Хĕн-хур айĕнче :: Шăннă вăрман хӳттинче
Кантур таврашсем пырса кайсанах,
Чаккана тытма хушнине пĕлсен,
Тайпи йăмăкĕ, Кулине, часах
Шăвать вăрмана йĕлтĕрпе пĕччен.
Каять вăл, чупсах пек, хура вăрманпа,
Пытаннă Чакка тĕлне чухласа.
Вĕт-шак туратсем пăрлак сулăмпа
Вăль-валь сулланаççĕ ăна çакланса.
Пырать Кулине сукмак-çулсăрах,
Шур кĕрĕт тăрăх тӳрĕ йĕр тытса.
Хăш чух ун çине, пĕлĕт пек, лаштах
Йывăç çинчи юр анать çаврăнса.
Хаяррăн сывлать шур куçлă кăрлач1.
Ниçта илтĕнмест пĕр кайăк сасси.
Тепле çеç умран ĕрхĕнет мулкач
Е карăк-ăсан тăкать хыр лăсси.
Пăрланнă вăрман ларать çывăрса.
Лутра çăкасем, пилеш тĕмĕсем,
Пур хулă, турат, çатра — арканса
Хĕрри çук, вĕç çук, — курнаççĕ пĕртем...
Ярнать Кулине вăрман тĕпнелле,
Карсак пек маттур çăмăл пĕвĕпе.
Васкать вăл, вĕçет Чакка патнелле,
Усал хыпара часрах пĕлтерме.
Шалти вăрманта пĕр лапчăк çĕрпӳрт
Ларать тан тапнă çыран хĕрринче.
Начар та пулсаы, хĕл кунне çак хӳт
Питех те ырă вăрман варринче.
Çĕрпӳрт ăшĕнче, тăм урайĕнче,
Çунать, хĕмленет тип кăвайт вутти;
Сар çулăм çинчи хуран тĕпĕнче
Сикет, çаврăнать мулкач яшки.
Вăхăт каçхине... Пĕр çил çук, — тăпах.
Таçта тăмана анчах ӳхĕрет.
Çăра сĕм вăрман — çӳçенчĕк, улах!
Ăна çур уйăх çути кĕмĕллет.
Çĕрпӳрт умĕнче, тулта, Ятарин
Çурать те ваклать каска вуттине.
Чакка хăй пӳртре, карать вăл халь тин
Сӳсе пĕтернĕ пакшасен тирне.
Ак çак самантрах, ик-виçĕ хутчен
Темскер улани килет инçетрен:
— У-у-у!..
— У-у-у!..
Ку сасă вăрах чăсăлса йĕрсе,
Хура вăрманта таçтах янăрать.
Çывран кайăк та, пуçне çĕклесе,
Ăна пĕр самант шикленсех тăнлать.
— Пичче, — арçури!.. Итле: ӳхĕрет! —
Тăнлать Ятарин тăрсах пĕр авкка2.
— Çав пуль, шеремет... хурлăхлăн йĕрет.
Персе пар çăкăр! — тет кулса Чакка.
Ятарин чӳклет: — Çи, акă, лăплан! —
Тесе ывăтать çăкăр татăкки.
Анчах «арçури» çырлахмасть, куштан!
Текех улашать, йĕрет ун сасси.
— У-У-У... ы-а-а-а... и-и!..
— У-У-У... ы-а-а-а... и-и!..
Ку сас вăйланать, текех çывхарать,
Ăна илтнипе Чакка та тухать.
«У... йыс-на-а!.. Я-та-ри-ин!»
Тесе пекех-çке йĕрет тăлăх сас.
— Чим, ку, тăнла-ха, Кулине мар-ши?!
Пирех чĕннĕ пек, тавай кăшкăрас...
—0-хо-хо-о-о...хо-хо-хо! — чăсать Чакка хăй.
— Ку-ли-не-е!..— чĕнет Ятарин.
— Ах тур, шыраса пĕтрĕ пуль ун вăй!—
Терĕç тăвансем, хыпкаланчĕç тин.
Пĕр вунă самант... Кулине умра!
Ача пек кӳтнĕ — йĕрес, ни кулас!
— Лери çĕрпӳртре тесе эп, ара...
Ну, ах хăшкăлтăм! — терĕ ырнă сас.
— Çук çав. Вăл пӳртре пурăнма май çук.
Хавшанă, начар... Ну мĕн, Кулине?..
Ку, эсĕ килни, ырра пулас çук, —
Тĕпчет ак Чакка, тӳсеймен енне.
— Сыхлаççĕ сана, тытасшăн питех...
Лаши-ĕнине кайрĕçĕ хуса,
Пӳртне хапхăра хупрĕç питĕрсех, —
Калать Кулине хĕрсе, хыпăнса...
Пăлханчĕ Чакка, кăшт усрĕ пуçне.
Чылай вăл тăрать юпа пек хытса;
Тăн-пуç тăрăлсан, шарт! çапать пĕçне.
— Култармăп! — тет çеç кăкăрне чышса
Çĕрле... Çĕрпӳртре. Пурте йĕркерен
Лараççĕ чăрăш çапписем çинче.
Çунса йăлкăшан вутпуççисенчен
Шур тĕтĕм тухса палкать пĕр енче.
Хĕрӳ кăвартан вĕçет хĕм вăль-валь,
Çапать таврана шупка хĕрлĕ çут.
Чылай сас хушман Чакка ĕнтĕ халь
Текех калаçать, тăвать тĕрлĕ шут:
— Ыр кун пулас çук... çуках, çук ырри!
Кышлаççĕ иккен таса çын пуçне.
Ну, пĕлĕр: пулмăп кашкăрсен хурри!
Пĕтсен те пĕтем — тавăрап çавсене!..
Эсир, Ятарин, пурăнăр кунтах,
Ан тухăр яла тата ик-виç кун...
Ыран эп каям кăвак çутăллах.
Тупам Пахома... Хăват пур-ха ун.
Пур! — тет те Чакка каллех шăпланать,
Каллех вĕçĕмсĕр шухăша каять.
Çĕрпӳрт ăш-чикки йӳçек те вĕри,
Пĕчик чӳрече сĕрĕме çăтать.
Тăм урай çинчи кăвайт вут хĕрри.
Шултра кăварпа тĕлкĕшсе выртать.
* * *
Чакка — тытасран тарса пурăнни
Сахал вăхăт мар, — эрне те ытла.
Текех пытанма шутламан Тайпи
Пырать çеç килне, — лекет вăл алла.
Шăнса тертленсе, патак та çисе,
Сутник витинче ларать вăл виç кун;
Чакка ăçтине пăвăртса, хĕссе
Ыйтаççĕ унтан, — чĕнмест мĕскĕн чун.
Çунать тек Тайпи шăршлă витере;
Илюш — Кулине патĕнче пурăнать.
Йĕрет, тулашать Тайпи тĕттĕмре,
Усал пурнăçне чунтан ылханать.
Ял-йыш хĕрхенсе хăтарман пулсан,
Ларатчĕ Тайпи татах тахçанччен;
Пурмис аллине ăсатнă пулсан,
Тен, пĕтетчĕ пуль асапра, пĕччен.
Анчах ак шăнса, выçса аптрасан,
Кĕç-вĕç кантура леçес пек çынна,
Ыр кӳршĕ — Юксар çĕрле, çын выртсан,
Ана кăларса тартать ют яла.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...