Юманлăхра çапла пулнă :: 4-мĕш сыпăк
— Çак çын вара пире пурне те туса парать-им? Унăн хăйĕн те килĕ пур пулĕ, хăйĕн ачисем те пур пуль?
— Лайăх çын терĕç ăна... Ĕçри çын, промартельти акенттă, шалу та илет, çемйи те çук халь унăн. Кил-çурта пĕтĕмпех çĕнететĕп, йывăç хуть те мĕн чухлĕ кӳрсе килме пултаратăп терĕ... Çавăн пирки çеç килĕшрĕм эпĕ. Кăмăлсăр ан пул, ывăлăм, хамшăн мар, саншăн тăрăшатăп...
Амăшĕн тути сиккелеме тытăнчĕ, путăкрах пит çăмартисем тăрăх куççулĕ юхса анчĕ.
— Каçар, сана тăруках калама халăм çитмерĕ...
— Вăл мана пĕртте килĕшмест, темле... сăнсăр çын, — терĕ Илюк çĕрелле пăхса. — Атте теме пултараймастăп эп ăна... нихçан та!
— Ун пек ан кала ара, Матви пичче те...
— Пичче тесе те чĕнес килмест. Юратмастăп! Ан пурăнтăр вăл пирĕн патра!
— Ах, Илюк, ăш-чике ан çунтар-ха... Тин ĕнтĕ мĕн тăвас-ха? Эпир унпа хут та уйăрттартăмăр та... Пурăнсан, тен, килĕштерĕн...
...Çук, килĕштереймерĕ Илюк хăйсем патне кĕтмен çĕртен пырса кĕнĕ çынна! Чун туртмарĕ ун патне. Малтанах «Матви пичче» Илюк кăмăлне хăй еннелле çавăрас тесе пулас унпа йăпăлтатнă пек те турĕ, пĕр-ик эрнеренех ăна шкул ачисем тăхăнакан форма — карттус, костюм, çутă пряжкăллă сарлака чĕн пиçиххи, пушмак илсе пачĕ.
— Тăхăн, сынок, халь эсĕ тăлăх турат мар ĕнтĕ, санăн халĕ аçу пур! — терĕ вăл, самаях хĕрĕнкĕскер, çав япаласене амăшĕ умĕнчех Илюка тыттарса.
«Сынок» тени Илюка çав тери кăмăла каймарĕ, чĕререн чĕпĕтсе илнĕ пекех туйăнчĕ. Çапах та амăшĕ те çине тăнă пирки хăйне панă формăна çавăнтах тăхăнчĕ.
— Генерал, маршал! — кăшкăрса ячĕ «Матви пичче». — Урăх кам пур ĕнтĕ ялта сан пекки! Вот епле эпир! Тăхта акă, ку кăна мар пулĕ... Велосипед илсе паратăп ак сана! Тен, мотоциклнех туянăпăр! Пĕтĕмпех хăвăнтан килет... эс мана хисеплеме пĕлнинчен...
Анчах ун вырăнне «Матви пичче» Илюк ашшĕн пур япалисемпе те усă курма тытăнчĕ. Унăн костюмне те тăхăнчĕ, атти-пушмакне те ураран пăрахмарĕ, хура пустав пальтине те, сăран тăрăллă çĕлĕкне те пĕрмай сĕтĕрчĕ. Амăшĕ вĕсене пурне те «Илюк валли пулать» тесе кĕлетри мăн арчара усратчĕ. Халь акă пĕтĕмпех хăйĕн çĕнĕ упăшкине кăларса панă!
Çынни тата питĕ ĕçекенскер-мĕн. Хăйĕн промартель ĕçĕсемпе ялсем тăрăх çӳрет-çӳрет те кашнинчех ӳсĕр таврăнать. Çитменнине пĕччен те мар тата, хăйĕн юлташĕсене, хăй пекех темле шанмалла мар сăнлă çынсене илсе пырать. Çĕрĕпе шавлаççĕ вара, юрлаççĕ, ураран ӳкичченех тĕпĕртетеççĕ, унтан ирхине тăрса мухмăр уçаççĕ те каллех тухса каяççĕ. Хĕл иртсе кайрĕ, анчах «Матви пичче» кил таврашĕнче пĕр турпас та тытса пăхмарĕ, пĕр пуленке вутă та çурмарĕ, пĕр кĕреçе юр хырса пăрахмарĕ. Килет, ĕçет, çиет, лаша тулхăрнă пек харлаттарса çĕр каçать те каллех темиçе кунлăха çухалать, тепĕр чух эрнипе те киле пымасть. Пӳрте çĕнетесси, ытти çурт-йĕрсене юсасси çинчен çăвар уçни те пулмарĕ, вăл кил пирки калаçнине Илюк пĕрре те илтмерĕ. Ку шухăш «Матви пичче» пуçне пырса кĕмен пулмалла çав. Вăл пĕр хăйĕн ырлăхĕшĕн кăна пурăннă.
Амăшĕ сăнран улшăнса, шуралса, начарланса час та часах ассăн сывлакан пулса кайрĕ. Куçĕсем çумĕнче, янах çинче пĕркеленчĕксем йышланчĕç, пысăк кăвак куçĕсем путса анчĕç. Хăй ăшĕнче вăл хытă хуйхăрчĕ курăнать, анчах ăна Илюка систересшĕн пулмарĕ.
Çуркуннехи каникул вăхăтĕнче Илюк куккăшĕсем патне — хăйсен ялĕнчен улт-çич çухрăма кайса пĕр пилĕк кун пурăнчĕ. «Матви пичче» тенине кашни кун курас килменнипех кайрĕ вăл унта. Киле таврăнсан амăшĕ çине пăхса хăрасах ӳкрĕ — унăн сулахай куçĕ шыçса кăвакарса ларнă, пит çăмарти çинчи ӳчĕ ик-виç çĕртен шăйрăлса кайнă...
— Мĕн пулчĕ капла, анне? — чĕтрекен сасăпа ыйтрĕ Илюк. — Сана лешĕ çапмарĕ пуль те?
— Çук, çук, — пуçне пăркаласа илчĕ амăшĕ. — Хам çапăнтăм, çĕрле чăлана тухсаттăм та...
Илюкăн ăна ĕненес килмерĕ.
«Çав шуйттанах çапнă ăна, урăх нимрен те пулма пултарайман ку кăвак», — шухăшларĕ вăл, анчах амăшне кӳрентерес мар тесе урăх нимĕн те шарламарĕ. Çав кунран пуçласа «Матви пиччене» тата ытларах, пĕтĕм чĕререн курайми пулчĕ.
«Ну, тăхта, эп сана хăçан та пулин тавăратăп-ха куншăн...»
...Пĕррехинче шкулта çурхи экзаменсем пуçланас умĕн Илюк ирхине ирех вăранса кайрĕ те амăшĕпе «Матви пичче» çав тери пăлханса пăшăлтатнине илтрĕ.
Матви. Пĕлместĕп çав, пĕлместĕп, темле пулса тухнă, таçта кайса кĕнĕ вăл укçа, тахăш тĕлте улталаннă эпĕ, — миçе хут каларăм ĕнтĕ сана ун çинчен!
Амăшĕ. Тĕрĕссипе миçе пин тухмасть вара санăн?
Матви. Пĕр пилĕк пине яхăн çитмест пулмалла. Хам çапла шутлатăп. Тен, ытларах та-и. Ревизи пуçланиччен манăн çав укçана — хуть те пуçхĕрлĕ тăр та — тупса парасах пулать, унсăрăн мана рас-рас тытаççĕ те шăнкăрт! питĕрсе лартаççĕ. Ăнлантăн-и эс çавна?
Амăшĕ. Ăна ăнланатăп-ха. Авă пĕлтĕр Кураккассинчи артель акенттине икĕ пиншĕнех виç çул панă терĕç. Анчах ун чухлĕ укçа халь ăçтан тупăпăр-ха эпир? Пилĕк пин вĕт-ха, пилĕк çĕр те мар.
Матви. Васкасах мĕн те пулин сутас пулать, урăх ăçтан тупатăн?
Амăшĕ. Мĕн сутас? Пирĕн сутмалли те нимĕн те çук. Ахаль те çара çерçисем пек пурăнатпăр...
Матви. Шырасан тупăнать!
Амăшĕ. Ну, мĕн, мĕн сутатăн?
Матви. Баян сутатпăр.
Амăшĕ. Уй, баян пирки çăвар та уçмалли çук! Ăна ашшĕ ятарласа Илюк валли илнĕ, Илюкĕ ун çинчен хăй те пит лайăх пĕлет. Баяна сутсан макăрсах вилет вара вăл, мана хама та ĕмĕрне те каçарас çук уншăн!
Матви. Мĕн вара, ачаранах хăраса тамалла-и пирĕн? Кайран илсе паратпăр теме юрамасть-им ăна?
Амăшĕ. Çук, Матви, баян пирки шарлас мар...
Матви. Ан йăсла кирлĕ мара! Анчах баян укçи те çитмест-ха мана. Уншăн парсан парĕç пин çурă. Пахчари кĕлете сутма тивет. Вăл пĕр икĕ пин тăратех. Ĕнине те хĕрхенсе тăмалла пулмасть.
Амăшĕ. Апла ытла та нимсĕр тăрса юлатпăр вĕт!
Матви. Ничево, кайран пĕтĕмпех туянатпăр, ан хăра! Хальлĕхе пирĕн тĕрмерен епле хăтăлса юласси çинчен çеç шухăшлас пулать. Е санăн мана хуптарас килет-и? Хуптар эппин, хуптар, çак кивĕ кармуньпе çĕрĕк кĕлетне хĕрхенетĕн пулсан!
Амăшĕ. Ах, Матви, ун пек ан калаç-ха, тархасшăн! Пирĕн вĕт... хăвах пĕлетĕн... пĕрле пурăнса хамăрăн пулас ачана çитĕнтермелле...
Матви. Мĕн нĕшкесе выртатăн эппин? Тăр та апат пĕçер, манăн паян васкасах хамăн ĕçсемпе унта-кунта кайса килес пулать!
Çак калаçăва Илюк кăвар çинче выртнă пек выртса итлерĕ. Унăн пĕтĕм çан-çурăмĕ тарласа кайрĕ. Пĕтĕмпех ăнланчĕ вăл, пĕтĕмпех!.. Амăшĕн çĕнĕ упăшки, çак путсĕртен те путсĕр Матви, хăй ĕçлекен промартельте пысăк растрата тунă иккен, пилĕк пин тенкĕ ытла халăх укçине салатнă. Урăхла каласан — вăрланă! Ĕçсе янă ĕнтĕ хăйĕн тусĕсемпе пĕрле — кашнинчех ӳсĕр таврăнатчĕ вĕт! Киле вăл хăй нихçан та пĕр пус илсе килмен. Анне аллинче аттешĕн килекен пенси укçи çеç пулнă... Анчах халĕ тĕрмене ларас мар тесе пирĕн пурлăха сутасшăн! Баян, кĕлет, ĕне... Ирсĕр, ылханлă çын! Çук, çук, темле пулсан та памастăп ун пек тума! Колхоз правленине, ял Советне кайса калатăп... Баянне халех кам патне те пулин кайса пытаратăп, мĕншĕн тесен вăл манăн, манăн, атте ăна ман ятпа илнĕ! Никама та памастăп ăна!
Илюк сентре çинче сиксех чĕтресе выртрĕ, анчах пĕр сас та памарĕ. Амăшĕпе «Матви пичче» тăрсан чылайран тин çĕре анчĕ те васкамасăр тумланса сумкинчи кĕнекесене кăлара-кăлара уçкалама тытăнчĕ. Хăй çав хушăрах куç харшисем айĕн «Матви пичче» çине пăха-пăха илчĕ. Мĕн тери кураймарĕ вăл ăна çав вăхăтра!..
Акă Илюк амăшĕ ăна апат антарса пачĕ те, вăл сысна пек чаплаттарса çиме тытăнчĕ, малти шăлĕсемпе чăмланă май (кайрисем çук унăн) сарлака сăмсин çунаттисем çав тери нĕрсĕррĕн сиккелесе илеççĕ. Çинĕ вăхăтрах пуçне сĕтелтен кăшт кăна пăрчĕ те сăмсине шăнкартса пăрахрĕ. Чăн та, сыснах ĕнтĕ, урăх нимĕн те калаймăн!
— Эп кайрăм, каçсăр килместĕп, — терĕ вăл çисе тăрансанах тумланма тытăнса.
«Нихçан та килмесен тата авантарахчĕ! — ун çине çилĕпе пăхса шухăшларĕ Илюк. — Вăрă! Халăх укçине çаратакан!»
«Матви пичче» калинккерен тухса кайсан вара Илюк кĕнекисене пуçтарса чикрĕ те чăланта тăрмашакан амăшĕ патне пырса тăчĕ.
— Анне...
— Мĕн, ывăлăм?
— Эпĕ паян эсир мĕн калаçнине пĕтĕмпех илтрĕм!
Амăшĕ картах сиксе илчĕ те ун çине чарăлса кайнă куçĕсемпе пăхрĕ, анчах нимĕн те калаймарĕ. Ывăлĕ çавăн пек пĕлтерни уншăн ытла та кĕтмен япала пулчĕ пулмалла çав.
— Мĕншĕн эсĕ çав эсреле çăлма хамăрăн пурлăха сутма килĕшетĕн? — çирĕп сасăпа ыйтрĕ Илюк.
— Ара, вăл халь хамăр çын-çке...
— Нимĕнле хамăр çын та мар! Шулĕк вăл, халăх укçине пилĕк пин вăрланăскер! — кăшкăрнă пекех каларĕ Илюк. Унăн куçĕсем хаяррăн ялкăшса илчĕç. — Ăна çăлма мар, часрах хуптарас пулать! Вăрăсене яланах хупаççĕ!..
— Ах, Илюк, тăхта-ха...
— Тăхтамастăп! Нимĕн те суттармастăп! Пирĕн килте пĕтĕмпех атте тунă пурлăх, çав кукша шуйттанăн кунта нимĕн те çук, нимĕн те! Тухса кайтăр вăл кунтан, кураймастăп эп ăна!..
Илюк сасартăк çав тери хурланса кăшкăрса макăрса ячĕ. Ăна кура амăшĕн те куççулĕ шăпăртатса анчĕ.
— Мĕн тăвас-ха ĕнтĕ, ывăлăм...
— Эс те ун майлă! Эсир иксĕр те пĕрешкел! — куççулĕпе чыхăнса кăшкăрчĕ Илюк. — Памастăп сире нимĕн те! Пирĕн килте пĕтĕмпех манăн, ăна çынсем те çапла калаççĕ!..
Амăшĕ тепре çăвар уçиччен Илюк тата хытăрах макăрса ячĕ, пӳртрен сиксе тухрĕ, чăланти арчара тăракан баяна йăпăр-япăр туртса кăларса хул хушшине хĕстерчĕ те анкартисем хыçĕпе анаталла чупрĕ. Амăшĕ ăна сиссе те юлаймарĕ...
Çур сехетрен Илюк киле таврăнса сумки ăшне кĕнекесемпе пĕрле кукăль сăмси чикрĕ те шкула тухса кайрĕ. Шкулта вăл кун каçипех никампа та калаçмарĕ, переменăсем вăхăтĕнче те ачасенчен уйрăм çӳрерĕ, вылямарĕ, чупмарĕ. Ытти чухне яланах хаваслă ача паян çав тери салху ларнине асăрхаса класс руководителĕ Нина Васильевна урок вăхăтĕнчех ун патне пырса йăвашшăн ыйтрĕ:
— Мĕн пулнă сана паян, Ивуков? Чирлемерĕн пулĕ-çке?
— Нимĕн те пулман, — терĕ Илюк ун çине пăхма хăяймасăр. Анчах хăй кăшт çеç макăрса ямарĕ. Нина Васильевна çакна питĕ лайăх сисрĕ, урок хыççăн ачана учительсен пӳлĕмне илсе кайса хăйпе юнашар диван çине лартсах ыйтса пĕлме тăрăшрĕ, анчах Илюк ăна пурпĕрех нимĕн те каламарĕ. Çирĕп кăмăллă ача çав вăл!
Уроксем пĕтсен те Илюкăн киле каяс килмерĕ. Пĕр енчен, унăн «лешне» курас кăмăл пулмарĕ (кам пĕлет, тен, вăл таврăннă та-и?), тепĕр енчен, ирхине амăшне тăрук кӳрентерсе тăкнăшăн та аван мар пулчĕ. Чăнах та, мĕнрен айăплă-ха амăшĕ? Илюка юратать вăл, уншăн пĕтĕм чунне парса пурăнать, ытти ачасен амăшĕсем пек ăна нихçан та çапман, хĕнемен, ялан ачашланă çеç. Çак кĕтмен çĕртен пырса кĕнĕ сар шуйттана пула кăна пурнăç пăсăлма пуçларĕ, пĕтĕмпех çав кукша эсрел айăплă! Эх, çав пулман пулсанах...
Ниçта кайма, ним тума аптранă енне Илюк колхоз садне анчĕ. Кунта икĕ çул каялла ытти шкул ачисемпе, натуралистсемпе пĕрле ĕçленĕ чух Илюк хăй аллипе лартнă вун икĕ чие йывăççи ӳсет. Вĕсене вăл кăçал çула тухнăранпах темиçе хут та киле-киле пăхнă, анчах халĕ татах пырса пăхас кăмăл пулчĕ унăн. Пурте пит лайăх ешереççĕ иккен, çав тери илемлĕ... Савăнсах пăхса тăчĕ Илюк вĕсем çине. Мĕн тери ырă ĕç иккен вăл çырла йывăççисем лартса ӳстересси! Акă халь çак чиесем пĕчĕккă-ха, анчах виç-тăват çултанах пысăкланса каяççĕ, кашни çуркунне шап-шурă чечекпе витĕнеççĕ, унтан пĕр-ик уйăхран чечексем вырăнне хĕп-хĕрлĕ, сĕткенлĕ, тутлă çырласем пулаççĕ. Улма-çырла этемшĕн питĕ усăллă, вĕсенче витамин нумай тет Нина Васильевна.
Илюк хăй лартнă кашни йывăçа пăхса тухрĕ.
— Ӳсĕр, çитĕнĕр часрах! — тесе калас килчĕ унăн вĕсене.
Çак вăхăтра сасартăк хыçалта темле хĕрарăмăн тăкăскă сасси илтĕнсе кайрĕ:
— Ай-уй, Илюк, мĕн туса çӳретĕн эс кунта?
Илюк каялла çаврăнса пăхрĕ те йывăçсем хушшинчен тухса тăнă Хура Хветлене курах кайрĕ. Ку хĕрарăма вăл питĕ юратмасть. Хăйĕн амăшĕ ют çынна киле кĕртни çинчен пĕлтĕр чăн малтан никам та мар, çак нĕрсĕр хĕрарăм пĕлтернĕччĕ. Çитменнине, питĕ тăрăхласа, юри мăшкăлламалла каларĕ вăл ун çинчен. Çавăнтанпа Илюк ăна курайми пулчĕ. Халь те ăна курсанах унăн чĕри тăруках темле пăчăртанса илсе хыттăн тапма тытăнчĕ. Анчах хăй ăна кăшт та палăртмарĕ.
— Ним те тумастăп, ахаль килтĕм! — тере çеç Хветлене хирĕç.
— Сумкипех тата! — шăлне йĕрчĕ хĕрарăм. — Килте тем пулман пулĕ-çке! Шкултан тухсан ачасем киле каяканччĕ...
— Пулман! — Халĕ ĕнтĕ Илюк Хветле çине пăхмарĕ, ун еннелле çурăмĕпе çаврăнса ларчĕ.
— Те тĕрĕс, те суя, ăна-кăна пĕлместĕп, анчах сан аçуна суда параççĕ темест-и çав?
— Сана мĕн ĕç, парĕçин! — «аçуна» тенĕшĕн çав тери тарăхса сиксе тăчĕ Илюк. — Сана хăш тĕлтен ыраттарать вăл?..
— Ара, сирĕн аннӳпе иксĕрĕн каллех тăлăха юлмалла пулать тесе шеллетĕп-çке... — юрласа илчĕ Хветле.
— Ан çыпăç ман çума! — тата ытларах тарăхса кайрĕ Илюк. — Сумкăпа ярăп акă пĕрре пуç урлă!
— Ай-уй, ытла та хаяр-çке эсĕ... Аçунтан вĕрентĕн-и куна? Вăл сирĕн час-часах аннӳне ислетет теççĕ.
Илюк унпа тек калаçса тăмарĕ — чие йывăççисем патĕнчен варт! пăрăнса тӳрех сад хапхи патнелле утрĕ.
Анчах халĕ те киле каяс килмерĕ-ха унăн. Çырмаран хăпарсан вăл колхоз правленийĕн çуртĕнче вырнаçнă хĕрлĕ кĕтесе кĕрсе тулта тĕттĕмленичченех кивĕ журналсем курса ларчĕ, унтан пĕр хушă шашкăлла çапăçакансем çине пăхса тăчĕ. Татах та тăхтатчĕ пуль те вăл, анчах унăн хырăмĕ питĕ выçрĕ, çавăнпа та ирĕксĕрех киле кайма тиврĕ.
Хăйсем патне çитесси пĕр çĕр метр пек юлсан ăна кӳршĕ хĕр ачи, Илюкпа пĕр класрах вĕренекен, унпа яланах питĕ килĕштерсе пурăнакан Натали, тĕл пулчĕ.
— Итле-ха, Илюк, — терĕ вăл пăлханнă сасăпа, — сирĕн килте темскер ытла питĕ хытă шавлаççĕ, ним майсăр тĕпĕртетеççĕ.
— Каллех ĕçкĕ пуçласа янă пуль ĕнтĕ леш эсрелĕ, — терĕ ăна хирĕç Илюк. — Тахçан шăпи тулĕ...
— Çук, çук, — пуçне пăркаласа илчĕ Натали, — ĕçнĕ пек туйăнмарĕ-ха мана, эпĕ сан аннӳ темиçе хут та шариех кăшкăрса янине илтрĕм. Кĕрсе пăхасшăнччĕ те — хăрарăм... Хĕнемест-ши леш ăна? Эс кай-ха часрах!
Натали çапла каларĕ кăна — Илюк тӳрех тăвалла вăркăнчĕ. Те чупрĕ вăл, те вĕçрĕ — ăна хăй те астумасть. Хăйсен килĕ тĕлне çитсен амăшĕ шари! кăшкăрнă сасă хăлхана кĕрсе кайни çеç кăштах асра юлчĕ унăн. Малтан калинккене, унтан çенĕк алăкне, унтан пӳрт алăкне шăлт-шалт уçса пӳрте сиксе кĕчĕ те юпа пек хытса тăчĕ.
...«Матви пичче» тени унăн амăшĕн çивĕтне сулахай аллипе яваласа илнĕ те пуçне каçăртса лартнă, çĕçĕ тытнă сылтăм аллине унăн чĕри тĕлнех илсе пынă, хăйĕн сăнĕ-пичĕ картинкăсем çинчи кашкăрсен пек — çăварне карнă, шăлĕсене йĕрнĕ.
Илюк тăруках чĕлхесĕр пулса ларчĕ, вырăнтан та хускалма пултараймарĕ, унăн алли-урине такам сасартăк çыхса лартрĕ тейĕн.
— Юлашки хут ыйтатăп! Кала, сучка, баяна ăçта пытарса хутăн, ăçта-а?! — кăшкăрчĕ Матви. — Тупса памасан халех пусатăп! Чикетĕп! Çакăнтах вилсе выртатăн!
Çак хăрушă сăмахсем Илюка тăрук тăна кĕртрĕç.
— А-а-а! — вăрăммăн кăшкăрса ячĕ те вăл самантранах Матвин çĕçĕ тытнă аллинчен уртăнса ăна витĕр шăтарас пекех çыртса лартрĕ. Вара лешĕн çĕççи шăкăртах урайне ӳкрĕ, алли ыратнипе вăл Илюк амăшĕн çивĕтне те вĕçертсе ячĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...