Юманлăхра çапла пулнă :: 14-мĕш сыпăк
Илюк питĕ васкаса çӳрерĕ. Леш çынсене юрасшăн, вĕсен кăмăлне тултарасшăн тăрăшмарĕ вăл, киле епле те пулсан часрах таврăнас килчĕ унăн. Юрать-ха, ку вăхăтра магазинсенче халăх нумаях пулмарĕ, çавна май ачана черетсенче тăрса пиçме тӳр килмерĕ, хăйне илме хушса янисене вăл пĕр çур сехет хушшинчех илсе çитерчĕ. Унтан пасара чупрĕ, пахча çимĕçсем сутакан ретре малтан хăяр туянчĕ, унтан тепĕр павильона çырла илме кайрĕ.
Çырлине виç-тăват çĕрте кăна сутаççĕ-мĕн, çавăнпа та вĕсем патне çынсем нумай чыхăннă. Илюк пĕр черет вĕçне тăчĕ. Пуç пӳрнерен те шултрарах, хĕп-хĕрлĕ те сĕткенлĕ çĕр çырлинчен çав тери тутлă шăршă кĕрет, ăна çиес килнипе Илюкăн çăвар ăш-чикки те шывланчĕ.
«Килте пулсан кашни кунах тăраниччен çиеттĕм ĕнтĕ, пирĕн хамăрăн та тăват йăран...» — шухăшласа илчĕ вăл.
Ерипен пулсан та черет малаллах шуса пычĕ. Илюк умĕнче пурĕ те çич-сакăр çын çеç юлчĕ ĕнтĕ. Хыçалтисем ăна малаллах тĕртрĕç. Анчах çав вăхăтра çырла сутакан хĕрсем çине тинкеререх пăхрĕ те — тăрук юпа пек хытса тăчĕ. Çырлине... Илюксен ялĕсем сутаççĕ! Пĕр хĕрĕ — Илюкпа пĕрле, пĕр класра вĕреннĕ Натали. Килтен тухса тарма тивнĕ хăрушă каçхине «Матви пичче» тени Илюк амăшне хĕнеме тытанни çинчен ăна шăпах çав хĕр ача каласа панăччĕ. Вăл пĕлтернипе чупрĕ те ĕнте Илюк амăшне çăлма... Тепри — колхоз председателĕн хĕрĕ Антони, вăл пĕлтĕр вунă класс пĕтерчĕ те халь колхоз садĕнче ĕçлет...
Илюк ниçта кайса кĕме пелмерĕ. Ак халех çак хĕрсем ăна палласа илеççĕ; кунта никама систерме ĕлкĕреймесен те киле таврăнсанах Илюка хулари пасарта курни çинчен председателе каласа параççĕ, лешĕ милицие пĕлтерет, вара ăна тата хытăрах шырама тытăнаççĕ...
Малтан ăнран тухса каяс пек тĕлĕннĕ, унтан калама çук хăраса кайнă Илюк часрах черетрен хĕсĕнсе тухрĕ те пасарта тек пĕр самант та тытăнса тăмарĕ, часрах Малани килĕ еннелле вĕçтерчĕ.
— Мĕн эсĕ çичĕ йытăран тарнă пекех хашкатăн, ачамккă? — ыйтрĕ Матрос вăл алăкран кĕрсе тăнă-тăман.
— Васкарăм... Эсир кĕтсе ывăнтăр пуль терĕм...
— Маттур! Мĕн каланисене пурне те илтĕн-и?
— Илтĕм, анчах çырла тупаймарăм...
— Юрĕ-çке, çырли ытла кирлех те мар.
Матроспа Артист ĕçме-çиме хатĕрлеме тытăнчĕç, Илюк çавăнтах тула тухса пӳрт хыçĕнчи йывăçсем айне пĕр çĕрĕк тунката çине кайса ларчĕ. Хăйсен ялĕнчи хĕр ачасене ăнсăртран тĕл пулни ăна тӳсме çук пăлхатса ячĕ, вăл ниепле те лăпланаймарĕ... Пур-ха вĕт çĕр çинче телейлĕ çынсем! Ним хуйхи-суйхисĕр, савăнса кăна пурăнаççĕ... Кӳршĕ хĕрĕ Натали çиччĕмĕш класс пĕтерсе саккăрмĕшне куçнă ĕнтĕ, — вăл яланах маттур вĕренетчĕ, — халĕ, çулла, колхозра ĕçлет, пушă вăхăтра кĕнекесем вулать, тантăшĕсемпе пĕрле час-часах кино курать пулĕ... Паллах, Илюк тухса тарнă хыççăн вĕсен килĕнче мĕн-мĕн пулса иртнине Натали питĕ лайăх пĕлет, тĕпĕ-йĕрĕпех каласа панă пулĕччĕ, анчах... юрамасть вĕт-ха, пĕр палланă çынна та курăнма юрамасть!
Илюкăн кăмăлĕ пăтранса килчĕ, пуçĕ çаврăнма тытăнчĕ, куçĕсем шывланчĕç, унтан вăл, пĕр-пĕччен ларнă çĕртех чунĕ кӳтсе çитнĕскер, çав тери хурланса макăрма тытăнчĕ.
«Пĕтрĕ, пуçĕпех пĕтрĕ ман пурăнăç...» — пĕртен-пĕр шухăш çеç явăнчĕ унăн пуçĕнче.
Вăрахчен ларчĕ вăл йывăçсем айĕнче. Тахăш енчен тăрук капланса килнĕ çăра пĕлĕтсем çут хĕвеле хупласа лартнине те, çиçĕм çиçсе аслати кĕмсĕртетнине те сисмерĕ, шултра çумăр çитсе çапсан тин ыйхăран вăраннă пек пулса сиксе тăчĕ те пӳрте кĕчĕ.
Матроспа Артист çисе-ĕçсе тăраннă та пирус туртса выртаççĕ, пĕри Малани вырăнĕ çинче, тепри кăмака çумĕнчи çĕтĕк диван çинче.
— Хырăму выçă пулсан çи, — сĕтел çинчи апат юлашкисем çине кăтартрĕ Матрос.
— Çиес килмест, — терĕ Илюк.
— Ай каллех кутăнланатăн?
— Пĕртте кутăнланмастăп...
Ăш-чикки вăрканипе чăнах та çиесси килмерĕ Илюкăн. Вăл пахчаналла тухакан чӳрече умне пычĕ те тулта çумăр епле чашлаттарса çунине пăхса паçăрхи пекех салхуллăн, ним чĕнмесĕр ларчĕ. Пасарта курнă Натали сăнĕ пĕр самантлăха та ун куçĕ умĕнчен кайма пĕлмерĕ, çав хушăрах вăл тăван килĕ çинчен, хăйĕн юратнă амăшĕ çинчен шухăшларĕ...
— Итле-ха, ачамккă, — терĕ сасартăк Матрос Илюк еннелле çаврăнса, — пурнăçу мĕнлерех пырать халь санăн?
— Чиперех, — терĕ Илюк хуллен.
— Сана милицисем шыраççĕ темест-и çав?
Çак сăмахсене илтсен Илюк, хăйне тăрук пуçран çапнă пекех сиксе илсе, ун еннелле çаврăнса ларчĕ.
— Кам каларĕ? Суя вăл!
— Илтрĕмĕр-ха эпир. Эсĕ аннӳн еркĕнне çапса пăрахса килтен мĕнлерех тухса тарнине те пĕлетпĕр.
Илюкăн чĕлхи çыхланса ларчĕ, сăнĕ-пичĕ кĕл тĕслĕ пулса кайрĕ, алли-ури чĕтреме тытăнчĕ.
— Эпир çак командировкăра çӳренĕ чух сирĕн яла пырса лекрĕмĕр, — терĕ Матрос малалла. — Сирĕн ял Юманлăх ятлă вĕт-ха? Колхоз председателĕ патĕнче çĕр выртрăмăр та, çав каласа пачĕ — Илюк ятлă арçын ача тăван мар ашшĕне вĕлерсе тухса тарчĕ, халь ăна хытă шыраççĕ, анчах ниепле те тупаймаççĕ, тупсанах питĕ лайăх лекет-ха терĕ... Эпир тӳрех сăмах сан çинчен пынине тавçăрса илтĕмĕр, мĕншĕн тесен Малашка больницăна леçиччен эпир сана кунта пĕрре курнă-çке-ха.
— Вара... вара эпĕ кунтине каласа патăр-и? — тутине арая хускатса ыйтрĕ Илюк.
— Мĕн тума? Эсĕ, мĕн, пире çав териех ухмах тесе шутлатăн-и? — тĕлĕннĕ пек турĕ Матрос. — Чипер ачана мĕншĕн пĕтерес? Эс пирĕн тăшман мар пуль? Пĕтерме мар, эпир сана пулăшас тетпĕр-ха. Эп хам та тăлăххăн ӳснĕ çын, çавăнпа та тăлăхсене питĕ шеллетăп... — Матрос тăрса ларса каллех пирус чĕртсе ячĕ. — Ырă çын яланах тăлăхсене пулăшма тивĕç!
— Мĕнле пулăшма пултаратăр вара эсир мана? — кăштах лăпланнă пек пулса ыйтрĕ Илюк.
— Акă хамăрăн кунти служба ĕçĕсене туса çитеретпĕр те сана хамăрпа пĕрле илсе каятпăр. Эпир камне пĕлетĕн-и эсĕ?
— Пĕлетĕп, вербовщиксем, мана кил хуçи каларĕ...
— Тĕрĕс каланă. Çавăнпа та эпир сана илсе кайса наччасрах ĕçе вырнаçтарма пултаратпăр. Çапла вĕт? — Артист еннелле пăхса илчĕ Матрос.
— Так точно — терĕ лешĕ тутлăн карăнса. — Пирĕншĕн ку ниме те тăмасть.
Çакăн пек калаçнă хыççăн Илюк кăмăлĕ майĕпе вĕсен еннелле çаврăнма пуçларĕ. Уншăн хальхи вăхăтра кашни ăшă сăмах хаклă çав! Ку таранччен никама та улталаман, çынна суя сăмах каласа курманскер, вăл ытти çынсене те пĕтĕм чĕреренех ĕненчĕ. Анчах ытла пур чух та ĕненме кирлĕ мар-мĕн... Ак халĕ те ăна пĕр сăмах та тĕрĕссине каламарĕç, ним намăса пĕлмесĕр улталарĕç. Матроспа Артист — çак икĕ путсĕр çын, икĕ вăрă-хурах — Илюксен ялĕнче нихçан та пулман, ун пирки нимĕнле колхоз председателĕпе те калаçман, Илюк çинчен вĕсем хăйсен тусĕ Малани каласа панă тăрăххăн çеç пĕлнĕ, халĕ вара Илюка хăйсем майлă çавăрас шутпа пĕр енчен хăратрĕç, тепĕр енчен йăпатанçи турĕç. Ăна вĕсем нимĕн чухлĕ те хĕрхенмен, нимĕнле ĕçе те вырнаçтарма шутламан, вĕсем Илюка хăйсемпе пĕрле вăрра ертесшĕн, унпа усă курасшăн çеç пулнă. Паян авă вĕсене çимеллисем илсе килсе пачĕ, каярахпа урăхла та пулăшма пуçлĕ-ха!
...Каçалапа Малани таврăнчĕ. Вăл ахаль те хĕрĕнкĕрех-мĕн, анчах хăйпе пĕрле татах эрех илсе пынă иккен. Вĕсем виççĕшĕ — Матроспа Артист тата Малани — сĕтел хушшине ларсанах Илюк кил картине тухрĕ. Тӳсме пултарайман вăл çынсем ĕçсе супса тем те пĕр пакăлтатса ларнине.
Чăн малтан Малани вăрăсем умĕнче хăй пăрахутпа питĕ ăнăçлă кайса килнипе мухтанса илчĕ.
— Мăн аппа эп илсе пынă парнесене питĕ мухтарĕ, — терĕ вăл тулли кăмăлпа.
— Киккириксене тĕл пулмарăн-и çул çинче? — куларах ыйтрĕ Артист.
— Çу-ук, — аллипе сулчĕ Малани, — кам çулăхтăр ман çума? Ухмахах мар-ха эпĕ, çул çӳресе куркаланă!
— Ку тĕрĕс ĕнтĕ, сана хывăх сапса панипех улталас çук.
Пĕр-пĕр çын аякран итлесе тăрас пулсан вĕсем мĕн çинчен калаçнине вуçех те ăнланас çук çав: «мăн аппа» тени вăл — вăрланă япаласене сутса параканни пулнă, «киккириксем» тесе вĕсем милици çыннисене каланă, мĕншĕн тесен милицисен карттусĕсем хĕрлĕ кăшăллă.
Унтан Малани тăватă кун каялла леш «капăр каччăсем», Жорăпа унăн тусĕсем, сасартăк лекни çинчен каласа пачĕ.
— Пристаньрен кăптăр-каптăр пуçтарса кайрĕç вĕт, çав тери хĕрхенсе юлтăм!..
— Тăм çамкасем! Сар тутасем, çуламан пăрусем! — сура-сура сĕтел çине çапса вăрçса илчĕ Артист. — Шеллеме те кирлĕ мар ун пеккисене! Ĕçне тунă-туман пристань çине пырса тăрăннă, — кам тункати çавăн пек хăтланать? Выртасчĕ килĕсенче мороженăй ĕмсе! Курччăр эппин халь мĕн курмаллине, тен, кайран ăслăланĕç!
— Вăл апли апла та-ха, допросра ытлашши йĕпетсе тăкмĕç-ши вĕсем, çавăнтан хăратăп эпĕ, — терĕ Малани.
— Мĕн — ытлашши?
— Ара, сирĕн çинчен, ман çинчен... Леш прохвессăр хваттерне камсем шăлса тухнине, вĕсем хăйсем тупса килнĕ япаласене хăш чух эп вырнаçтарнине каласа парсан...
— Ну, ун пирки шикленмеллиех çук пулĕ, — терĕ Матрос. — Ку енчен эп вĕсене хытă вĕрентнĕ: иртнине нихçан та ан асăн, хăвнах йывăр килет, ĕçри тусусене сутсан — пуç касăлать тенĕ.
— Чорт пĕлет вĕсене, — иккĕленсе илчĕ Артист, — интеллигенцă чĕпписем вĕт, пиçмен чуста! «Ученăйĕ» çирĕп-ха ĕнтĕ, уншăн хăрамастăп, пурăна киле унтан маттур «урккă» пулма пултарать, анчах лешсем, иккĕшĕ, хытăрах хĕссен катăлса кайса тумлатма та пултараççĕ.
Пĕр хушă вĕсем чĕнмесĕр ларчĕç. «Капăр каччăсем» сасартăк милици аллине лекни вăрăсен кăмăлне самаях хуçрĕ курăнать. Паллах ĕнтĕ, çав «сар тутасем» допроссенче хăйсене хăйсем «тытма пĕлмесен» Артистпа Матроса та, Малание те кансĕр пулма пултарать.
— Тепĕр кĕленче илес пулать, — терĕ Малание Артист вăрахчен шухăша кайса ларсан. — Ăçта çав шĕпĕн, кала, чупса кайса килтĕр.
Малани Илюка тултан чĕнсе кĕртсе укçа пачĕ.
— Ан хăра, каçхине сана никам та паллас çук!
Илюк хальхинче хирĕçсе тăмарĕ. Вăл тухса кайсанах Малани алăк еннелле пуçĕпе сулса куçне хĕссе илчĕ:
— Хăнăхтарма пуçлас пулать куна, атьсемĕр, çитет кун чухлĕ çăкăр çитерсе пурăннипе. Усси пултăр!
— Вăл пирĕн алăра-ха, — терĕ Матрос.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...