Юманлăхра çапла пулнă :: 10-мĕш сыпăк
Малани Илюка хальхинче те улталарĕ. Çав каçхине çамрăк «хăнасем» сутма парса хăварнă сехетсем пĕртте хăйсен мар, вăрланăскерсем пулнине питĕ лайăх пĕлнĕ вăл, мĕншĕн тесен çак «капăр йĕкĕтсем» ăна нумай хутчен тĕрлĕ йышши сехетсем, ылтăн çĕрĕсем, тепĕр чух тăхăнмалли япаласем те пыра-пыра панă. Малани çак япаласене сутса тунă укçапа вара вĕсем ресторансенче хаклă эрехсем ĕçнĕ, хăйсем пекех ним ĕçсĕр, ним тĕлсĕр, «пурнăçа çунтарса» пурăнакан, пĕветнĕ туталлă, куç харшисене пĕкĕ пек авса хунă хĕрсене таксисемпе катаччи ярăнтарнă, вĕсемпе вăрмана кайса пикниксем тунă, пăрахутпа Атăл тăрăх çӳренĕ. Виççĕшĕ те пысăк укçа илекен çынсен ачисем пулнине пĕлсе милицире ĕçлекенсем вĕсем пирки питех иккĕленмен — ашшĕ-амăшĕн укçипе иртĕхеççĕ тесе шутланă.
Маланипе «капăр каччăсем» пĕлтĕр çуркунне Атăл хĕрринче паллашнă. Ун чух вĕсем, вăтам шкултан аран-аран вĕренкелесе тухнăскерсем, «ирĕклĕ пурнăçпа» пурăнма пуçласшăн пулнă. Пĕр вырсарни кун çаксем хĕрсемпе Атăл леш енне кайса «хĕм пама» хатĕрленнĕ-мĕн, анчах ун валли хăйсен укçи сахалтарах пулнă. Вара хĕрарăм профессор ывăлĕ Жора ним шухăшласа тăмасăрах амăшĕ нумай та пулмасть илсе панă тăват çĕр тенкĕ тăракан сехете аллинчен вĕçертнĕ те пристань патĕнче çимеллисем сутса ларакан хĕрарăмсене сĕнме тытăннă:
— Туянăр, йӳнех сутатăп! Магазинра тăват çĕр тăрать — эпĕ ик çĕрпех паратăп...
Пĕр юлташĕ, Сержик текенни, ăна чарма тăнă:
— Сутса ярсан аннӳне мĕн калатăн вара?
Ăна хирĕç ку шăл хушшипе чарт! çурса илнĕ çеç:
— Вăрманта çӳренĕ чух сехет ăнсăртран вĕçерĕнсе ӳкме пултараймасть-и-мĕн?
Унăн сехетне никамах та илесшĕн пулман, анчах Малани тĕлне çитсе тăрсан — вăл Жорăпа чылай хушă кĕлешнĕ, йĕкĕт укçашăн çуннине кура юри питĕ йӳнĕ панă, вуншар тенкĕн хушса пынă, юлашкинчен вара тарăхса çитнĕ профессор ывăлĕ сехете чĕрĕк хакпах сутса янă...
Ик-виç кунтан вĕсем тепĕр юлташĕн сехетне те ун патнех илсе пырса сĕннĕ.
— Çумра укçа çук çав халь, сутасах тетĕр пулсан — каçхине илсе пырăр, — тенĕ те хальхинче Малани хăйĕн адресне панă.
Пĕр вунă сехетре Жорăпа Сержик — халĕ кĕрентерех пиншакпа çӳрекенни — чăнах та ун патне пырса тухнă. Вăл вăхăтра Малани патĕнче Матроспа Артист пулнă. Вĕсем майĕпе паллашнă, вăрăсем хăйсене аякран килнĕ «оргнабор уполномоченнăйĕсем» тенĕ, калаçкаласа ларсан-ларсан çамрăксене эрех ĕçтернĕ, унтан вĕсемпе картла выляма пуçласа пĕтĕм укçине наччасра выляса илнĕ, анчах кайран хăйсене ырă кăмăллă, çынсене хĕрхенекен этемсем пек кăтартса пĕр пусне те илмен, пĕтĕмпех каялла панă, хăйсене татах пырса ларма чĕннĕ...
Çак «çемçе кăмăллă çынсем» Жорăпа Сержика килĕшнĕ, тепринче вара вĕсем патне тепĕр юлташне — вăрçăра вилнĕ пысăк командир ывăлне, хăйне Макçăм вырăнне Макс тесе чĕнтерекен тăсланкă йĕкĕте илсе кайнă. Ун чух вăрăсем патĕнче хĕрсем те пулнă...
Çапла пуçланнă вĕсен «туслăхĕ».
Темиçе хут «какăриччен» хăналаннă хыççăн татах пырсан «оргнабор уполномоченнăйĕсем» йĕкĕтсене кăшт йĕкĕлтемелĕх ĕçтернĕ те:
— Пирĕн укçа пĕтрĕ, халь ĕнтĕ сирĕнтен тухать, — тенĕ.
Кусен кĕсйисенче пĕтĕмпе те çичĕ тенкĕ çеç тупăннă. Вара «уполномоченнăйсенчен» пĕри, Артист текенни, вĕсене тӳрех, ним тытăнса тăмасăрах, çапла канаш панă:
— Тĕттĕмрех урама кайăр та камран та пулин кивçен ыйтăр. Укçи çук пулсан сехетне парса янипе те çырлахма пулать. — Хăй çавăнтах кĕсйинчен хитре кăна çĕçĕ кăларса кăтартнă. — Ун пек чух çакăн пек вылямалли тетте питĕ пулăшать...
Тутисем çинче амăш сĕчĕ типмен йĕкĕтсем пĕр-пĕрин çине тăн-тан пăхкаласа илнĕ.
— Хăратăр пулать? Чĕркуççисем чĕтреççĕ? Çын укçипе ĕçме кăна маçтăр эппин эсир? Эх, виçĕ пуслăх паттăрсем, çуламан пăрусем! — мăшкăлласа илнĕ вăрă. Унăн тепĕр юлташĕ те, унпа пĕрле Малани те ахăлтатсах кулса янă.
— Ним те хăрамастпăр! — тăрук персе янă ăна хирĕç Жора, мĕн пĕчĕкренпех хăйне ыттисенчен мăнна хума хăнăхнă пирки хăйĕнчен кулнине тӳсме пултарайманскер. Çавăнтах юлташĕсем çине хаяррăн пăхса команда панă пекех кăшкăрнă: — Кайрăмăр!
Вăл вăрă аллинчи çĕççе илсе кĕсйине чикнĕ те алăк патнелле утнă. Юлташĕсем те унран юлман...
Тепĕр сехет çурăран вĕсем каялла таврăннă. Сăнĕсем хăйсен кăвакарса кайнă, куçĕсем унăн-кунăн сиккелесе йăлтăртатнă, питĕ хăранă пулмалла ĕнтĕ, анчах Жора юриех паттăр пек курăнма тăрăшса сĕтел патне пынă та Артистпа Матрос умне алла çыхмалли икĕ сехет кăларса хунă:
— Мейĕр!
— О-о, тухăçлă пулнă-çке сирĕн экспедици! Маттур! Маттур! — мухтаса илнĕ вăрăсем. — Кун пек эсир часах аслă çул çине тухма пултаратăр, тупата! Каласа парăр-ха, ĕçе мĕнлерех майлаштартăр? Камран кивçен илтĕр ку сехетсене, э? Калаçма пырсем типсе ларчĕç пулсан чӳхесе илĕр...
— Чылай çӳремелле пулчĕ, — терĕ Жора пĕр черкке ĕçнĕ хыççăн пирус пашлаттарса, — пĕр çĕрте халăх нумай, тепĕр çĕрте тата никам та çук, пуш-пушах. Çĕн урама тухсан ик хĕрарăма чарса тăратрăмăр — вĕсен нимĕн те пулмарĕ, ни сехет, ни укçа... Унтан Етĕрне çулĕпе тăвалла хăпартăмăр. Пăхатпăр — пĕр хӳме çумĕнче хĕрпе каччă тăраççĕ. Вĕсем патне çитсенех эпĕ каччине:
— А нуккă, фрайер, халех сехетне салтса пар та укçуна кăлар! Комплект валли марухунне те салтса ил. Хăвăртрах, атту кĕçех айăкунтан «перо» туянатăн! — терĕм. Хам çавăнтах çĕççе ун сăмси патне илсе пытăм. — Кĕçĕр киле чĕррĕн таврăнас килет пулсан — васка! — терĕм.
Çĕççе курсанах хĕрĕ каччи çумне йăпшăнса ăна ыталаса илчĕ, анчах кăшкăрмарĕ, чĕлхесĕр пулсах ларчĕ пулмалла, каччи ун ытамĕнчен вĕçерĕнчĕ те ура çине тăчĕ.
— Ну? — терĕм эпĕ алăри çĕççе вылятса илсе. — Эпир кунта сирĕнпе юрату çинчен калаçма килмен!
— Çук пирĕн нимĕн те, — терĕ хайхискер аран-аран.
— Ухтарăр! — команда патăм Сержикпа Макса.
Кусем каччă аллисене пĕррех каялла пăрса хучĕç. Укçи чăнах та виçĕ тенкĕ кăна пулнă мĕскĕнĕн, анчах аллинче сехет тупăнчĕ. Ăна салтса илсен хĕрне тĕрĕслерĕмĕр. Унăн та сехет пур иккен... Унтан каччине р-рас! çупса ятăм та питĕ хытă асăрхаттартăм:
— Енчен те эсир пĕр çур сехет хушши çăвара шыв сыпнă пек лармасан — халех таврăнатпăр та иксĕре те аслаçусем патне леш тĕнчене ăсататпăр! Пĕлсех тăрăр çавна!.. — Вĕсем, паллах, нимĕн те чĕнмерĕç. Эпир вара унăн-кунăн çаврăнса каялла килтĕмĕр. Пире никам та курмарĕ...
Кăштах хĕрме пуçланăскер, Жора хăйсем темле питĕ паттăр та чаплă ĕç тунă пекех тулли кăмăлпа каласа кăтартнă. Жорăпа унăн тусĕсене ытларах хавхалантарма вăрăсем юриех мухтанă:
— Эпир сире йĕпе çерçисем кăна пуль тенĕччĕ, анчах эсир ăмăрт кайăк чĕпписемех иккен! Çын пулать сирĕнтен, пулать!..
Çав вăхăтра калаçăва Малани хутшăннă:
— Чим-ха, Жорка, санăн сулахай куçу шыçса тухнă мар-и çав? Янахху та самаях шăйрăлнă тем? — тесе ыйтнă вăл.
— Э, вăл пустуй кăна, тĕттĕмре ăнсăртран хӳме кĕтессине пырса тăрăнтăм! — ал сулнă Жора. — Ак ачасем те курчĕç...
— Çапла, çапла, — тенĕ Макспа Сержик. — Сире нумай кĕттерес мар тесе чупсах килтĕмĕр те...
— Нуккă, манса кайиччен эс ман çĕççе каялла тавăрса пар-ха эппин, урăх кирлĕ мар вăл сана, — тенĕ Артист.
Жора кĕсйисене ухтарма тытăннă, анчах çĕçĕ тупăнман.
— Пĕрре ӳкрĕм эпĕ... Çавăн чух çухалса юлнă пулмалла, каçарăр... — айăпа кĕнĕ йытă хăйĕн хуçи çине пăхнă пек пăхса илнĕ Жора.
— Апла тăк сирĕн пĕр сехечĕ — манăн, — татса хунă Артист.
— Тархасшăн ара, шел-им вăл маншăн...
Унтан вăрăсем вĕсене виççĕшне те каллех ĕçтерсе ӳсĕртнĕ.
...Анчах та, тĕрĕссипе, Жора каласа пани пĕтĕмпех суя пулнă. Вĕсен çак каçхи «похочĕ» пĕртте ун пек пулса иртмен. Чăн та, вĕсем хула хĕрринчи пĕр тĕттĕм урамра хĕрпе каччăна çаратма тăнă. Паттăрсем пекех пынă вĕсем патне. Анчах хăйне ыттисенчен паттăртарах тесе шутланă Жора çав каччăпа хĕре çĕçĕ кăтартса сехетсемпе укçа кăларса пама хушсанах каччи сак çинчен тăрса: «Халех паратăп», — тенĕ те пĕрре куç хупса илнĕ хушăрах Жорăн çĕçĕллĕ аллине тăрук тытса пăрса лартнă, тепĕр аллипе çав самантрах ăна икĕ куç хушшинчен питĕ хытă тыттарса янă. Пĕррех каялла вăркăнса кайнă профессор ывăлĕ, ун аллинчи çĕççи тухса ӳкнĕ. Çав хушăрах Сержикпа Макс каччăна пĕр харăсах çапма пикеннĕ, анчах каччи пуçне пĕксе илме ĕлкĕрнĕ, пĕшкĕннĕ хушăра вăл Жора çĕре ӳкернĕ çĕççе ярса тытнă.
— Килĕр çывăхарах, камăн вилес килет! — кăшкăрнă вăл çĕççине çӳлелле çĕклесе. Унтан малалла пĕр утăм туса Сержика хырăмĕнчен тапса ӳкернĕ, Максне хăлха чиккинчен тăхăнтартса янă... Тен, çав каччă вĕсене сӳсленичченех хĕнесе тăкнă пулĕччĕ, анчах çав тери хăраса ӳкнĕ хĕрĕ ун хулĕнчен уртăннă:
— Коля, Коля тетĕп, чарăн, тархасшăн, темрен тем пулĕ! Ан çыхлан вĕсемпе, хăвна вĕлерсе пăрахĕç, тарар часрах кунтан!..
— Халех пурсăра та вĕлеретĕп! — хаяррăн кăшкăрнă Коля тени çаплах малалла туртăнса. Хурахсен çĕççи хăй аллинче пулнипе вăл халĕ вĕсенчен ним чухлĕ те хăраман. Халĕ лешсем ытларах хăраса ӳкнĕ, вĕсен епле те пулсан тарса хăтăлмалла пулнă. Ой, хытă тарнă та вара вĕсем!.. Хăйсене никам та хăваламаннине туйсан тин пĕр улах кĕтесре чарăнса тăнă та малалла мĕн тăвасси çинчен канашласа илнĕ.
— Çапах та пирĕн хамăр туссем патне пуш алăпа таврăнма юрамасть, — тенĕ Жора ыратакан çамкине сăтăркаласа. — Çĕççине те парса хăвартăмăр ак... Капла вĕсем пире малашне çын вырăнне те шутламаççĕ... Атьăр тупатпăр мĕн те пулин!
Урамсем тăрăх чылайччен сулланса çӳренĕ хыççăн вĕсем ăнсăртран икĕ ватăрах хĕрарăма тĕл пулнă та хăйсене çакăнтах вĕлерессипе хăратса сехечĕсене тăпăлтарса илнĕ. Малани патне таврăнсан ырă ятлă пулас тесе пит хитре суйса кăтартнă...
Çакăнтан вара Жорăпа унăн тусĕсем, ĕçсĕр аптранă виçĕ çамрăк аçа хурт, çак таранччен никама та пĕр пуслăх усă кӳмен тата кӳме те шухăшламан, сăвăс пек пурăнакан виçĕ çăмăлттай, шăна эрешмен картине лекнĕ пек, вăрăсен танатине пуçĕпех лекнĕ. Лешсем вĕсене тӳрех çапла каланă:
— Пирĕн хушша кĕме çăмăл, анчах пирĕнтен уйрăлса каялла каймалли çул çук. Эпир кашкăр саккунĕсемпе пурăнатпăр: кам пире хăçан та пулин пăрахса кайма тăрать — вăл пĕтет, амба! Тата çакна та астăвăр, шăллăмăрсем: пирĕн хушăра пĕр-пĕрне сутакан çук, ун пеккисем тупăнсан — вĕсем çавăнтах аслашшĕсен аслашшĕсем патне ăсанаççĕ!..
Чунĕсем мулкачăннинчен те хăравçăрах пулнипе «капăр йĕкĕтсем» хăйсен çĕнĕ «тусĕсем» мĕн хушнине пĕр сăмах хирĕç каламасăрах туса пыма тытăннă вара. Кунран-кун ытларах пăсăлнă вĕсем, кунран-кун хăйсен пурнăç çулне ытларах вараласа, картласа пынă.
...«Туслашнă» хыççăн пĕр-икĕ уйăхран пĕррехинче вĕсем Атăл леш енчи илемлĕ уçланкăра, ешĕл йывăçсен ĕмĕлĕнче, пĕтĕм ушкăнĕпех сăра-эрех сыпкаласа выртнă чух Артист кахаллăн карăнса илсе Жора еннелле çаврăнчĕ те ăна чылайччен куçĕнчен тилмĕрсе пăхрĕ.
— Итле-ха, ученăй... — (профессор ывăлĕ пулнипе Жорăна вăрăсем хăйсен хушшинче халь «ученăй» тенĕ).
— Мĕн? — сас пачĕ Жора.
— Сволочь эсĕ. Чăн-чăн подлец, паразит, пĕлетĕн-и çавна?
— Мĕншĕн? — тăруках шикленчĕ Жора. Мухмăрла чухне Артист пушшех усал, ним сăлтавсăрах тута урлă çиçтерсе яма та пултарать.
— Акă мĕншĕн. Сирĕн çуртра çав тери пуян халăх пурăнать вĕт-ха. Профессорсем, тĕрлĕ доцентсем, темсем... Укçана вĕсем кĕреçепе хырса илеççĕ. Вĕсен, паллах, пурин те хаклă япаласем — ылтăн-кĕмĕл, каракуль те чернобурка, пурçăн — лавĕ-лавĕпе. Э? Тĕрĕс калатăп-и эпĕ е йăнăшатăп?
— Япалисем пур ĕнтĕ, — килĕшрĕ Жора.
— А мĕншĕн-ха, эппин, эсĕ пире пĕрре те вĕсем патне хăнана илсе каймастăн, э? Нивушлĕ вара эпир профессорсем мĕнле пурăннине кĕрсе курма тивĕçсĕр? Унти пĕр лайăхрах хваттере «илсенех» çулталăк шăхăрса пурăнма пулать темелле, анчах эпир тепĕр чух кашта çине çуса çакнă çĕтĕк йĕмсемпе аппаланатпăр! Мĕнле йĕрке ку, кала-ха эс мана! Э?
Жора пĕр вăхăт ăна хирĕç ним калама аптраса ларчĕ.
— Ман глобус çапла шутлать, — çамкине шаклатса илчĕ Артист. — Хальхи вăхăтра профессор таврашĕсен — каникул, вĕсем курортсенче çӳреççĕ, ăçта та пулин Хура тинĕсре чăпăл кĕреççĕ. Килĕсенче вĕсен вилме маннă карчăксем е тĕрлĕ Дашка-Машкăсем, хуçисем çук чух Атăл хĕрринче хĕвел çаврăнăш шĕкĕлчесе ларакан нянькăсем çеç юлнă. Ку йышши тăшмансем пирĕншĕн хăрушах мар... Ăнлантăн-и эс мана мĕн чухлĕ те пулин, ученăй?
— Ăнланма пуçларăм, — терĕ Жора, анчах хăйĕн тути кăвакарса чĕтреме тытăнчĕ.
— Апла пулсан сан котелокунта кăштах тăн пур иккен-ха, çын пулма пултаратăн! — йӳççĕнтерех кулса илчĕ Артист каланисене месерле выртса итленĕ Матрос.
— Халь малалла тăнла, — терĕ Артист тăрса ларса. — Ак сана задача: çитес ик-виç кун хушшинчех эсĕ питĕ тĕплĕ разведка тăватăн — кам килте унта сирĕн, кам çук, кам кайма хатĕрленет... Анчах та пĕтĕмпех тĕп-тĕрĕс пултăр, аптекăри пек! Килте çĕрсе ларма кам юлать? Йытă çук-и тата, профессор майрисем йытăсене питĕ юратаççĕ. Алăкĕсене мĕнле майпа питĕреççĕ? Кирлĕ пулсан уççи шăтăкĕсенчен ăвăспа слепок туса илес пулать. Ăнланатăн-и?
Жора чĕнмерĕ.
— Ну? Ма ним те шарламастăн? Е тӳрех сив чир тытрĕ-им? — тутине мăкăртса йĕрĕннĕ пек пăхрĕ ун çине Артист.
— Кун çинчен амăшĕ пĕлсен хăйне чĕчĕ пама пăрахасран хăрать вăл, — тăрăхларĕ Матрос хырăмĕ çине çаврăнса выртса.
— Асту, ученăй, çак ĕçе тумасан пирĕн санпа урăхла калаçмалла пулать. Эпир ача вăййи вылякан çынсем мар, ăна ху пĕлетĕн. Кунсăр пуçне санăн кĕсйӳ те пуш-пушах вĕт-ха, укçа ăçтан тупас тетĕн? Э?
— Укçа тума вăл вербовкăпа Курил утравĕсем çине каятăп тет-ха, унта укçана сĕрекепе сĕреççĕ, — каллех тăрăхласа илчĕ Матрос.
— Ниçти утрав çине те каймастăп эпĕ! — сасартăк хыттăн каласа хучĕ вĕсене хирĕç чылайччен чĕнмен Жора. Унтан сиксе тăчĕ те Матрос умĕнчи кĕленче тĕпне юлнă эрехе хăех стакана тултарса пĕр сывламасăр ĕçсе ячĕ.
...Тепĕр эрнерен хулара пурне те тĕлĕнтерекен хыпар сарăлчĕ: темле бандитсем Разумовский профессор хваттерне çаратнă, пĕр хаклă япала та хăварман, алăкне уççи юраттарса кĕнĕ, кил пăхма юлнă карчăкне алли-уринчен çыхса кивĕ тумтирсем айне пăрахса хăварнă. Хваттерте вăрăсем пулнине çынсем виççĕмĕш кунĕнче тин пĕлнĕ, мĕншĕн тесен карчăкĕ сас парайман, вăл пĕрре те тухса çӳрейменнине кура кӳршĕсем пăшăрханса ӳкнипе пырса уçсан тин пĕтĕмпех паллă пулнă вара.
Вăррисен йĕрĕ тупăнман. Жора тĕллеттернипе, вăл пулăшнипе профессор хваттерне тасатса тухнă хыççăн Артистпа Матрос хулара нумайччен курăнмарĕç, шăв-шав лăпланиччен аяккарах кайса пурăнас терĕç пулмалла. Амăшĕн ĕçри юлташĕн, хăйсен çемйин çывăх тусĕ пулнă хисеплĕ ученăйăн, пĕтĕм пурлăхне çараттарнăшăн Жорăна хăйне нимĕн те — пĕр пус укçа та, пĕр тумлам эрех те лекмерĕ, ăна вăрăсем ахалех тăрăлтарса хăварчĕç. Çакăншăн Жора тарăхрĕ, çапах та мĕн тăватăн-ха Матроспа Артиста? Таçта вĕсем!
Кĕр енне амăшĕ Жорăна Горькинчи пĕр института кĕртес тесе экзамен тытма ячĕ, анчах шкулта та начар вĕреннĕ тата мĕн вĕреннине те çу каçа пĕтĕмпех манса пĕтне йĕкĕтĕн пирвайхи предметпах «провал» пулчĕ. Апла пулин те амăшĕнчен икĕ хутчен телеграфпа укçа ыйтса илсе вăл Горькинче пĕр уйăха яхăн çапкаланса пурăнчĕ. Юлашкинчен вара килне таврăнчĕ те амăшне ним хĕрелмесĕрех суйма пултарчĕ: «Пур предметпа та чиперех тытрăм, анчах икĕ балл çитмен пирки илмерĕç...
Унăн юлташĕсем те Сержикпа Макс, çавăн пекех унта-кунта кайса килнĕ, анчах вĕсен те вĕренме кĕресси пулман. Уншăн вара хăйсем мăн хуласенчи магазинсенче малтанхинчен те «капăртарах» тумланнă — кĕписем куçа йăмăхтарса ямалла улачăла, йĕмĕсем тата кĕскерех те ансăртарах, пушмакĕсен тĕпĕсем икĕ пӳрне хулăнăш...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...