кăларнă ачасене! Халь те куç умĕнчех унăн сăнĕ, сăмахĕсем те чĕрере...
— Ăнлантăн-и тетĕп! — тепĕр хут ыйтрĕ лейтенант.
— Ăнланмарăм, — пат татса каласа хучĕ Илюк ун çине куç харшисем айĕн пăхса.
— Ах, ăнланмарăн-ха эппин?! — лейтенант пукан çинче йăшаланкаласа илчĕ те пирус чĕртсе ячĕ. — Ну, паллах ĕнтĕ! Малтан эсир пурте çакăн пек плахая перетĕр, тин çеç çуралнă ача пек пĕлмĕш пулатăр. Анчах та ку пирĕншĕн нимех те мар. Ку йăлана хăнăхнă эпир. Кăшт тăхтасан ăнланатăн акă, пĕтĕмпех каласа паратăн, мĕншĕн тесен санăн тунса тăма майĕ çук, пирĕн эс çак «ĕçе» хутшăннине кăтартса паракан фактсем питĕ нумай... Пăрах чăхăмлама, Ивуков, каласа пар халех йĕркипе!
— Мĕн çинчен каламалла ман сире? Эсир манран мĕн ыйтнине те пĕлместĕп-ха эпĕ! — сасартăк хăюланчĕ Илюк.
— Ах, а-ав епле! Пĕлме-естĕн иккен? Нимĕн те пĕлместĕн? — çилĕпе куçне тăрук хĕссе пăхрĕ лейтенант.
— Пĕлместĕп, — терĕ Илюк çирĕппĕн.
— Сана кунта мĕншĕн илсе килнине те чухламастăн пуль эппин?
— Ăна та пĕлместĕп. Сирĕн милиционер мана нимĕн те каламарĕ.
— Ан лăпăртат! Эс веçех чухлатăн. Хăвна кунта мĕншĕн илсе килнине те, эпĕ санран мĕн çинчен ыйтнине те!
— Çук, пĕлместĕп! Ăнланмастăп!
— Ну... питех ун пек пĕлмене перетĕн пулсан каласа парам сана, итле.
— Итлетĕп, калăр, тархасшăн. — Илюк хăюланнă-çемĕн хăюланса пычĕ, анчах çав хăюлăх темле хăранипе, тарăхнипе хутăш пулчĕ.
— Иртнĕ каçхине мар, леш каçхине сирĕн Юманлăхра ялпо лавккине çаратнă. Чи хаклă япаласене илсе тухса кайнă. Темиçе пинлĕх. Çавăн çинчен илтнĕ-и эсĕ?
— Паян анне каласа пачĕ...
— Унччен пĕлмен апла?
— Пĕлмен. Эпĕ виçĕ кун Шупашкарта пулнă.
— Ну, эс куна кама та пулин урăххине суй!
— Ним чухлĕ те суймастăп... Ак халех тĕрĕслеме пултаратăр...
— Юрĕ! — сассине хăпартса Илюка пӳлчĕ лейтенант. — Çав хăвăр ялти лавккана çаратнă çĕре эсĕ те хутшăннă. Çапла-и?
— Тĕрĕс мар ку! — сиксе тăчĕ Илюк.
— Тĕп-тĕрĕс! — Илюка ларма хушса аллипе сулчĕ лейтенант. — Эсĕ унта чи активлисенчен пĕри пулнă, ан тун! Вăрăсене лавккана пыма эс тĕллеттерсе янă!
— Суя! Тĕрĕс мар! — Илюк çав тери хытă пăлханса аллинчи карттусне лутăркама тытăнчĕ. — Калатăп вĕт сире, эп вăл каçхине Шупашкарта пулнă, Атăл хĕрринчи Хресчен çуртĕнче çывăрнă, акă манăн квитанци те пур!.. — Вăл васкасах кĕсйисене ухтарма тытăнчĕ, ан-чах унта нимле хут татки те тупăнмарĕ. — Тепĕр пиншакĕнче юлнă... Анчах ун пек квитанци манăн, тупата, пур! — терĕ Илюк лейтенант куçĕнчен тӳррĕн пăхса.
— А вăл çавах ниме те пĕлтермест! — татса хучĕ лешĕ. — Эс унта лавкка çаратиччен те, кайран та кайса çырăнма пултарнă. Вăрă хăйĕн йĕрне çухатма тем те шухăшласа кăларать. Тавай луччă эсĕ йĕркипе каласа пама тытăн! Камсемпе пĕрле çаратрăр лавккана, япалисене ăçта кайса чикрĕр, санăн вăрă тусусем ăçта халь? Ним пытармасăр, тӳррипе кала!
Лейтенант каллех пĕтĕм ал лаппипе сĕтел çине çапса илчĕ.
— Лейтенант юлташ... — куçне мăчлаттара-мăчлаттара калама пикенчĕ Илюк, анчах лешĕ ăна çавăнтах пӳлчĕ:
— Юлташ мар эп саншăн! Гражданин.
— Каçарăр... Гражданин лейтенант, каларăм вĕт-ха сире, пĕлместĕп эп нимĕн те...
— Мĕн, курман, илтмен, патне те пыман тесшĕн-и вара эсĕ?
— Тĕрĕс, курман та, илтмен те! Нимĕнле лавкка çаратнă çĕрте те пулман, эп вăл кун Шупашкара ăçта та пулин ĕçе вырнаçас тесе кайнă та унта икĕ каç выртнă. Ĕненместĕр пулсан хам хăш вăхăтра ăçта пулнине йĕркипех каласа пама пултаратăп! Ма-ха эсир ним айăпсăр çынна тасаранах айăплă тăвасшăн?!
Илюк куçĕ тăрук шывланчĕ, аллинчи карттусне вăл тата хытăрах лутăркама тапратрĕ.
— Айăпсăр... — йĕрĕнчĕклĕн пăхса илчĕ ун çине лейтенант. — Çапла çав, пирĕн алла лексен эсир пурте айăпсăр!
— Чăн та айăпсăр! — кăшкăрсах ячĕ Илюк.
— Молчать!..
Квасов лейтенант (ку шăпах çавă, Юманлăхри çаратнă лавккана милици çыннисенчен пуринчен малтан пырса тĕрĕсленĕ Василий Квасов пулнă) каллех сĕтеле чант! çапрĕ те унтан лĕр хушă Илюк çине ним чĕнмесĕр, витĕр шăтарасла пăхса ларчĕ. Илюка вăл чăнласах преступник, лавккана çаратнă çĕрте пулнă вăрă тесе шутланă. Шутланă çеç те мар, ку чăнах та çаплине чун-чĕререн ĕненнĕ. Епле пултăр-ха тата? Пур енчен илсе пăхсан та çавăн пек пулса тухать вĕт-ха! Колонире ларса килнĕскерĕн, унăн, паллах, преступниксем, рецидивистсем хушшинче «туссем» пур. Вĕсен унсăр пулмасть. Çавсем хушнипе вăл хăйсен ялĕнчи лавккана малтанах сăнаса пурăннă. Сăмахран каласан, çаратас кун вăл унта ятарласа пырса нумайччен пăхса çӳренĕ — куна лавкка хуçи хăй те калать... Унтан лешсене кайса пĕлтернĕ те, çĕрле вĕсем Юманлăха машинăпах килнĕ. Машинине ăçтан тупнă? Вăл паллă мар-ха, унăн йĕрĕ çеç юлнă, çав йĕр тăрăх машинин пĕр шини мăкăльлĕ пулни курăнать. Лавкка хуралçине кĕпер айне ывăтнă хыççăн вăрăсем ăçта кайни те, çаратса тухнă таварсене ăçта ăсатни те паллă мар. Ун çинчен çак çамрăкки мĕн чухлĕ те пулин пĕлме кирлĕ. Лайăхрах тĕпчес, калаçакан тăвас, тĕрĕссине калаттарас пулать ăна! Çине тăрсах, хĕссех, хупăрласах! Пĕр вăл кăна çак престуллени çăмхине ăнăçлăн сӳтсе пыма пулăшма пултарать...
Çапла шухăшланă та Квасов ăнсăртран айăпа кĕнĕ пек пулнă Илюка лăш памасăр тĕпчеме тытăннă. Милици уйрăмĕн начальникне, Светлов майора, вăл кун ирех Шупашкара министерствăна чĕннĕ, каяс умĕн вăл Квасова: «Леш Ивуков тенине тупса килсен хальлĕхе хăвах допрос тума тытăн», — тесе хăварнă. Квасовăн начальник таврăниччен çав ĕçĕн хăш-пĕр енĕсене те пулин «уçас» килнĕ — ан тив, куртăр вăл хăйĕн помощникĕ Квасов лейтенант мĕнлерех ĕçлеме пултарнине!
...Анчах çамрăк йĕкĕте («шайккăрисенчен пĕри» терĕ ăна Квасов) тем пек тĕпчесен те уссиех пулмарĕ-ха. Вăл çав-çавах пĕлмене перет. Тата çине тăрсах хăйне хӳтĕленме май паракан алиби кăларса тăратать. Квасовпа айăпланакан çамрăк ача хушшинчи калаçу чылая пычĕ, анчах ĕçĕ чĕрне хури тăршшĕ те малалла шумарĕ. Паллах, следователĕн яланах лăпкă пулмалла, вăл пăлханма, çилленме, хăй тĕпчекен çын çине кăшкăрма пуçласан ĕç пушшех ăнмасть, айăпланаканни пушшех кутăнланса ытларах пăтратма пултарать. Çакна лайăх пĕлнĕ пулин те Квасов хăй сисмесĕрех тарăхма, сассине хăпартса калаçма тытăнчĕ. Вăл ытла та хупăрланă пирки Илюк хытăран хытă пăлханчĕ, çавăн пирки хăй çак кунсенче ăçта-ăçта пулса мĕн туни çинчен те йĕркеллĕ каласа параймарĕ.
Юлашкинчен Квасов «йывăр артиллерие» хута яма шут тытрĕ. Вăл сĕтел ещĕкне уçрĕ те Илюк умне пат! унăн çĕççине кăларса хучĕ.
— Ак çакă — мĕн вăл? — Илюк куçĕнчен çилĕпе пăхрĕ лейтенант.
— Çĕçĕ... — çав тери тĕлĕнсе куçне мăчлаттарса илчĕ Илюк.
— Кам çĕççи?
— Манăн... манăн пулнăччĕ, анчах эп ăна сутнă...
— Кама сутрăн? Хăçан? Ăçта?
— Килтен тухса кайнă кун... мăн çул çинче темлескерсем çыпăçрĕç те... вăйпах çĕççе сутма ыйтрĕç. Çирĕм пилĕк тенкĕ пачĕç...
— Ан суй! Никама та сутман эс ку çĕççе, эс ăна лавкка çаратнă вăхăтра ӳкерсе хăварнă!
— Вара... вара ăна лавккара тупнă-и? Епле-ха... — Илюк сасартăк калаçайми пулса ларчĕ, унăн пуçĕ çаврăнса кайрĕ, çав вăхăтрах куç умне хăйĕнчен çак çĕççе ирĕксĕрлесе тенĕ пекех илнĕ хура куçлăхлă тата тӳпеттейлĕ çынсен сăнĕсем тухса тăчĕç... Çавсем, эппин, çавсем! Урăх никам та мар, çавсем килсе çаратнă! Малтан вĕсене Илюк лавккара тĕл пулнăччĕ... Унтан вĕсем Хыркассинчи чайнăйра Шатрипе тата Чалăшшипе пĕр сĕтел хушшинче ларса ĕçрĕç... Тӳпеттейли вĕсене Илюк çĕççине кăларса кăтартрĕ.
— Ну? Халь ĕнтĕ тĕрĕссине каласа паратăн-и? Текех тунса тăмалли пĕтрĕ санăн!— чан сасси пек янраса кайрĕç лейтенант сăмаххисем ăнран тухса каяс патне çитнĕ Илюк хăлхинче.
— Калатăп, пĕтĕмпех каласа паратăп... — мăкăртатрĕ Илюк тăрук ыйхăран вăраннă пек. — Акă мĕнле пулчĕ вăл...
Квасов йăпăр-япăр авторучкине тытса çырма хатĕрленчĕ, хăй çав хушăрах тепре асăрхаттарчĕ:
— Асту, нимĕн те ан суй, ним те пытарса ан хăвар, йĕркипе каласа пар!
— Йĕркипех калатăп...
Квасов ĕнтĕ Илюкран Юманлăхри лавккана вăл камсемпе пĕрле тата мĕнле çаратни, япалисене ăçта илсе кайни çинчен пĕлессе шаннăччĕ, анчах çамрăк ача ăна хăйĕн çĕççи пирки çеç каласа пачĕ.
— Урăх вара эпĕ нимĕн те пĕлместĕп, — терĕ вăл юлашкинчен.
Квасова ку татах тарăхтарса ячĕ.
— Епле пĕлместĕн? Кайран ăçта тĕл пултăн вĕсемпе? Лавккине епле килсе çаратрăр, çавна кала!
— Çаратни çинчен ним калама та пултараймастăп...
— Суятăн!..
— Çук, суймастăп, гражданин лейтенант.
— Суятăн! Эс пĕтĕмпех пĕлетĕн!
Çак самантра сасартăк алăк яр-р уçăлчĕ те пӳлĕме районти милици уйрăмĕн начальникĕ — çӳллĕ, патвар кĕлеткеллĕ, тăрăхларах питлĕ те кăн-кăвак куçлă Светлов майор пырса кĕчĕ. Ăна курсанах Квасов сĕтел хушшинче йăрст тăсăлса «смирно» тăчĕ.
— Мĕн ĕçлетĕр? — ыйтрĕ Светлов малалла иртсе.
— Допрос тăватăп, майор юлташ.
— Çакă-и-ха вăл Ивуков? — Майор сĕтел пуçĕнчи çемçе пукан çине пырса ларчĕ. — Ну, мĕнлерех калаçатăр? Кăмăллăнах-и?
— Пĕтĕмпех тунам. Хăйне валли алиби тăвасшăн вăл... — терĕ лейтенант.
Майор пӳрнисемпе сĕтел çине тăкăртаттарса илчĕ, унтан Илюка пуçĕпе сулса алăк патнелле кăтартрĕ те:
— Эс йăлăртлăха çавăнта, коридора, тухса лар-ха, кайран чĕнĕпĕр сана, — терĕ.
Ача пӳлĕмрен тухсассăнах майор Квасова куçĕнчен пăхрĕ:
— Эс ăна питĕ хăратса пĕтернĕ пулас?
— Ç-çук, ытлашши ним те пулман... Анчах та вăл качака таки пекех кутăнланать, — терĕ лейтенант.
— Мĕнле алиби çинчен каларăн эсĕ?
— Лавккана çаратнă каç вăл килте пулман, Шупашкарти Хресчен çуртĕнче çĕр выртнă, тепĕр каçхине те унтах çывăрнă тет...
— Мĕн тума кайнă вăл унта?
— Ĕç шырама тет. Ак куна... — Квасов сĕтел çинче выртакан çĕçĕ çине кăтартрĕ, — çул çинче темле çынсене сутрăм тет. Пĕр енчен, ĕненмелле те пек...
Майор шухăша кайса пирус тивертрĕ.
— Ман шутпа, ку ача хальхинче чăнах та айăплă мар, — терĕ вăл унтан. — Пĕлетĕн-и, пирĕн Шупашкарти юлташсем чăн-чăн вăрăсен йĕрĕ çине ӳкнĕ ĕнтĕ. Лавккана камсем çаратни — паллă...
— Чăнах-и?! Мĕнле майпа? — пĕтĕм кĕлеткипе начальник патнелле туртăнчĕ Квасов. — Ку питĕ интерслĕ вара...
— Ак мĕнле. Ĕнер ирхине ирех Атăл тăрăхĕнчи пĕр лесник хăй хураллакан кварталсенчен пĕринче, прачакра, йывăç çумне çапăнса ваннă грузовик тĕл пулнă. Вăл васкасах хăйсен районне, районтисем Шупашкара пĕлтернĕ. Çавăн хыççăнах унта опергруппа тухса кайнă. Машини шăпах вăрăсем Юманлăха пынăскер пулнă — кайри сулахай шини çинче мăкăль, нумай пулмасть вулканизаци тунăскер. Ăна çав Юманлăхра çаратнă каç Шупашкарти пĕр министерство гаражĕнчен «çавăтса тухнă» иккен. Ку пĕрре. Унтан: машинăн малти сылтăм кантăкĕ çинче пӳрне йĕрĕсем палăрса юлнă. Машина çĕмĕрĕлнĕ пирки таварсене çĕклесе кăларма тытăнсан вăрăсем тата машина тавра ура йĕрĕсем нумай хăварнă, вĕсене ӳкерсе илме те май килнĕ. Кабина урайĕнче туртса пĕтереймен «Прибой» мундштукĕсем иккĕ тан тупăннă, пĕрин çинче шăл йĕрĕсем те пур, апла пулсан — сурчăк та юлнă. НТОра тĕрĕсленĕ хыççăн пӳрне йĕрĕсем те, ура йĕрĕсем те, пирус çинчи сурчăк та Юманлăхра тупăннисемпе пĕр пекех, пĕр çынсеннех пулни палăрнă. Ну, хăвах пĕлетĕн, ун хыççăн картотека тăрăх çав йĕрсен «хуçисене» тупма та йывăрах пулман. Вĕсем — нумаях пулмасть колонирен таврăннăскерсем.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...