Шурă акăш çулĕ :: Хусана парăнтарни
Икĕ чăвашпа пĕр шурă акăш çĕр тĕпне анса çухалнă тӳлем вырăнĕнче, мечетпе юнашар, вырăссем кĕçех чăнах та çĕнĕ собор лартнă. Каярах çавăнта тĕлĕнмелле япаласем пулса иртме тытăннă тет. Çĕрлесенче, çур çĕр тĕлнелле, иртен-çӳрене çĕр айĕнче такамсем мăкăр-мăкăр туса тавлашни илтĕнет тет. Сăмахĕсене уйăрма çук тет. Пĕр сасси — хĕр упраçăн янкăр уçă сасси — такама ӳпкелет тет. Арçынсем вара тӳрре тухма хăтланнăн тем калаççĕ тет.
Тепĕр чухне тата кунти тӳртумра сасартăк çĕр чĕтреме тытăннисем те пулкаланă имĕш. Çав самантсенче çывăхри çурт-йĕр кĕç-вĕç ишĕлес пек тайăлса-хирĕлсе ларать тет. Паллă ĕнтĕ, Мускав Хусана парăнтарнă хыççăн хулана вырăссем йышлăн куçса пынă. Çавăнпа вĕсен пурнăçĕшĕн влаçсем хăрамаллипех хăра пуçланă тет. Аптранă енне Хаяр Иван патша Хусанта чиркусемпе мăнастирсем татах та татах туса ларттарнă. Çавăн хыççан тин тӳртум айĕнче çĕрлесенче такамсем тавлашни илтĕнме пăрахна тет. Анчах ун вырăнне тепĕр тамаша пуçланнă. Хусанта пурăнакансем каланă тăрăх, çав тамаша паян кун та пулкалать тет.
Тамаши вара çапларахскер. Уйăх хĕсĕнсе çитсе таврана çутатайми пулнă тĕттĕм çĕрсенче, тӳпере кашни вилнĕ ырă çын ячĕпе мăчлатса тăракан çалтăрсем çеç йăлтăртатнă чухне, çур çĕр тĕлнелле çав тӳлем пулнă вырăнтан сасартăк çунатлă виçĕ чун тӳпенелле вĕçсе хăпарнине курма пулать тет. Чунĕсем пĕри шурă акăш хурăмлă, иккĕшĕ яш каччăсен хурăмĕллĕ тет. Эх талпăнаççĕ тет вара вĕсем çӳлелле, эх талпăнаççĕ тет, Анчах ниепле те вырăнтан хăпаймаççĕ тет. Ватă чăвашсем каланă тăрăх, Аслă Пĕлĕт Хăвачĕ йышăнмасть пулать вĕсене. Çав турă харпăр хăй çĕрĕ çинче хуçа пулса тăрайман халăха вилсен те урăх çĕре кайма чарать, унăн çыннисен чунне ӳт-пӳрен уйăрттармасть тет. "Эсир çут тĕнчере пурăннă чухне ирĕклĕ пулас тесе нимĕн те тăвайман, апла вилсен сирĕн ма ирĕке тухмалла?" — тесе ятлать тет çавнашкал этемсене. Çавăнпа хăйшĕн тăма пултарайман халăхсем леш тĕнчере те ирĕксĕрлĕхе лексе нушаланаççĕ тет. Ку çеç мар, çавсен нуши çĕр çинче халь пурăнакан тăхăмĕсене те витĕм кӳрет имĕш. Ахальтен-им чăвашсен ватă çыннисем вилессе те лăпкăлăхпа витĕнсе мар, хăйсен ывăл-хĕрĕсен, мăнукĕсен пулас шăпи çинчен шухăшласа вилеççĕ.
Тепĕр тесен халăхра мĕнле кăна сăмах çӳремест-ши? Ахальтен каламаççĕ чăвашсем: "Халап хапха тăрринче, хам урхамах çийĕнче", — тесе. Эппин, хисеплĕ тусăмсем, çак легенда-халапа та ытла çывăха хурса ан йышăнăр, пурăнăр хăвăр пĕлнĕ пек. Кам ăна вуласа тухма пултарчĕ — çавна вара тайма пуç.
2009-2010 çç.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...