Юманлăхра çапла пулнă :: 24-мĕш сыпăк
Тăхăр сехетчен Илюк чӳречисене тимĕр решеткепе картланă тĕттĕмрех пӳлĕмре ларчĕ. Ăна милици уйрăмне илсе пырса хупнă чух кунта тата темиçе çын пулнă — ун пекех кĕçĕр мĕнле те пулин преступлени тунăшăн тытса килнĕскерсем ĕнтĕ. Иккĕшĕ-виççĕшĕ сарлака нар çинче, ним пулман пекех, лăпкăн çывăраççĕ, пĕри, темле ула-чăла пиншак тăхăннă пуклак та хӳпшек арçын, шăлĕсем тӳсме çук ыратнă пек, ывçипе хăрах пит çăмартине тытнă та куçĕсемпе урайнелле тăрăнса ним хускалмасăр ларать. Илюк пырса кĕрсен вăл ун çине те пăхмарĕ, мĕнле ларнă, çаплипех ларчĕ.
«Акă ĕнтĕ вăл, тĕрме...» — шухăшларĕ те Илюк, йĕри-тавралла хăра-хăра пăхнă май унăн чĕри тӳсме çук пăчăртанса ыратса илчĕ.
Тĕрме çинчен шухăшласа, унран çав тери хăраса пурăннăччĕ Илюк, хăйне хупасран шикленсех никама ним каламасăр тăван килĕнчен тухса тарчĕ вăл, унтан, çав ирсĕр Малани патĕнче пурăнма тытăнсан, темиçе хут хăй ирекĕпе милицие кайса хăй çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе, ним пытармасăр каласа пама шутланă çĕртех тĕрмерен хăранипе милицие кайма хăюлăх çитереймерĕ. Çав хушăра ăна вăрăсем хăйсен тискер ĕçне ытларах та ытларах явăçтарса пычĕç.
«Çын тăватпăр санран! Ĕçе кĕртетпĕр! Паспорт туса паратпăр!» — тесе илĕртрĕç вĕсем. Акă халь питĕ лайăх «çын турĕç»... Тĕрмене килсе лекрĕм... Кунта ĕнтĕ ĕç шырас хуйхи те çук, ахалех ĕçлеттереççĕ, паспорт та кирлĕ мар. Анчах хăйсем лекмен вĕсем, тарса хăтăлнă ĕнтĕ! Ахаль мар магазина хăйсенчен пĕри те кĕмерĕ, хĕсĕрлесех мана антарса ячĕç... Кам пĕлет, тен, пусмине те юриех, мана каялла кăларас мар тесе, татса янă-и? Ых, тискерсем вĕт вĕсем, этемсем мар! Пурте — Малани те, Матроспа Артист та — чĕр шуйттансем!
Мĕн тăваççĕ-ши ĕнтĕ мана халь? Артист пĕр кун «вышкăпа» хăратрĕ. «Высшая мера»... Вилĕм?! Анчах та эп çамрăк-çке-ха тата, тĕрĕссипе, айăплă та мар, «Матви пичче» тени малтан аннене чиксе пăрахма тăчĕ, унтан мана хама тапăнчĕ... Çавăн чух ăна хăйне тĕксе ӳкермен пулсан вăл мана çапсах пăрахатчĕ пуль! Эп айăплă-и-ха ĕнтĕ? Вăрлама та мана вăйпах, вĕлерессипе хăратсах хăнăхтарса пычĕç. Хам пĕччен пулас пулсан эпĕ никамăнне те пĕр çӳпĕ те тытас çукчĕ...
«Пĕтĕмпех каласа паратăп, ним пытармасăр, тĕп-тĕрĕссипе! — терĕ Илюк хăйне хăй. — Тĕрĕссипе каласа парсан çăмăлтарах суд тăваççĕ тет. Халь тин манăн мĕн тунса тăмалла ĕнтĕ? Пурĕ пĕр лекнĕ, кунтан ахальлĕн хăтăлса тухас çук...»
Анчах çав вăхăтрах Илюк хăйне Матроспа Артист пĕрре кăна мар «вĕрентсе» каланисене аса илчĕ:
«Милици-суд таврашĕн аллине лекес пулсан нихçан та малтан тунă ĕçсене аса илме юрамасть атту малтанхишĕн те, хальхишĕн те пĕрле «купаласа» параççĕ. Хăвăнах мекĕрленсе тӳсес пулать вара. «Ĕçре» пĕрле пулнă юлташусен ячĕсене вуçех манса каяс пулать — курман, илтмен вĕсене, хăвна кăтартма илсе пырсан та палламалла мар. Паллани туссене сутни пулать, уншăн пирĕн нихçан та каçармаççĕ, уншăн пурĕ пĕр — кайран-и, малтан-и — мăйна тепĕр еннелле пăрса хураççĕ. Ку — закон. Кунсăр пуçне тата, «ĕçре» пĕччен пулнă тесен çăмăлтараххăн айăплаççĕ...»
«Вĕсем ирĕкре, — шухăшларĕ Илюк. — Тĕрмерен тухсан та мана ним мар тытма пултараççĕ...»
Çав вăхăтра алăк уçăлчĕ те Илюка тухма хушрăç. Шукăль тумланнă çамрăк милиционер ăна иккĕмĕш хута илсе хăпартса вăрăм коридор вĕçĕнчи пӳлĕме илсе кĕртрĕ. Сĕтел хушшинче хура кăвак китель тăхăннă, кĕмĕл тĕслĕ йăлтăркка пакунлă ватăрах çын ларать. Сухалне яп-яка хырнă, сарлакарах питлĕ, анчах хаяр сăнлă мар. Сылтăм енче, стена çумĕнчи пукан çинче, ахаль тум тăхăннă, кĕске шĕвĕр сухаллă, куçлăхлă пĕр аллăсенчи арçын. Ку вăл çывăхри шкултан чĕнсе илнĕ учитель пулнă — çул çитмен ачасене допрос тунă çĕрте яланах педагог пулмалла, йĕрки çапла.
Илюк алăкран кĕрсе тăрсанах милици çынни ун çине пысăк кăвак куçĕпе пăхрĕ те:
— Ирт кунталла, лар, — тесе пукан çине кăтартрĕ. Илюк питĕ хăюсăррăн малалла утрĕ, анчах лармарĕ.
— Ура çинче тĕрĕслĕх çук теççĕ, лар, ачам! — терĕ следователь тепĕр хут.
Илюк хăра-хăрах пукан хĕррине ларчĕ. Следователь пĕр хушă сĕтел çинчи хутсене йĕркелерĕ, унтан пуçне çĕклесе Илюка куçĕпе витĕр шăтарас пек пăхрĕ.
— Акă мĕн, ачам. Вăрăм калаçу пуçличчен санпа эпир чăн малтанах калаçса татăлăпăр: пĕр сăмах та суймалла мар, пĕтĕмпех тĕп-тĕрĕссине каламалла. Пирĕн патра суйни — усăсăр, эпир пурпĕрех тĕрĕссине пĕлетпĕр. Ăнлантăн-и?
— Ăнлантăм... — пăшăлтатса илчĕ Илюк. Унăн тăруках пуçĕ пĕçерсе кайрĕ, ывăç тупанĕсем тарласа йăпăлкаланчĕç.
— Суйса калама, пире пăтраштарма тăрăшсан хăвнах йывăр килет, асту çавна...
Илюк куçне мăч-мăч тутарса илчĕ. Сдедователь йĕркипе ыйтма пуçларĕ.
— Яту, аçу ячĕ, хушамату мĕнле-ха санăн?
— Илья Ильич Ивуков...
— Миçе çулта?
— Вун пиллĕк тултаратăп.
— Ăçтисем? Ăçта çуралнă, ăçта пурăнатăн?
— Юманлăхра. Сĕнтĕр районĕ...
Илюк каланисене милици çынни хăвăрт çырса пычĕ.
— Аçу-аннӳ пур-и? Камсем вĕсем, мĕн ĕçпе пурăнаççĕ?
— Атте вăрçăра вилнĕ.
— Аннӳ?
Илюк чĕлхе вĕçне пынă сăмаха çăтса ячĕ. Мĕнле каламалла-ха унăн амăшĕ çинчен? Малани яла кайса пĕлнĕ тăрăх, амăшне тĕрмене хупнă вĕт-ха. Тем пулма пултарнă унпа ку таранччен, кам пĕлет...
— Аннӳ пур-и? — каллех ыйтрĕ следователь.
— Çук, — терĕ Илюк. Çак тăруках каласа янă сăмах ăна хăйне те чĕринчен касса кайрĕ. «Çук...» Епле çук? Пур вĕт-ха, пур, анчах таçта вăл, тем тăвать...
— Ăçта вара аннӳ? Вăл та вилнĕ-и?
— Вăл... качча кайнă.
— Качча кайнăшăн çук пулать-и вара? Эсĕ унпа пурăнмастăн-и-мĕн?
— Пурăнмастăп. Вăл ăçтине те пĕлместĕп.
Çапла хăй шухăшламан çĕртенех Илюк следователе тĕрĕс маррине калама тытăнчĕ. Хулана вăл килĕнче никам çуккипе, ăçта та пулин ĕçе вырнаçас тесе килнĕ имĕш, кунта пĕтĕмпе те пĕр эрне кăна пурăнать-ха, каç-каç пристаньре выртса тăрать иккен. Магазин çаратма мĕнле майпа кайса кĕни çинчен ыйтсан пристаньре хăйне икĕ çын тĕл пулса укçа нумай парассипе илĕртсе кайрĕç, вăл çынсене унччен пĕрре те курман, палламастăп та терĕ...
Следователь, милицире нумай ĕçлесе хăй пурнăçĕнче тем тĕрлĕ преступниксене те курнă опытлă çын, ăна нимĕн чухлĕ те ĕненмерĕ.
— Пĕтĕмпех суятăн эсĕ, ачам, — терĕ вăл. — Анчах ахалех улталама тăрăшатăн, усси пулмасть, паçăрах асăрхаттартăм вĕт — эпир тĕрĕссине пурĕ пĕр пĕлетпĕр!
Çав вăхăтра следователь пӳлĕмне çӳллĕ полковник — милици начальникĕ Азаматовпа хула прокурорĕ Яснов, кукшаланма пуçланă самăртарах çын, пырса кĕчĕç. Иккĕшĕ те малалла иртсе пукансем çине ларчĕç те, милици начальникĕ тӳрех:
— Çакă-и ĕнтĕ кĕçĕрхи «герой»? — тесе ыйтрĕ.
— Çакă, — терĕ следователь.
— Калаçу мĕнлерех пырать? Йĕркеллех-и? — ыйтрĕ прокурор,
— Пăтрашать-ха пăртак, пĕчĕк пуçĕпех пире, ват çынсене, улталама хăтланать.
— Тен, вăл хăрани-мĕнĕпе ĕç мĕнле пулса иртнине манса кайнă? Ун пек те пулкалать. Ытла васкатас мар, майĕпе ыйтса пĕлес, шухăшлама, асаилме май парас, — терĕ прокурор.
Подполковник Илюк çине çав тери тинкерсе пăхрĕ. Унăн çамки çинчи пĕркеленчĕксем пĕр çĕрелле пухăнчĕç. Вăл темскер аса илме тăрăшрĕ пулмалла. Пӳрнисемпе сĕтел çине тăкăртаттарса ларчĕ пĕр хушă... Темиçе кун каялла хулари паллă артистка хваттерне сĕмсĕррĕн çаратнă хыççăн унăн хĕрачине чĕнсе калаçнăччĕ вăл. Вăррисене сăнран палласа илме пултаратăн-и тесе ыйтсан çав хĕрача малтан мăн вăррин сăнĕ-пичĕ еплерех пулни çинчен каларĕ, унтан: «Çамрăкки хура, çӳçĕ вăрăм, шкул формин гимнастеркипе», — терĕ. Ара, çакă вĕт вăл! Чăнах та хура сăнлă, çӳçне-пуçне нумайранпа касман, çийĕнче — шкул ачисем тăхăнакан гимнастерка! Тупата, ним иккĕленмелли те çук...
— Тĕрĕслес пулать... Халех!
Подполковник пĕр хушă прокурорпа шăппăн калаçрĕ, унтан Илюка камерăна ăсаттарма хушрĕ. Дежурнăй милиционер ачана илсе тухса кайсан вăл хăйĕн шухăшне следователе те каласа пачĕ. Вара вĕсем виççĕшĕ — начальник, прокурор, следователь — çапла калаçса татăлчĕç: халех районти милицие шăнкăравласа ку ача çинчен каласа памалла, ашшĕ-амăшĕсем çинчен пĕлччĕр, вĕсенчен хăшĕ те пулин пур пулсан ыранах Шупашкара килччĕр. Ку — пĕрре; иккĕмĕшĕ — артистка хĕрачине чĕнсе илсе кăтартас пулать, палласа илмест-и вăл çак Ивукова?
Сасартăк сĕтел çинчи телефон янраса кайрĕ. Следователь трубкăна тытрĕ.
— Кам кирлĕ?
— Начальник сирĕн патра мар-и? — илтĕнчĕ хулăн сасă. — Ăна хула больницинчен ыйтаççĕ.
Следователь çавăнтах трубкăна начальника пачĕ.
— Итлетĕп, — терĕ подполковник. — Мĕн-мĕн? А-а, ăнланатăп... Хăçан? Ну юрĕ... Ним тума та çук ĕнтĕ.
Вăл хăрах аллипе телефон çине пусрĕ те ассăн сывласа ячĕ.
— Çĕрле персе амантнă преступник вилнĕ...
— Пĕр çип татăлчĕ эппин, — терĕ следователь.
— Нимех те мар, уншăн урăххисем пур. Вĕçне тупатпăрах!
Начальникпа прокурор тухса кайсанах следователь района шăнкăравласа унти милици начальникĕпе Илюк пирки калаçма тытăнчĕ: тĕрĕслĕр, чăнах та çав ялтан-и вăл, ашшĕ-амăшĕсем мĕнле... Лерен ытла та тĕлĕнмелле хыпар пĕлтерчĕç: ку ачана, унăн амăшĕ ыйтнипе, районти милици тахçанах шырать иккен, анчах ниепле те тупаймасть. Вăл кăçал çуркунне шкулта вĕренӳ çулĕ пĕтичченех тухса тарнă та шыва путнă пекех çухалнă.
— Сирĕн пата пырса лекни аван-ха вăл, — терĕç районтан, — унăн амăшне ыран ирех Шупашкара çитме хушатпăр...
— Кун çинчен халех ял Советне шăнкăравлăр!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...