Аххаяс-маххаяс :: 1. Чул хушшинчи чун
— Чунĕ тухиччен мăйне касса ярăр та какайне çынсене валеçсе парăр! — хушса каланă та Кронштадт пăрăнcа утнă.
* * *
Паçан та качча кайма вăхăт çитнĕ. Ашшĕпе амăшĕн Паçа хĕр пуçăн ача çуратнă текен суя хыпар ял çине тухасран сехри пулман. Силисса тăватта кайсан шанчăклă пек кӳрши-аршине, тăван-пĕтенне хăйсем Матрюнь ачине усранине пĕлтерме тытăннă. Ун чухне евчĕ ĕçĕ хисепре пулнă-ха. Паçа ашшĕпе амăшĕ вĕсен хăлхине те çак вăрттăн сăмаха кĕртме тăрăшнă. Çавăнпах-и Петĕр вĕсем патне евчĕ ярсан кутăн-пуçăн калаçу пулман.
— Силисса мана анне теме хăнăхнă. Хамăрах ӳстерер ăна, хамăр ача пекех, — тенĕ Паçа туй хыççăнах.
Петĕр хирĕçсе тăман. Вăл та ача юратаканскер пулнă. Хăйсен ывăлĕ çураличчен Силисса çĕнĕ çынсемшĕн пĕртен-пĕр йăпатмăш шутланнă. Энри те ашшĕ-амăшĕн юратăвĕпе юмарт кăмăлне пĕтĕмпех туртса илеймен, Силисса валли те хăварнă. Кируш ашшĕ фронтра чухне çуралнă та, Силисса ăна пăхаканĕ пулнă. Ывăл ачасене амăшĕнчен те ытларах вăл пăхнă. Çитернĕ, тăрантарнă, йĕпине типĕтнĕ, таса маррине тасатнă. Паçан колхоз ĕçĕнчен пăрăнма май килмен. Фронт валли те фронт валли тесе хистесе тăракансем пайтах пулнă. Шелсĕр вăрçă вăйпиттине кăна мар, ватта-вĕтте те уяса тăман, пурин валли те асапне-тертне ытлăн та çитлĕнех тăка-тăка панă. Силиссан та вунна пуссан алла çурла, вун икке кайсан çава тытма тивнĕ. Унăн кăна мар, тантăшĕсен пурин те кача пӳрне çинче тур палли пек çурла çĕвви пур.
Выç вырăс хыт вăрçать тенĕ пек, хĕсĕк пурнăç пур чухне те сăмах уяса калаçтарман пулĕ. Анчах Силисса хăйне хăр та хар кăшкăрса тăкнине пĕрре те астумасть. Пĕринче кăна, сĕтел пуçтарнă чухне, Паçа çыртăк курчĕ те ун çине куç сиктерми пăхса тăнă хыççăн сиввĕн, чуна шăнтса ямалла каласа хучĕ:
— Çак татăк çăвара кĕмелле мар пуличченех çирĕнем вара?
Тата тепринче çĕр улми шуратакан Силиссана тĕртсе ячĕ те ун вырăнне хăй пырса тăчĕ, мăшлатса сывлама пуçларĕ, мĕн тăвать-ха ку тесе айккинче кĕтсе тăракан Силиссана юнаса илчĕ. Лешĕ хуппине хулăн хăварнă иккен. Кӳренме те пĕлмерĕ куншăн Силисса, анчах чылай-чылай хушă хăйне çĕр улми шураттарманнине чăн-чăн айăплав вырăннех йышăнчĕ.
Çын тенине çапла тунă-çке. Хĕнпе-хурпа пурăннă чухне те вăл ĕмĕтрен тайăлмасть, усала манма та, ырра шанма пăрахаймасть. Çакă пулăшнă та çук хала тупса малаллах талпăнма, пӳрнĕ кун-çула ылханмасăр пуласлăх пирки шухăшлама.
Паçа та упăшкине фронтран таврăнасса кĕтсе илнĕ. Ун чухнех кам çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн мĕн-мĕн тунине, мĕн-мĕн тӳснине пайăрлама тытăнман-ха. Ун чухне пурин те пĕр хавас та пĕр çĕкленӳ пулнă: çĕнтертĕмĕр-çĕнтертĕмĕрех! Петĕр куçлă-пуçлă, алă-ураллă килсе кĕни Паçашăн Туррăн мĕнпур ырлăхĕ пекех туйăннă. Хуйхă-суйхă пусмăрĕнче пурăннă чухне тĕнче хуйхи мар-ха ку, манăн хуйхă тесе шухăшлас килнĕ пулсан, халĕ вара, çĕнтерӳçĕ салтакăн мăшăрĕ пулса, пĕтĕм тĕнчене хăйĕн телейĕ çинчен кăшкăрса пĕлтерес килет. Утти çăмăлланчĕ Паçан, кулли хĕвелленчĕ, хусканăвĕ çамрăкланчĕ. Ăна кура ачисен те кăмăлĕсем тăрăлчĕç. Мăян çăкăрĕ те кулачăн туйăнать, саплăклă тумтир те Мăнкун кĕпин курăнать. Силисса ĕнтĕ хăйне мăннисемпе танах картать. Энрипе Кируш ашшĕнчен хăпаймаççĕ, унăн кашни япалине тытса пăхас, ăна хăйĕн тăвас килет. Петĕр хăй те ачисене самантлăха та асран кăларман. Вĕсене валли Арманкассинче çук япала кӳрсе килем-ха тесе шухăшланă. Паçапа Силисса валли Швейцарире туса кăларнă ал сехечĕсем, Энрипе Кируш валли çăвар купăсĕсем кӳрсе килнĕ. Ывăл ачасене пилĕк кĕтеслĕ çăлтăрсем тата пушă гильзăсем уйрăмах килĕшрĕç. Çăлтăрсене пир кĕпесемпе сăмсаллă карттуссем çине тирсе тухсан икĕ ача гильзăсем пайлама пикенчĕç. Чăн-чăн хирĕçӳ пуçланса кайрĕ вĕсен хушшинче. Гильзăсем мăшăрлă пулман иккен те, пĕрне тепринчен ытларах лекнĕ. Малтан Паçа ачасене кӳнтерме хăтланса пăхрĕ.
— Çырлахăрах мĕн лекнипе, — терĕ вăл.
Асту сана, ку сăмах ачасене хĕртсе кăна ячĕ. Пĕчĕкки, ачашши те кутăнни, урайне тăсăлса выртрĕ те тапкалашма, çапкалашма, хăлха хупланмалла çухăрашма пикенчĕ. Ашшĕн салтакла тавçăрулăх кăтартма тиврĕ.
— Тĕрĕс мар шутланă эсир, кӳрĕр-ха гильзăрсене, — терĕ те пĕрне ачасенчен вăрттăн илсе кĕсьене чикрĕ. Тытăнчĕ сасăпа шутлама: — Пĕрре, иккĕ, виççĕ...
Шутласа пĕтерчĕ те ачасене пĕр пек пайласа пачĕ. Кăн-кан пăхса илчĕç Энрипе Кируш, пĕр-пĕрне тĕккелерĕç те иккĕшĕ икĕ кĕтесе кайса ларчĕç.
Çĕнтерӳ хавасĕ кашнин чĕринех тивлетлĕн таптарчĕ пулин те пурнăç хуйхи-суйхи тупăнса та тупăнсах пырать. Ытла капашсăр, ытла та тулăксăр инкек тăкса пачĕ çав вăрçă. Шăпăр тытса шăлса пуçтарма та, кĕреçе тытса айккинелле ывăтса яма та çук ăна.
Ял совечĕпе колхоз правленийĕн çурчĕсем çинче кĕç-вĕç авринчен татăлса вĕçсе каяс пек вĕлкĕшекен хĕрлĕ ялавсем те ял тĕсне улăштарсах çитереймерĕç, çав-çавах хура тĕс тасалса пĕтмест. Паçапа Петĕре ăмсанакансем çур яла яхăнах. Пĕрин упăшки, теприн ашшĕ, пиччĕшĕ, шăллĕ таврăнман. Кĕте-кĕте кĕтĕк пулăп тесе пĕри те шутламасть, çар тумĕллĕ çын яла килсе кĕрессе пурте кĕтеççĕ-ха.
* * *
Арманкассинче те пурнăç хăйĕн кӳлекне кĕрсе пырать ĕнтĕ.
Вăрçă пĕтни тăватă çул çине кайсан хура кĕркунне яла палламан-туман çынсем килсе тулчĕç. Уй-хирпе пахча ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн вĕсене вăрман ялне çĕр-шывшăн кирлĕрен те кирлĕ ĕç пуçтарнă. Хĕл каçипе вăрман касмалла, вăрман кăлармалла.
Çывăхри тата аякри ялсенчен килнĕ çынсем хваттерсене вырнаçса пĕтнĕ-пĕтмен Петĕр патне Энри хашкаса килсе кĕчĕ. Сывлăх та сунмарĕ, тарават чăваш йăлипе килти ырăсене пуç таймарĕ, сăмахсене çăта-çăта хавăрт калаçма пуçларĕ. Хальхинче Петĕр ăна ним ăнланмасăр итлерĕ, хăй çавах ăхă, ăхă тесе пуçне уха-уха илчĕ. Каларĕ-каларĕ те килнĕ пекех васкаса тухса кайрĕ.
— Ярмун патне чупатăп-ха, — тесе хăварчĕ.
Алăк хупăнсан Петĕр Паçана чĕнсе илчĕ.
— Мĕн терĕ çав Энри, ним те тавçăрса юлаймарăм. Ун сăмахĕсене уйăрса илме йывăр çав, — терĕ Паçа. — Вăрман улпучĕ терĕ-ха, те яла килнĕ, те ял советĕнчисене хăй патне чĕнсе илнĕ терĕ, пайăрлăн эпĕ те ăнланаймарăм. Вăрман касма бригада пуçтармалла тени хăлхана кĕчĕ... Процентлă кастараççĕ терĕ...
Петĕр пӳрт ăш-чикне йăн та ян пăхкаласа илчĕ.
— Ай, апла кама пĕлекен çынна тупам-ши? Алăра вăй пур чухне çĕнĕ пӳрт лартмаллах. Хĕлĕпе вăрман тӳнтерсен пĕр пуралăх лекĕ.
— Ярмун патне каятăп терĕ. Чуп-ха хыççăн. Лайăх пĕлсе кил.
Çак сăмахсене кăна кĕтнĕ тейĕн çав, Петĕр тем хушăра тумланчĕ, тем самантра пӳртрен тухса вĕçтерчĕ. Час таврăнмарĕ. Ярмун патĕнче арçынсем йышлăнах пуçтарăннă пулнă та, темччен пĕр-пĕрне пӳле-пӳле, пĕр-пĕрне итле-итле сăмахланă. Вара çавăнтах калаçса татăлнă. Энрие бригадир пулма шаннă, унта-кунта чупкалама, килĕшӳ тума ăна хушнă.
Пăрçăчченхи кĕрĕксемпе тăлăпсене те, тăла чăлхасемпе панскисене те Паçа кĕве çиесрен упрайнă. Чăвашăн алă айĕнче яланах кирлĕ курăк пур. Кĕвене мĕнпе кăратмаллине те Паçа хăйĕн амăшĕнчен вĕренсе юлнă.
Петĕр вăрман касма кĕрĕшнине пĕлнĕ-пĕлмен чăлана чупса тухрĕ, мăшăрла-мăшăрла çакнă чăлхасене, кăçатăсене вырăнĕнчен хускатрĕ. Вăрман касаканшăн тăла чăлхапа çăпатаран ырри нимĕн те çук: ура шăнмасть, юр кĕмест, утма-тума çăмăл. Ĕнтĕ саманине кура вăрман касакансем хăйсем те тем ыйтса тăмарĕç, ир пуçласа каçчен ĕçлеме каякансем хăйсемпе пĕрле аш-какай та сĕт-çу мар, çăкăр сăмси, хуппипе пĕçернĕ çĕр упми илчĕç. Чейне-мĕнне юр ирĕлтерсе вĕрететпĕр терĕç. Чей тутлăлантармалли, тутăпа ырă шăршă кĕртмелли вăрманта тем те пур. Шырама та суйлама кăна пĕл.
Вăрман çулĕпе утса пынă чухне Петĕрĕн пуçран туха пĕлми пĕр шухăш кăна пулнă: мĕнпе турттарса тухмалла-ха хăйне тивĕçес пĕренесене?
— Энри, — тенĕ вăл пĕринче бригадира, — вăрманти пĕрене пирĕн мар-çке-ха вăл. Мĕнпе яла илсетухмалла ăна?
Энри малтан çăмăлттаййăн апла-капла хăлаçланма пăхнă: эй, паччăр кăна пĕренине, ăна илсе тухма пулĕ... Кайранрах вăл та пусăрăннă. Ĕçе кайнă чухне те, ĕшенсе таврăннă чухне те арçынсем Петĕрĕн пуçран тухма пĕлми шухăшне апла та, капла та сĕвемлеме тытăннă. Петĕрĕн килĕнче ĕне пур-ха. Энрин вăл та çук. Колхозран ним те ыйтса илеймĕн. Хĕле кĕнĕ-кĕмен хире навус кăларма тытăннă. Вăкăрсемпе. Шутлă кăна лашасене колхоз председателĕ çур аки валли вăй пуçтарччăр тесе йывăр ĕçе кӳлтермест. Кĕсресене уйрăмах хĕрхенет. Вĕсене чуптарса хăварас, тихаллă пулас тесен хĕлле кăштах та пулин кантармалла.
Ярмун та пăшăрханса ӳкнĕ. Унăн кĕсре пур, вăл колхоз витинче. Мĕскĕнĕн шăмми-шакки хытсах ларнă ĕнтĕ, каçанĕ усăннă. Пурпĕрех кӳлеççĕ. Çулсерен пĕрер тиха ĕмĕртсе ӳстерет.
Ярмун кĕсри те Ярмун кĕсри тесе кăна тăраççĕ ялта, анчах вăрман кăларма ыйтас-тăвас пулсан патне те ярас çук.
— Итлĕр-ха, ачасем, — тенĕ пĕринче Ярмун, — икĕ подсанка çине хурсан виçсĕмĕр пĕр пĕрене туртса тухатпăр-тухатпăрах.
— Чăнах та, — хыпăнсах ӳкнĕ Петĕр. — Хăтланса пăхар-ха.
Тепĕр кунхине вăрман касакансем икĕ подсанка сĕтĕрсе кайнă. Таврăннă чухне икĕ подсанка çине çыхса хунă чăрăш пĕренене виççĕн тан туртса пынă. Ăна, пĕрремĕшне, Энри умне пушатнă. Виççĕмĕш кунхине Петĕр умне те пĕрене килсе выртнă. Ывăннă ĕнтĕ хăй, ăшă пӳрте кĕрес те вĕри апат çиес килнĕ.
Çук, пĕренене хупăласа, хупписене пуçтарса хумасăр пӳрте кĕмен. Калама çук хытă савăннă Петĕр çав кун.
Ывăнни те таçта тарса çухалнă. Апата ларсан та, çывăрма выртсан та пуçра пĕр шухăш кăна пулнă: миçе пĕрене килсе выртĕ-ха ун умне хĕл каçиччен, миçе йӳнлĕ пурамалла пӳрте?
Куç хăрать те, алă тăвать çав. Юр сĕлкĕшленме тытăниччен Петĕрĕн пĕр пуралăх пĕрене пуçтарăннă.
Пуш уйăхĕнче Арманкасси хăнисем саланчĕç. Вĕсене Кашнинех хăйсен ялĕсенче çур аки умĕнхи ĕçсем кĕтнĕ. Мăнкуна хатĕрленсе хĕрарăмсем пӳрт çунă чухне Петĕр пура пурама шухăш тытрĕ. Пĕрене чĕрĕ чухне каскалама лайăх, ыри те ыра майлă, пĕçмех те пĕçмех майлă пулать. Тĕп пĕренесене вырнаçтарсан ăна никам та кирлĕ мар-ха. Малтанхи кун камăн та пулин пулăшăвĕ кирлех. Энри патне кайса пăхрĕ. Лешĕн вăхăчĕ тупăнмарĕ. Ярмун та кутăнланчĕ. Вара хăйĕн тăванĕсенчен пĕринпе калаçса килĕштерчĕ. Тӳлемелле мар, ĕçлесе татмалла.
Мăнкун тĕлне çĕнĕ пурана пӳрт умне хăпартса лартрĕç, турпас таврашне пуçтарса купаларĕç. Петĕр кĕтессене мĕн килчĕ унпа виткелерĕ. Шăп çулталăк ларчĕ пура. Типсе. Петĕр пĕрене пуçĕсене шур тăмпа шăлса тухрĕ. Çуркаланмарĕç пĕренесем.
Тепĕр хĕлле те вăрманта ĕçлерĕ Энри бригади. Хальхинче те пĕренесене хăйсен, виççĕшĕн, турта-турта тухма тиврĕ. Хăма çурмалли кĕрешсем пулчĕç те кусем самаях асаплантарчĕç. Ака вĕçленсен, çĕр улми лартса пĕтерсен, акатуй иртсен Петĕр пӳрт хăпартма ниме пуçтарчĕ. Пĕр кун та кирлĕ пулмарĕ ăна хăпартма. Ытти ĕçне Энрипе иккĕшĕ турĕç. Кивĕ пӳртне пăрăссемпе çĕклесе картиш варрине куçарса лартрĕç. Кĕркунне ăна ватаелсем сутăн илчĕç те куçарса кайрĕç.
Çĕнĕ пӳртре пурăнма пуçларĕ Петĕр çемйи. Вăрçă хыççăнхи яла илем кӳнĕ пӳртре. Пурте-пурте савăнчĕç. Паçан та çав туйăмах пулмаллаччĕ ĕнтĕ. Анчах вăл çав кунсенче салху çӳрерĕ. Çĕнĕ пӳрт сывлăшĕ юрамарĕ-и кăна тесе шухăшларĕ Петĕр. Çĕнĕ пӳрт сывлăшĕ уншăн та сиплех пулнă-ха. Сухăр шăрши ăна та каçăхтарнă. Çын кăмăлĕ сывлăхран килет те, Паçа вăй пĕтнине туйса тăма тытăнчĕ. Тата чыхăна-чыхăна ӳсĕрчĕ. Ачисем, уйрăмах Силисса, ун патне пыра-пыра ачашланма хăтланчĕ. Паçа кашнинчех тĕртсе мар, алă тӳнтерĕшĕпе перĕнсе калатчĕ:
— Ан çывхарăрах, ачамсем, ман патăма, ан çыв харăр...
Ку мĕне пĕлтернине пĕри те ăнланасшăн пулман.
Паçа алăк патĕнчи кравате кăмака умне куçарттарчĕ, ăна кăмака çăварĕ умне ларттарчĕ. Тĕпелте пурпĕрех пĕр хăйĕн тăрмашмаллине пĕлсе ĕнтĕ кравачĕпе пĕрле кăмака умне пĕр чаршавпа карчĕ. Тĕпелте унăн тăрмашма тивмерĕ. Сурхуричченех вырăн çинчен тăрайми пулчĕ.
— Энри маткинчен ертрĕм те çав ку чире, — мăкăртатрĕ хăй вĕçрен.
Ал айĕнче нимле тӳме те, нимле шĕвек те çук. Самани пит йывăр. Амăшĕнчен илтнипе, çынсем каланипе Силиссана кӳршĕрен кӳрше чуптарчĕ: çав-çав курăка тупса кил те вĕретсе ĕçтер-ха... Силисса ӳркенмерĕ. Паçа хушманнине те тума пĕлчĕ. Такамран тинĕс кăмпи текеннине тупса килчĕ. Кускер самаях пулăшнăн туйăнчĕ. Паçа тăрса уткаласа çӳрекен те пулнă пекчĕ. Çӳçе кăчки сарăлма тытăннă вăхăтра чирĕ тепĕр хут пусса ӳкерчĕ те, Паçа урăхран ураланаймарĕ. Кăчкă праçникĕ умĕн ăна ял масарне кайса чикрĕç. Чунĕ тухиччен упăшкине чĕнсе илчĕ, çăварне тутăрпа хупланăскер аран-аран ил-тĕнмелле каларĕ:
— Ачасене ура çине тăратмасăр урăх ан авлан-ха...
* * *
Силисса çав кунсене пĕрне те манман. Кашни вак-тĕвекĕ таранах астăвать. Паçа вилнĕ çулхине вăл çичĕ класс пĕтерчĕ. Килти хĕрарăм ĕçĕ пĕтĕмпех ун çине тиенчĕ. Вăл хăй те ку манăн ĕç мар тесе тăмарĕ. Алли пĕлет, ури утать. Тем тума та ĕлкĕреет.
Петĕр тахçанах Силисса усрав ача пулнине манса кайнă ĕнтĕ. Энрипе Кируш ăна ыррăн пĕлмен те. Тăван аппăшĕ тесех шутланă. Паçана пытарнă хыççăн ашшĕ Силиссапа уйрăмах хисеплĕн те ачашшăн калаçрĕ, кил хуçи те тирпейĕ пулĕ тесе ăна пĕтĕмпех шанчĕ. Хăй вара тирпейленсе çӳреме тытăнчĕ. Сăнавлă куçсенчен ним те пытараймăн. Урама-мĕне тухнă чухне ашшĕ нихçан та алă айне мĕн лекнĕ çавна урта-урта ями пулчĕ, малтан кăмака умĕнчи пĕчĕк тĕкĕр умне пырса тăрать, темиçе шăлĕ хуçăлнă турана ярса тытать, хура та çăра çӳçне каялла тураса ярать, вара тин алăк умĕнчи йăрхах патне пырать те пуç каçăртса тем шухăшлама тытăнать. Силисса ашшĕн тумне ачасен тумĕсемпе пĕрле çакма
пăрахнă ĕнтĕ.
Шыв ăсма тухсан Силисса кашнинче тенĕ пекех Евтуккие курать. Лешĕ Мăнкун кĕпине алă айĕнчех тытать пулас. Яп-яка тумланса тухать шыв ăсма. Силиссапа вăл та ачашшăн калаçать.
Ĕçрен кăшт пушаннă пек чухне Силисса шухăша путать. Çак киле урăх хĕрарăм килсе кĕресрен çав териех хăрать вăл. Хăйшĕн те пит пăшăрханмасть. Вăл ĕнтĕ çитĕнсех çитнĕ. Ун çулĕнчисем ФЗУ шкулĕсене каяççĕ, торф кăларма кĕрĕшеççĕ. Амăшĕ каларăш, пĕр кут та пĕр пуç ниçта та çухалмĕ. Унăн шухăшсăр шухă икĕ шăллĕ пур-çке-ха. Евтукки-и, урăххи-и, вĕсене хăйĕн ачисем вырăннех йышăнĕ-ши? Амаçури ывăл çурине те, хĕр çурине те юратнине калакан никам та çук.
Шухăшлать Силисса. Пăшăрханать Силисса. Апла та капла пуç тавра çавăрать, анчах хăй тĕллĕн нимле пĕтĕмлетӳ те тăваймасть. Канаш тытма çывăхра шаннă çын çук. Камран мĕн ыйтса пĕлĕн ĕнтĕ? Хăвăнах, ача ăсĕпе пулин те, тавçăрмалла, чухламалла.
Ача хăлхи шĕвĕр. Таçтан-таçтан темле хыпар та пырса кĕрет. Ашшĕ чăнах та Евтуккие илсе килес тенине те чи малтан Силисса пĕлчĕ. Каçа хирĕç яка тумланать те ним каламасăр тухса каять. Хăш чухне çур çĕрте таврăнать, тепĕр чухне ирпе кăна килсе кĕрет. Пĕринче ашшĕ хыççăн йĕрлесе кайма шутларĕ. Лешĕ калинккерен тухнă-тухманах васкаса тумланчĕ те урама чупса тухрĕ, лаç кĕтессине пытанса тăчĕ. Ашшĕ урам тăрăх анаталла утать. Йăн та ян пăхкалать. Вăрттăн ĕç тăваканăн йăли ĕнтĕ ку. Силисса ăна аван чухлать. Ашшĕ Евтуккин килĕ тĕлне çитеспе пытаннă вырăнтан сиксе тухрĕ те Матвисен тахçантанпах çĕрĕшсе ларакан мунча пури хыçне куçса тăчĕ. Ашшĕ Евтукки килĕнчен иртсе кайрĕ, пăралукалла пăрăнчĕ. Чим, ара, мĕне пĕлтерет ку? Силисса хыпăнсах ӳкрĕ. Халь тин ăна ашшĕ асăрхас çук тесе урам варринех чупса тухрĕ. Йăпшăна-йăпшăна утса вăл та пăралукалла пăрăнчĕ. Пăралук Хăрахкаса тухать. Хăрахкас вĕçĕнче ĕне ферми пур. Çавăнталла яркăнтарчĕ ашшĕ. Халь тин йăн-ян пăхкаламарĕ, пуçне каçăртрĕ те яртлаттарсах утса кайрĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...