Юманлăхра çапла пулнă :: 28-мĕш сыпăк
Паян çумăр çăвасси çинчен пĕлнĕ пекех, утрав çинче кĕтсе пурăнакан Урусовпа Тукмаков ирхи апат хыççăн çăра та лапсăркка тĕмсем хушшинче хăйсем валли çӳçе-хăва хуллисенчен чылай пысăк ӳпле тума тытăнчĕç.
— Кам пĕлет, тахçанччен усраççĕ-ха пире кунта, — терĕ Урусов. — Этем тенин пур çĕрте те этемле пурăнма пĕлес пулать. Фронтра, оборонăра вăрахчен тăмалла пулсан эпир керменсем пек çĕр пӳртсем тăваттăмăр...
— Тĕрĕс калатăн, Матвей Иванч, — терĕ Тукмаков ун çине куларах пăхса. — Кăшт тăхтасан акă ăçтан та пулин пружинлă кравать сĕтĕрсе килĕпĕр, çемçе диван, радиоприемник та тупса лартăпăр... Çапла-и?
— Мĕн тума приемникпа чăрманас, вăл халь ĕнтĕ техникăри кая юлнă япала, луччă тӳрех телевизор туянас, — юлташĕ шӳтленине хирĕç йĕплесе илчĕ Урусов.
— Çак утрав çине килсе кĕрекен шпанасене тӳрех экран çинче курмалла пултăр-и?
— Тата. Пите ансат пулать. Эс тĕмĕ айĕнче пирус мăкăрлантарса выртатăн, çав вăхăтрах таврара мĕн пулса иртнине те пĕтĕмпех куратăн... Ырлăх вĕт!
— Эх, ха-хай! — ассăн сывласа илчĕ Тукмаков кӳреннĕ пек пулса. — Эс калаçнисене итлесен мана Салтыков-Щедринăн пĕр юмахĕ аса килсе каять.
— Икĕ генерал çинчен-и? Лайăх юмах вăл. Шăп сан пеккисем пирки çырнă ăна.
— Мĕн каламалли пур ĕнтĕ...
Вĕсем çапла кăмăллăн шӳтлесе калаçнă хушăрах инçетре, Мари республики енче, аслати кĕмсĕртетни илтĕнчĕ.
— Ак хайхи, шăпах ӳпле кирлĕ пулать, — терĕ Урусов хăйсен пуçĕ çинчи янкăр тӳпе çине пăхса.
Унтан çур сехет те иртмерĕ пуль — сулахай енчи çӳллĕ çыранри тем çӳллĕш яштака хырсем çийĕпе хулăн хура кăвак пĕлĕтсем шуса тухрĕç, шултра çумăр пĕрчисем типсе çитнĕ хăйăр çине патлатса тусан кăларма тытăнчĕç, тепĕр ик-виçĕ минутран çумăр витререн сапнă пекех шарлаттарчĕ.
Урусовпа Тукмаков вара мĕн каç пуличченех хăйсен ӳплинче хупланса ларчĕç.
— Вăт ытарайми пурнăç çитрĕ хайхи пире валли, — йăшаланчĕ Тукмаков йĕпенсе çитнĕ плащ-палаткипе меллĕрех пĕркенсе. — Чăн-чăн курорт... Кун пек çанталăкра хăйне çын тесе шутлакан пĕр вăрă та килтен тухмасть ĕнтĕ, эпир кăна вĕсемшĕн усал кăмпасем пек шӳсе ларатпăр!
— Айван-ха эсĕ, сержант, — терĕ ăна хирĕç Урусов, — çакă вăл чăн-чăн вăрăсен çанталăкĕ! Тăхта акă, тен, эпир кĕтнĕ хăнасем шăпах кĕçĕр килсе тухаççĕ?
— Э, ан калаç-ха кирлĕ мара, килес пулсан вĕсем тахçанах килнĕ ĕнтĕ! Курăн акă, ним усси те пулмастъ эпир кĕтнинчен.
— Усси пулать-и, пулмасть-и, пирĕн пурĕ пĕр хамăра хушнине тумалла. Çавăнпа та янрама пăрах. Эпĕ пĕр-ик сехет тĕлĕрсе илем-ха, унтан сана çывратăп...
Урусов плащ-палаткипе пуçĕ çинченех хупланса выртрĕ, Тукмаков пĕр хушă çумăр чарăннă пек пулнипе ӳплерен тухса тăчĕ. Çав тери кичем пулчĕ ăна. Инçетре Шупашкар çутисем курăнаççĕ, унта халь çынсем театрсенчен, киносенчен киле таврăнаççĕ пуль, нумайăшĕ Атăл хĕррине уçăлма тухнă, унăн пур — çак тĕттĕм утрав çинче тыткăна лекнĕ пек тăрас пулать. Ыттишĕн пулсан татах нимех те марччĕ-ха, анчах хулара ăна кашни каç Нина кĕтет. Тукмаков ĕнер хулана кайсан та тĕл пулаймарĕ ăна, вăл ĕçленĕ çĕре телефонпа шăнкăравласа темиçе сăмах çеç калама ĕлкĕрчĕ: «Командировкăна яраççĕ, пĕр эрнесĕр таврăнаймастăп пулĕ...»
Пит лайăх командировка, каламалли те çук.
Тукмаков тĕмĕсем хушшипе малалла иртсе шыв хĕрринелле тухрĕ. Вăркăш çил вĕрнипе Атăл пăртак хумханать пулмалла, шыв хăйăр çумне пырса çапăнса шĕпĕлтетни илтĕнет. Урăх нимĕнле сасă та çук. Хутран ситрен çеç куçа курăнман инçетри пăрахутсем кĕскен-кĕскен кăшкăрткаласа илеççĕ...
Сасартăк сулахай енче пĕр-пĕччен моторка лăкăртатни илтĕнсе кайрĕ.
«Мĕн шыраса çӳреççĕ-ши çĕр хута? — шухăшларĕ Тукмаков, — Браконьерсем вăрттăн пулă тытма тухнă пулинех... Вĕсем те вăрăсемех вĕт-ха, никам курман чухне халăх пурлăхне çаратаççĕ! Рыбнадзорсем ыйха туртаççĕ, кусем пăчĕ-пăчĕпе пулă туртса кăлараççĕ...»
Моторка сасси çывхарсах пычĕ. Малтан вăл кушак мăрлатнă пек çеç илтĕнчĕ, унтан хытăрах та хытăрах илтĕне пуçларĕ.
«Кунталлах килеççĕ пулас кусем? Хайхисем мар-и? — терĕ те Тукмаков хăй ăшĕнче тăрук пăлханса кайрĕ. — Ак хайхи, тинех бандитсемпе тытăçма тивет пулас! Çĕрле, никам та çук утрав çинче... Миçен-ши вĕсем? Тен, нумайăн? Анчах вĕсем Урусовпа иккĕшĕ кăна. Эппин, питĕ ăста хăтланас пулать. Сасартăк, кĕтмен çĕртен тапăнса ăнран ямалла пуль...»
Вăл тата тепĕр икĕ минут итлесе тăчĕ те моторка чăнах та утрав патнелле çывхарнине туйса васкасах ӳпле патне таврăнчĕ.
— Матвей Иванч, пирĕн пата моторлă кимĕ килет!
Урусов çывăрман та пулмалла, вăштах тăрса ларчĕ.
— Хăш енчен?
— Леш айккинчен... Мĕн тăватпăр?
— Эпир-и? — Урусов сиксе тăчĕ. — Калаçса татăлтăмăр-çке санпа: вĕсене хăйсем вăрланă япаласене пытарнă çĕре пыма паратпăр. Иксĕмĕр ик енче тăратпăр, пирĕн хушăра виç-тăват метр пулать. Вĕсем чавма тытăнаççĕ, çав вăхăтра иксĕмĕр те хунарсене çутатса ярса аллисене çĕклеттеретпĕр...
— Анчах вĕсен хĕç-пăшал пулма тивĕç... Магазин патенчен тарнă чух пирĕннисенчен пĕрне амантнă вĕт-ха?
— Вăл ниме те пĕлтермест, тусăм. Пăшал таврашне кăларма памалла мар çеç.
Мотор сасси çывăхрах илтĕнчĕ ĕнтĕ. Урусовпа Тукмаков шыв хĕрринелле кайрĕç те юлашки йывăç тĕмисем хушшинче чарăнса тăчĕç. Куçĕсем ыратакан пуличченех тинкерсе пăхрĕç вĕсем тĕттĕмелле. Акă кимĕ хăйĕн сăмсипе хăйăр çине пырса тăрăнчĕ, мотор юлашкинчен темиçе хут пăк-пак, пăк-пак турĕ те чарăнса ларчĕ. Кимĕ çинчен пĕр мĕлке сиксе анчĕ, унтан тепри, тата тепри... Вĕсем виççĕн иккен... Çук, виççĕн мар, тăваттăн — пĕри кимĕ çинчех юлчĕ. Ку ĕнтĕ кимĕ хуçи пуль-ха. Вăл çырана тухмасть пулмалла, ыттисем таврăнса пырсан кимме хăвăрт кăна хускатса яма хатĕр ларать...
Мĕлкесем шыв хĕрринче пĕр çур минут пек çеç тытăнса тăчĕç те тĕмĕсем еннелле утрĕç. Иккĕшĕн аллисенче — вăрăм патаксем. Çук, патаксем мар, кĕреçесем — пытарнă япаласене хăйăр айĕнчен чавса кăларма кирлĕ вĕсем. Шăппăн, пĕр сассăр килеççĕ. Акă тепĕр темиçе самант иртет те...
Тукмаков кун пек операцире нихçан та пулман-ха, кĕçĕр пĕрремĕш хут пулма тивет, çавăнпа та самаях пăлханать. Анчах хăй вăл нимĕн чухлĕ те хăрамасть. Унăн сулахай аллинче — хунар, кнопкине пуç пӳрнипе кăшт шутарсанах вăл куçа йăмăхтармалла çуталса каять, сылтăмминче — «ТТ» пистолет, ăна предохранительтен вĕçертнĕ, шĕвĕр пӳрнипе пуссанах унăн кĕпçинчен вилĕм сирпĕнет...
Мĕлкесем утаççĕ, Урусовпа Тукмаков çинелле килеççĕ. Вĕсен урисем айĕнче çумăрпа йĕпеннĕ хăйăр нăтăртатни те илтĕнет ĕнтĕ. Пĕр утăм, тепĕр утăм, унтан тата тепре. Урусов Тукмакова чавсипе хуллен тĕртсе илчĕ: «Вырăна кайса тăрар!» Кĕçех вĕсем хайхи япаласем пытарнă тĕле çитсе тĕмĕсем хыçне тăчĕç.
— Çак таврашра пулма кирлĕ... — терĕ арçын сасси.
— Çакăнтах, çакăнтах, — унпа килĕшрĕ хĕрарăм сасси. Чарăнса тăчĕç. Арçынĕ спичка çутса хут тивертрĕ, унталла-кунталла çутатса пăхрĕ.
— Тĕрĕс, акă эп туратсем хуçса паллă туса хăварсаттăм... Чавăр!
Ун аллинчи хут çунса пĕтрĕ. Тимĕр кĕреçесем нӳрĕ хăйăр ăшне чашлатса кĕрсе кайрĕç. Вăрăсем чавма пуçларĕç...
Ялт! çуталса кайрĕ Урусов хунарĕ.
— Стой! Руки вверх! Перетпĕр!..
Çав самантрах Тукмаков та хăйĕн хунарне çутатса ячĕ. Тĕттĕмре виçĕ çын хăйсене ик хунарпа пĕр харăс çутатнипе тăруках ним курми пулса тăчĕç, çавăнтах аллисене çӳлелле çĕклеме хушса хаяррăн команда панине илтрĕç, унтан, çутта хăнăхсан, хăйсем çинелле икĕ енчен икĕ пистолетпа тĕлленине курчĕç те кĕреçисене пăрахса пурте аллисене тăратрĕç...
Урусовпа Тукмаков вĕсене халь питĕ лайăх курчĕç. Пĕри арçын иккен, иккĕшĕ — хĕрарăм. Хăранипе вĕсен куçĕсем чарăлса кайнă, çăварĕсем те карăлнă — вĕсем тем калама хатĕрленнĕ тейĕн...
— Тăрăр! Ан хускалăр! — каллех команда пачĕ те Урусов, сулахай аллипе тытнă хунарне сӳнтермесĕрех кăкăрĕ умне чиксе, пистолечĕпе малтанхи пекех тĕллесе арçынĕ еннелле икĕ утăм турĕ.
— Аллусене ĕнсӳ çине хур! Ан хускал!
Бандит — ку ĕнтĕ Артист пулнă — Урусов хушнă пек турĕ, лешĕ вара унăн çурăмĕ хыçне пырса пĕр аллине тӳрех сылтăм кĕсйине чиксе ячĕ те пистолет туртса кăларчĕ.
— Так, так... Питĕ аван, пи-итĕ лайăх, — терĕ вăл вăрă пистолетне хăй кĕсйине чиксе.
Артист шăлĕсене шатăртаттарса илчĕ те хаш-ш! сывласа ячĕ. Вăл халĕ нимĕн тума та пултараймарĕ. Тукмаков ăна кăкăрĕнчен тĕллесе тăчĕ, кăшт унталла-кунталла хускалсанах персе ӳкерме пултарчĕ.
— Аллусене хыçалалла тыт!
Каллех итлерĕ Артист. Урусов кĕсйинчен çирĕп кантра кăларса ун аллисене йăпăр-япăр çыхса хучĕ.
— Лар! Çĕре лар!
Тепĕр минутран Урусов Артистăн урисене те пĕр-пĕрин çумне хыттăн туртса çыхса хучĕ. Унтан хĕрарăмсем патнелле пырса вĕсем çине çав тери хаяррăн пăхса ыйтрĕ:
— Эсир мĕн тума килтĕр кунта?
— Ахалех... Кулять тума! — терĕ Малани.
— Мĕн, ун валли эсир урăх вырăн тупаймарăр-им?
— Кунта улах ара... Швеши востăх тата...
Малани сассинче вăл уççăнах мăшкăлласа калаçни илтĕнчĕ.
— «Швеши востăх» тĕрмере пит аван пулать акă сире валли!
— Ан хăрат, начальник, унта мĕнлине пĕлетпĕр эпир. Тĕрмере те çынсемех лараççĕ, сан пек мар чаплисем пур. Тен, санпа та тĕл пулăпăр-и-ха тур пулăшсан... Ы-ых, ыталăп вара эп сана унта!
— Лапăртат, лапăртат тавай май килнĕ чух! Çав анчах юлчĕ ĕнтĕ халь сирĕн! — терĕ Урусов. Унтан Тукмакова хушрĕ: — Лайăхрах сыхла, ăнсăртран тарма шутлĕç тата, вĕсемшĕн ахалех пуля сая яма тивĕ. Эп халех...
Вăл васкасах шыв хĕрринелле, кимĕ тăнă çĕрелле, утрĕ. Çавна курсанах Малани сасартăк мĕн вăй çитнĕ таран çухăрса ячĕ:
— Ива-ан! Та-ар, тар часрах, тытаççĕ-ĕ!..
Тукмаков ун çăварне пĕррех ывçипе хупласа лартрĕ,
Урусов часрах малалла чупрĕ, анчах та хăй хăрушлăха лекнине тавçăрса илнĕ кимĕçĕ çав вăхăтра кимĕ сăмсине хăйăр çинчен шывалла тĕксе антарса моторне хута ячĕ. Ак ĕнтĕ халех тарать вăл, хускалса каять те тĕттĕм Атăлта çухалать...
— Сто-ой! Перетĕп!..
Урусов çыраналла епле чупса пынă — çаплипех шывалла шăмпăртатса кĕрсе кайрĕ. Шыв пилĕк таран пулма пуçласан та вăл хăрах аллипе кимĕ хĕрринчен ярса тытса кимĕ хуçине пистолетпа тĕллесе кăшкăрчĕ:
— Çакăнтах персе пăрахатăп! Тух çырана!
Кимĕçи мотора сӳнтерсе лартрĕ, Урусов кимме каялла туртма тытăнчĕ. Çав вăхăтра инçе те мар вăйлă катер ыткăнса килни илтĕнчĕ...
«Ку мĕне пĕлтерет-ши тата? — шикленерех шухăшларĕ Урусов. — Татах кусен шайккисем килеççĕ-ши? Мĕн тăвас пулать вара?..»
Вăл хăйсенчен тарма пикеннĕ кимме çыран патне туртса çитернĕ самантрах шыва ик еннелле вăйлă фонтан пек сирпĕнтерсе тĕттĕм çĕрте те шуррăн курăнакан катер вăркăнса çитрĕ. Ун çинчен тăваттăн сиксе анчĕç. Урусов тӳрех палласа илчĕ — вĕсем пурте милици çыннисем иккен.
— Ĕçсем мĕнле кунта сирĕн? — ыйтрĕ пĕри.
— Йĕркеллĕ, — терĕ Урусов.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...