Хĕрес хывнă хĕвел :: Тăваттăмĕш сыпăк
— Мускаври «Центральная» хăна çурчĕн директорĕ алă пусса, пичет çапса хут панă имĕш. Çав кун леш çын ниçта та кайман, хăна çуртĕнчех пулнă тенĕ...
Кӳршĕ хĕрарăмĕ çамрăксен калаçăвне хăлха айккипе кăна ирттерсе ячĕ. Вăрçмалли çынни пур тăк, ан тив, вăрçчăр тесе шухăшларĕ те пушă черккесем çине пăха-пăха илчĕ. Çамрăксенчен пĕри те асăрхамасан çакна хам аса илтерĕп терĕ те майлă самант çаврăнса тухасса кĕтме тытăнчĕ.
Саманчĕ кĕттерчĕ те кĕттерчĕ. Çамрăксем хĕрнĕçемĕн хĕрсе калаçма тытăнчĕç. Вĕсем пĕр çыннах вăрçнине кӳршĕ хĕрарăмĕ те ăнланчĕ, анчах вăл кам пулнине, мĕн усал тунине чухласшăн та пулмарĕ.
— Кама айăплă тесе шухăшласшăн вара ментсем? — пĕрре Вероника, тепре Роберт çине пăхса илчĕ Лариса.
— Темле Скинхед пирки калаçаççĕ. Манран кам вăл тесе ыйтаççĕ. Нимле Скинхеда та пĕлместĕп...
— Чăн ячĕпе чăн хушаматне пĕлеççĕ-и вара унăнне?
— Ăçтан пурне те пĕлем-ха эп? Ман çав пакунлă çынсене курсан чĕлхе çĕтет, пуç анраса каять. Хама ирĕк парас тăк эп вăл çынсене хăйсене пĕри юлмиччен ларта-ларта тухмалла.
Вероника хускалса илчĕ. Канăçсăрланма пăхрĕ. Лариса ун пуçĕ айĕнчи минтере ярса та тытрĕ. Канăçсăрлаканни минтер пулманнине ăнланчĕ те Вероника аллинчи пушă черккене илчĕ, ăна кӳршĕ хĕрарăмĕ умне лартрĕ. Лешĕ тахçанах кĕтнĕ самант çаврăнса тухнăшăн савăнса кайрĕ.
— Тӳпелесе тултарам-ха, пурнăçăр тулли пултăр, — калаçса илчĕ те уçнă кĕленчене ярса тытрĕ.
Роберт Вероника çинчен куç илеймерĕ. Лешĕ эрех хăюлантарнă хыççăн питне хуплакан тутăрне те сирсе пăрахрĕ, урисене усса диван çине тăрса ларчĕ. Аллисене ирĕке кăларчĕ. Хăйне кафедра умĕнче тăнăнах туйса илчĕ. Докладçă пек тыткаларĕ хăйне. Тĕнче пăсăкĕ çинчен калаçнă чухне пурте влаçпа унăн çыннисене вăрçаççĕ. Вероника апла тумарĕ. Вăл пĕтĕм айăпа хăй çине илнĕ пек пĕрремĕш сăпатран калаçрĕ.
— Эпир çынна чăн-чăн тавар туса ятăмăр. Çапла-и? Çапла!
— Чи йӳнĕ тавар, — хушса хучĕ Роберт.
— Вăт-вăт! — хавхаланса кайрĕ Вероника. — Чи йӳнĕ тавар, никама кирлĕ мар, никам хӳттинче те тăман тавар... Çĕршывĕпех пирĕн йышшисем пурăнаççĕ. Эпĕ вĕсенчен пĕри. Мана никам та хӳтĕлемест. Хӳтĕлеччĕр тесен ман укçаллă пулмалла. Йӳн таварăн мĕн укçи пултăр?
— Эпир университетра Маркса вĕренсе юлтăмăр. Халĕ сире унăн чăнлăхĕсене пĕлтермеççĕ те пулас. Маркс тĕнче историйĕ тӳссе ирттернине хак пама пултарнă. Эсĕ калакан тавар пирки те каланă вăл. Фетиш тени аса тарăн кĕрсе юлнă. Тавар фетишĕ те, укçа фетишĕ те пасар саманинче пурне те шăтаракан вăй пулса тăраççĕ. Укçана Турă туни çынри çынлăха хупласа хурать.
Роберт экзамен паракан студент пекех хĕрелсе кайрĕ, сасси йăвашланчĕ. Малалла кала, малалла тесе асăрхаттаракан çукки кăна хăй аудиторире мар, Вероника килĕнче пулнине аса илтерчĕ.
Алă сулчĕ те, эпир калаçни кама кирлĕ тенĕ пек, тӳрленсе ларчĕ. Ку Вероникăна пĕрре те килĕшмерĕ. Унăн хăйне чи йӳнĕ тавар тунă тĕнчене вăрçас та вăрçас, ылханас та ылханас килчĕ. Роберт çапла сӳрĕкленнине пула тĕнче пăсăлнă пекех туйăнса тăчĕ ăна.
— Роберт, чунăм, — терĕ вăл йĕкĕлтешнĕ сасăпа, — итле-ха... Эсĕ мана, инкеке лекнĕ çынна, мăшăр тума хатĕр тетĕн. Çынна та пулин Вероникăна юрататăп тесекалаятăн. Сан туйăмусене тĕрĕслеме пĕлместĕп эпĕ. Ун валли нимле прибор та çук. Пултăр-ха, çаплах пултăр, анчах эпĕ, тĕнче мĕскĕнне кăларса пăрахнă çын, сан çумăнта пулаймастăп. Пĕр енчен, эсĕ ман умра ним айăпа та кĕмен, тепĕр енчен, манăн та хамăн инкекĕме çынна сĕнме ирĕк çук. Халь кала...
Хăй те кĕтмен çĕртен Вероника куçĕ куççульпе тулса ларчĕ, пыр тĕпĕ кăтăкланса килчĕ. Паçăр сирсе пăрахнă тутăра ывăçласа тытрĕ те унпа куçне шăлма пуçларĕ. Чыхăна-чыхăна кайрĕ. Мĕн калас тенине манчĕ.
Есĕкленĕ сасă илтсен Лариса ăна майлашăнса выртма пулăшрĕ. Вероника пуç урлă туртса витĕнчĕ те, сĕтел хушшинче ларакансем вăл нăшăклатнине кăна илтрĕç.
Вероникăн хĕреснамăшĕ ыттисенчен маларах хускалчĕ.
— Мунча хыççăн канас килет пулĕ, кантăрах. Чăрмантарар мар.
Робертпа Лариса пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç.
— Ыран миçере килер сана илме? — терĕ Лариса ура çине тăрса.
Те илтсе илтмĕш пулчĕ Вероника, ĕсĕклеме çаплах чарăнмарĕ, тантăшне хурав памарĕ.
— Миçере пушă пулан эс? — ыйтрĕ Лариса Робертран.
— Хăçан калатăр, çавăн чухне, — терĕ каччă.
Лариса Вероникăна кура хĕреснанне текен хĕрарăм патне пычĕ те шăппăн каларĕ:
— Эпир хускалар вара. Ыран чиркĕве илсе кайма калать Вероника...
— Амăшĕ Мăнал чиркĕвне çӳретчĕ. Çавăнта илсе кайăр. Унта пупĕ ырă этем. Чăвашла кĕлĕ тăвать. Пирĕн пеккисемпе чунтан калаçать.
— Мăнала каяс тесен — унта кайăпăр. Кăмăлĕ мĕнле ĕнтĕ...
Халь Роберт кăмăлсăрланма пикенчĕ.
— Эс мана кĕçĕр каймастпăр тесе черкке тыттартăн... — терĕ Ларисăна.
Лешĕ сăмах вĕçлеме те памарĕ.
— Пĕрре те хĕрĕнкĕ тĕслĕ мар. Машинуна хытă ан хăвала та.
— Аслă çул çине тухмалли çук ĕнтĕ, вăрттăн çулсемпе çиткелесе ӳкмелле пулать, — турткаланас вырăнне каларĕ Роберт.
Машина алăкĕсем хупăнсан, Роберт мотор чĕртме пуçличчен, Ларисăн темиçе кун пуçра явăнса çӳренĕ шухăшне тĕвĕлесе çитересех килчĕ.
— Туртма пăрахрĕ пулмалла. Япалисем хушшинче зажигалка та, пирус пачки те курăнмарĕç. Сыпнă хыççăн та чĕртсе ярам-ха тесе пĕрре те канăçсăрланмарĕ.
18
Хĕрĕ ыран чиркĕве каяссине пĕлтерсен Кира хыпăнса та ӳкрĕ.
— Эсир хăвăр тавçăрас çук-ха ун пек, кун пеке. Хамăнах пăшăрханмалла.
— Эсĕ те пирĕнпе пырасшăн-им?— ыйтрĕ Лариса.
Ку вара Кирăна хăпартлантарса ячĕ.
— Пыратăп, пыратăп. Ак тытăнтăм та тутăр суйлама. Хĕрарăмсене çара пуçăн кĕртмеççĕ унта.
— Ăна пĕлетпĕр-ха, — терĕ Лариса ним калайман енне.
Тепĕр кун Роберт каланă вăхăтах çитрĕ. Унăн Аврукпа калаçмалли те пурччĕ. Ларисăпа амăшĕ ăна кĕтсе хатĕрленсех тăнине курчĕ те Аврукран: «Паянлăха ĕç пур-и-ха?» — тесе ыйтнипех çырлахрĕ. Аврук кăмăлсăр пуласран хушса хучĕ:
— Паян иртерех пушанатăп, пырса çаврăнатăп унта...
Ларисăпа Вероника чиркӳ хапхи умне çитсен Кира çумне çыпçăнчĕç те унран хăпми çӳрерĕç. Кира мĕн тунине вĕсем те турĕç. Робертăн вара хăй тĕллĕн çӳремелле пулчĕ.
Кирăн хăнăхнă йĕрки пур. Чи малтан вăл Тур амăш турăшĕ патне çурта лартать. Тăрать вара пĕр кӳлĕм турăш çине пăхса. Тем тархаслас килет хăйĕн, çăвар уçаймасть. Хăй тĕллĕн мăкăртатма та пултараймасть. Тур амăш пурне те ăнланать тесе шухăшлать вара Кира. Хальхинче хăйĕн хыçĕнче икĕ хĕр тăнине самантлăха та манмарĕ, апла пулин те турăш умĕнчен пăрăнса кайма васкамарĕ.
Чиркӳре кĕлĕ вăхăчĕ марччĕ те, халăх йышлă пулмарĕ. Роберт çурта сутакан патĕнче темччен тăчĕ. Çуртасем туянсан та пăрăнса каяс темерĕ. Тĕн кĕнекисем илĕртрĕç ăна. Ку таранччен нихçан та, ниçта та пĕр харăс çакăн чухлĕ тĕн кĕнеки курма тӳр килмен ăна. Тата шăп çак вăхăтра амăшĕ турăш кĕтесĕнче тытакан Кĕлĕ кĕнеки çĕтĕлсе пĕтнине аса илчĕ те суйлама пуçларĕ. Пĕр çыхă кĕнеке туянчĕ. Туяннă пек чухне çурта çутмаллах тесе шутларĕ. Кам ячĕпе, мĕн ячĕпе пулсан та юрĕ, пурпĕрех Турра кирлĕ ĕç терĕ, уйрăмах йышлă çунакан çуртасем çумне виçĕ тĕле вăл та çутса лартрĕ. Вара чиркӳрен тухрĕ те виçĕ хут хĕрес хывнă хыççăн айккинерех кайса тăчĕ.
Çав вăхăтра Кира çумĕнчен хăпма пĕлмен Ларисăпа Вероника йышлă турăшсене пăхса çӳрерĕç. Кира хăй хăш турăшра хăш çветтуй ларнине пĕлмерĕ, Ларисăпа Вероника турăш кĕтессисенче кивĕ сас паллисемпе çыра-çыра хунисене вулама тавçăрчĕç.
Нумай кĕтсе тăма тиврĕ Робертăн. Алăран алла куçарса ывăннă хыççăн кĕнеке çыххине машинăна кайса хума тавçăрчĕ. Унтан таврăнсан та чиркӳ алăкĕ умĕнче сахал мар тăпăртатса тăма тиврĕ.
Малтан Лариса тухрĕ. Алăк еннелле тăрса сăхсăхрĕ те Роберт патне пычĕ. Тин кăна çывăрттаракан эмел ĕçнĕ çынла хăй ни анаслама хăрать пек, ни ыйхине парăнасшăн мар пек. Тутисем çыпçăнсах ларнă, пуçĕ усăннă.
Кирăпа Вероника умлăн-хыçлăнах тухрĕç. Вĕсем те ыттисем тунинех турĕç: алăка хирĕç тăрса сăхсăхрĕç те хапха еннелле утса кайрĕç. Робертпа Лариса та вĕсен-чен юлас темерĕç.
Пĕри пĕр сăмах калаймарĕ. Машинăна вырнаçса ларсан тин Роберт пурте илтчĕр тесех хыттăн каласа хучĕ:
— Халь ăçталла каятпăр?
— Очкона леçсе яр мана, — терĕ Всроника илтĕни-илтĕнми.
Çакăн хыççăн пурин те пурнăç улшăнса кайнăн туйăнма пуçларĕ. Робертăн ĕç купаланса çитрĕ. Аврукпа Ильменев ирпе каçа пăтраштаракан пулчĕç. Хăçан пуçăнмаллине те, хăçан канмаллине те мансах ĕçлеме тытăнчĕç. Кира та ăсатса янă чухне Аврукран хăçан таврăнатăн тесе ыйтма пăрахрĕ.
Ларисăн патшалăх экзаменĕсем пуçланчĕç. Пульницара выртнă чухнех Вероникăпа иккĕшĕ сăмах татрĕç. Вероника чирлĕ тесе справка илчĕç, ăна Лариса тепĕр кунах ректората леçсе пачĕ. Тепĕр çултан, тен, патшалăх экзаменесене тытмалла та пулĕ, халĕ вара сывалмалла...
Сисет Лариса, комисси членĕсем унăн сăмахĕсене ӳрĕккĕн-сӳрĕккĕн кăна итлеççĕ. Тантăшĕ тĕллĕн инкек йăтăнса аннине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ, уншăн тăрăшса ĕштеленсе çӳрекен Ларисăна та Вероникăпа пĕрлех шеллеççĕ, билетри ыйтăва мĕнле ăнлантарса панине пăхса та тăмаççĕ, лайăх паллă ларта-ларта параççĕ. Çавна пĕлнипех ĕнтĕ Лариса хăй те пуç анраса çитиччен кĕнеке вуламасть, çĕр çывăрмасăр конспектсене тишкерсе лармасть, пушă пек вăхăт тупăннă-тупăнман Арлаççине васкать. Роберта та чăрмантарса тăмасть.
Лариса пыман кунсенчен пĕринче Вероника хĕреснамăшĕпе пĕрле Мăнал чиркĕвне çитсе килнĕ, унти пуппа калаçнă.
Вероника унчченхинчен те хытăрах пусăрăннă, сĕлпĕрленнĕ пек туйăнчĕ. Пульницаран тухсан унăн утти улшăннине асăрханăччĕ, халĕ ăсĕ те урăхланнă пекех туйăнса кайрĕ. Çӳçенсе илчĕ Лариса. Тантăшĕ çакна ан систĕр тесе пĕр хушă сăмах чĕнмесĕр çӳрерĕ. Вероника тем ыйтсан-тусан та илтмĕше печĕ. Анчах кăмăл хăй вырăнне таврăнаймарĕ. Ыт ахальтен тенĕ пек, сăмах майăн тенĕ пек, пуп мĕн каларĕ тесе ыйтрĕ те, Вероника çийĕнчех, тахçанах çак ыйтăва кĕтсе тăнă çын пек хуравларĕ:
— Ним тусан та хырăм ан пăрах, Турă нихçан та каçармĕ терĕ...
Чутах хутланса лармарĕ Лариса. Сулăнса кайрĕ. Васкаса диван çине кайса тĕршĕнчĕ. Икĕ аллипе пуçне чăмăртарĕ.
— Мĕн пулчĕ сана?— ыйтрĕ Вероника.
Лариса хурав памарĕ те, Вероника хăйĕн сăмахне малалла тăсрĕ:
— Хыпăнса ан ӳк-ха эс. Хреснанне калать, çурат, çурат, Турă чунне вĕлерни çылăхлă ĕç тет. Хам ӳстеретĕп тет.
Унăн, Вероникăн, Ларисăна шухăша яракан хыпар пĕлтерес килместчĕ. Урăххи пулманнипе персе ячĕ-çке. Çие юлнине врач патне каймасăрах пĕлчĕ. Хĕреснамăшне шаннипе ăна хăйĕн уйăх хушши килме пăрахнине хăлхаран пăшăлтатса пĕлтерчĕ. Вăрттăн хыпар кăна пулин те, пĕрре вĕçсе тухнăскер каялла килсе кĕмерĕ. Пупа та каласа памалла пулчĕ. Çакна тума хĕреснамăшĕ хистерĕ. Халăхра шӳтленĕ пек, ахаль çыннăн ниçта кайса кĕме çук. Врача пурне те уçса кăтарт, пупа пурне те каласа кăтарт... Чиркӳрен тухсанах Вероника тавçăрса илчĕ. Хĕреснамăшĕ малтанах шухăшласа хунă иккен, епле пулсан та ку хыпара пупа калаттармалла тенĕ. Хĕресне хĕрĕ хырăм ан пăрахтăр тесе тăрăшнă...
Ларисăна ку хыпар хăратса пăрахрĕ. Инкек çине синкек тени çавă ĕнтĕ тесе шухăшларĕ, пĕр çыпçăнсан çын çумне нимпе те хăпасшăн мар...
Темччен хускалми ларчĕ. Ку Вероникăна пĕрре те килĕшмерĕ. Хăтăрнă пекех, сассине хытарса калаçма пуçларĕ:
— Пĕр эп кăна мар инкеклĕ çын. Пурăнкаласа ирттерĕп хама пӳрнĕ кунсене. Пăрахăр паянтан мана шеллесе калаçма.
— Турă панă инкек мар-çке сан, — пӳлме васкарĕ Лариса. — Ним айăп çукран йăтăнса аннă инкеке мĕн темелле?
— Ним айăп çукран мар ĕнтĕ... Лара, чунăм... Çăмăлттай пулнăшăн айăпларĕ мана Турă. Халь йăлтах-йăлтах ăнлантăм. Ман ĕнтĕ юлнă пурнăçа ăна пуççапса ирттермелле пулать.
— Çăмăлттайланса ним те тумарăн-çке.
— Туман та, шухăшланă. Пике конкурсĕсем çинчен ĕмĕтленнĕ. Пуян каччăн пуçне çавăрас тене. Ӳте сутса пурăнасшăн пулнă.
— Ку вăл сан айăпу мар, тĕнче айăпĕ. Этемлĕх историйĕнче кирек хăш саманара та хĕрарăм ӳчĕ тавар пулнă.
— Лара, эп сана тавлашса çĕнтерейместĕп. Айта калаçар мар ун пирки.
Шарламасăр тăнă хыççăн ассăн-ассăн сывларĕ те йывăррăн каласа хучĕ:
— Ман пĕччен пулас килет...
Ку Ларисăна тата хытăрах хăратса пăрахрĕ. Усал шухăшлă çын хăйне чăрмантаракансенчен тарать. Мĕнле усал çулăхнă вара кун çумне? Алă хума шутламасть-и хăйĕн çине?
Çынсен пурин те пĕр йăла пулĕ çав. Темле йывăрлă-ха та, темле инкеке те хăнăхаççĕ те нимле те урăхла мар, шăп çакăн пек пулмалла ман пурнăç тесе шутла-ма тытăнаççĕ. Кантăк куçлă, тирне сӳсе илнĕ пек курă-накан питлĕ Вероникăна Лариса çаплах шеллеме пăра-хаймасть. Лешĕ пур, хăйĕн инкекĕпе каварлашма та ĕлкĕрнĕ. Çапах та Лариса хăйне ача пăхакан вырăнне хумасть. Тантăшне пĕччен хăварма та хăрать. Арлаççин-че чухне Вероника хĕреснамăшĕпе, Шупашкарти хват-терĕнче амăшĕпе пĕр япалана кăна сӳте-сӳте яваççĕ. Мĕн туса çăмăллатмалла Вероника пурнăçне?
Шутласан-шутласан, калаçсан-канашласан Кира çапла сĕнӳ пачĕ:
— Кала Вероникăна, вăл хирĕç пулмасан куçатăп ун патне пурăнма...
Ларсан-ларсан Ларисăна шухăша янă сăмахĕсене тепĕр хут аса илчĕ.
— Ялта ӳснĕ те, ял пурнăçĕ килĕшет мана. Ирхи автан сасси хăй мĕне тăрать. Çын ватăлма тытăнсан ун патне ачалăхĕ таврăнать теççĕ. Таврăнтăр, таврăнтăр. Эп пĕрре те хирĕç мар. Ачалăх вăл кирек камшăн та чи телейлĕ те чи илемлĕ вăхăт пулса тăрать.
Лариса ку сăмахсене чăнласах итлесшĕн марччĕ. Амăшĕ хавхаланса кайсан пăлханса ӳкрĕ. Пĕртен-пĕр хĕрне те, Арефие те пăрахса хăварасшăн-ши? Арефий Якимович унран юлмĕ-ха. Йĕппипе çиппи пек. Е çиппипе йĕппи пек.
Темиçе кун шухăшласа çӳренĕ хыççăн Лариса хăйĕнчен хăй именме пуçларĕ. Ăна вăрттăн шухăш иленчĕ. Хальлĕхе вăл Ларисăна иментерет-ха. Унтан чăнах, чăнах, çапла тусан мĕн пулать тесе иккĕлентерме тытăнать. Кайран, тымарланса çитсен, ха, тахçанах çапла тумалла пулнă иккен теме тытăнатăн.
Шухăшĕ ку, чăнах та, именчĕклĕн пырса кĕчĕ Лариса пуçне. Инкеклĕ пуçпа та кăмăлне Роберт майлă çавăраймарĕ пулсан Вероникăн ун валли чĕптĕм туйăм та çук. Халĕ Роберт хăй те ăнланса илчĕ çакна. Ăнланасса ăнланчĕ, анчах чĕри мĕнле кутăнланма пуçласса пĕлме çук. Хĕрарăмсене пачах курайми пулса çитме те пултарать Роберт. Тепĕр тесен, халь тин маншăн пурпĕрех тесе кам илĕртекен хыççăн та кайма пултарать. Çавăнпа... Çук-ха, çук, çавăнпа мар. Салтăннă-салтăнман сивĕ шыва кĕрсен калама çук хытă çӳçентерет. Çавăн пек чухне шăнăр турта-турта лартать иккен. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн хăнăхса пырсан шыв сиввине туймастăн та. Хăнăхтармалла Роберта...
Машинăра унчченхи пек хыçалти ларкăч çине мар, малти çине ларакан пулчĕ Лариса. Кабинăра иккĕшĕ кăна чухне пурнăçра пулма пултаракан япаласем çинчен кала-кала кăтартма пуçларĕ. Хăшне-пĕрне çынран илтнипе, чылайăшне пуçран шухăшласа кăларса. Вĕсенче пуринче те виçĕ çын: икĕ хĕрпе пĕр каччă. Хĕр тантăшсем пĕр-пĕринпе варлă-туслă пурăнаççĕ. Каччи çак икĕ тантăшран пĕрне хытă юратать, анчах хĕрĕ ун çине пăхасшăнах та мар. Çапах та каччă тăр пĕччен юлмасть, хăйне тиркенĕ хĕрĕн тантăшне мăшăр тăвать.
Роберт та виле туйăмлă çын мар иккен. Лариса мĕн шахвăртнине тӳрех чухласа илчĕ, малтан çавнашкал юмаха тимлĕ итлетчĕ, кайран кула-кула илекен пулчĕ. Лариса чăтайми кĕтекен сăмаха калама кăна васкамарĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...