Хĕн-хур айĕнче :: Тытăçу


Сасартăк хусах-таркăнсем килсе

Вăрман тавринче çӳрени çинчен

Хир енчи ялсем те пĕлеççĕ илтсе.

Тем тĕрлĕ сăмах вĕçет ялсенче.

Алапит йышши çĕрме пуянсем

Çакна илтнипе чĕтреççĕ сиксех.

Вĕсене кура чылай ял-йышсем

Хăраççĕ, инкек кĕтсе, ахалех.

«Усал» хыпара пурмис та пĕлсе

Çарпуçĕ патне çырать ун çинчен;

Алапит элекĕ тăрăх ĕненсе,

Чаккана тытма хушать хăй енчен.

 

Алапит урать... Тӳсми тарăху!

Çилли сирличчен пухать вăл пуху.

Унта Чаккана тытса çыхтарма

Хĕрӳллĕ сăмах пуçлать калама.

—Эй, халăх!.. Халăх!.. Пурнăç пит хăруш!

Хуплаççĕ пире хусах-таркăнсем...

Куратăр пурте, епле-ха ку хуш

Пурнатпăр чунсăр, тăван ял-йышсем!

Пĕр шиксĕр, лăпкă пурăнас тесех,

Часрах пурмисрен пулăшу ыйтар.

Çав таркăн майлă Чаккана халех

Тытар та çыхар, кантура ярар...

Пурмис хăй хушать! — янрать Алапит.

 

— Хăрушă!.. Шиклĕ!.. — теççĕ сасăсем.

— Анчах Чаккана ма-ха эсĕ пит...

Ытла тăрăнан? — теççĕ хăшĕсем.

Ара, шухăшлăр, тăрăнса-и ку?

Чакка вĕт хăех вĕсене чĕнсе

Пĕрле ĕçсе çинĕ... Çав Чакка-Якку

Çын мулĕ пирки çӳрет кĕвĕçсе! —

Тесе çуйхашать çиллĕ Алапит.

Ял халăхĕ шалт тĕлĕнсех каять.

— Таса çын пуçне пылчăкпа ан вит! —

Сас хушрĕ пĕр çын. Пуху хумханать.

— Ах, чим, ачасем... Чим, хуллентерех!

Чаккан айăп çук... Çавăн пек тĕлеш:

Унта таркăнсем кĕнĕ хăйсемех, —

Тет шурă пуçлă старик — Тевенеш.

 

— Вăл ма таркăнсен пуçне ăсатать?!.

Мĕн-ма ал парать? Пĕрле вăл, усал!

Çавах ял-йыша çаратма хушать, —

Çĕмрет Алапит — хура мăн сухал.

— Чăнах, чăн та вăл хурахсемпе тус...

Тытас пать1 ăна...— Çыхас! Ăсатас!..

Çиет вăл яла, усал шăшиюс! —

Кăшкăрчĕç хыттăн ик-виç уçă сас.

 

Пуху кĕрлесе тăнă самантра

Чакка унта хăй пырать те кĕрет.

Пуян таврашсем, Чаккана кура,

Караççĕ çăвар. Кушлавăш чĕтрет.

— Ак килчĕ вăл хăй!.. Тытас та çыхас!

— Пурмис хушать-тĕк, мĕн пăхса тăрас?

Чакка еннелле хусканать пуху.

Вăйланать пушшех шăй-шай, çуйхашу.

— Мĕскершĕн мана? Мĕнле айăппа?! —

Ыйтать кăшкăрса тĕлĕннĕ Чакка;

Хăйне çыхланнă Текее вăйпа

Кисет вăл пĕрре, сирет аякка.

 

— Ах, чим-ха, ачсем... Çынна ахалех,

Элек тăрăхах шыва ярас мар.

Эп хам-çке пĕлеп: çав хусахсемех

Хăйне те ăна хырнă сахал мар, —

Терĕ Тевенеш, утрĕ малалла.

— Эх, супнă старик! Мĕскер эс лăркан?

Пуçу кĕçтет-им? Кай айăккалла! —

Çĕмреççĕ хыттăн ик-виçĕ куштан.

Анчах Тевенеш хĕрет ак пушшех,

Тухать вăл утса пуху умнерех:

— Чакка, тен, чăнах хур тунă тесен,

Ку Алапите тавăрни анчах...

Вăл ун пирки хăй чăтнине пĕлсен,

Калаттăр пурте: кирлĕ лайăхрах! —

Терĕ Тевенеш хыттăн кăшкăрсах.

Каласшăнччĕ вăл пĕлнине йăлтах,

Анчах çын хĕрсе кайнине кура,

Ăна Алапит тытать те илет.

Урса кайнипе пĕр çур самантра

Вăл ват шăм-шака хуçса ӳкерет.

 

Пуху пăлханать. Шăпланнă çынсем

Хускалчĕç каллех. Ӳсет шав, шăй-шай!

Янраççĕ хаяррăн хĕрӳ сасăсем.

Паллах, Тевенеш майлисем нумай.

 

Ак Чакка, çĕмрен пек, старике çăлма

Алапит патне пырса çапăнать,

Тарăхтарнишĕн тавăрса пама

Тытать те ăна силлеме пуçлать.

Анчах та часах Итренпе Текей

Лараççĕ сиксе Чакка пуç çине.

— Эй, сирлĕр кунтан! Тăр эсĕ, мучей! —

Теейрĕ Чакка, вăрçа пикенсе.

Хăрах аллине вĕçерсе илсе,

Пĕрех вăл сулать хыçал еннелле,

Алапит ачи — Итрен, вăшт! вĕçсе,

Каять сирпĕнсе çерем çинелле.

Унтан Текее çулăхса тытса,

Ик-виççĕ кисет те çапать çĕр çумне.

Текех вĕчĕхен Текей ăнтăхса

Выртать чылайччен аптранă енне.

Чакка, юмахри Юман-паттăрла, —

Вăй-халлă; вăл халь пĕлмест чарăнма:

Пуян пусмăрне — хирĕç пусмалла,

Çакна тумасар чĕри лăпланмасть.

Вăл акă каллех хыт аллисемпе

Алапит пӳне тытса пăркăчлать,

Хĕрсе хĕмленен хаяр çиллипе

Тачка шăм-шака туптама пуçлать.

— Эсĕ-и вăл текех мана таптакан?..

Ак парăп сана çынна хуптарма!

Эс-и вăл çынна шыва яракан?

Вĕрен, вĕрен ак, салтака сутма!

Ан ман ĕмĕрне! — талхăрсах Чакка

Тӳчкет те тӳчкет самăр шăм-шака.

 

Сасартăк Итрен, çынсене сирсе,

Пырать вăркăнса ашшĕ патнелле.

Хăй йăтнă вĕрлĕк. Ăна çĕклесе

Сулать те ярать Чакка çинелле.

 

Хăртаннă йывăç, типпĕн шартлатсă,

Чакка хулпуççи çинче хуçăлать.

Нимскер пулман пек Чакка, чалт! тăрса,

Хайхи Итрене çавăрса тытать.

— Сана-и лекмен? — хыттăн кăшкăрса,

Ăна çавăнтах пуçлать лăскама.

 
1 Пать — «пулать» тенĕ сăмаха кĕскетсе калани. Ку сăмаха ун пек кĕскетни нумай çĕрти чăвашсем хушшинче халичченех илтĕнет-ха.
■ Страницăсем: 1 2 3