Юманлăхра çапла пулнă :: 20-мĕш сыпăк
Темле вăрăсем хулари паллă артистка хваттерне тискеррĕн çаратса кайнине милицире ирхине ултă сехетре тин пĕлчĕç, — ун çинчен артистка кӳрши, чăлха фабрикинче ĕçлекен ватăрах хĕрарăм, чупса пырса каларĕ. Çавăн пек кая юлса пĕлтерни мĕнрен килнĕ: вăрăсем тухса каяс умĕн юнаса хăратса хăварнипе артистка амăшĕпе хĕр ачи алăка уçма та, чӳречерен кăшкăрса çынсене чĕнме те хăяйман. Ĕнтĕ хĕвел те тухнă, урам тăрăх çынсем çӳреме те пуçланă, халь тин хăрамалли нимĕн те пулман, анчах вĕсем çаплах ним тăваймасăр, тыткăнри пек ларнă...
Ăнсăртран килте çăкăр пулманнипе ирех ĕçе каймалли кӳршĕ хĕрарăм вĕсем патне «вараччен çăкăр кивçен илем-ха» тесе пынă та алăкран шакканă. Ăна уçса кĕртекен пулман. Сасă та паман. Анчах килте çын пурри паллă пулнă — алăка шал енчен çаклатнă. Кӳршĕ шикленме, пăшăрханма тытăннă: мĕн пулнă кусене? Нумай-нумай шаккаса, артистка амăшĕпе хĕрне ятран чĕнсе кăшкăрсан тин вĕсем ăна уçса кĕртнĕ те çак каçхине хăйсем мĕнле хăрушлăхра пулни, мĕн-мĕн тӳссе ирттерни çинчен макăра-макăра каласа кăтартнă. Çакăн хыççăнах вара леш хĕрарăм милицие тухса чупнă...
Милици уйрăмĕнчи дежурнăй кун çинчен телефонпа шăнкăравласа хăйсен начальникне Азаматов подполковника пĕлтерчĕ. Начальник темиçе минутранах милици уйрăмне çитсе преступлени пулнă вырăна оперативлă группăна хăй ертсе кайрĕ. Преступлени мĕнле пулса иртни пит лайăх курăнать: вăрăсем артистка хваттерне çаратма чӳречерен кĕрсе тухнă... Иккĕмĕш хута хăпарма лартнă пусми те патĕнчех тăрать-ха. Амур ятлă йĕр йĕрлекен йытă опергруппăна Атăл хĕррине илсе пычĕ. Эппин, хурахсем кимĕпе ларса кайнă, вĕсене таçта Атăл леш енче шырас пулать. Анчах, тепĕр тесен, вĕсем кимĕпе е анаталла, е тăвалла кайса тепĕр хут ку енчи çырана тухма та пултарнă...
Артистка амăшĕ питĕ йывăр чирлесе кайнă, ун патне «васкавлă пулăшу» чĕннĕ, тухтăр халĕ ăна ним чухлĕ те пăлхатма юрамасть тенĕ, çавăнпа та ăна допрос тăвасси çинчен сăмах та пулма пултарайман. Ун вырăнне вара милици начальникĕ унăн хĕр мăнукне машина çине лартса илсе пыма хушрĕ.
Милицире унпа вăл хăй калаçрĕ. Хĕр ача мĕн ятлине, хăш шкулта, миçемĕш класра вĕреннине ыйтса пĕлчĕ, унтан, тăрук тем çинчен аса илнĕ пек, сĕтел хушшинчен тăчĕ те: «Эсĕ пĕр-икĕ минут хушши çак журнала пăхкаласа лар-ха, эп халех килетĕп», — тесе ăна сĕтел çинче выртакан «Огонек» тыттарчĕ, хăй коридоралла тухса вăрахчен тытăнса тăчĕ. Таврăнса килсен вара калаçăва таçтан аякран пуçласа ячĕ.
— Эсир килте миçен пурăнатăр-ха çав? — йăвашшăн ыйтрĕ вăл.
— Виççĕн кăна. Эпĕ, анне те кукамай... Атте вăрçăра вилнĕ, — терĕ хĕр ача.
— Сан аннӳне питĕ лайăх пĕлетĕп эпĕ, вăл сцена çинче выляни мана яланах кăмăла каять... Халь ăçта-ха вăл сирĕн?
— Вăл инçе çав, вĕсен бригади Пушкăрт республикинче çӳрет, нумай пулмасть «Нарспи» авторĕн палăкĕ умне чечексем кайса хуни çинчен çырса ячĕ. Унтан вĕсем малалла тухса кайнă, хамăрăн çакăн пек инкек пулни çинчен ун патне мĕнле адреспа çырса ямаллине те пĕлместĕп...
Начальник пӳрнисемпе сĕтел çине тăкăртаттарса илчĕ.
— Ман шутпа, Рита... аннӳне халь ун çинчен пĕлтерсе пăлхатма та кирлĕ мар. Ĕçлекен çынна ма хурлантарас? Унсăрах майлашăпăр тен. Эсĕ ху вара çăвĕпех килте пурăнатăн-и, лагере-мĕне каймастăн та-и?
— Пирĕн кукамай чирлĕ, — ассăн сывласа илчĕ Рита, — анне таврăниччен ăна ниепле те пăрахса хăварма çук.
— Ну, эппин, Атăл леш енне час-часах çӳрес, шыва кĕрес, хĕвел çинче хĕртĕнес пулать. Каникула ăна ачасене лайăхрах кантарма, вăй ытларах пухтарма тăваççĕ вĕт, çапла-и?
— Эп ахаль те пĕрмаях çӳретĕп, тантăшсемпе пĕрле...
— Ку аван вăл, питĕ аван... Усăллă!
Хĕр ача тĕлĕнме пуçларĕ: мĕншĕн-ха милици начальникĕ унпа хурахсем хăйсем патне мĕнле пырса кĕни, мĕнле çаратни çинчен мар, урăх япаласем çинчен калаçать? Лагере каясси, шыва кĕресси, хĕртĕнесси... Мĕне кирлĕ вăл? Çавăн çинчен калаçма илсе килчĕç-им вара ăна кунта?..
Çав вăхăтра алăка шаккарĕç те, начальник: «Юрать, кĕрĕр!» — тесен пӳлĕме илемлĕ те яштака сержант кĕрсе тăчĕ.
— Подполковник юлташ, — терĕ вăл, — эсир чĕнтернĕ çынсем килчĕç.
— Кĕртĕр, — пуçĕпе сулса илчĕ начальник.
Сержант алăка уçса кăчăк туртрĕ:
— Тархасшăн, иртĕр, юлташсем...
Самантран хĕр ача çав тери тĕлĕнсе кайрĕ: начальник пӳлĕмне вĕсен шкул директорĕ Павел Петровичпа унăн мăшăрĕ, вăл вĕренекен 7-мĕш «Б» класăн руководителĕ Анна Павловна — çӳçĕ кăвакарма пуçланă самăртарах хĕрарăм кĕрсе тăчĕç. Хăй вĕрентекен хĕр ачана курсанах вăл аллисене малалла тăсса ун патнелле чупса пычĕ:
— Ой, Риточка, Ритуша, сывах-и эсĕ? Ой, ылтăнăм, чунăмçăм...
Вăл хĕр ачана çатăрах ыталаса илчĕ, ăна çурăмĕнчен, пуçĕнчен ачашласа куççулĕпех макăрма тытăнчĕ. Милици начальникĕ, ним тума пĕлмесĕр, пĕр хушă çухалса кайнă пек тăчĕ. Юрать-ха шкул директорĕ хăй арăмне лăпланса чарăнма хушрĕ.
— Çитĕ сана, çитĕ, Анна Павловна, çирĕпрех тыткала хăвна, килте мар вĕт кунта...
— Епле тӳсес-ха, Павел Петрович? Ăна вĕсем вĕлерме те пултарнă вĕт-ха! Мĕнле чăтса ирттернĕ-ши вăл, мĕскĕн, çавăнтан тĕлĕнмелле! Ах, Ритуша...
— Ун çинчен пире вăл хăй каласа парĕ, Анна Павловна, — терĕ подполковник. — Эпĕ сире çавăн валли чĕнтертĕм вĕт. Пирĕн йĕрки çапла — шкул ачисенчен следстви йĕркипе мĕн те пулин ыйтса пĕлмелле пулсан эпир ятарласах çав шкулти педагогсене чĕнсе илме тăрăшатпăр. Çитменнине халь тата Ритăн амăшĕ те килте çук, кукамăшĕ те чирлĕ.
— Чирлеме мар, вилсе каймалла ун пек пулсан! — куçĕсене тутрипе шăлкаласа илчĕ Анна Павловна.
— Ну, Рита, каласа пар эппин кĕçĕр сирĕн патăрта мĕн пулса иртни çинчен. Лăпкăн, пăлханмасăр, ним сиктерсе хăвармасăр, — терĕ унтан подполковник сĕтел çине чавсаланса. — Йĕркипе каласа пыр... — Хăй çав вăхăтра хĕр ача çине çав тери ăшшăн, çав тери кăмăллăн пăхрĕ.
...Азаматов подполковник ачасене питĕ юратать, вĕсене кӳрентернине тӳсме пултараймасть, ăна вăл чи путсĕр ĕç тесе шутлать. Ачасене юриех йăнăш çул çине тăратма, вĕсене ятарласах суйма, улталама, вăрлама хăнăхтарма тăрăшакансене вара вăл çĕр çинчи чи усал тăшман вырăнне хурать. Ун пек этемсемшĕн Азаматовран нихçан та каçару çук.
Унăн хăйĕн ачалăх çулĕсем ытла та пит йывăр пулнă çав. Ашшĕне — ялти учитель-коммуниста — 1918 çулхи кĕркунне, комбедсем вăхăтĕнче, çĕрме пуянсен пурлăхне туртса илес ĕçе хĕрӳллĕн ертсе пынăшăн кураймасăр кулаксем рычаксемпе хĕнесе вĕлернĕ те вакка пăрахнă. Çуркунне тин тупăннă ун вилли. Ун чухне Азаматов ултă çулхи Ванюш çеç пулнă-ха, анчах хăйĕн ашшĕне епле пысăк хисеппе пытарнине вăл паян кун тă пит лайăх астăвать: хуларан оркестр пычĕ, урамра вĕçĕмсĕр хурлăхлă музыка янăрарĕ, темле сăран пиншаклă, пăшаллă çынсем ашшĕн тупăкĕ умĕнче пĕрин хыççăн тепри хĕрӳллĕ сăмахсем каларĕç, тупăкне масар шăтăкне антарнă чух вуннăн пĕр харăс çӳлелле пăшал печĕç... Пĕтĕм ял халăхĕ макăрчĕ хăйсен юратнă учителĕпе юлашки хут сывпуллашнă чух. Анчах пĕчĕк Ванюш Азаматов макăрма та пĕлмерĕ — ăна хăйĕн куçĕ умĕнче мĕн-мĕн пулса иртни тĕлĕнтерсе пăрахрĕ çеç...
Кайран яла темле вĕри чир — ăна «испанка» тетчĕç — килсе кĕрсе çур яла тенĕ пек пуçтарса тухса кайрĕ. Ванюшсем те çемйипех выртрĕç — вăл хăй те, амăшĕ те, Ванюшран ик çул аслăрах Иринка та. Пĕр асламăшĕ кăна ура çинче çӳрерĕ. Ун чухнехине вăл кăшт çеç, тĕлĕкри пек астăвать: вĕсен килĕнчен харăсах икĕ тупăк çĕклесе тухса кайрĕç — пĕри пысăкчĕ, тепри пĕчĕккĕ.
Асламăшĕпе иккĕшĕ çеç тăрса юлчĕç вĕсем. Питĕ нушаланса пурăнчĕç. Ванюш час-часах чирлерĕ. Унтан выçлăх пырса çапрĕ... Асламăшĕ вилчĕ, Ванюша ачасен çуртне леçсе ячĕç, унтан — инçете, Украинăна илсе кайрĕç. Питĕ нумай вăхăт кайрĕç вĕсем унта, пĕр уйăх ытла, ачасем çул çинчех выçса вилес патне çитрĕç. Ванюшран аслăрах Ленька Штык илĕртнипе вĕсем вакунран тухса тарчĕç те çапкаланса çӳреме тытăнчĕç. Ăçта кăна çитмерĕç, мĕн курмарĕç, мĕн тӳсмерĕç пуль вĕсем! Сивви, выççи... Çав Ленька Штык вĕсене вăрлама вĕрентрĕ — ăçта укçа, ăçта çимелли, хăçан мĕнле май килет. Мĕн чухлĕ патак çирĕç вĕсем çавна пула! Лексессĕн хăш чух чĕп-чĕр юн пуличченех хĕнетчĕç çав! Юрать-ха, юлашкинчен вĕсене Ростов станцинче облавăна тытса колоние илсе кайрĕç. Урăх тарас шут пулмарĕ вара Ванюшăн. Вăл çине тăрсах вĕренчĕ. Вун çиччĕ çине пуссан (ун чухне Ванюш комсомолец пулнă ĕнтĕ), пĕррехинче колонири пур ачасене те пĕр çĕре пухреç те малашне камăн мĕнле шкула вĕренме каяс килни çинчен ыйтрĕç.
— Манăн командир пулас килет, эпĕ хама çар шкулне яма ыйтатăп! — терĕ Иван Азаматов.
— Маттур, ырлатăп сан шухăшна! — хулпуççирен лăпкаса илчĕ ăна колони начальникĕ, хăй те нумай фронтсенче çапăçнăскер. — Тăван çĕр-шыва сыхласси — чи хисеплĕ тивĕç, чи пархатарлă ĕç!..
Ăна пограничниксен шкулне ячĕç. Пилĕк çултан вăл хĕрлĕ командир пулса тăчĕ.
Нумай çул хушши çĕр-шыв чиккисене сыхласа пурăнчĕ Азаматов, лейтенантран капитана çитрĕ, унăн ĕнтĕ икĕ ытарайми ача — Вовăпа Надя — çитĕнсе пычĕç, шкула каякан пулчĕç. Службăран пушаннă вăхăта капитан пĕрмай вĕсемпе ирттерчĕ. Питĕ юрататчĕ çав вăл хăйĕн пепкисене! Анчах кайран...
Вăрçă пуçланас умĕн вĕсем хĕвел анăç чиккинче, Рава-Русска хули хыçĕнче пурăнсаччĕ. Телейлĕ, савăнăçлăччĕ унти пурнăç. Анчах пĕр ирхине, тул çутăлнă-çутăлман, вĕсем пурăннă çĕре бомбăсем шăхăрса анчĕç, çуртсем ишĕлсе çунма тытăнчĕç, ним айăпсăр çынсен юнĕ юхрĕ. Вăрçă, хăрушă, ылханлă вăрçă пуçланчĕ!
Полк командирĕ Азаматов капитана пур офицерсен çемйисене те хăвăртрах машинăсем çине тиесе чугун çул патне çитерме, унтан пурне те пуйăс çине лартса яма хушрĕ.
— Ăсататăн та çавăнтах таврăнса килетĕн!
— Есть! — терĕ кăна Азаматов.
Пĕр сехет-сехет çурăра пурте пуçтарăнса çитреç, «воен-городокран» харăсах вун пилĕк машина хĕвел тухăçнелле тухса кайрĕ. Азаматовăн çемйи — арăмĕ, икĕ ачи — унпа пĕр машина çинче колонна пуçĕнче пычĕ. Анчах нумаях та каяймарĕç вĕсем — таçтан мурĕнчен çиçĕм пек сиксе тухнă «мессершмитсем» хĕрарăмсемпе ачасем тиеннĕ машинăсен колоннине хуса çитсе тупăсенчен, пулеметсенчен пере-пере йăлт аркатса тăкрĕç. Ун çинчен аса илсен Азаматовăн паян кун та куçĕ хуралса килет...
Çавăн чух унăн çемйи те пĕтрĕ. Арăмĕ те, ик ачи те. Ăна хăйне те амантнăччĕ, анчах суранĕ нумаях асаплантармарĕ, тӳрленчĕ...
Ой, мĕн тери хаяррăн çапăçрĕ кайран Азаматов! Хытă тавăрчĕ вăл тăшмана. Пуриншĕн те — тискер тăшман пирĕн таса çĕр-шыва чыссăрлама ĕмĕтленнĕшĕн те, юратнă арăмĕпе ачисемшĕн те!
Вăрçăн вĕçĕмсĕр вăрăм çулĕсем çинче вăл кайран та фашистсем пирĕн ачасене нимпе виçсе илме çук хĕн-хур кăтартнине, вĕсене выçтарса та, персе те вĕлернисене, пинĕн-пинĕн тăлăха хăварнине курнă та унăн чĕри ыратса пăчăртаннă, тăшмана тарăхни тата ытларах вăйланнă. Хăйĕн ачисене аса илмен кун та пулман вара унăн.
Вăрçă хыççăн Азаматова милицие ĕçлеме янă. Кунта та вăл ачасемшĕн тимлĕн тăрăшнă. Вăрçа пула нумай ачасем ашшĕсемсĕр ӳснĕ, вĕсене пăсакансем те сахал мар пулнă — çавсене хирĕç кĕрешнĕ Азаматов подполковник. Милици çумĕнче «ачасен пӳлĕмĕ» пур — унта час-часах йĕркене пăсакан ачасене илсе пыраççĕ, вĕсене тĕрĕс çул çине тăма пулăшаççĕ. Азаматов çав «ачасен пӳлĕмĕ» мĕнле ĕçленине пĕртте куçран вĕçертмен, хăй те сехечĕ-сехечĕпе кайса ларнă унта, ачисемпе те, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене те чĕнтерсе калаçнă, кирлех пулсан хăш-хăш ачасене интернатсене, ытти шкулсене вырнаçтарма пулăшнă. Нумайăшĕ тав тунă ăна çавăншăн!
Азаматов пурăнакан мăн çуртри ачасемшĕн вара ун пек хаклă çын та пулман. Тин çеç калаçма тытăннисенчен пуçласа 16—17 çулхисем таранах ăна пурте Ваня тете тесе чĕннĕ, тĕл пулсан кашниех пуç тайса ырлăх-сывлăх суннă. Урăхла пулма та пултарайман çав: шăп та çак ача-пăчасăр, ытлашши сăмах ваклама юратман, çиелтен пăхсан кичемрех пек курăнакан çын тăрăшнипе ĕнтĕ вĕсен пысăк кил хушшинче йывăçсем лартса чăн-чăн ешĕл çамрăк парк ӳстернĕ, ун варринче чуччу, çунашкапа ярăнмалли хăма сăрт, волейбол площадки тунă, пĕчĕккисем валли пĕр кĕтес уйăрса унта сап-сар кăпăш хăйăр турттарса пынă. Выля, савăн!
Пур ача та Ваня тетене чунтан юратнă, анчах тепĕр чух унтан хăрани те пулнă. Вылянă чухнех ачасенчен хăшĕ те пулин ытлашширех иртĕнме пуçласан кӳреннисем тӳрех: «Асту, Ваня тетене каласа паратăп, вăл тыткалĕ сана!» — тенĕ.
Çавăн пек пулнă Иван Васильевич Азаматов, ачасен ытарайми тусĕ, вĕсемшĕн тăрăшакан, вĕсене хӳтĕлекен çын... Ак халĕ те паллă артистка хĕрĕ Рита иртнĕ каçхине хăйсем патне вăрăсем çĕмĕрсе кĕрсе епле тискеррĕн хăтланни çинчен каласа панă май Азаматов подполковник ăна хĕрхенсе, ирсĕр этемсене çав тери тарăхса ларчĕ.
...Арçынсем хĕр ачан хăрушă калавне ним чĕнмесĕр итлерĕç, Анна Павловна вара пĕрмай: «Ай, хăрушă! Ай, епле хăрушă! Мĕн тери тискер!» — тесе куçĕсене шăла-шăла илчĕ.
Хĕр ача каласа пĕтерсен темиçе самантран подполковник хуллен кăна ыйтрĕ:
— Эсĕ вĕсен сăнĕсене астуса юлаймарăн-и, Рита? Калăпăр, вĕсене ху куçупа курсан палласа илме пултарăн-ши?
— Астăватăп, паллама та пултаратăп пуль, — терĕ хĕр ача. — Мăнни сарăрах сăнлă, сарлакарах питлĕ... Çамрăкки хура, шкула çӳремелли гимнастеркăпа, çӳçĕ вăрăм.
— Шкул форминех тăхăннă-и? — картах сиксе илчĕ Анна Павловна.
— Ан тĕлĕнĕр, ун пеккисем те пулкалаççĕ, — терĕ Азаматов. — Питĕ шел, анчах... Пурнăçра пулакан япаласене йышăнмах тивет. Хамăр айăплă, ачасене пăсакансемпе, вĕсене преступленисем тăвас çул çине туртакансене хирĕç çителĕксĕр кĕрешетпĕр-ха...
Вăл хăйĕн сĕтелĕнчен хура хуплашкаллă пысăк кĕнеке кăларса хĕр ача умне хучĕ.
— Ак çак альбома пăхса тух-ха эппин, Рита, сире çаратакансен сăнĕсем тĕл пулмĕç-ши? А эсир хальлĕхе ак журналсем пăхса ларăр, — çавăнтах директорпа арăмĕ еннелле çаврăнчĕ начальник. — Йĕрки çапла, преступниксене сăн ӳкерчĕкĕ тăрăх палласа илнĕ чух понятойсем кирлĕ...
Хĕр ача альбом листисене уçа-уçа унти сăн ӳкерчĕксене пăхма тытăнчĕ. Çав вăхăтра пӳлĕме каллех паçăрхи сержант кĕрсе тăчĕ.
— Подполковник юлташ, — терĕ вăл, — темле шутсăр çивĕч арçын ача килчĕ те сире курасшăн, çыру пур тет унăн, анчах сирĕнсĕр пуçне никама та пама хушман тет. Йышăнатăр-и?
— Ăçта вăл?
— Ак кунтах, коридортах ларать.
— Кĕртĕр.
Сержант каялла тухрĕ те самантранах хайхи Кувшинкăри Михей мучи мăнукĕпе, кăтра пуçлă Тимушпа, пĕрле каялла кĕчĕ.
— Сывлăх сунатăп! — терĕ арçын ача хăюллăн.
— Салам, тусăм! — Начальник ун çине кăмăллăн пăхрĕ. — Мĕнле ыр хыпарпа килтĕн-ши?
— Ыр хыпарпа мар çав, начальник юлташ, усал хыпарпа килтĕм, — терĕ Тимуш. — Акă вулăр, унта пĕтĕмпех çырнă... — Вăл сĕтел патнелле пат-пат утса пычĕ те Азаматова лутăрканса пĕтнĕ хут татки тыттарчĕ.
— Кам парса ячĕ куна?
— Асатте. Вăл Кувшинкăра пурăнать пирĕн. Хăй ерçмен пирки мана ячĕ...
Подполковник çырăва вулама тытăнсанах унăн сăнĕ улшăнчĕ. Çăра куç харшисем пĕрлешрĕç, çамки картланчĕ, тути пăчăртанчĕ...
«Хисеплĕ начальник юлташ, — тесе çырнă Михей мучи, — кĕçĕр эпĕ, «Атăл» рыбколхоз членĕ Михей Кудряшов, Кувшинка тĕлĕнчи утрав çинче паллă мар çынсем хăйăр ăшне япаласем чавса пытарнине куртăм. Часрах хăвăрăн çынсене кунта ярăр, çак çырăва паракан манăн мăнук Тимофей Кудряшов вĕсене ман патăма ертсе килĕ, вара эпĕ япалисем ăçта выртнине кăтартăп...»
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...