Çурçĕр хыççăнхи шăнкăрав :: Иккĕмĕш пайĕ
1
— Анне, анне! Кирлĕ мар!.. Ан чик! Чарăн!.. Ан вĕлер! Ч-а-р-ă-н! Хĕрхенсе-е-ем!
Шарт сиксе вăранчĕ Настя. Çамки çине сивĕ тар тапса тухрĕ. Çурăмĕ тăрăх сивĕ чупса иртрĕ. Çывăрнă çĕртен çапла тăрук вăранса кайнăран хĕрĕн пуçă янăрарĕ.
Настя вăранчĕ, анчах хăрушă тĕлĕк серепинчен хăпаймарĕ. Инçетри ачалăх мĕлкийĕ ăна хăй ытамĕнчен ярасшăн пулмарĕ. Аса юлнă хăрушă çĕр ахрăмĕ хыçранах йĕрлерĕ.
Хĕр куçне хупрĕ. Ним шухăшламасăр, ним аса илмесĕр лăпкăн çывăрса каяс килчĕ унăн. Анчах куç умĕнчи сăнсем, хăлхари тискер сас çаплипех лăпланмарĕ. Миçемĕш хут ĕнтĕ татах та татах аса килчĕ...
...Илемлĕ те лăпкă тĕлĕк курса çывăратчĕ пилĕк çулхи Настя. Тавралăха пăрлă тĕрĕпе эрешлекен раштав сиввин канăçсăр кĕвви уншăн сăпка юрри пекех янăрарĕ. Кунĕпех урамра выляса чылай ĕшеннĕскершĕн çакăнтан ырри мĕн пултăр. Лăпкăн çывăратчĕ Настя. Анчах тем самантрах ăна хăр-хар кăшкăрашнипе сĕтел-пукан хыттăн сас парса хăй вырăнĕнчен куçни тата чунри темĕнле пăлхану ыйхăран вăратрĕ. Ашшĕпе амăшĕн, вăл палламан арçынсен урмăш сассисем хăлхана кĕчĕç. Хĕр ача ыйхăллă куçне уçрĕ. Мĕнле палламан пиччесем килнĕ-ха вĕсем патне тесе пуçне çĕклерĕ. Вăранмалла марччĕ те çав унăн. Курмалла марччĕ мĕн курнине... Анчах курчĕ — паян кунччен те куç умĕнче çавă.
Икĕ çӳллĕ те хуп-хура сухаллă арçын хушшинче тăракан ашшĕ енчен енне сулăнать. Хӳтĕленме пăхать. Çийĕнчи шурă кĕпи хĕп-хĕрлĕ юнпа пĕвеннĕ. Хаярлăхпа, ӳкĕтлӳпе çиçекен ахаль чух пĕчĕк куçĕ хăрушла пысăкланса кайнă. Читлĕхри чĕрчун пек канăçсăр хускалать вăл. Тем кăшкăрса пĕрре хăйне ик енчен тытакан арçынсемпе умĕнчи арăмĕ çине, тепре ачисем çывăракан вырăн çине пăхать. Акă Настьăпа ашшĕн куçĕсем тĕл пулчĕç. «Ка-çар, хĕрĕм, каçар... Сана çакна курма тивнишĕн каçар...» — йăлăнчĕ ашшĕн куçĕ. Настя ашшĕ хăйне хăçан та пулсан ачашланине астумасть. Анчах сăлтавсăр ятлани е алă çĕклени те пулман. Кăшт шикленетчĕ пулин те, Настя ăна юрататчĕ.
Пĕчĕк те айван хĕр ача ашшĕне пулăшма тăрас тесе витĕннĕ утияла сирчĕ. Çак самантра ун еннелле çурăмпа тăракан амăшĕн аллинчи вăрăм çĕçĕ выляса илчĕ. Настя хытса ларчĕ. Мĕн пулнине пилĕк çулхи ача ăнланаймарĕ, анчах хăрушă ĕç пуласса туйрĕ. Ашшĕн кĕлеткине çивĕч çĕçĕ сассăр та хăвăрттăн кĕнине курчĕ. Пĕр хутчен кăна мар — çине-çинех темиçе хут...
«Аннеçĕм, мĕншĕн вĕлертĕн? Мĕншĕн вĕлертĕн аттене?» — капланса килнĕ куççульне çăтрĕ Настя. Ĕнтĕ вăл тахçанах пилĕк çулхи айван ача мар, кăçал вун çиччĕ тултарса вун саккăра кайрĕ. Анчах çав хăруша та варăм каç мĕн пулса иртнине çаплипех манаймасть. Нихăçан та манаймĕ.
Мĕншĕн усал çут тĕнче? Е Настьăшăн çеç çапла-ши вăл? Ачалăхĕ ачалăх пек пулмарĕ. Синкерлĕ каçхи ĕç хыççăн пилĕк çулхи хĕр ача пĕр самантра ӳссе кайрĕ. Пĕтĕм шухăш-туйăмĕпе ватăлчĕ. Хăй çулĕнчен маларах çитĕнчĕ. Мĕншĕн хаяр пурнăç? Настьăшăн хаяр...
— Настя, Настена! Эсĕ ĕсĕклеместĕн пулĕ те? — саспах макăрнине илтсе вăраннă Ирина Настя вырăнĕ çине пырса ларчĕ. — Мĕн пулчĕ?
Настя чĕнмерĕ. Вăл хăйне тутлăн çывăрнă пек кăтартасшăн пулчĕ. Анчах нăш-нăш тума чарăнаймарĕ.
— Настенька. Ну, Настя! Мĕн пулчĕ? — тантăшĕ сăмахласшăн маррине пăхмасăрах ыйтрĕ Ирина.
Настьăпа пĕр пӳлĕмре иккĕмĕш уйăх çеç пурăнать-ха вăл. Лешĕн кăмăлне вара лайăх пĕлсе çитнĕ. Пĕрре пăхма кăна пĕччен пулма юратнă пек Настя. Анчах ку йăнăш туйăм. Пĕчченлĕхе хĕр кураймасть. Пурнăçăн пĕтĕм тасамарлăхне, çын чунĕн хура туйăмĕсене курайман пекех кураймасть. Халĕ те Ирина хăйне пĕччен хăвартăр тесе мар чĕнмест вăл. Пачах уншăн мар. Вĕри куççулĕнчен, хăй вăйсăрлăхĕнчен вăтаннипе илтмĕш пулса выртать.
Тата чун хĕлĕхĕ мĕншĕн ыратса ĕнĕрленине тӳрех уçса пама çукки те чарса тăрать пуль.
— Каллех усал тĕлĕк тĕлленчĕ-им? — ыйтрĕ тантăшĕ.
— Пулать-ши ман тĕлĕкĕн вĕçĕ-хĕрри? — Юлашки шанăç Иринăра пек ун аллине хытă-хытă чăмăртарĕ Настя. Ирина чутах кăшкăрса ямарĕ. — Ăçта ун вĕçĕ?
— Лăплан... Лăплансам, — тӳрех ним калаймарĕ Ирина. — Пурнăç çулĕн кукăр-макăрсем нумай. Хăш кĕтессинче мĕн кĕтнине никам та пĕлмест. Лăплансам ĕнтĕ. Сана кура эпĕ те ак макăрса ярăп.
Пĕлнĕ, пултарнă пек лăплантарчĕ Ирина тусне. Лешĕ ерипен-ерипен çывăрса та кайрĕ. Тантăшĕ вара çывăраймарĕ. Ыйхи килменнипе аптрарĕ.
«Аннеçĕм, мĕн туса хутăн эсĕ?» — час-часах саспах ыйтать Настя. Паян вара çак ыйту Ирина пуçĕнче те чарăнми янăрарĕ: «Аннеçĕм, аннеçĕм! Мĕн туса хутăн?»
Хĕр хăй вырăнĕ патĕнче ларакан пĕчĕк тумбочка çинчи сăн ӳкерчĕке алла илчĕ. Чи юратнă, чи çывăх, чи хаклă çынсен сăн ӳкерчĕкне. Ашшĕпе амăшĕн сăнне. «Анне! Мĕншĕн пăрахрăн? — Алăри ӳкерчĕк витĕр таçта инçете-инçете пăхрĕ Ирина. — Мĕншĕн?» Чарăнми, çине-çинех ыйтрĕ Ирина хăй нихăçан курман, палламан... тăван... амăшĕнчен. Ыйтрĕ. Хуравне илтмерĕ. Ыйтрĕ. Хуравне пĕлмерĕ.
Пĕр пăхсан Ирина пурнăçĕ яка та тикĕс. Хаваслă та телейлĕ ачалăх, çамрăклăх. Ачана мĕн кирли — туслă çемье, юратнă ашшĕ-амăшĕ — пурте пулнă унăн. Халĕ те пур. Настьăна асаплантаракан асаилӳсем те йĕрлемеççĕ ăна. Анчах нумаях пулмасть уçăлнă чăнлăх хĕре кунран-кун вăйлăрах хумхантарать. Вун улт çулччен Ирина «анне» тесе пурăннă хĕрарăм пачах та анне мар, атте те атте мар имĕш. Вăл усрав хĕрĕ, усрав хĕр...
Çук, хăйне пачах та хăрхăм хĕр пек туймасть Ирина. Нихăçан та туйман. Усрава илнĕ ашшĕ-амăшĕ ăна теприн тăван ашшĕ-амăшĕнчен те вăйлăрах юратать пуль. Ырă кăна сунаççĕ. Анчах юн хăйĕннех тăвать. Хăйĕннех шырать...
Ĕнтĕ тул та çутăлса килет. Ирина çаплипех çывăраймасть. Тĕлĕнмелле япала иккен вăл шăпа тени, Вун ултă çул хушши чăнлăха хĕртен пытарчĕ пулсан, мĕншĕн халь тин уçрĕ? Çук. Ку чăнлăх çурри кăна-ха. Тепĕр çуррине Иринăн хăйĕн пĕлмелле. Пĕлмеллех. Кам вăл, ăна пурнăç парнеленĕ хĕрарăм? Ăçта çӳрет халь? Анчах чăнлăх ачаш пулакан мар. Хăйĕн хаклă çыннисене çеç ыраттарас марччĕ унăн. Йăнăшас марччĕ.
2
— Ирина, Ир! Вăран! Тăрса юлтăмăр...
Ялт! кăна сиксе тăчĕ Ирина. Тарăн ыйхăран сасартăк вăранса кайнăран ним ăнланаймасăр ларчĕ. «Мĕн пулнă? Мĕн пулнă?!» — йăлтăртатрĕ унăн куçĕ.
— Иришка, тĕлĕрсе ан лар. Лекцинчен çывăрса юлтăмăр, — хыпаланса пуçтарăннă май сăмахларĕ Настя.
Хыпаланма хыпаланчĕ-ха вăл, анчах усси сахалтарах — васкани ал-урана кăна çыхлантарчĕ.
— Уф! Эпĕ мĕн те пулин пулнă пуль тесе, — лăш йăванса кайрĕ вырăнĕ çине Ирина. — Юлнă тăк юлнă. Мĕн аплах ăшталанан? Пурпĕрех тĕрĕслемест вĕт.
— Тĕрĕслемест тесе пĕлмесĕрех юлар-и?
— Ним çĕнни те калас çук-ха вăл. Мĕн сӳпĕлтетнине ыттисенчен те çырса илме пулать.
— Вара мĕн, кунĕпех вырăн çинче йăваланатпăр-и? — Ĕнтĕ Настя та тĕпелĕн-алăкăн кусма чарăнчĕ. Лăпланса пӳлĕм варринче тăчĕ.
— Мĕншĕн кунĕпех? Пăх-ха çанталăкĕ мĕнле ырă. Айта уçăлма каятпăр, — ачашшăн карăнчĕ Ирина.
— Тĕрĕслев ĕçне хăçан хатĕрленетпĕр вара? Пĕр уçăлма тухса кайсан санпа эпир каçсăр та çаврăнса çитейрес çук, — çаплипех канăçсăрланчĕ Настя.
— Атăл хĕрне каятпăр. Конспектсене илетпĕр те унта вĕренетпĕр.
— Атăл хĕрне пулсан Атăл хĕрне каяр, — Иринăна хирĕçлеме çуккине кура килĕшрĕ Настя. Унăн хăйĕн те пăчă аудиторинче лекци итлес е пӳлĕмре ларас кăмăл çук. Çамрăк чунĕ уçă çĕре, çут çанталăка туртрĕ. Пĕртте пĕр вырăнта ларас килмерĕ.
Атăл, Атăл... Анлă Атăл. Миçе пин çул юхать пуль вăл! Миçе пин çул. Пурпĕрех илемлĕ те мăнаçлă. Çаплипех илĕртӳллĕ те хăватлă. Мĕнпе танлаштарма пулать ăна? Нимĕнпе те! Юхакан шыва иккĕ кĕреймĕн теççĕ. Çавăн пекех, Атăлăн çак самантри сăнне те икĕ хут кураймăн. Çырана пыра-пыра çапакан кăпăклă хумсем унăн питне минутсерен çĕнетсе, урăхлатса тăраççĕ. Мĕн ачаран Атăл хĕрринче чупса ӳснĕ çын та унăн кăмăлне тĕпрен пĕлсе çитеймест. Иринăпа Настьăшăн вара вăл чăн-чăн юмах.
Паллах, хĕрсем пуш хирте çуралса ӳсмен. Анчах Атăл пек анлă юхан шыва вĕсем ку таранччен курман.
Акă вăл — куçумĕнче! Хăйĕн пĕтĕм мăнаçлăхĕпе, пĕтĕм илемĕпе сарăлса выртать. Кăшт çӳллĕрех вырăнта вырнаçнă юрату сăмсахĕнчен вара татах та анлăрах курăнать. Атăл енчен вĕрекен варкăш çил хăй ытамне илсе кăшт сулхăнрах, кăшт вĕрирех хумĕпе пуçа çаврăнтарса ӳсĕрĕлтерет. Тем чул пăхсан та йăлăхтармасть. Тем чул курсан та ывăнтармасть.
— Пăх-ха, Настя! Мĕнле илем! Эсĕ вара пăчă пӳлĕмре ларасшăн, — халь-халь вĕçсе хăпарас кайăк евĕр, аллисене сарса кăшкăрчĕ Ирина.
— Ай-уй! Ытла хăпартланнипе Атăла кутăн ан сик!
— Сана çак илем те тыткăнламасть-и вара?
— Тыткăнлать, тыткăнлать. Анчах мана ыранхи тĕрĕслев ĕçĕ унтан та ытларах «тыткăнлать». Айта вырнаçса ларса вĕренер, — сумкăран хулăн тетрадь кăларнă май калаçрĕ Настя.
— Ну, тусăм! Мĕнле хут нăрри иккен эс! — шутлесе Настьăна аякран кăлт тĕртрĕ Ирина.
— Ай, — йăлт сикрĕ Настя. Кĕтмен çĕртен пулнăран аллинчи тетрачĕ сăмсахран аялалла кусса анчĕ.
— Ой! Мĕн туса хутăм? — хăй айăпне туйса, аванмарланчĕ Ирина. — Эпĕ часах анса илетĕп.
— Çук ĕнтĕ, хамах, — тусĕ мĕн те пулин каличчен Настя ансăр сукмакпа аялалла чупса кайрĕ. Шур кĕпин вăрăм арки çеç самантлăх курăнса юлчĕ унăн.
Алран вĕçерĕнсе кусса кайнă тетраде Настьăн нумай шырама тивмерĕ. Авă тĕмрен çакланса чарăннă вăл. Сукмак çумĕнчех. Хĕр пĕшкĕнсе тетрадь еннелле аллине тăсрĕ. Тăсрĕ, анчах илеймерĕ. Такамăн пысăк та çирĕп алли ăна унран пĕр самант маларах тĕм çумĕнчен çĕклерĕ. Кап ярса тытрĕ хăйĕн тетрадьне Настя пĕр вĕçĕнчен.
— Каçарăр та, анчах ку вăл манăн, — терĕ вăл хирĕç тăракан çине пачах пăхмасăр. Хĕре ытларах консцектсемсĕр юлма пултарасси хăратрĕ: вăл ун çинчен куç илмерĕ.
—Паллах каçаратăп. Эпĕ сире пулăшасшăнччĕ çеç. — илемлĕн янăрарĕ çаплипех тетраде вĕçертмесĕр тытса тăраканăн сасси.
— Апла хам тетраде илме ирĕк парăр, — тинех пуçне çĕклерĕ Настя. Пуçне çĕклерĕ те пĕр вăтаннипе, пĕр тĕлĕннипе ним мар пулса кайрĕ. Ун умĕнче çӳллĕ те сарлака хул-çурăмлă, шăнăрлă каччă тăрать. Кĕске кастарнă хура çӳç, таса пит. Ялтăркка хăмăр куçĕ ăшшăн хĕр çине пăхать.
— Хосподи! Санашкал Илемписем те çылăхлă çĕр тăрăхах çуреççĕ-ши вара? — те мăшкăлласа, те чăннипех те хĕрпе киленсе пылак саспа юрларĕ каччă. Вăл тата темĕн каласшанччĕ, анчах сăмах тупаймарĕ курăнать — çăварне мĕнле уçнă çавăн пекех тăчĕ.
Настя та чĕнмерĕ. Ахаль те палламан çынсенчен ют-шăнаканскер хале пушшех çухалса кайрĕ. Сăмах чĕнме мар, ытлашши сывлама та тытăнса тăчĕ вăл. Ытлашши хускану çак ăнсăрт тĕлпулăвăн асамлăхне хăратса ярасран шикленчĕ...
Настя! Насть! — янраса кайрĕ Ирина сасси Сăмсахран.
Ши! Ши! шăхăрчĕç тепĕр енчен.
— Мана чĕнеççĕ, — çепĕççĕн туртса илчĕ тетраде каччă аллинчен Настя.
— Мана та. Анчах... — пăрăнса утма тăнине кура хĕре алран тытрĕ каччă. — Анчах ан васка. Эсĕ мана хăвăн ятна та каламарăн-çке?
— Настя, — пĕр самант каччăна куçран пăхса тăнă хыççăн хуравларĕ хĕр. Текех тытăнса тăмарĕ, ансăр сукмакпа тăвалла утрĕ.
— Эпĕ Иван ятлă, — Настьăна хыçран пăхса каларĕ каччă. — Настя! Эпĕ сана ыран Сăмсахра... Юрату сăмсахĕнче кĕтетĕп. Çич сехетре. Ан манса кай. Çич сехетре! — юлашки сăмахсене кăшкăрсах каларĕ ĕнтĕ çӳле хăпарса çитнĕ хĕре Иван.
— Эсĕ мĕн шыва путнă пекех çухалтăн? — йăл-йăл кулса кĕтсе илчĕ Настьăна çӳлте тăракан Ирина. — Е шыв шуйттанне тĕл пултăн-и? — çыран хĕррипе çăмăл машина патне утакан каччă еннелле пуçне сĕлтрĕ вăл.
— Ой-ой! Эс чисти прокурор. Санран нимĕн пытараймăн.
— Апла хăв айăпна йышăн. Чун-чĕререн ӳкĕнни айăпа çăмăллатать, — кулчĕ Ирина.
— Ан пăх-ха ман çине апла. Каччă мана тетраде тупма çеç пулăшрĕ.
— Çеç-ши вара? Çиччĕре Юрату сăмсахĕнче кĕтетĕп тенине çур Шупашкар илтрĕ пуль. Эсĕ вара тусунтан пытарасшăн — тунатăн.
— Пачах та тунмастăп. Вăл тем те сӳпĕлтетĕ. Ун сăмахĕсемшĕн эп яваплă мар, — пиçнĕ çырла пекех хĕрелчĕ Настя пичĕ.
— Мĕн, тĕлпулăва та килместĕн-и?
— Паллах, килместĕп...
* * *
Паллах, килместĕп терĕ ĕнер Настя Иринăна. Паян вара çиччĕ тĕлне Юрату сăмсахне васкарĕ. Мĕн улшăнчĕ-ха çак вăхăтра? Нимĕн те. Анчах хĕрĕн çав ялтăркка хăмăр куçа татах та татах курас килчĕ. Темшĕн самантлăха та манăçмарĕ, асран каймарĕ вăл.
Пĕрре курса юратнине Настя шансах каймасть. Хамăр курман япалана шанма яланах иккĕленӳллĕ. Хĕр чĕри теме пула-çке юрату мĕнне çак таранччен те туйман. Паллах, Настя тантăшĕсен калаçăвĕсенчен юрату ачаш та хаяр туйăм пулнине пĕлет. Вăл типĕтсе хăртма та, çунатлантарса çеçкелентерме те пултарать имĕш. Анчах хăй юратнăран макăрса та, савăнса та курман. Юрату «чирĕпе» чирлемен.
Юрату «чирĕ»... Тĕлĕнетчĕ Настя тантăшĕсен пăшăлтатăвĕсене итлесе: мĕншĕн унăн чĕри чĕнмест? Ара, ун тавра та сăнĕпе чипер, кăмăлĕпе ырă каччă пĕрре мар явăнать-çке?
Анчах пĕрин патне те уйрăм туйăм çук. Вĕсемпе хаваслă та аван — вĕсемсĕр те япăхах мар. Ни вĕри, ни сивĕ теççĕ-и-ха ун пек чух. Шăпах çапла.
Çак самантра вара Настя тăвăл умĕнхи тинĕс пекех хумханчĕ. Чĕри васкаса хăвăрт-хăвăрт тапрĕ. Ним мартанах хĕр пĕр вĕриленсе, пĕр шăнса кайрĕ. Мĕн ку?! Кун пекки унпа пулманччĕ...
Акă Юрату сăмсахĕ те куç умĕнче. Шутлă утăмсем юлчĕç. Настя текех васкамарĕ. Пĕр çамрăк хурăн патне çитрĕ те чарăнчĕ. Сывлăш çавăрса ямалла-çке унăн. Пăртак та пулин лăпланмалла. Тата хăй кам патне çапла хыпаланнине кăшт сăнаса тăни те пăсмасть. Ара, ĕнер курнинчен пĕр хăмăр куç кăна асра юлнă-çке.
Сахал мар тăчĕ Настя. Хăй кĕтекен çынна вара анатра та, тура та курмарĕ. Юрату сăмсахне çывхармарĕ вăл. Унта чĕвĕл чĕкеç пек чĕвĕлтетекен мăшăра кансĕрлесрен именчĕ. Чылай пăхса тăчĕ хĕр. Пĕрремĕш хут ултав им-çамне тĕппипех ĕçсе ячĕ. Пĕрремĕш хут ĕненчĕ те — улталанчĕ.
Пăлханчăк, анчах пурпĕрех хаваслă та уçă кăмăлпа пынăччĕ Настя Юрату сăмсахне. Каялла вара тĕксĕм те пусăрăнчăк кăмăлпа утрĕ. Пӳлĕме те пуçран сивĕ шыв янă пек анкă-минкĕ пырса кĕчĕ.
— Настя, эсĕ ăçта кайса çухалтăн? — алăкран тусĕ кĕнине курса ыйтрĕ Ирина. Хăй хĕрсе кайсах темĕн шырать. Кашни япалана çĕклесе, сирсе, шутарса пăхать. — Эсĕ ман сехете курман-и? Юсама кайса парасшăнччĕ. Эрне хушшинче сехет çурă мала кайрĕ вĕт. Юри терĕслерĕм.
— Мĕн? — пĕрре Ирина çине, тепре аллинчи тантăшĕн сехечĕ çине пăхрĕ Настя. — Мĕскер терĕн эсĕ?
— Эрне хушшикче юсавсăр сехет миçе минут мала кайма пултарнине тĕрĕслеме эксперимент турăм теп.
— Турăçăм! — лăштăр урайне шуса анчĕ тăрук вăйсăрланса кайнă Настя...
3
Пĕр утăм. Иккĕ. Виççĕ. Кун кунланать.
Пĕр минут. Иккĕ. Виççĕ. Çĕр çĕрленет.
Пĕр ĕмĕр. Иккĕ. Виççĕ... Çула çул, пурнăçа пурнăç улăштарать. Хăй пурнăçĕн хăвăртлăхĕ пирки этем сайра шухăшлать. Ун çинчен аса илме ăна ача чухне пурнăçа пĕлменни, çитĕнсессĕн вăхăт çитменни, ватлăх енне кайсан вара шиклĕх туйăмĕ кансĕрлет.
Мĕн вăл, пирĕн пурнăç? Этем ăсĕпе ăнланма çук вăрăм çулăн пĕр пĕчĕк касăкĕ кăна. Пирĕнтен кашниех тахăш самантра çак çул çине пусать, вăхăчĕ çитсен пăрăнать. Таçтан килет те таçта каять. Тĕлĕнмелле, анчах этеме, инçетри уйăх çине вĕçсе кайса килме пултарнă этеме, хăй мĕнле çуралнипе мĕнле вилнине астума пӳрмен. Пурнăçпа вилĕмĕн пĕрремĕш тата юлашки саманчĕсем пирĕшĕн вăрттăнлăх. Ăс-тăнпа ăнланма йывăр вăрттăнлăх.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...