Шурă акăш çулĕ :: Çарăк патша
— Ну, хисеплĕ Илпенес, эсĕ хан керменне хăçан пушатас тетĕн? — кăнттаммăн ыйтрĕ вăл. Хĕр пĕр хушă Шахман çине нимĕн ăнланмасăр пăхса ларчĕ.
— Мĕнле пушатас?.. Ман мĕн-им, хамăн килтен тухса каймалла-им? — терĕ вăл пăртакран.
— Шел пулин те, çапла пулса тухать. Курултайĕ хана мана суйларĕ. Эппин малашне ку керменре эпĕ пурăнăп.
— Ман вара ăçта кайса кĕрес? — чĕтрекен сасăпа ыйтрĕ Илпенес.
— Ну, кăна эпĕ пĕлейместĕп, — ăнланмана печĕ Шахман. — Чăн та, эсĕ кунта юлма та пултаратăн, анчах... Ку ĕнте пĕтĕмпех хăвăнтан килет.
Илпенес нимĕн ăнланманран ăна куçран пăхса чылай ларчĕ.
— Пĕтĕмпех хăвăнтан килет тетĕп-çке, — хĕр шарламаннине кура сăмахне малалла тăсрĕ Шахман. — Качча тух та мана, вара çак кермен хуçи пулса юлăн. Эс тӳрех ан хуравла, ыран ирпе эпĕ сан патна тепре килĕп. Кайиччен çакна çеç каласа хăварам: аçу та сана манах качча парасшăнчче, çавăнпах хăй çумнерех çывхартрĕ. Анчах такама çакă килĕшмен курăнать, юратнă хана манран пистересшĕн шутпа ăна тем те пĕр суйса кăтартнă. Пистерекенни кам иккенне те чухлатăп та-ха.
Çак самантра вĕсем калаçакан пулĕме Питтăпайпа Пайпулат кĕчĕç.
— Илпенес, эпир санпа сыв пуллашма кĕтемĕр, — пĕлтерчĕ Пайпулат. — Кунта эпир тек кирлех мар пулĕ тетпĕр.
— Мĕнле вăл... сыв пуллашма? — кусене те ăнланмарĕ çамрăк хĕр. — Мĕнле вăл,кирлех мар? Мана çакăнта пĕчченех пăрахса хăваратăр-и? Тата ма каçа хирĕç тухса каясшăн эсир? Уйра е вăрманта çĕр касасшăн-им?
— Ара, çулĕ паллă. Çанталăк сулхăнрах чухне утсем тĕ йăрăрах юртаççĕ. Килте ĕç нумай манăн, хĕрĕм. Кĕç-вĕç вырма пуçланать, вăл тимĕрçĕшĕн çав терй хĕрӳ талхăр, — хуравларĕ Пайпулат.
— Питтăпай маçтăр, эсĕ те каятăн-и? — каллех кĕç-вĕç йĕрсе ярас пек ыйтрĕ Илпенес.
— Каяс терĕм, — кĕскен хуравларĕ Питтăпай. — Кунта пĕрех ман валли тек ĕç çук.
— Ман тата мĕн тăвас ĕнтĕ халĕ?! — хăйне тем пек чарма тăрăшсан та тӳсеймерĕ, хурлăхлăн нăшăкласа илчĕ Илпенес. — Пуçа ăçта кайса чикес?
Çавнашкал чун тăвăнăвĕ хăш арçынна витермĕ?
— Хĕрĕм, чим-ха, эс ма апла калан? — Илпенес патнерех пырса ăна куçран пăхсах ыйтрĕ Пайпулат. — Çапла, аçу сарăмсăр вилчĕ. Анчах санăн пурăнас та пурăнас пулать, унăн ĕçне малалла туса пыма тăрăшмалла.
— Ăçта пурăнмалла тет-ха манăн килтен халех хăваланă чухне? — сасăпах йĕрсе ячĕ те Илпенес пуçне пĕкрĕ, питне ал лапписемпе хупларĕ.
— Кам хăвалать? — тĕлĕнчĕ Питтăпай. Унтан Шахмана тин курнă пек куçласа илчĕ. — Шахман, эсĕ хăваламастăн пулĕ те?
Тӳртен ыйтнăран Шахман самантлăха çухалса кайрĕ. Ăçтан тупăнчĕç ку этемсем?
— Эс, маçтăр, йĕркеллĕрех калаç. Эпĕ текех сана пăхăнса ĕçлекен çын мар, — кăмăлсăррăн аса илтерчĕ вăл. — Кермен пирки тесен... Хурал çыннисем унта хан çеç пурăнма пултарать тесе шутлаççĕ. Вĕсен шухăшне Илпенесе пĕлтерес тесе килнĕччĕ эпĕ. Кермене ыран е виçминех пушат тесе ăна никам та васкатмасть.
— Чим, Хурал çыннисем тенĕрен, эпир кермен камăн пуласси пирки сăмах хускатманччĕ-çке, — аса илтерчĕ Пайпулат. — Ку çурт-йĕре Çĕрпӳ-Пулат ашшĕ ларттарнă, эппин вăл халĕ Илпенесĕн пулса юлать-иç.
— Эс, Пайпулат, çапла калан та-ха, урăхла шухăшлакансем те пур, çавна ан ман. Тепĕр тесен, Илпенес кунтах юлма та пултарать. Ку вăл хăйĕнчен килет, — хыпалансах ăнлактаркаларĕ те Шахман калаçу чĕрре кĕресрен асăрханса тухса шума васкарĕ. Çапах алăк патĕнче Илпенесе тепре аса илтерсе хăварма манмарĕ: — Ыран эпĕ тепре килĕп вара. Пӳртре шăп пулса тăчĕ. Пĕри те сăмах хушма хăяймарĕç.
— Атте, тен, ыран ирччен тăхтăпăр? — терĕ пăртакран Питтăпай. — Илпенесе çакнашкал лару-тăрура пĕччен хăварма чăнах та темлерех...
— Вăл çапла та-ха, ывăлăм, килте ĕç нумай-çке, ху пĕлен. Ну, кĕçĕр кунтах çĕр каçар эппин, — килĕшрĕ Пайпулат. — Ирччен, тен, пуçа пĕр-пĕр путлĕ шухăш килĕ...
Илпенес тимĕрçе куçран пархатарлăн пăхса илчĕ. Анчах унăн кă-ăшт çеç чĕрĕлнĕ кăмăлĕ самантран каллех сӳрĕлчĕ.
— Тавах сире ырă кăмăлăршăн, — шăппăн каларĕ вăл. — Анчах манăн ыран мĕн тăвас, Шахмана мĕн калас?
Пурнăçра хура-шура сахал мар курнă Пайпулат ку хĕр нуши ашшĕ пирки çеç маррине ăнланчĕ ĕнтĕ.
— Хĕрĕм, эсĕ хуйху-суйхуна хăвăнта ан тыт. Каласа пар-ха пире кунта Шахманпа сирĕн мĕн пулса иртнине. Эпир сан аçушăн ют çынсем пулман, саншăн та çавах. Пĕрле, тен, мĕн те пулин ăсласа тупăпăр.
Илпенес кăштах иккĕленнĕ хыççăн ку çынсене Шахман мĕншĕн килни çинчен чăнах та пĕтĕмпех каласа пачĕ. Шахман ăна хăйне качча тухма сĕнни таранах. Каланă хушăра хăй ытларах Пайпулата мар, Питтăпая куçран темиçе те пăха-пăха ипчĕ. Питтăпай та хĕр калавне ун çинчен куç илмесĕр итлерĕ. Пайпулат, паллах, çакна та асăрхамасăр хăвармарĕ.
— Ăт путсĕр этем! — тарăхса чăмăрĕпе алăк еннелле юнарĕ тимĕрçĕ хĕр каласа пĕтерсен. — Мĕнле хăрамасть-ха çав териех суеçтерме!
Питтăпай пирвай вара пач урăххипе кăсăкланчĕ:
— Илпенес, эс вара мĕн, çавна качча тухасах тетĕн-и?
Ашшĕ ывăлĕ çине тинкерсе-тинкерсе пăхрĕ, çапах шарламарĕ, хĕре лăплантарма пикенчĕ:
— Илпенес, итле, эпир, Хурал çыннисем, кермен пирки курултайра калаçман, çавăнпа нимĕн те йышăнман. Апла Шахман ăна санран туртса илеймĕ.
— Атте, эсĕ Шахмана пит лайăхах пĕлместĕн курăнать. Шухăш тытсан вăл Илпенесе кунтан паян-и, ыран-и кăларса яратех, — ашшĕне пӳлсех васкаса каларĕ Питтăпай. — Курултайра хăвăр ирĕк патăр-иç ăна. Эсир çав сĕмсĕр сутуçа хан туса хунине пĕлсен манăн сире, Хурал çыннисене, пурне те ухмахсем тесе калас килчĕ.
— Эпĕ хирĕçчĕ. Анчах ман пеккисем унта сахалрах пулчĕç, — хăй айăплă маррине палăртрĕ Пайпулат.
— Ну, ку çапла тейĕпĕр. Анчах Илпенесĕн халь мĕн тумалла? — тӳррăн ыйтрĕ Питйпай,
Пайпулат ывăлĕле хан хĕрĕ çине черетпе чылай пăха-пăха ларчĕ, ассăн сывласа илчĕ.
— Эпĕ пĕр япала сĕннĕ пулăттăм та Илпенес çилленесрен хăратăп, — терĕ вара.
— Пайпулат пичче, тем ан аташ. Эсир Питтăпайпа иксер мана çак кунсенче мĕн тери пулăшрăр. Епле çилленме пултарăп сире? — хуравларĕ Илпенес.
Пайпупат татах иккĕленсе ларчĕ, тепре ассăн сывларĕ, вара ал лаппипе чĕр куççине çапса илчĕ те татăклăн каласа хучĕ:
— Санăн, хĕрĕм, ман ывăлăма, Питтăпая, качча тухмалла.
Каччăпа хĕр тем те илтме хатĕрленнĕ, анчах кунашкалли пирки шухăшлама та пушарайман. Çаванпа иккĕшĕ те шак хытса ларчĕç. Питтăпай маларах тăна кĕчĕ, ашшĕне ӳпкелесе илче:
— Атте, эс аташсах кайнă. Илпенес вăл хан хĕрĕ, манашкал çынна епле качча тухĕ?
— Эс çав путсĕр Шахманран мĕнрен кая? — халĕ ĕнтĕ хăйĕн шухăшне хĕрсех хӳтĕлеме тытăнчĕ Пайпулат. — Вăл Илпенесе хăйне качча тухма сĕнет-çке. Тата... эс шăпăрт лар! Эс кама качча илессине эпĕ хам татса парăп. Илпенес, эс мĕн калăн?
Хĕр тин тăна кĕчĕ, тем калама хăтланса хыпăнчăклăн туртăна-туртăна илчĕ.
— Эпĕ халĕ унашкал япаласем çинчен шухăшлама та пултараймастăп, — терĕ вара — Тин çеç аттене пытартăмăр, манăн халĕ качча каяс пирки пуç ватмалла-ши?
Пайпулат ăна ăнланса пуçне килĕшнĕн сулкаларĕ, хăй çапах хĕрсех ӳкĕтлеме тытăнчĕ:
— Хĕрĕм, ку вăл айккинчен пăхсан, паллах, аван япала пек курăнмĕ. Анчах пурнăç кукăрĕ çапла çаврăнса тухрĕ-çке. Тата, эпĕ ăнланнă тăрăх, санăн ку ыйтăва пĕрех хурав тупмалла пулать. Чăй та, пирен умра мар, хăйне хан теме хăякан сутуçă умĕнче. Тен, сана Питтăпай килĕшмест? Эс турех кала. Апла тесен эпĕ сăмахăма каялла илме хатĕр. Анчах ман шутпа манăн ывăлăм Шахманран нимĕнпе те кая мар. Пурăнасса та эсĕ çукпа нушаланса пурăнмăн. Чăн та, ял хĕрарăмĕн пурнăçĕ хан хĕрĕннинчен йывăртарах, тунмастăп. Ма тесессĕн ял хĕрарăмĕн пуринпе тан ĕçлемелле. Ытти тесен... Кирлех тĕк ман ывăлăм Питтăпай сана çĕнĕ кермен лартса пама та пултарать. Çаван пек пултаруллă çын вăл, ăт.
Илпенес пуçне çĕклесе Питтăпая пăхса илчĕ. Çак самантра хĕр куçĕнче темĕнле йăлкăш çиçсе илчĕ. Ырă-ырă туйăмлă йăлкăш.
— Пайпулат пичче, манăн сана ăнланас та килет, — иккĕленерех каларĕ Илпенес. Анчах... Халех татăклă сăмах каламашкăн чăрмантаракан сăлтавсем нумай. Ĕç тесен, тунмастăп, мана ĕçлеме хăнăхтарман. Анчах эпĕ хура ĕçрен хăрас çук. Эпир çапах та Хусан пек пысăк хулара пурăнман, эпĕ тус тантăшсен пурнăçне аванах курса-пĕлсе тăнă. Вĕсем тăвакан ĕçсене хам та хăвăрт хăнăхасса шанатăп. Тата... хĕре качча иличчен çураçмалла, ашшĕ-амăшĕн ăна пиллемелле. Капла вара епле-ха?..
— Эс çураçнă тесе шутла, — хĕрсе кайрĕ Пайпулат. Çынни çавнашкалскер вăл, пĕр пуçăннă ĕçе вĕçне çитеретех — Пил тесен вара... Халь тин мĕн тăвăн ĕнтĕ? Аçу вилчĕ. Анну те тахçанах çере кĕнĕ. Çавăнпа хăвăн шăпуна санăн хăвăнах татса пама тивет. Эпĕ сана пĕр япалана шантарса калатăп: ман ывăлăма качча тухнишĕн санăн ĕмĕрне те ӳкĕнме тивмĕ. Питтăпай, эс мĕн шăпăрт тăран тата?! — сасартăк кăшкăрса пăрахрĕ ывăлне. — Е эсĕ аçу шухăшне хирĕç-и?
Питтăлая тинех чун кĕнĕ пек пулчĕ.
— Çук, атте, çук, пĕртте хирĕç мар. Илпенес, тĕрĕссипе эпĕ сана тахçанах куç хывнă, кун пирки эсĕ хан хĕрĕ пулнă пирки çеç шарлама хăяйман! Тух мана качча. Эпĕ сана ĕмĕр-ĕмĕр юратса та хисеплесе пурăнăп!
— Ăт, ку ĕнтĕ пирĕнле! — рехетленчĕ Пайпулат.
Илпенес каллех чылайччен нимĕн калама пĕлмесĕр ларчĕ. Вун-вун шухăш варăшăнчĕ унăн пуçĕнче, вун-вун пулăм аса килчĕ. Вăл шутра хăй Питтăпая килĕштерни те. Пуричен ытпа вара ашшĕ вилес умĕн каласа хăварни. "Хĕрĕм, — тенĕччĕ вăл, — эпĕ сана çав тери телейлĕ çын тăвасшăнччĕ. Пĕлетĕн-и, сан аннӳ, темшĕн, нумай çул хушши ача çуратаймарĕ. Эпир тархасланине турăсем вăл хĕрĕх урлă каçсан кăна илтрĕç. Анчах аннӳ — йывăр тăпри çăмăл пултăр! — сана çуратсан пĕртакранах çĕре кĕчĕ. Сывлăхĕ хавшакрахчĕ çав... Çавăнпах та сана пысăк телей кӳресшенччĕ. Халь ĕнтĕ эсĕ çак тĕнчере пĕчченех юлатăн. Çакăншăн эпĕ турăсем умĕнче те, аннӳ умĕнче те, сан умăнта та ĕмĕр каçарайми айăплă. Уйрăмах тивĕçлĕ упашка тупса пама ĕлкĕрейменшĕн каçар мана. Пĕлетĕн-и, халăх пуçĕн хĕрĕ качча тухасси вăл кил-йыш пĕлтерĕшлĕ япала кана мар. Уйрăмах манăн ывăл çуккине кура. Пурнăç йĕркеллех пырас тăк манăн ĕçе сан ывăлу малалла пымаллаччĕ-çке. Ку вăл пирĕн тăхăмăн ĕмĕрлĕх тивĕçĕ, мана ханран кăларнине пăхмасăр. Ма тесессĕн чăн-чăн хан вăл такамсем суйланипе килмест. Эппин санăн пулас ывăлу халăхшăн тăрăшакан çын пулмалла. Качча тухиччен çавăн çинчен шухăшласа пăхма ан ман вара, Ан тив, мăшăру санăн чаплă йăхран пулаймасан та чунĕпе таса, ăслă та тӳрĕ кăмăллă, ыттисем çинчен те шухăшлама пултаракан çын пултăр. Ну, халĕ каçар, эпĕ шăпланатăп. Тек пуплешме халăм çук".
Пайпулат хан хĕрĕ мĕн каласса кĕтрĕ-кĕтрĕ, кĕтсе илеймерĕ, вара ура çине тăчĕ те татăклăн хушса каларĕ:
— Эппин халех çула хатĕрленме тытăнар. Илпенес, эсĕ хăвна мĕн кирлине пурне те пуçтар Питтăпай, эсĕ пулăш ăна. Çĕрпӳ-Пулат витинчи лашасем пурте хысна укçипе туяннисем мар пулĕ-ха, хан хĕрĕн темиçе лав илсе кайма ирĕк пурах-тăр. Атьăр, хăвăртрах ĕçе пикенер те ыран ирпе ирех çула тухăпăр. Туйне Эпеçре кĕрлеттерĕпĕр. Пирĕн ăна çитнĕ-çитмен ирттерме мĕн кирли пурте çителĕкпĕ.
Тепĕр кун шурăм пуç çутипех Çĕрпӳрен кăнтăр еннелле тăватă лавлă караван çула тухрĕ. Çын çитменрен пĕри — лавçисĕрех. Тата икĕ урапаран пĕрер урхамах кăкарнă.
Çапла вĕçленчĕ Аслă Пăлхар ханĕ пулнă Пулат йăхĕ Чăваш улусĕн пуçĕнче тăрасси.
3
Шахман курултай йышăннипех хана тухнине пăхмасăр Çĕрпӳ таврашĕнчи халăх ăна темшĕн-çке хăйĕн пуçĕ вырăнне йышăнасшăнах пулмарĕ. Ара, çак каччăна кунта пурте лайăх пĕлеççĕ-çке. Хура халăх шучĕпе хан вăл Çӳлти Турă ярса панă пуçлăх пулмалла. Шахман вара пĕрле ӳссе çитĕннĕ çын, çитменнине чăваш юратсах кайман суту-илӳ ĕçĕпе аппаланнăскер. Ку ĕçе вăл мĕнрен пуçланине лайăх пĕлекен шăл йĕренсем самантрах Шахман валли çĕнĕ ят та тупрĕç — ăна Çарăк патша теме тытăнчĕç. Халăх панă ят вара этеме ĕмĕрлĕхе çыпăçать.
Çынсен кăмăлне хăй майлă çавăрас тесе Шахман турхансене хальлĕхе халăхран хырçă-марçă сахалрах пухма хушрĕ. Анчах пурне те юрама çăмăл мар иккен. Халĕ ĕнтĕ çĕнĕ хана сумлă çынсем сивлеме тытăнчĕç. Хăш-пĕр турхансем хăйсен пайти чакнине кура хырçă вуçех пуçтарма пăрахрĕç. Тӳре-шара та кăмăлсăр. Ара, хысна укçин пысăк пайĕ кайран вĕсене лекет-çке. Капла çав пысăк пай хухсах пырать. Çинех Шахмана хăйне те укçа пайтах кирлĕ. Ханăн хан пурнăçĕпех пурăнмалла. Çапла вара çур çултанах халăхран пухакан хырçă укçине унчченхинчен те ытларах ӳстерме, унпа пĕрлех ясак та хушса партарма тиврĕ. Çавна пула хапăхра кăмăлсăр çынсен йышĕ ӳссех пычĕ, Çарăк патшана пăлхав çĕклессипе хăратнă сасăсем илтĕне пуçларĕç. Хайхи ирĕксĕрех çарăçсен йышне ӳстерме тивет-ши вара? Вĕсене те укçа тӳлемелле...
Улусра лару-тăру япăхланса пынине курса Хурал çыннисем те Шахманран пурнăçа лайăхлатас, йеркене çирĕплетес тĕлĕшпе пайăрлă ĕçсем тума ыйтрĕç, курултайра хăй вĕренӳ, çар пирки каланисене аса илтерчĕç. Вара Шахман каллех пурне те суту-илĕве вăйлăрах аталантарма чĕнсе каларĕ. Шăпах çакă пулăшмалла иккен Чăваш улусне чăн-чăн патшалăх пулса тăмашкăн. Çĕне хан ĕнентернĕ тăрăх, суту-илӳ çеç тупăш хăвăрт парать, çавăнпа пĕрлех çынна та пуçаруллă та тавçăруллă пулма вĕрентет. Шкулсем-темсем пурăна киле хăйсемех йӳнеçсе пымалла, ма тесессĕн мул-пурлăх пур чухне ытти пурте пулать, тенкĕ çумне тенкĕ çеç хушăнса тăтăр.
Çапла тепĕр çул иртрĕ. Улус хысни темле те, Шахман хăй чăнах та кунран кун пуйса пычĕ. Халĕ вăл Хусанта кăна мар, ханлăхри ытти чылай хулара та, Чулхула ярмăрккинче те лавккасем тытать ĕнтĕ. Унсăр пуçне хысна укçи те унăн кĕсйине самаях сулăмлă кĕрсе тăрать. Пурăнасса вара Шахман Çĕрпӳ-Пулат керменĕнче пурăнать. Анчах çак йывăç кермен ăна текех тивĕçтермест ĕнтĕ. Çавăнпа вăл Çĕрлӳ-Пулат хăпартма пуçланă кирпĕч кермене туса пĕтермех шут тытрĕ. Çапли çапла та-ха, кам тăрлама пултарĕ ку ĕçе? Шахман çав керменĕн хут çине ӳкернĕ план таврашĕ пурри-çуккине те пĕлмест, пулсан та вăл Питтăпай маçтăрта-тем. Тата кермен хӳнĕсене хăпартма пăрахнăранпа вăхăт нумай иртнĕрен унти пĕтĕм тавралăха çум курăкĕ пусса илнĕ. Çавăнпа, пур енчен пăхсан та, ĕçе çĕнĕрен пуçлама Питтăпай кăна пултарĕ. Анчах вăл Шахмана пулăшма килĕшĕ-ши? Тахçан вĕсем иккĕшĕ туслăччĕ, Çĕрпӳ-Пулат та Шахмана ĕçе Питтăпай маçтăр сĕннипе илнĕччĕ. Анчах унтанпа нумай улшăну пулса иртрĕ. Шахман хана тухнине Питтăпай ырламастех, ма тесессĕн Çĕрпӳ-Пулат Хусанта сутуçа тăрă шыв çине кăларнă чухне вăл та ханпа пĕрле çуренĕ. Тен, Шахман лавккисене тупса палăртаканни те вăлах. Çитменнине тата Питтăпай халĕ Çĕрпӳ-Пулат кĕрӳшĕ... Тепĕр тесен, апла-и, капла-и те, Шахман улус пуçĕ, вăл хушнине кашни чăвашăн итлемелле. Пурăна киле Шахман Питтăпая та хăй майлă çавăрĕ, ку тĕлĕшпе унран ăстараххи никам çук.
Çак шухăш патне çитсе Шахман Эпеçе Питтăпая чĕнсе илме çын ячĕ. Анчах лешĕ пĕчченех таврăнчĕ. Питтăпайпа Илпенесĕн ывăл çуралнă-мĕн, çавăнпа Питтăпай халĕ ниçта та тухса çуреймест имĕш, çинех тата вăл кил-йышĕ хушăннă май хăйĕн кирпĕч пӳртне аслăлатма тытăннă, çавăнпа ют çын валли ĕçлемешкĕн ерçӳ тупаймасть.
— Эс мĕн, Шахман хан ыйтмасть, вăл хушать теме пĕлмерĕн-им?! — хăтăрса тăкрĕ Шахман хăйĕн çыннине.
— Апла та каларăм, хăратса та пăхрăм, — ĕнентерчĕ лешĕ.
— Вара?
— Питтăпай сана, каçар та, хан вырăнне хумасть, — пĕлтерчĕ çын.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...