Хĕн-хур айĕнче :: Пăкачав мĕлки — Пахомка


Пуян патне кай, — тет вăл юлташне.

Пĕр çӳллĕ те çивĕч, хытанка хусах

Ик-виç тусĕпе каять васкасах.

 

Килет тул çути.

Сӳнет хăйчикки.

Ак çак самантра уçă алăкран

Пĕр ушкăн хусах пырать те кĕрет;

Хăшин аллинче — сĕт-çу та шăрттан,

Хăшин — чĕреспе йӳç пыл е шерпет.

— Хурал халь сыхă. Ларсах ĕçсе çи...

Кусем — типĕ аш, ку — пыллă йӳççи, —

Терĕçĕ вĕсем ват утамана.

Мĕн тупнă — йăлтах пачĕçĕ ăна.

 

Тинех хусахсен тĕнчи уçăлать.

Юрри-ташши те вĕсен пуçланать.

Мĕнпур пеккине ĕçсе пĕтерсен,

Татах та симпыл тупрĕç кӳршĕрен.

Кăвак утаман хăйпе юнашар

Сĕтел хушшине лартать Чаккана.

— Ну, туслă пулар, лайăх паллашар!

—Тесе, вăл пуçлать унпа калаçма.

Пуçлать — ачаран улпут аллинче

Еçпе пиçĕхсе хĕн курни çинчен,

Вун сакăр çултах Атăл хĕрринче

Баржăсем туртса çӳрени çинчен.

Калать вăл: Петĕр — ыр патша — тухса

Атăл таврашне кисретни çинчен;

Хĕрĕхе çитсен, унпа çыпçăнса

Улпут таврашне çĕмĕрни çинчен.

Чылай каласан, вăл хаярланса:

— Пĕтерчĕç пирĕн «патшамăр» пуçне!

Анчах манас çук эпир ун ĕçне...

Çитет вунă çул ак... Эпир унтанпа

Виç çын çеç юлтăмăр çак ушкăнра;

Çӳретпĕр ишсе сĕм-сĕм вăрманпа

Сăртан Атăла, Атăлтан — Сăра, —

Тет вăл кăшкăрсах, пӳрте янратса.

Унтан лăпланать те кăшт ĕçсе çиет.

Хăй çыннисемпе калаçкаласан,

Каллех Чаккана тĕллесе илет.

Ăна ĕçтерет вăл, лăпкать çурăмран.

 

— Сана пĕлтертĕм хамăн пурнăçа.

Ну, халь эс кала... пĕлтер ху çинчен.

Кала, çак ялта кам сире хуçать?

Пĕлтер чи усал пуçлăхсем çинчен...

Эпир итлетпĕр, — тет те çавăнтах

Чакка сăмахне кĕтет шăплансах.

Пуç хĕрнĕ Чакка кĕттерсех тăмасть,

Мĕн-мĕн кирлине каласа парать...

Маттур хусахсем хĕрхенчĕç ăна,

Ылханчĕç усал улпут-пуяна.

 

Кăвак утаман, тарăхпа тулса,

Сасартăк кăшкăрчĕ шава хупласа:

— Эп вырăс çынни. Тăван халăха

Саватăп чунтан. Çакăнпа пĕрлех

Улпутлă йăха, пур пусмăрлăха —

Камран пулсан та — тӳсейместĕпех!

Нушаллă çынна — хуть чăваш, тутар

Сунатăп ырлăх... Пире вăл ют мар...

 

Ĕçсе пуç хĕрнĕ сивлек утаман

Çĕкленчĕ тăтăш, çӳрерĕ утса;

Хĕрӳ шухăшсем пусма пуçласан,

Тапратрĕ вăл юрă хыттăн янратса:

 

Пахом пĕччен:

Аслă Атăл тăрăх, анаталла,

Ирĕклĕн ишеççĕ кимĕсем...

Пурте юрлаççĕ:

Ирĕклĕн ишеççĕ юрла-юрла

Ирĕк хусахсем те маттурсем,

Ирĕк хусахсем те,

ай, маттурсем,

Вилĕм умĕнче те

Чакман çынсем.

 

Кимĕсем ишеççĕ Атăл тăрăх

Çутă шывăн питне хумхатса:

Касса вĕрет сив çил е тип шăрăх, —

Хусах юрри вĕçет янратса;

Хусах юрри вĕçет

Ян! янратса,

Ăна пулăç итлет,

ай, юратса...

Ирĕк юрра çĕклет çил Атăлтан —

Уй-хир çийĕн йăтса сапалать;

Çыр хĕрринчи вăрман, сĕм-сĕм вăрман

Хĕрӳ юрра илтсе хумханать:

Хĕрӳ юрра илтсе,

ай, хумханать,

Хресчен ачи сиксе,

ай, савăнать.

 

Ак юрă пĕтет. Утаман ларать,

Лăпкать çамкине те хĕрӳллĕн калать:

— Пахом! Эх, Пахомка, пурнăçу— начар.

Ирĕкшĕн тăрса хĕсрĕн кун-çулна.

Ялсем те уйсем те ĕнтĕ саншăн мар.

Асту: вунă çул йĕрлеççĕ сана!

 

Хĕвел сĕм вăрман çине хăпарать.

Старик утаман тăрса кăшкăрать:

— Ну, ирĕк хусах, вăхăт хусканма!

Куратăр, вăрман та пуçлать хумханма.

Хĕвел хĕртет... Тапранăр, çитет!

Пире паçăрах сĕм вăрман кĕтет...

 

Пĕр çамрăк хусах рожокпа тухса

Мĕкĕртрĕ виç хут ял хушшинелле.

Нумай та иртмест, мĕкĕртнĕ сасса

Темиçе хусах, ушкăнĕпеле,

Юланутсемпех çитрĕç сиктерсе.

Вĕсем пĕр çынна пычĕç сĕтĕрсе.

Ку çынĕ — Итрен, Алапит ачи, —

Кăшкăрнă çĕрле урама тухса.

Анчах, ăнмасса, тулнă ун шалчи:

Ана хусахсем тытнă çулăхса.

 

Хавшанă çынна пырса тăратсан,

Тĕпчет ун çинчен старик-утаман,

Камне пĕлсен вăл юнарĕ ăна:

— Ай-яй, упăте, çиеттĕн пуçна!..

Халь тивмĕп. Анчах сыхлан малашне!

Асту, ан çуйăх! — терĕ Итрене.

Хăранă Итрен тăрать шăнк хытса.

Пĕр çĕтĕк хусах, ик-виççĕ çупса,

Тĕкет те ярать ăна чул çине.

Итрен тĕрĕнет хура пӳрт çумне.

■ Страницăсем: 1 2 3