Юманлăхра çапла пулнă :: 12-мĕш сыпăк
...Çичĕ сехет тĕлĕнче туран питĕ илемлĕ пăрахут анни курăнса кайрĕ. Илюк ун çине куç илмесĕр пăхса тăчĕ — Атăл тăрăх пăрахут мар, темĕн пысăкăш çурт ярăнса килнĕн туйăнчĕ ăна. Кун пеккине вăл халиччен курманччĕ-ха, — пăрахучĕ виçĕ хутлă. Кашни хутĕнчех вĕçĕмсĕр чӳрече, шутласа та кăларас çук.
«Сахалтан та пин çын вырнаçать пуль ун çине...» — шухăшларĕ арçын ача. — Ахальтен мар Ленин ятне панă ку пăрахута... Ытла та чаплă-çке вăл!»
Темиçе минутран пăрахут хăватлăн кăшкăртса ярса Атăл варринчен Шупашкар еннелле çаврăнчĕ те кĕçех пристань çумне мăнаçлăн пырса тăчĕ.
Анчах çав вăхăтра Илюка çурăмĕнчен тĕртрĕç. Вăл каялла çаврăнса пăхрĕ те Маланин хăрушла чарăлса кайнă, темле сиккелекен куçĕсене курчĕ.
— Çăварна карса ан тăр, чăматанна йăт та — шу малалла, васкарах кĕрес пулать, унсăрăн эпĕ вырăнсăр юлатăп унта, — шăл витĕр пăшăлтатса илчĕ хĕрарăм.
Вара вĕсем пăрахут çинчен халăх тухса пĕтнĕ-пĕтменех трап тăрăх хĕсĕнкелесе иртрĕç те пăрахут хӳри еннелле кайса чăматанĕсене темле пысăк ещĕксем хыçне лартрĕç.
— Ух-х! — тарăннăн сывласа ячĕ Малани тарланă питне-куçне тутăр вĕçĕпе шăлса. — Кĕриччен кĕрессĕн туйăнмарĕ…
— Ма? — тĕлĕнерех пăхрĕ ун çине Илюк. — Ара, эс билет илтĕн-иç, билетлисене пурне те лартаççĕ пулĕ?
— Халăхĕ ытла нумай та... Хĕстерсе вĕлерĕç-и, мостки çинчен шыва тĕксе ӳкерĕç-и... Тем те пулма пултарать кун пек çĕрте, çавăнпа хăрарăм.
Каллех суйрĕ Малани Илюка. Уншăн мар хăранă вăл. Унăн чăматанĕсенче йăлтах вăрланă япаласем пулнă-çке-ха, çавăнпа та леш «капăр каччăсене» милици çыннисем илсе кайнă чух Маланин кĕç-вĕç хăйне те ярса тытасран чунĕ юлман. Çавăнпа питĕ васканă вăл, çавăнпа пĕрмай — вăрăсен яланхи йăлипе — тăтăшах унăн-кунăн пăхнă, таврара мĕн пулса иртнине пĕтĕмпех курнă. Çав вăхăтра хăйшĕн хăрушлăх пуррине кăшт сиснĕ пулсассăнах вăл чăматансем патĕнче Илюка пĕр-пĕчченех тăратса хăварса хăй аяккалла тапса сикнĕ пулĕччĕ, вăрланă япаласемпе лекнĕ Илюка кайран хуть те тем туччăр, мĕн хĕрхенмелли пур-ха Атăл хĕрринче тĕл пулнă ют ачана?
Анчах ун пек-кун пекки нимĕн те пулмарĕ, Малание никам та тытмарĕ, Илюк пулăшнипех вăл пăрахут çине чиперех кĕрсе вырнаçрĕ. Часах акă пăрахут пĕрре, иккĕ, виççĕ шăхăртать те тапранса каять, вара ним хăрамалли те пулмасть унăн...
Вăл чăматан çине ларса хăвăрт кăна пирус чĕртсе ячĕ, çăра тĕтĕме шăрăхра ăшăпа пиçнĕ çын антăхса кайса шыв ĕçнĕ пек çăтрĕ. Унтан, кăштах лăпланнă пек пулсан, хăй умĕнче тăракан Илюка ăс пама тытăнчĕ:
— Асту ĕнтĕ, ачам, килтех лар, ниçта та ан тух. Хăвах куртăн вĕт — епле тыта-тыта каяççĕ. Эсĕ те çав ачасем пекех лекме пултаратăн. Хăвна милицисем шыранине ан ман, — çын вĕлернĕшĕн нихçан та каçармаççĕ, пĕлсех тăр çавна. Анчах манăн сан пурнăçна çамрăклах пĕтерсе хурассăм килмест, хамăн ача пекех хĕрхенетĕп сана, хам патра та çавăн пиркиех усратăп...
Çав самантра пăрахут хăлхана çурса ямалла кăшкăртса ячĕ.
— Ну, халь кай ĕнтĕ, — терĕ Малани ура çине тăрса. — Хулана ан тух, кунтан шыв хĕррипе кайса леш вăрăм пусма тăрăх хăпар. Усал куç тĕлне пуласран тур хăтартăрах сана. Эп каланă вербовщиксемсĕр пуçне киле никама та ан кĕрт, вĕсем ăçтан пырса шаккассине астăватăн пуль?
— Астăватăп…
— Кай эппин. Тӳрех киле чуп!
— Эсĕ ху хăçан таврăнатăн?
— Каларăм-çке, нумай тăмастăп, ик-виç кунтан ытла иртмĕ...
Пăрахут тата тепĕр хут кăшкăртрĕ. Каякансене ăсатма пынă ытти çынсемпе пĕрле Илюк васкасах çырана тухрĕ те, Малани хушнă пек, ниçталла пăрăнмасăрах ун килнелле утрĕ. Киле çитсен вара калинккене шал енчен тĕкĕлерĕ, çенĕк алăкне урлуççипе питĕрчĕ те тӳрех кăмака çумĕнчи çĕтĕк диван пекки çине месерле выртрĕ. Темшĕн-çке хăй çав тери ывăннă пек туйăнчĕ ăна.
Пĕр сехет каялла пристань çинче «капăр каччăсене» милицисем тытнине курни унăн пĕтĕм чун-чĕрине хускатрĕ, ăна калама çук пăлхатса ячĕ.
Тем тесен те çав йĕкĕтсене милици ахальтен арестлемен ĕнтĕ, темскер тунах вĕсем, пысăк айăпа кĕнĕ! Малани вĕсене хӳтĕлесе калаçрĕ пулин те Илюк унăн сăмахĕсене ĕненсех каймарĕ... Каллех ăна çав йĕкĕтсем пĕр каçхине Малани патне шавлăн пырса кĕни, хăйсем Сĕнтĕрвăрринче вун пилĕкшер талăк ларса тухни çинчен темле килĕшӳсĕр вĕçкĕнленсе калаçни, Малание пĕр ывăç тĕрлĕ сехетсем кăтартни, унтан эрех ĕçсе картла выляма тытăнни аса килчĕ. Ун чухнех килĕшмерĕç вĕсем Илюка! Паян акă ав епле пулса тухрĕ тата...
Чăнах та, мĕскер тунă-ши-ха вăл çамрăксем, мĕншĕн илсе кайрĕç вĕсене? Илюкăн çакна питĕ пĕлес килчĕ, анчах та вăл ăна, паллах, темĕн чухлĕ шухăшласан та пĕлме пултарайман... Унтан сисмесĕрех вăл хăй çинчен шухăшлама тытăнчĕ... Хăçанччен тăсăлĕ унăн çакăн пек вăрттăн пурнăç? Тĕрĕссипе, вăл халь тĕрмере ларнă пекех пурăнать вĕт-ха, пăшаллă хурал кăна çук ун таврашĕнче. Ниçта ан тух, никама ан курăн... Кил хуçи Малани паян та хытарсах асăрхаттарса хăварчĕ: «Хăвна милицисем шыранине ан ман... çын вĕлернĕшĕн нихçан та каçармаççĕ...» «Епле пурăнмалла капла? Юрать-ха, хальлĕхе ăна çак Малани усрать, çитерет-ĕçтерет, анчах та ялан ун патĕнче пурăнаймастăн вĕт-ха, Илюкшăн пулсан Малани никам та мар, ют çын кăна! Мĕн шутпа усратăр вăл? Мĕн усси ăна Илюкран? Çук, çук... Мĕн те пулин шухăшласа тупасах пулать. Юрамасть кун пек пурăнса...»
Илюк пуçне каллех (миçемĕш хут ĕнтĕ) милицие кайса хăйпе мĕн-мĕн пулни çинчен пĕтĕмпех каласа парас шухăш пырса кĕчĕ. Ак халех тăрса тухас, Малани пӳртне-çуртне питĕрес те урамра тĕл пулнă пĕр-пĕр милиционер патне хăюллăн пырса ăна тӳрех калас:
— Милиционер юлташ, эпĕ — пысăк айăпа кĕнĕ çын, илсе кайăр мана хăвăрăн начальниксем патне...
Илюк куçĕсене хупса вăрахчен ним хускалмасăр выртать, тĕлĕрсе кайнă пек пулать, анчах хăй уççăнах курать: акă вăл урам варринче тăракан милиционера çапла каласа пачĕ, лешĕ малтан ун çине тĕлĕнерех пăхрĕ, унтан хăй умĕнче преступник тăнине тавçăрса илсе йăпăр-япăр кобуринчен пистолет кăларчĕ те: «Ут ман хыççăн!» — терĕ хаяррăн... Вĕсем урам варрипе пыраççĕ, Илюк — малта, милиционер — ун хыççăн, хăй пистолечĕпе Илюка çурăмĕнчен тĕлленĕ. Урамри пĕтĕм халăх вĕсем çине тĕлĕнсе пăхса юлать... Мĕнле преступлени тунă-ши ку ача? Ах, путсĕр, çамрăклах милици аллине лекнĕ вĕт-ха!..
Сасартăк халăх хушшинчен хăйсен ялĕнчи Хура Хветле сиксе тухрĕ, чышкипе юнаса кăшкăрма тытăнчĕ:
— Аха-а, каттăршни, тинех лекрĕн-и?.. Питĕ лайăх-ха ку, шутсăр лайăх! Аннӳ те тахçанах тĕрмере пăнтăхать, халь ак сана та çаклатнă! Çавă чух сире, çавă чух! Тинех сире ман ылхан пырса çитрĕ! Турă курать вăл, кура-ать!..
Милицие çитсен ăна тӳрех тĕттĕм пӳлĕме тĕртсе кĕртрĕç те алăкне тул енчен шăнкăр-шанкăр питĕрсе илчĕç.
— Сакăр çул ларатăн çакăнта, хош-нехош, сакăр çул хушши стенасенчи кирпĕчсене шутлатăн! — терĕ пĕри, сасси çĕтсе ларнăскер.
Чим-ха, кам сасси ку? Питĕ палланă сасă-çке! Э, ара, ку «Матви пиччене» вĕлернĕ каç Илюксем патне унпа пĕрле пынă çын сасси вĕт! Ун чухне те çавăн пекех каларĕ вăл: «Хупаççĕ сана, хош-нехош шур çуртра кирпĕч шутлаттараççĕ...» Анчах кунта ăçтан килсе лекнĕ-ха çав ирсĕр çын? Илюка тытса килессе кĕтсе пурăннă-ши? Ун чухне Илюк «Матви пиччене» мĕнле тĕксе янине, лешĕ ӳксе пуçĕнчен юн юхтарса выртнине вăл курса тăчĕ вĕт-ха, свидетель пулатăп терĕ. Вăл ĕнтĕ, Илюка пуçĕпех
пĕтерсе хурасшăнскер, пулманнине те пулнă тесе калама пултарать...
Илюк хăранипе тăрук вăранса кайрĕ те вăшт! тăрса ларчĕ. Çамки йĕп-йĕпе, чĕри сиксе тухас пек тапать, сывлама йывăр.
«Вăт, мур тĕлĕкĕ! Курăнать те вĕт пур кирлĕ-кирлĕ мар...»
Унтан вăл чылай хушă çĕрелле пăхса ларчĕ. Пуçĕнче унăн малтанхи шухăшсемех. Милицие кайсан лайăх пулать-ши е каймасан авантарах пулать?.. Паллах, ăна унта тӳрех хупаççĕ, кайран суд тăваççĕ... «Çын вĕлернĕшĕн нихçан та каçармаççĕ!..» — каллех Малани сăмахĕ аса килчĕ ăна. Капла пурăнса та ыррине кĕтсе илес çук. Тĕрминче те ларас килмест, пуçĕпех пĕтес пулать унта...
Ниçта та каймарĕ Илюк. Малани хушса хăварнă пек, вăл таврăниччен килтех ларма шут тытрĕ. Çакă вара унăн пурнăçĕнче тата тепĕр йăнăш пулчĕ, мĕншĕн тесен...
Анчах мĕншĕнне каярахпа калăпăр.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...