Чи пĕчĕк патшалăх :: Куççульлĕ асаилӳ
Лапсăркка та кăтра çăкасем, ташша чупса тухнă хĕрсем пекех тăпăлккаскерсем, шăп тăраççĕ. Вĕсем такам тем каласса итлеме хатĕрленнĕ тейĕн: пĕр çулçă та хускалмасть. Хĕвел пир тĕртет: çулçăсем хушшипе карăнса иртекен ылтăн шевле çипсем пĕр улшăнса, пĕр çĕнелсе тăраççĕ. Таçтан аякран, туратран турат çине сиксе çывхаракан сар кайăк евĕр, авалхи юрă хăюсăррăн килсе çитет:
Алран кайми
аки-сухи-и-и...
Кĕтмен, чĕнмен-туман хăнасем евĕр таплаттарса çумранах икĕ çамрăк иртет. Каччăсем. Пĕри хул-пуççи урлă транзистор çакса янă. Транзисторĕ илемлĕ, модăна кĕнĕ кĕвĕ тĕнкĕлтеттерет. Шутламасăртарах итлесе ларсан, чип-чипер юррах шăрантарать пек транзистор. Тăнласа, ăша хывса итлеме пуçлатăн та тĕлĕнетĕн: мĕн чухлĕ итлемен пулĕ кунашкал тĕнкĕл-тенкĕле, чун киленмест, ним те асра юлмасть. Суррогат! Çамрăксем Атăл еннелле анса çухалаççĕ. Авалхи юрă — паянхи кунăн вăхăтлăх хăни — каллех мăнаçлăн янăраса каять:
Алран кайми
аки-сухи-и-и...
Çак юрра илтсен куç умне аваллăх тухса тăрать. Алран кайми аки-сухи: пир кĕпе тăхăннă, çăпата сырнă хресчен çӳçне-пуçне вĕлкĕштерсе суха пуçне сулланса тытса пырать. Ачалăх мĕнне пĕлме ĕлкĕреймен ача, çара уранскер, кăвак пиртен çĕленĕ йĕм пĕççийĕсене тавăрнăскер, «шип-шип аттине» тăхăнса янăскер, тарпа та тусанпа хуралса кайнă питне шăлкаласа, ун-кун пăхса йăпăртатса утать. Унăн пĕчĕк аллинче — чĕлпĕр. Хыпаланас мар — ура çине лаша пусать, вĕткеленсе пырса лаша пуçне ирĕке ярас — ашшĕ кăшкăрать: «Эсĕ унта мĕн, утнă çĕртех çывăрса кайрăн-им?! Тыт лайăхрах лаша пуçне?..» Çумрах, пăсман çерем çинче, йывăр чирпе нушаланакан амăшĕ çумĕнче тата пĕчĕкрех ача упаленет, ашшĕпе пиччĕшĕ енне аллипе тĕллесе: «Анне, ав паххи», — текелет. «Асран кайми атти-анни...» Салтака каякан яш-кĕрĕм пил паракан ашшĕ-амăшне итленĕ май куççуль юхтарсах йĕрет: «Эпир пырас çул çинче кĕленчерен кĕпер хывтарнă. Кĕленче те кĕпер çийĕнче шурă урхамах йĕрри пур, шурă урхамах çийĕнче ылтăнпа кĕмĕл йĕнер пур, ылтăнпала кĕмĕл йĕнер çинче Турăпалан патша ывăль пур, Турăпала патша ывăль аллинче симĕсех те кăвак хутсем пур, симĕсех те кăвак хутсем çинче эпир курас кунсем пур...» «Асран кайми атти-анни..,» Юта качча каякан хĕр упраç пил паракан ашшĕ-амăшĕ умĕнче тăварлă куççуль юхтарсах йĕрет: «Тăваткал минтер, хăмач пит, ан хур, инке, лармастăп; пӳлĕм алăкĕ — йĕс тăпса, ан уç, пичче, тухмастăп». Çуралнă килтен тухас килмест çитĕнсе çитнĕ хĕрĕн: «Ах, аттеçĕм, аттеçĕм, ай-хай, ырă аттеçĕм! Ах, аннеçĕм, аннеçĕм, ай-хай, ырă аннеçĕм! Эпĕ сирĕн хушăра çинçе пĕвĕме ӳстертĕм, чăн-чăн мăкăнь çеçки пек саркаланса çӳрерĕм. Эпĕ хальхи вăхăтра çич ют килне каятăп. Мĕн курасса пĕлместĕп, çавăнпа эпĕ йĕретĕп. Ах, аттеçĕм, аттеçĕм! Мана панă хулăмпа шурă кĕлет илсе ларт. Шурă кĕлет илсе ларт, урлă-пирлĕ кашта хур, усрав шăпчăк илсе яр; усрав шăпчăк илсе яр: ир тăрсан та юрлатăр, каç выртсан та юрлатăр... манăн сассăм çав пулĕ».
Тавралăх каллех шăп. Асран кайми юрă лăпланнă ĕнтĕ. Çăкасем айĕнчи хыçлă тенкел çинче ларакан Вихтĕр асаилӳ урхамахне утланса Ачалăх тĕнчине васкать. Ачалăх...
Пысăк мар пӳрт. Тĕксĕм вăл. Çĕрле. Мал енчи кĕтесе çакнă краççын лампи, калăпăшĕпе хур çăмартинчен те пĕчĕкскер, ниепле çутатса çитереймест пӳрт ăш-чиккине.
Пĕренесем Вихтĕр ашшĕн сунтăхра выртакан чĕлĕмĕ майлах сарăхса кайнă. Тĕрĕссипе, вĕсем мĕн тĕслине калама та хĕн: те сарă, те кĕрен, те хăмăр. «Атте хăй ăçта-ши? Чĕлĕмĕ кунтах-çке...»
— Асанне, асанне, — тет Вихтĕр кăмака çине улăхнă май.
— Мĕн?
— Атте ăçта?
«Атте» тенине илтсенех асламăшĕ куçне шăлкалама тытăнать. Çук, вăл куçне шăлнине пӳртри сĕмлĕхре асăрхамасть-ха ача. Çапах та асламăшĕ тутăрĕн вĕçне куççульпе йĕпетнине, сассăр йĕнине аван туять. Мĕншĕн йĕмелле-ха ун? Анчахрах пăтă çирĕç... Хăй унчченех тăраннă пулас та, çинĕ пекки кăна туса ларчĕ асламăшĕ. Кашăкне тута патне илсе пырать те, пăтти чашăк патнех таврăнать. Вихтĕр апла тума пуçласанах асламăшĕ ăна айккинчен тăк тĕкет.
— Аташса ан лар, — тет, — çи.
Мăнукĕн кашăкĕ чашăк патне ялан пушăлла пырать, туп-тулли çаврăнса çитет тута патне: «Ах, ытла тутлă-çке асанне пĕçернĕ пăтă!..»
— Асанне! Атте ăçта вăл?
— Инçетре.
— Ăçта «инçетре»?
— Ют çĕрте.
— Ăçта «ют çĕрте»?
— Нимĕçсем патĕнче.
— Ăçта «нимĕçсем патĕнче»?
— Вăрçăра... Çывăр, ӳссен хăвах ăнланăн.
Ача сăхманпа лайăхрах пĕркенес тесе çаврăнать-çаврăнать те çара кăмака çине тухса выртать. Ара, мĕн тамаши ку? Сăхмана çавăркаласа пăхать те вăл унтан та кунтан çурăлнине асăрхать.
— Мĕн, чĕппĕм, йăва çавăрма улăмĕ сахалтарах-им? — текелет асламăшĕ мăнукне меллĕнрех вырнаçса выртма пулăшса. — Çывăр, аçу сывă килейсен... улăмне тупĕ-ха.
Асламăшĕ тĕтĕм шăрши çапнă саппунĕпе Вихтĕре пуç çинчен витсе мал енчи кĕтесе йăлтăр-ялтăр питлĕ çын сăнĕ умне кайса чĕркуçленет. «Эй, Турăçăм, — пăшăлтатать вăл вăрахчен. — Эй, Çӳлти Турăçăм, Кĕркури ывăлăма тĕрĕс-тĕкел çавăрса килсемччĕ...» Ача пуç ватма тытăнать: «Кам вăл «Çулти Турăçăм»? Чим, пирĕн ялта çӳл енче камсем пурăнаççĕ-ха? Элекçипе Сахар мучисем мар-и? Чи çӳлти кам? Сахар мучи вĕт... Мĕн-ма аттене таçта çӳреттерет вара вăл?..» Пĕр кана пăшăлтатсан асламăшĕ кăштăртатса кăмака çине улăхать. Вихтĕр тути çине тăварлă вĕри тумлам патлатса ӳкет.
— Асанне!
— Мĕн?
— Ан йĕр, асанне, — асламăшне тем пекех савăнăç кӳрес килет ачан, анчах та ăна епле савăнтармаллине кăна ниепле те пĕлеймест, шеремет. — Ан йĕр, асанне, атте кĕçнерни кун килет вăл.
— Эсĕ «кĕçнерни кун килет» теме тытăннăранпа, эх-ха-хах, миçе кĕçнерни кун иртсе кайрĕ ĕнтĕ, — пĕчĕкçеç кăмака çинче хăйне валли вырăн тупасшăн мăнукĕ çумне йăпшăнать асламăшĕ. — Ача-пăча чĕлхи çине килни чăна тухаканччĕ, вырăна килекенччĕ-ха.
Куçа хупнă. Нимĕн те курăнмасть. Хăрăмран та хура тĕттĕмлĕх.
— Асанне!
— Мĕн?
— Анне ăçта тата?
— Аннӳ — вăрманта.
— Унта мĕн тăвать вăл? Çухалса кайнă-им?
— Çухалман.
— Апла ма халĕте килмест?
— Аслă вăрманта вĕсем. Касса турттараççĕ.
— Камсемпе?
— Ял-йышпа. Аллăн-утмăлăн та кайрĕç пулас.
— Анне лайăх вутă кӳрсе килет пуль апла?
— Килмест.
— Ма?
— Аннӳсем касакан вăрман урăх çĕрте кирлĕ.
— Пĕтĕмпех-и?
— Пĕтĕмпех. Пирĕн пек шăнса ĕнтĕркесе пурăнакансем нумай халь. Вăрçă-çке. Эх-ха-хах, таçта та кирлĕ ĕнтĕ вăрманĕ. Унсăрăн, ахăртнех, нимĕçсене çĕнтерме те çук пулĕ çав.
— Асанне, аппа ăçта? Ăçта çухалса çӳрет Пăраски аппа?
— Вăл лавпа тырă леçме кайнă. Канаша.
— Хăçан килет?
— Ку таранччен таврăнмаллаччĕ те, тем курăнмасть-ха. Тур çырлах, çак сивĕре епле çӳреççĕ-ши? Паяй лупас айĕнче çерçипе кăсăя виллисем тупрăм.
Шереметсем, сивве тӳсеймен.
— Пăраски аппа пăтă пĕçермелĕх илсе килмест-и?
— Килмест.
— Ма?
— Тырă халь, ачам, урăх çĕрте шутсăр кирлĕ. Пирĕн пек выçăллă-тутăллă пурăнакансем нумай халь.
— Пичче ăçта?
— Пиччӳ лашасем ăсатма кайнă.
— Лашасем ăсатма? Вĕсене ăçта ăсатаççĕ?
— Вăрçа.
— Лашасем те вăрçаççĕ-им?
— Лайăх пĕлместĕп çав эпĕ. Тем турттарма та кирлĕ пуль. Хамăр ав вăкăрсем вĕçне тăрса юлтăмăр.
— Асанне!
— Çывăр, ыран ирех тăмалла.
— Ма ирех тăмалла?
— Вăрлăх суйламалла. Пĕр михĕ тулă килсе панăччĕ бригадир. Çавна виçминечен суйласа пĕтермелле.
— Асанне!
— Ах, сана, сухăра, тата мĕн кирлĕ-ши?
— Кӳршĕри Кĕнети кампа пурăнать?
— Асламăшĕпе пуль. Ыттисем пурте саланса пĕтнĕ вĕсен те: хăшĕ — вăрманта, хăшĕ — арманта.
— Тепĕртак ыйтам-и, асанне? Вара, асанне, çывăратпăр. Юрать-и?
— Юрĕ, юрĕ, ыйт.
Нимĕçсем кунтан инçе-и? Аннесемпе пиччесем килте çук чух нимĕçсем вăрттăн килсе кĕрсен мĕн тăваççĕ вĕсем пирĕнпе?
Асламăшĕ чĕнмест.
— Кала, — чарăнмасть Вихтĕр, — мĕн тумалла пулать вара пирĕн?
— Ан хăра. Эпĕ пур чухне кунта кĕме хăяймаççĕ. Эпĕ вĕсене ухватпа хĕртме пуçлатăп та çурăм урлă турчăкапа ислетсе кăларса яратăп. Алли-ури хуçăлмаллах.
— Эп вара!.. Эп вара вĕсене эсĕ туратран туса панă пăшалпа перетĕп. Икĕ кĕпçеллипе. Юрать-и?
— Юрать, юрать, — мăнукне çурăмĕнчен лăпкать асламăшĕ. — Эс тулĕк вĕсене лайăх тĕллесе пер. Çамкаран лекмелле... Халĕ сана кăштах юрă юрласа парам-ха. Лайăх юрă вăл тутлă апатпа, ăшă тăлăппа пĕрех: кăмăла ăшăтать, чуна тăрантарать.
Асламăшĕ аллине «минтер» туса пуç айне хурать те хурлăхлă юрă юхăмне кĕрсе каять Вихтĕр:
Алран кайми
аки-сухи-и-и...
Асламăшĕ васкамасăр, майĕпен юрлать. Хăйсен сĕрме купăсĕсене канма пĕлмесĕр нăйлаттаракан шăрчăксем, хутран-ситрен сывлăш çавăрса иленçи туса, ăмăртмалла сĕрлесе йăлăхтарсах çитереççĕ. Çапах та темле канлĕх, йывăрскер, упа çури пек упаленсе пырса улăхса выртать ача çине. Мĕн тери телейлĕ халь Вихтĕр! Ун çумĕнче — нимĕçсенчен те хăрама пĕлмен асламăшĕ. Мĕн тери ырă вăл! Вихтĕр кунĕпех пĕччен ларса тĕмсĕлсе çитнĕччĕ, кунĕпех ним те çименччĕ. Асламăшĕ килчĕ те таçтан кĕрпе тупса пăтă пĕçерчĕ, унпа пĕрле хаваслăх, чун хăпартланăвĕ те тупăнчĕ. Савăнма, хĕпĕртеме нумай кирлĕ мар çав пĕчĕк этеме...
Куçа уçать те Вихтĕр — çумра никам та çук. Тул çутăлнă иккен. Асламăшĕпе кӳршĕри кинеми сĕтел хушшине кĕрсе ларнă та тулă суйлаççĕ.
— Ну, шĕпĕн, аçу хăçан килет? — Вихтĕр йăшăлтатса пуçне çĕкленйне курсан хыттăн ыйтать Евтук кинемей.
— Кĕçнерни кун.
Асламăшĕ ăна куçран ăшшăн пăхса кулса иленçи тăвать.
— Ан, пире пулăшăн, — тет. Хаваспах анать ача.
— Ку мĕн? — ыйтать вăл.
— Тулă.
— Ку пĕрчисене кунталла шутарса хуратăр, лешсене — лерелле, витрене пăрахатăр. Ма апла?
— Кусем çум курăк вăррисем, вĕсем акмасăрах шăтаççĕ, — ăнлантарать асламăшĕ.
— Кил, кил кунта, — кăчăк туртать Евтук кинемей.
Вихтĕр те ĕçе пикенет.
— Тăхта, чипер çынсем ĕçе тытăниччен малтан апатланаççĕ, — чарать ăна асламăшĕ. Хăй кĕпе тӳмине вĕçертсе хĕвĕнчен хупăлла пĕçернĕ çĕр улми кăларать. — Çи, ан сивĕнтĕр тесе хунăччĕ.
Ах пуян-çке çав асаннесем: хĕвĕнче пашалу татки те тупрĕ ав.
Пӳрт çĕркаçхи пек мар — сивĕннĕ. Пĕчĕк чӳрече куçĕсем хулăн пăрпа витĕннĕ. Кантăк куçĕсене Хĕл Мучи унта та кунта тĕрлесе пĕтернĕ. Тĕррисем ахах та мерчен. Вĕрсен, тин кăна шуратнă çăка шанки пек, сывлăш туя вăрăмăшех курăнать. Шуратса пĕтерсен çĕр улмине çурмалла туса Вихтĕр асламăшне сăйлама пăхать, лешĕ килĕшмест, пуçне енчен енне пăркалать. «Хăвах çи, — тет. — Мана умма çиме юрамасть». — «Ма юрамасть?» — «Çинĕ-çименех кăкăр хĕртме тапратать, — асламăшĕ Евтук кинемей енне пăхкаласа куçне хĕскелет. — Çав ачасенех лайăх, — тет вăл тем юптарса» — хăть те мĕн çисен те кăкăр хĕртмест вĕсен. Сан мĕнле» Вихтĕр, кăкăру хĕртмест пулĕ-ха?»
— Ытлашши вĕрине çисен хĕртсе анса каять çав хăш чухне...
Хăй сăмахне вĕçлеймест асламăшĕ, Пăраскипе Наçки — уйрăлми туссем — килсе кĕреççĕ.
— Атя киле, — тет аппăшĕ шăллĕне. — Эсĕ мĕн, çапса лартнă пăта пек, асанне патĕнчен тапранма пĕлместĕн яхăнне? Сана валли ятарласа хатĕрлесе хуни çук пуль кунта? Ахаль те асаннен çимелли пĕтнĕ.
— Юрĕ, кайран килĕн, — ăсатать асламăшĕ. — Шӳтлет Пăраски аппу. Пăтă пĕçерĕпĕр санпа, аçу хăçан, хăш кун килесси пирки тĕплĕнрех калаçса ларăпăр.
Пăраскипе Наçки Вихтĕре икĕ алран тытса килелле ыткăнаççĕ. Сивĕ ачисем ситсе шăллĕне хăлхаран, тăла хушшинчен курăнакан çара чĕркуççийĕнчен ан чĕпĕтчĕр теççĕ пулмалла.
Килте вучахра йăмра çапписем пĕр-пĕринпе вăрçса чашăлтатса выртаççĕ.
— Паян улах ларас пĕрре, — хĕпĕртенçи тăвать Пăраски аппăшĕ. — Укахвие, Укçинене, Уринене чĕнес...
Каç пулсан пĕрин хыççăн тепри хĕрсем килеççĕ. Пĕри — кĕнчелепе, тепри — çип çăмхипе, виççĕмĕшĕ — тĕрлемелли пирсемпе. Хăйсен ал ĕçĕсене тытăниччен малтан хĕр упраç, тулса çитнĕ кантăр пуçĕ çине сырăннă çерçи ушкăнĕ пек шавласа, тусĕсем çыхнă, тĕрленĕ, эрешленĕ япаласене черетлесех тыта-тыта пăхать. Тĕпчеççĕ, сăнаççĕ, тĕсеççĕ, ахлатса тĕлĕнсех мухтаççĕ пĕр-пĕрне: «Ах, кăвар пекех тĕлкĕшет çак Укçинен тĕрри! Кай, Укçине, эсĕ таçта ятарласах вĕреннĕ пуль тĕрлеме?..» Улах ларманни, пухăнса чуна пусарманни чылай пулнăран хĕр упраç хаваслă. Ара, хавасланмасăр! Капла пĕрле ларасси сайра хутра кăна пулать-çке. Куллен-кун: «Эй, Наçки, вăрман касма!.. Эй, Укçине, Канаша тырă леçме!..» — тенисене илтсе вăрçăччен арçынсем кăна тунă ĕçсенче терт курса пурăнакан хĕрсен аллисем хытнă ĕнтĕ, анчах вĕсен пир çинчи ĕçĕсем çине пăхатăн та хĕллехи шартлама сивĕрех пӳртре асамат кĕперĕ тĕлкĕшме пуçланине куратăн. Чĕнтĕрĕсем Хĕл Мучи чӳрече куçĕсем çине тĕрленĕ эрешсенчен те кăткăсрах вара. Хĕр упраç эрешĕ-тĕрри çине пăхсан çуллахи ăшă хĕвел пуç тӳпинчех çутатма тытăннăн, ытарма çук улăх-çаран çумрах ешернĕн туйăнса каять.
— Укçине, Укçине, — Пăраски тантăшĕн тĕррисене сĕтел çине сарса хурать, — кунашкаллине курманччĕ эпĕ санне... Кам вĕрентрĕ капла терлеме? Пăхăр-ха, пăхăр, тĕррисем чисти сас паллисем пекех туйăнса каяççĕ. Ах, шăкăлтаттарсах вулăттăм мĕн çырнине — пĕлменни тытса чарать. Авалхи тĕрре чăвашсен çухалнă çырулăхĕ теççĕ те, чăнахах та пуль çав. Курăр-ха, акă кунта икĕ лаша тăрать, ак ку — йывăç. Пĕчĕк тихасем те пур айккинче, çӳлте — кайăксем.
Укçине пуçне маччаналла çĕклесе шухăша путать. Тĕрлĕ тĕслĕ çемçе мулине ун чĕрçийĕ çинчен майĕпен юхса анса шыв сикки пек курăнса каять.
— Аппа, аппа, — сас парать Вихтĕр, — эсĕ мана нуски хăçан çыхса паратăн çак?
— Эй санпа, — аллине сулать аппăшĕ, — сан нуски чиперех-иç.
— Епле «чиперех»? Ак кунта темиçе пӳрне те курăнать.
— «Темиçе пӳрне те»? Кала эппин, миçе пӳрне курăнать?
— Миçине пĕлместĕп... Ну, ытла та нумай вĕсем, пурте — çап-çарах.
Пурте ахăлтатса кулса яраççĕ. Кулă, темрен хăранă кайăк ушкăнĕ сасартăках шапăртатса вĕçсе çухалнă пек, хăвăрт лăпланать.
— Ара, пĕр мăшăр çыхса пар ĕнтĕ, — ӳкĕте кĕртесшĕн тусне Наçки.
— Хальлĕхе пурăнĕ-ха, фронт этеммиех мар. Кăмака çинче таракансемпе вăрçса ларнă çĕртех шăнса вилес çук, — мăкăртатать Пăраски уринчи нускине хывса шăллĕне тăхăнтартнă май. — Лар ак çакăнта, — кăмака çине çĕклесе лартать вăл шăллĕне. Кĕçех юрă пуçласа ярать:
Атте ӳстернĕ улмуççин
Улма тени нумай мар.
Çиме тăрсассăн та йӳççи
Шăл шантарать сахал мар.
Атте ӳстернĕ йывăçа
Тем тесен те хурлас мар,
Çумне хамăр ай лартар.
Ыттисем те юлмаççĕ Пăраскирен.
Анне тĕрленĕ ал шăллин
Тĕрри ытла çемçе мар.
Шăлма тăрсассăн та хытти
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...