Юманлăхра çапла пулнă :: 36-мĕш сыпăк
Етĕрне еннелле ирхи пĕрремĕш автобус тухса кайма та ĕлкĕрнĕ иккен, иккĕмĕшĕ вун пĕр сехетре тин пулать терĕç. Илюкăн унччен ларас килмерĕ, çавăнпа та вăл автостанцире пĕр хĕрарăм каланине итлесе пасар хыçне кайрĕ те Свердлов урамĕ вĕçĕнче çула май каякан пĕр-пĕр машина пуласса кĕтме тытăнчĕ. Илюк пеккисем кунта татах та пур-мĕн.
— Каятпăр пуль-ха, машинисем пулаканччĕ, вĕсем халь темĕн чухлех чупаççĕ вĕт, — çынсем пĕр-пĕрин хушшинче калаçнине илтрĕ Илюк. Кĕтесри çурт çумĕнчи сак çинче ларса хăй çав вăхăтрах пĕрмай унăн-кунăн пăхкаларĕ. Тĕрĕссипе каласан, вăл халĕ паллакан çынсем тĕл пуласран шикленчĕ, унăн никампа та курнăçас килмерĕ. Кам та пулин палласа илес пулсан тӳрех тĕпчеме тытăнать ĕнтĕ: ăçтан, хăçан, мĕнле... Вăрă пулнă-çке вăл, çынсен тăшманĕ, анчах халь акă килне таврăнать!
Унăн телейне, паллакансем пулмарĕç. Хĕвел çӳлтен çӳле хăпарса хытах пĕçертме пуçласан вăл çуртăн тепĕр енне сулхăна куçса ларчĕ те хăйĕнчен инçетре те мар самаях пысăк çутă тимĕр татăкĕ выртнине асăрхарĕ. Колонире чух тимĕр-тăмăрпа ĕçлеме хăнăхнăскер, вăл çавна тытса пăхмасăр тӳсеймерĕ. Ку питĕ лайăх дюралюмини татăкĕ иккен.
«Кил таврашĕнче кирлĕ пулма пултарать-ха», — шухăшларĕ те Илюк ăна чăматанне чиксе хучĕ.
Çав вăхăтра ун тĕлĕнчех йывăç ещĕксем тиенĕ пысăк грузовик чарăнса тăчĕ. Моторне ĕçлеме чармасăрах кăтра пуçлă çамрăк шофер кабина алăкне уçрĕ те:
— Нискасси еннелле каякан пур-и? — тесе ыйтрĕ.
— Пур, пур! — терĕç темиçен пĕр харăс. Ыттисемпе пĕрле Илюк та йăпăр-япăр ещĕксем çине хăпарса ларчĕ. Темиçе минутран вăйлă машина хуларан тухса çатма пек тикĕс çул тăрăх хĕвел анăçнелле ыткăнчĕ. Çанталăкĕ питĕ лăпкă пулин те çӳлте ларакансем хăйсен карттусĕсем, тутрисем çилпе вĕçсе юласран вĕсене тытсах пычĕç. Машина çав тери хытă кайнипе çул хĕрринчи телефон юписем вĕлт те вĕлт туса кăна юлчĕç...
Малтанах Илюк хĕрĕхмĕш километр юпи тĕлĕнчи яла çитме шутланăччĕ, — вĕсен ял çыннисем Шупашкартан таврăннă чух кирек хăçан та çавăнта анаççĕ, кунтан тӳррĕн кайсан киле çитме çывăх, пĕр тăватă километр çеç. Анчах çулĕ вăрăм мар пулсан та виçĕ пĕчĕк ял витĕр тухмалла. Çав ялсенче Илюка паллакансем тупăнаççех ĕнтĕ, мĕншĕн тесен унти нумай ача шкулта унпа пĕрле вĕреннĕ. Илюкăн тăруках никам куçĕ умне те курăнас кăмăл пулмарĕ, хăй таврăнни çинчен чăн малтан пĕр амăшĕ çеç пĕлмелле тăвас килчĕ. Çавăнпа та вăл вăтăр пилĕкмĕш километрта, машина вĕтĕрех вăрман хĕррине çитсен, кабина тăрринчен шаккарĕ те çĕре сиксе анчĕ.
— Çитрĕн те-им? — ыйтрĕ унран шофер кăтра пуçне кабинăран кăларса.
— Çитрĕм! Ак çак ансăр çулпа вăрман витĕр тухмалла çеç манăн, вара инçе мар... Спаççипă сана! — Илюк ăна пилĕк тенкĕлĕх укçа тăсса пачĕ, анчах çав самантрах калама та çук тĕлĕнсе куçне чарса пăрахрĕ: кабинăра шоферпа юнашар хайхи пăрахут çинчи «туссем» — Шатрипе Чалăшши лараççĕ. Вĕсем, пăрахутпа Ильинкăна çити каймаллискерсем, унпа пĕрлех пĕр машина çинчех килнĕ иккен!..
Шофер Илюк укçине илсенех кабина алăкне шаплаттарса хупрĕ те тӳрех газ пачĕ, темиçе самантран грузовик хыççăн тусан çеç мăкăрланса юлчĕ, унтан тусанĕ те сирĕлчĕ, тек ĕнтĕ нимĕн те курăнмарĕ, анчах ним ăнланман Илюк çаплах-ха çул çинче пĕччен юпа пек тăчĕ. Мĕне пĕлтерет ку? Çак икĕ вăрă-хурах пăрахут çинчен мĕншĕн анса юлнă? Тем тесен те ахаль мар ку. Мĕн шут тытнă вĕсем? Ăçта каяççĕ, мĕн тума?..
Етĕрне енчен пысăк хĕрлĕ автобус килни курăнчĕ. Паллах, ун çинче çын нумай. Кам пĕлет, тен, хăйсен ялĕсем те пур? Илюк чăматанне йăтрĕ те лаша çулĕпе вăрманалла кĕрсе кайрĕ. Кунти шăплăх, нимĕн хускалман ăшă сывлăш, куçа курăнман кайăксем чĕвĕлтетни, ытарма çук илем ăна часах лăплантарчĕç, вара Илюк, халь çеç вăрăсемпе тепĕр хут тĕл пулнине те манса, каллех амăшĕ çинчен, килĕ çинчен шухăшлама тытăнчĕ.
Мĕнле кĕтсе илĕ-ши ăна амăшĕ? Хăй мĕнлерех-ши вăл халь? Икĕ çул курман... Татах ватăлнă пуль ĕнтĕ. Сахал хуйхăрнă-им вăл çак хушăра? Çырусенче хăй яланах: «Маншăн ан пăшăрхан, эпĕ чиперех пурăнатăп, халĕ те чăх-чĕп ферминчех ĕçлетĕп, çăкăр-тăвар çителĕклĕ», — тесе çыратчĕ, анчах чăннипе темле-çке, Илюка пăлхатас мар тесе вăл хăйĕн нуши-хуйхисем çинчен юри пĕлтермесен те пултарнă...
Пĕр икĕ километр пек кайсан вăл вăрман хушшипе юхса выртакан пысăках мар шыв хĕррине пырса тухрĕ. Ăна пĕвеленĕ иккен. Шывĕ тăп-тăрă, пĕве тĕпĕ те йăлтах курăнать. Пулă та пур пулмалла — унта та кунта шăмпăлт! тăваççĕ. Илюк тӳсеймерĕ, чарăнса тăчĕ, унăн çав тери шыва кĕрес килсе кайрĕ... Икĕ çул шыва кĕмен вĕт-ха вăл! Хăрамалли çук, ишме пĕлет, ялти пĕверех вĕреннĕ.
Нумай шутласа тăмасăрах вăл çултан кăшт аяккарах кайрĕ те пĕве хĕрринчи пĕр лапсăркка çӳçе тĕми айĕнче хывăнса тӳрех чăмрĕ. Самаях сивĕ шыв ун кĕлеткине малтан çунтарсах илчĕ, анчах кăшт тăхтасан ӳт-тир хăнăхрĕ те, Илюк киленсех, нумайранпа шыв курман кăвакал пекех шăмпăртатрĕ. Тухсан вара унăн шăм-шакĕ çăмăллансах кайрĕ, кăмăлĕ тата ытларах лайăхланчĕ.
Тепрер сехетрен ансăр çул Илюка вăрман хĕррине илсе тухрĕ, вăл вара тӳрех хăйĕн тăван ялне курчĕ. Инçе те мар, пĕр икĕ километр кăна... Лапама анса улăх тăрăх каймалла та кайран сăрта хăпармалла çеç. Ял пуçĕнче виçĕ çил арманĕ çил çуккипе тунсăхласа лараççĕ, вĕсенчен кăшт сулахаярах фермăн вăрăм çурчĕсем курăнаççĕ. Пĕрин тăрри çап-çутă, хĕвел çинче куçа йăмăхтармалла йăлтăртатать — çĕнĕрен туса лартнăскер пулмалла. Ку мĕн тата? Ял варринче — темĕн çӳллĕш икĕ шăчă пĕлĕтелле тăрăннă. Радио мачтисем! Илюк килтен тухса кайнă чух вĕсем çукчĕ... Мăнкас енчен, çул хĕрринчи телефон юписенчен чылай аякран, уй урлă тата темле çӳллĕ юпасем лартса тухнă. Вĕсем мĕне пĕлтереççĕ-ши тата? Нивушлĕ яла электричество илсе пыма та ĕлкĕрнĕ?..
Паллах ĕнтĕ, Илюкăн халĕ çак самантрах, тӳрех килнелле ыткăнас, амăшĕ патне пĕрре сывлăш çавăрмасăр чупса çитес килчĕ, анчах çапах та ун пек тумарĕ вăл.
«Тĕттĕм пуличчен кĕтес... Халь кайсан яла шурă курак вĕçсе пынă пекех пулать — палласа илсенех пурте мана курма чупса тухаççĕ, пӳрнисемпе тĕллесе кăтартма тытăнаççĕ...»
Çакăн пек шухăшсемпе вăл каллех чăматанне йăтрĕ те вăрман хĕррипе тăвалларах кайса пĕр вар пуçĕнче вăрмантан уйрăм ӳсекен кукăр-макăр ватă хурăнсем айне, çемçе курăк çине, пиншакне сарса тăсăлса выртрĕ. Ку тĕлтен хăйсен ялĕ тата лайăхрах курăнать иккен. Вăрахчен пăхса выртрĕ вара вăл. Анчах çĕр каçа çывăрманнипе, пăрахут çинчен аннă хыççăн та самаях ывăннипе ăна çав тери ыăхă пусма пуçларĕ те, вăл хăй сисмесĕрех ним пĕлми çывăрса кайрĕ.
...Илемлĕ те янравлă музыка илтĕннипе вăранса куçне уçсанах Илюк хăй питĕ нумай çывăрнине ăнланса илчĕ. Тĕттĕм те пулнă иккен, çанталăкĕ те сулхăнланнă, пĕлĕтре пин-пин çăлтăр йăлтăртатать. Вăл хăвăрт кăна сиксе тăрса пиншакĕпе карттусне тăхăнчĕ, чăматанне ярса тытрĕ, йĕри-тавралла пăхса илчĕ. Паçăр шухăшлани тĕрĕсех пулнă-мĕн: Илюксен ялĕнче те, юнашар ытти ялсенче те электричество лампочкисем ялкăшаççĕ, хăш-хăш тĕлте вĕсем вутлă шерепе пекех курăнаççĕ. Ытла та лайăх-çке ку! Эппин, вĕсен ялĕнче хулари пекех! Ахаль ларман çынсем çак икĕ çул хушши, çине тăрсах ĕçленĕ. Ав тата кашни ялтах урама кăларса çакнă вăйлă репродукторсенчен чуна йăпатакан юрă шăранса тухать:
Если б знали вы, как мне дороги
Подмосковные вечера...
Илюк сăртран чупса анчĕ, çырма тĕпĕпе хуллен шăнкăртатса юхакан пĕчĕкçеç шыв урлă пĕррех сиксе каçрĕ те ял еннелле ыткăнчĕ. Урисем çĕре перĕннине те туймарĕ вăл. Акă ĕнтĕ тĕттĕмре темĕн пысăкăш хура капан пек курăнакан йывăçсем çывхарсах, çывхарсах килеççĕ. Акă вăл пахчасем хыçне пырса тухрĕ, вĕсен çуммипе тăвалла утрĕ. Радио сасси халь паçăрхи пек те мар хытă янăрать:
Над Волгой широкой...
Акă урамран уялла тухмалли пралук. Ун çумĕнче Наталисен пахчи, вĕсемпе юнашарри — Илюксен. Акă ашшĕ килте чухнех тытса хăварнă çатан карта. Тайăлма та пуçланă ĕнтĕ. Илюк ун урлă сиксе мар, вĕçсе каçрĕ пулас, унтан карта çуммипе ӳссе ларнă чие йывăççисем тĕлĕпе хăвăрт утса пырса пахча алăкне уçса ячĕ.
Кил!.. Вăл тăван килĕнче! Ăнран тухса каймах пулать вĕт кун пек телейшĕн!..
Илюк тăпах чарăнчĕ те пĕтĕм кăкрипе сывласа ячĕ. Кил хушши енчи чӳрече çап-çутă. Вĕсен пӳртĕнче те электричество çунать эппин. Чӳречине кăштах уçнă, унтан кăмăллă музыка илтĕнет.
Амăшĕ килтех-ши? Мĕн тăвать-ши вăл халь?..
Илюк кил хушши урлă чупса каçрĕ те крыльца çине сиксе хăпарчĕ, алăка шăлт-шалт уçса тĕттĕм çенĕке кĕчĕ, унтан пӳрт алăкне яр-р... уçса ячĕ.
— Анне!.. Эп таврăнтăм!..
Сĕтел хушшинче апат çисе ларакан хĕрарăм аллинчи кашăк шăкăртах тухса ӳкрĕ, вăл тӳрех яшт! сиксе тăчĕ.
— Ай-уй! Илюк! Ывăлăм!..
Вĕсем пĕр-пĕрне хирĕç чупса пырса ыталанчĕç.
— Эсех-и ку, ывăлăм? Пуçĕпех ячĕç-и?.. — Амăшĕ хăйĕнчен чылай çӳллĕ, чăн-чăн арçын пекех пулса кайнă ывăлĕ çумне хытăран хытă пăчăртанса пĕтĕм кĕлеткипе чĕтренсе ĕсĕклеме тытăнчĕ.
— Пуçĕпех килтĕм, анне, мана срокчен кăларчĕç... — Илюк амăшне пĕр аллипе пуçĕнчен ыталаса тепринпе çурăмĕнчен ачашларĕ. — Лăплан ĕнтĕ, ан макăр, хуйхăрмалли пĕтрĕ халь санăн...
— Хуйхăрнипе мар эпĕ... Ывăлăм, чунăм!..
— Юрĕ, анне, çитĕ... Лăплан.
Çав вăхăтрах тĕпел кукринче сасартăк пĕчĕк ача кăшкăрса макăрса ячĕ. Илюк амăшне ыталама пăрахрĕ те çав сасă еннелле çаврăнса пăхрĕ. Сĕтел хыçĕнчен шап-шурă пуçлă ача курăнса кайрĕ, пӳрте кĕрсенех Илюк ăна асăрхаман та.
— Кам ачи ку? — тĕлĕнерех ыйтрĕ вăл, анчах çав хушăрах хăйĕн пуçĕнче урăхларах шухăш вĕçсе илчĕ.
Амăшĕ тăрук хĕрелсе, нимĕнле мар пулса кайрĕ.
— Вăл... мĕн... Раис-ха...
— Кам Раисĕ?
— Мĕн... хамăрăнах, ара...
— Манăн йăмăк-и? — пĕтĕмпех тавçăрса илчĕ те Илюк ача çине кăмăллăн çутăлакан куçĕпе пăхрĕ.
— Çапла пулать çав, — терĕ амăшĕ. — Часах икĕ çул тултарать ĕнтĕ. Мĕн тăвас тетĕн, çуралчĕ те — усрасах пулать. Аван та мар сан умăнта...
— Мĕн аван марри пултăр? Ара, питĕ лайăх ку! — терĕ Илюк ача патнелле пырса. — Малашне эп пĕччен пулмастăп эппин! Нуккă, Райкка, кил-ха кунта, паллашар санпа... Пиччӳ вĕт эпĕ!
Тĕлĕнмеллех пулса тухрĕ вара: Илюк ачана алла тытсанах лешĕ макăрма чарăнчĕ те ун çине пысăк кăвак куçĕпе чăрлаттарса пăхма тытăнчĕ. Унтан ним хăрамасăр-тумасăрах Илюка сăмсинчен кап! ярса тытрĕ. Илюкпа амăшĕ те кулса ячĕç.
— Ай-ай, хăюллă-çке эсĕ! — терĕ Илюк пуçне пăркаласа. — Маттур хĕрача! Яланах çавăн пек хăюллă пул эппин, пурнăçра хăюллисем çеç телейлĕ пулаççĕ!
Ывăлĕ унăн пĕчĕк хĕрачипе çакăн пек калаçни амăшне çав тери кăмăла кайрĕ.
...Малтанхи пăлхану иртсе кайнă хыççăн пĕрле ларса апат çисен амăшĕ Илюка кутнĕк çине тӳшек сарса пачĕ, хăй тăрăхла сак çумне тепĕр тенкел лартса пĕчĕк Раисĕпе пĕрле вырнаçрĕ те, вĕсем тахçанчченех калаçса выртрĕç. Илюк хăй колонире мĕнлерех пурăнни, унта та шкулта вĕренсе тăххăрмĕш класс пĕтерни, слесаре те вĕренсе разряд илни çинчен каласа пачĕ. Амăшĕ, паллах, куншăн питĕ хĕпĕртерĕ (çапах та вăхăта сая яман...), унтан ялти хыпарсене пĕлтерчĕ. Илюк килтен тухса кайнăранпа ялта питĕ нумай улшăну пулнă иккен. Вĕсен колхозĕ татах пысăкланнă, тракторсем, комбайнсем, ытти тĕрлĕ машина туяннă, çавна май колхоз çĕнĕ тимĕрç лаççи лартнă, унта виççĕн ĕçлеççĕ имĕш. Мăн сăрт çинче, Илюксемпе тĕлме-тĕл çырма урлă, кăçал икĕ хутлă клуб туса лартнă — аялти кирпĕч, çӳлти йывăç, пухусем ирттермелли, кино кăтартмалли зала пилĕк çĕр çын таран кĕрет, унсăр пуçне урăх пӳлĕмсем те нумай, библиотеки те, радиоузелĕ те çавăнтах.
— Хулари пекех халь пирĕн, — терĕ амăшĕ тулли кăмăлпа, — çамрăксене кичем мар, каçсерен клубран тухма та пĕлмеççĕ...
Ку çеç те мар-ха, колхоз тата хăех медпункт туса лартнă, çитес çул кивĕ шкула пăсса тăкса ун вырăнне çĕнĕрен тума йышăннă иккен, вăл та икĕ хутлă пулать теççĕ...
— Хăвăн фермунта ĕçсем мĕнлерех пыраççĕ? — ыйтрĕ Илюк.
— Лайăх-ха, анчах эпĕ халь унта асли мар ĕнтĕ, — терĕ амăшĕ.
— Мĕншĕн? Кăларчĕç-им? — тӳрех пуçне çĕклерĕ Илюк. — Ман пирки мар пулĕ те?
— Çук-çук, уншăн мар, — лăплантарчĕ амăшĕ, — пирĕн чăххи-чĕппи, хурĕ-кăвакалĕ виçĕ пинрен те иртсе кайрĕ те, колхоза ятарласа çав ĕçе вĕреннĕ çын ярса пачĕç. Кайăк-кĕшĕк усрама вĕрентекен техникум пĕтернĕскер тет, анатри чăваш хĕрĕ. Питĕ кăмăллăскер, ĕçре çунать анчах...
Илюк лăпланчĕ, унтан, пĕр хушă калаçмасăр выртнă хыççăн, хуллен кăна ыйтрĕ:
— Наталисем мĕнле пурăнаççĕ тата?
— Мĕнле пурăнччăр, ĕлĕкхи пекех, — терĕ амăшĕ лăпкăн. — Наталийĕ тăхăр класс пĕтерчĕ, пĕвĕпе хĕр пулсах кайрĕ ĕнтĕ. Салтака кайиччен кино кăтартса çӳренĕ Ухваниç Микулĕ нумай пулмасть киле таврăнчĕ те вĕсем патĕнчен тухма та пĕлмест, качча илесшĕн тем...
— Ашшĕ-амăшĕ мĕнле?
— Ашшĕ ĕлĕкхи пекех сад хуралĕнче, амăшĕ вара яланхи майлах, пуш кăшкар пек шалтăртатать, хуть те кампа та пулчĕ-пулмарĕ хирĕçсе каять. Чĕлхи чараксăр та-ха унăн...
Илюк тек чĕнмерĕ. Анчах хăй шухăша кайса тата нумайччен çывăрса каяймасăр выртрĕ. Темшĕн амăшĕ Натали патне Ухваниç Микули пырса çӳрени çинчен каласа пани ун чĕринех пырса тиврĕ.
«Çамрăк-çке-ха вăл, манпа тантăш кăна... Нивушлĕ халех качча каять?»
Унăн чĕринче вăрттăн кĕвĕçӳ пекки хускалчĕ пулмалла.
Тепĕр кунне вара вăл нумай çывăрчĕ. Амăшĕ ир-ирех лаççа тухса çăмарта ăшаларĕ, хурлăхан çулçипе чей вĕретрĕ, анчах Илюка вăратмарĕ. Çимелли-ĕçмеллине сĕтел çине кĕртсе лартрĕ те ĕçе тухса каяс умĕн лăпкăн çывăракан ывăлĕ çине тем таранччен пăхса тăчĕ.
«Таврăнчĕ, мăнтарăн... — Хăйĕн куçĕ каллех шывланчĕ. — Тин ĕнтĕ лайăхах пурăнатпăр пулĕ-ха. Кăмăлĕ пулсан шкултан та вĕренсе тухĕ, вĕренес темесен ĕçлеме те пултарĕ. Слесаре вĕрентĕм тет те...»
Нимрен те ытларах ăна Илюк нумай ӳссе ашшĕ сăнлă пулса кайни хытă савăнтарчĕ.
«Ашшĕне хывсан аптрамĕ-ха, ашшĕ çав тери ăслăччĕ...»
Фермăна çитсе ĕçе тытăнсан Илюк амăшĕ паян темле улшăннине, унăн сăн-пичĕ çуталнине, ытти чухнехи пек мар хаваслине, темшĕн час-часах кула-кула илнине ытти хĕрарăмсем çийĕнчех асăрхарĕç. Вăл кун пек пулнине унăн ĕçри юлташĕсем нумайранпа курманччĕ-ха, ытти чух çынсемпе питех хутшăнмастчĕ, каннă вăхăтра та аяккарах кайса ларатчĕ, ыттисем пек кулас-тăвас йăла вуçех те çукчĕ унăн.
— Мĕн пулнă сана, Анюк? Эс паян венчете каяс хĕр пекех çӳретĕн-çке? Кунта килнĕ чух çул çинче укçа тупмарăн пулĕ те? — шӳтлекелесе илчĕç хăшĕсем.
— Тупрăм çав, тупрăм, анчах та укçа мар — ылтăн муклашки тĕлне пултăм! — терĕ Илюк амăшĕ вĕсене хирĕç.
— Телейлĕ-çке апла эсĕ!
— Телейлĕ çав, шутсăр телейлĕ!
— Тен, çуррине пире парăн?
— Çук, хам тĕле килнĕ телее никампа та пайламастăп, мĕншĕн тесен эпĕ ăна ытла та нумай кĕтнĕ...
Анюк юлташĕсем пурте унăн ывăлĕ колонирен тепĕр çулталăкран тин килмеллине пĕлнĕ, ун çинчен вăл хăй те час-часах асăннă, çавăнпа та халь вăл Илюк таврăннăшăн савăнать тесе никам та шутлама пултарай-ман. Вăл хăй те пĕр сăмах та шарламарĕ — кун пирки каçхине вĕсем Илюкпа иккĕшĕ ятарласа калаçса татăлчĕç.
— Ытла тӳрех никама та шарлас мар, — терĕ Илюк, — атту çынсем килме, ыйтса пĕлме тытăнаççĕ. Анчах иртни çинчен манăн пĕртте асăнас килмест. Пурăнам-ха кăштах, хăнăхам, кайран халăх умне хамах тухатăп...
Амăшĕ унпа тӳрех килĕшрĕ. Уншăн халĕ нимрен хакли — Илюк хăй чипер, сыввăн таврăнни. Çынсем кун çинчен паян-ыранах пĕлни мĕне кирлĕ вăл? Тата ачине пĕр хушă кантарса усрас пулать, ытла та тем те тӳсме тивнĕ вĕт-ха унăн...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...