Хĕн-хур айĕнче :: Пуçлăхсем пăваççĕ


Хĕлле. Сивĕ кун. Тул çутăлнă тин.

Чакка шăварать кăвак лашине.

Сарай умĕнче ĕçчен Ятарин

Турать, купалать ыраш улăмне.

Ак çак самантрах урам хапхинчен

Чупсах пек кĕрет ял çынни — Юксар.

Чакка çаврăнса сăмах хушиччен

Пăлханнă Юксар пуçлать сив хыпар:

— Чакка! Ак мĕскер: халь çеç, паян ир,

Пăхаттăм килте пур-çук выльăха...

Асра-тĕсре çук, кĕтмен нимĕн чир,

Çумри сутникĕн криклетрĕ хапха;

Сассем кĕç... Пăхап хӳме хушшинчен:

Тăраççĕ сутник, Алапит, Текей.

Пуçлаççĕ сăмах тӳрех сан çинчен...

Ну, илтрĕм, пĕлтĕм. Пĕлни ку — телей!

 

Чакка

Мĕскер-ха апла?

Усал пулмалла?!

 

Юксар

Ай хăруш, Чакка! Ак çак кунсенчех,

Паян-ыранах пурмис килмелле.

Пурмис çитиччен, çак çитес çĕрлех,

Тытасшăн сана никам сисмесле.

Леш пуп ыйтнипе тытасшăн, ара.

Ярасшăн уес хулине вара...

Тата Тевенеш çинчен те темскер

Мăркарĕç хуллен. Тытасшăн пулас...

Пурмис пĕччен мар-тăр. Нумаййăн, эхер.

Çĕкленнĕ вара, пуплеççĕ хавас.

Асту эс: васка, пытан хальтерех.

Пурмис таппине ан лекчĕ текех.

 

Чакка

Капла ку иккен, чухăн çын тĕнчи...

Таса çинченех касаççĕ пуçна!

Ах, шел-çке, пĕтет Тевенеш мучи!

Пытантăрччĕ вăл, каласчĕ ăна,

 

Юксар

Эп кĕтĕм унта кунта килнĕ чух.

Каларăм. Темле чĕнмерĕ питех:

«Ват çын эп, тарса манран пулас çук,

Систер Чаккана», — тесе хучĕ çех.

 

Чакка

Мĕскершĕн лекес те шăна пек пĕтес?

Упа-кашкăрна — упах пулмалла!

Май килнĕ чухне — тарас, хирĕçес...

Каласчĕ ăна: ун пытанмалла.

Каям-ха апла, унпа канашлар...

Ну, юрĕ... пĕлтертĕн, ыр тусăм, Юксар.

Чакка хусканман-ха. Хапха çихĕрет.

Кĕреççĕ хăвăрт Микипе Энтри.

— Юксар пур... Мĕн ку пит ирех çӳрет! —

Хуллен мăкăртатрĕ вĕсенчен пĕри.

 

Шăпланчĕ Чакка. Чĕнмерĕ Юксар.

Кураççĕ вĕсем — килекен çынсен

Сăн-пичĕ салху та, темле, лăпкă мар.

«Паллах, ыр сăмах пулас çук кусен», —

Шутларĕ Чакка. Чĕнмест-ха вăл хăй,

Кĕтет кӳршисем сăмах хушасса.

— Канаш пĕр пултăр... Ĕçне тума — вăй!—

Каларă Мики çĕлĕкне йăтса.

 

Чакка алне сулчĕ. — Мĕн ĕçĕ-качки!

Ĕçлес тесен те, мĕнле-ха ĕçлен?

Йĕри-тавраллах — шуйттан мăйраки!..

Пĕлетĕр пулĕ? — терĕ вăл хуллен.

— Илтсеттĕмĕр çав... Паян е ыран

Лешсем килмелле. Анчах мĕн пирки, —

Пĕлместпĕр ăна. Çапах эс сыхлан!

Текех ан çакланччĕ, — терĕ Мики.

 

— Юксар халь систерчĕ мана ун çинчен.

Юрать! — тет Чакка. — Рехмет, тусăмсем!..

 

— ...Хăраççĕ иккен вĕсем пирĕнтен, —

Шӳтлерĕ Энтри. — Таçти сутниксем,

Кашни ялтанах пурте пухăнса,

Пĕрле килмелле теççĕ пурмиспа.

Шайкки пĕчĕк мар! — тет вăл кăшт кулса,

Анчах ун сасси янрать тарăхпа.

 

Чĕнмерĕ текех пăлханнă Чакка.

Çĕре ывăтать алри супнине,

Шатăрр! чăмăртать те ик селĕм чышка

Тухать те утать Тевенеш патне.

 

* * *

Пухха виçĕ хут хурĕç ум-хыçлах,

Çавах та халăх унта пухăнмасть.

Сутник, Алапит... вун çын ытларах

Хурал пӳртĕнче хĕрсех тавлашать.

 

Ериле

Ай-яй, Алапит, ял-йыша хуçан!

Ахаль те Чаккан пырши тухас пек...

Аванччĕ питех ăна каçарсан:

Начар çын... тӳсет тем тĕрлĕ инкек.

 

Алапит

Çынна ан хĕрхен, нихçан ан каçар:

Пырши тухсассăн — пыршине тапта!

Кам вăл начар çын? — Кахал, çав начар.

Çавсем хапсăнаççĕ çынти ямăта...

Сутник

Ун пек кашкăра мĕнле хĕрхенен?!

Мĕнле вăл пĕркун вĕçтерчĕ пире...

Хĕнерĕ пупа... ун пирки мĕн тен?

Ун ĕçĕ пирки хыт сикрĕ чĕре!

Тем курса тăра-ас!.. — кӳлешет сутник.

Унпа килĕшет ик-виçĕ старик.

 

Ян-ян! шăнкăрав сасси илтĕнсе,

Сасартăк яла янратса ярать,

Кантур таврашĕ çитнине сиссе,

Пурин те чĕри çӳçенсе каять.

Пурмиспа пĕрле, юр-пăр сирпĕтсе,

Вунпилĕк лавпа вунпилĕк сутник

Ум-хыçлăн çитрĕç çил пек вĕçтерсе.

Пĕчикçĕ яла хуплать пысăк шик!

Пурмис — чунилли хăрать-мĕн хытах,

Инçе çула вăл çӳремест пĕччен.

Кушлавăш енче, чăн, халь хăрушрах.

Ак килчĕ кунта вăл паян темиçен!

 

Шăнкрав сассине илтнĕ-илтменех,

■ Страницăсем: 1 2 3