Шурă акăш çулĕ :: Паттăрсен юлашки тĕлпулăвĕ
Çапах та пĕлесчĕ, кама кăларĕç-ши вырăссем ăна хирĕç? Алеша Поповича-ши? Е Добрыня Никитича? Али илтнĕ тăрăх, вĕсем иккĕшĕ те çав тери вăйлă та çапăçма-кĕрешме ăста паттăрсем. Тен, вĕсем мар, каллех Илья Муромец тухĕ? Ăна та ку таранчченех чĕрĕ те сывă теççĕ-ха. Тепĕр тесен, кирек кама кăларсан та пĕрех ăна çĕнтериччен е парăниччен çапăçмалла. Çавăнпа кун пирки пуç ватни те усăсăр.
Али паттăр ир енне кăна кăштах кăтăш пулса илчĕ. Лайăххăн тĕлĕрсе çеç кайнăччĕ, темиçе сăрнай харăс тӳтӳт кăшкăртни янăраса кайрĕ. Тапăр самантрах тем мăнăш кăткă йăви пек кĕшĕлтетме тытăнчĕ. Çарăçсем пурте хăпăл-хапăл тăчĕç, кашни ăçта килчĕ унта хӳтлĕх тупса пушанчĕç. Çавна пула таврана ăша лĕклентерекен шăршă сарăлчĕ. Анчах çарăçсем ăна-кăна пăхса тăмарĕç, кăшт-кашт çăвăнкалам пекки турĕç те хурансем патнерех пуçтарăнса ларчĕç. Апат хатĕрлекенсем ку тĕле пĕрле илсе килнĕ темиçе çĕр сурăха пусса хашлама пĕçернĕччĕ ĕнтĕ. Çапăçу умĕн унран техĕмлĕрех апат çар çыннисемшĕн çук та пулĕ. Апат хыççăн çарăçсем хăйсен кăралĕсене — хĕçĕсемпе сăннисене, уххисемпе çĕмренĕсене тепĕр хут тĕрĕслесе тухрĕç. Акă ĕнтĕ çапăçăва пурте хатĕрленсе çитрĕç темелле. Чулхула карманне тутар-нухай çарăçĕсем шăши чупса иртейми çăтă хупăрласа илнĕ. Халĕ унтан тухас текенсене Атăл шывĕ çеç пулăшма пултарать, анчах сых енне çав пĕртен-пĕр çула пӳлме те тутарсен вуншар кимми хатĕр тăрать.
Акă сăрнайсем тепре тӳтӳтлетрĕç, унтан тутарсен юланутлă йыхравçи аллине шурă ялав тытса карман хапхи патне хăпарчĕ, ун умĕнче чарăнчĕ те хыттăн кăшкăрса вырăсла каларĕ:
— Эй, неверные! Есть ли у вас человек, способный побороться с нашим батыром? Или земля русская перестала плодить сильных мужчин?
Карман хӳнĕ çинчи вырăс çарăçĕсенчен пĕри хĕрринерех пырса тăчĕ, хирĕç кăшкăрчĕ:
— Как вас, басурманов, может побить любой русский мужик, так и наш богатырь раздавит вашего батыра аки гада ползучего!
— А пусть-ка выйдет ваш богатырь на поле брани, покажет себя. Чего же он трусит так? — мăшкăлларах кăшкăрчĕ тутар хыпарçи.
— Вы отойдите от ворот, дайте ему дорогу. Тогда он выедет и покажет вам, где раки зимуют! — хуравларĕç ăна хӳнь çинчен.
Кунашкал тытăçусен хăйсен йĕрки пур. Унта чеелĕх е ултăв валли вырăн çук. Çавăнпа Хусан çарĕн карман хапхи умĕнче тăракан нукерĕсем каялла чылаях чакса кайрĕç. Кăна анланмалла ĕнтĕ. Карманран паттăра кăларакансен тăшман усал шухăш тытса сасартăк тапăнма хăтланас тăк карман хапхине хупса ĕлкĕрмелле-çке.
Акă кремлĕн тĕп хапхине çурри таран уçрĕç те тул енне тĕреклĕ лаша утланнă пăхаттир мăнаçлăн тухрĕ. Илья Муромец! Али ăна тӳрех палласа илчĕ. Ара, Сурăм патĕнчи тытăçу хыççăн вăл ăна ĕмĕрлĕхех астуса юлнă ĕнтĕ.
Кремле хуптĕрлесе тăракан тутарсемпе нухайсем татах чакса-чакса кайрĕç, хӳнь умĕнчи тӳртума чылай пушатрĕç. Халĕ ĕнтĕ кунта паттăрсене çапăçмалăх вырăн çителĕклех.
Нухай бекĕ нухайкка тытнă аллине малалла тăсрĕ те Али паттăр та вырăс пăхаттирне хирĕç утне васкамасăр юрттарса тухрĕ. Икĕ паттăр ерипен пĕр-пĕрин патнелле çывхарчĕç, унтан чарăнса сывлăх сунчĕç.
— Али, эсех пултăн-и ку? — ыйтрĕ çакăн хыççăн Илья Муромец...
— Эпĕ, хисеплĕ Илья паттăр, — хуравларĕ ăна Али паттăр, çак çулсенче вырăсла аванах пуплешме вĕренсе çитнĕскер.
— Эс вара мĕн, тутара тухрăн-им? — те тĕлĕнсе, те йĕкĕлтесе каларĕ Муромец.
— Çук, Илья паттăр, тутара тухман. Тутарсемшĕн чăваш ханĕ хушнипе çапăçатăп, — йĕркеллех калаçрĕ Али.
— Çапла ĕнтĕ пирĕн шăпамăр. Пире такам та тем хушма пултарать, — те Алине каларĕ, те хăй тĕллĕн мăкăртатрĕ Муромец. — Эс вара тĕрекленнĕн курăнатăн, маттур, — хушса хучĕ çавăнтах.
— Эс те аптрамастăн, — хуравларĕ Али. — Хăв икçĕртен те иртрĕн пулас-ха.
— Çапла, ватăлтăм, — терĕ те Муромец калаçăва пат татрĕ: — Ну, пуçлар!
Вĕсем иккĕшĕ те урхамахĕсене вăрт! çавăрса çĕршер хăлаçа яхăн каялла юрттарчĕç. Унтан каллех пĕр-пĕрне хирĕçле çаврăнса тăчĕç. Акă ĕнтĕ икĕ паттăр хире-хирĕç тапранма та хатĕрччĕ, анчах çак самантра таçтан пĕлĕтрен шурă акăш чул пек персе анчĕ, çĕре кăшт çеç çапăниччен çуначĕсене сарса ячĕ, вара хăй чĕлхипе тем кăриклетсе вĕсен хушшипе каллĕ-маллĕ вĕçме тытăнчĕ. Акăшĕ ку тутарсем те, вырăссем те халиччен курманскер, самай пысăкскер, çавăнпа паттăрсем пĕр-пĕрин патне ку кайăка нимĕн вырăнне хумасăр иртсе кайма пултараймарĕç.
— Ну, Али, мĕн тăвăпăр? — кăшкăрса ыйтрĕ Муромец чăваш паттăрĕнчен. — Ăçтан тупăнчĕ ку тĕлĕнтермĕш кайăк?
— Илле пичче, чăвашсен каланă тăрăх шурă акăш вăл тăнăç кайăкĕ. Вăл çынсене усал ĕç тума чарать.
— Тĕрĕс кайăк, — ырларĕ Муромец. — Шутласан, эпир санпа чăнах та ырă ĕç тумастпăр. Çинех эпир пĕр-пĕрне вĕлернинчен хура халăха нимĕнле усă та пулас çук. Çакна ăнланатăн-и хăть эсĕ, Али шăллăм? Ăнланатăн-и такамсемшĕн эпир чăннипе пуканесем çеç пулнине?
Кунашкал калаçăва кĕтмен Али самантлăха нимĕн калама аптрарĕ, унтан вырăс пăхаттирне хуравламашкăн хатĕрленнĕччĕ çеç, сасартăк пĕлĕтрен тепĕр мăнă кайăк персе анчĕ, кăшт кăна шурă акăша мăйĕнчен çаклатмарĕ. Ăмăрт кайăк иккен. Пуçне пĕрех май енчен енне суллать-ши е икĕ пуçлăскер — хăвăрт вĕçнĕрен çакна ăнланса çитме те çук. Акă вăл чалăшшăн çаврăнчĕ те акăш патне тепре çĕмрен пек ыткăнчĕ. Шурă кайăк аран пăрăнса ĕлкĕрчĕ, вара усал тăшманран тарса çӳлелле çĕкленчĕ. Ăмăрт кайăк та ăна хăваласа пĕлĕтелле хăпарчĕ. Часах вĕсем иккĕшĕ те куçран çухалчĕç, самантрах пăсланса пĕтрĕç тейĕн.
— Ну, пуçлар! — кăшкăрса каларĕ Илья Муромец чăваш паттăрне. Хăй çавăнтах Турăран пулăшу ыйтса сăхсăхса илчĕ.
Али те тӳпенелле пăхрĕ те: «Вăй пар, Пихампар!» — терĕ ăшра.
Хăватлă паттăрсем утланнă икĕ хăватлă урхамах пĕр-пĕрин патне çĕр кисретсе ыткăнчĕç. Ильяпа Али сылтăм аллисемпе сăннисене малалла кăнтарса, сулахаййисемпе хулканĕсене кăкăр шайне çĕклесе пыраççĕ. Акă утсем пуçĕсемпе пĕр-пĕринпе танлашрĕç. Çак самантра икĕ сăнă икĕ хулкана хыттăн пырса çапăнчĕç. Хӳтлĕхе шăтарса витереймерĕç, çавна пула юланутçисем йĕнер çинчен персе анчĕç. Иккĕшĕ те самантрах сиксе тăчĕç, йĕнĕрен хĕç туртса кăларса пĕр-пĕрин çине ыткăнчĕç. Хăватлăн чăнк! та чанк! тăваççĕ хулканран çапăнакан хĕçсем, хăватлăн ахлатаççĕ çапăçаканнисем. Вĕсемпе пĕрлех карман çывăхăнче тулашра та, шал енче те вуншар пин арçын ахлатать. Ватăлнă Илья Муромец, пит вăр-варах мар ĕнтĕ, анчах вăйĕ иксĕлмен-ха. Вăл кашни çапмассерен Али хулкан тытнă сулахай аллине кĕç-вĕç хуçăлса татăлассăн туять. Анчах чăваш паттăрĕ хăй те çитĕнсе çитнĕ ĕнтĕ, вырăс пăхаттирне вăйлах кисретет, çинех унран чылай вăр-вартарах, çавăнпа вăл çапнинчен Муромец аран хӳтĕленсе ĕлкĕрет. Ватă кашкăр ĕç-пуç малалла каплах пырсан чăваш барсĕн пĕр-пĕр çапăвĕнчен хӳтĕленсе ĕлкĕреймессе аван чухлать. Çавăнпа вăл акă мĕнпур вăйне пухрĕ те пĕррех сулчĕ икĕ пăт таяках хĕçĕпе чалăшла. Хĕç çивчĕшĕпе Али хулканĕ тăрăх шуса анчĕ те патер пĕççине самаях касса çурчĕ. Тӳсеймерĕ чăваш ывăлĕ, сывă ури çине чĕркуçленсе ларчĕ. Ĕçсем начар, ами... Çак самантра Муромец хĕçне тата тепре сулса ячĕ. Али ăна хĕçĕпе аялтан çӳлелле хирĕç çапса сирсе ячĕ те вăрт! çаврăнса тăчă, айккинелле сиксе ӳкме ĕлкĕреймен Ильяна сулмаклă хулканĕпе пуçĕнчех пĕррех! кĕрслеттерчĕ. Пăхаттир, хирĕç тăран Али хăйне хĕçпе çапасса кĕтнĕскер, çак çапуран пăрăнаймарĕ. Вăл пуçĕ ыратса-янраса кайнăран шлемне хывса пăрахрĕ, кăлтăркăч пек çаврăнса çĕре тĕшĕрĕлсе анчĕ. Алин ăна тепре çапасси çеç юлчĕ, анчах ватта шелленипе вăл пĕр самант тытанса тăчĕ. Çак вăхăтра ăна карман хӳнĕ çинчен такам янă ухă çĕмренĕ пырса тăрăнчă. Али хуллен чакса-чакса пычĕ те пĕр-икĕ утăмран çĕре тĕшĕрĕлсе анчĕ. Çар халăхĕ, ку хушăра çӳлелле пачах пăхманскер, çакă мĕнле майпа пулса иртнине ăнкарса та ĕлкĕреймерĕ. Тăна кĕрсе ура çине тăнă Илья кăна, Али çурăмне çĕмрен витернине курса, петĕмпех ăнланчĕ.
— Сволочь! Мĕн туса хутăн эсĕ?! — чăмăрне çӳлелле çĕклесе такама хаяррăн ятарĕ вăл. — Эсĕ манăн ята ятăн! Эсĕ вырăс çарăçĕн ятне ятăн!
Анчах такама тем пек ятласан та вилнĕ паттăра чĕртсе тăратаймăн ĕнтĕ. Илья Муромец Али çумне чĕркуçленсе ларчĕ, ăна ыталарĕ.
— Каçар, шăллăм, — терĕ вăл шăппăн. — Эпĕ сан умăнта ĕмĕр-ĕмĕр айăплă юлăп. Çапла çылăха кĕнĕ хыççăн тек никампа та çапăçассăм çук. Турă умĕнче çылăха каçарттарас тесе эпĕ малашне мирте пурăнма пăрахăп, ыранах пĕр-пĕр мăнастире тухса каятăп. Ну, леш тĕнчере тĕл пуличчен эппин, Али шăллăм. Унта та пулин иксĕмĕрĕн çапăçас марччĕ.
Вара Муромец тăчĕ, алă сулса урхамахне чĕнсе илчĕ, ăна утланмасăрах карман хапхинчен кĕрсе кайрĕ. Тĕреклĕ ăйăр, хуçине ăнланнăн, ун хыççăн пуçне усса утрĕ.
Карман таврашĕнче пиншер çын харăс ахлатни вăрăммăн илтĕнсе тăчĕ. Çӳлте тăракан вырăссем савăннине пытармарĕç, тутарпа нухай çарăçĕсем вара Али паттăр вилĕмĕшĕн чăнласах хурланчĕç. Çинех çакăн хыççăн çапăçу пуçлама та аптрамалла.
Пăртакран карман хӳнĕ çинчен тӳтӳт сасси илтĕнчĕ. Ун хыççăн шурă ялав тытнă хыпарçă маларах тухса тăчĕ.
— Тутарсем, пирĕн пăхаттир Илья Муромец сирĕн пата каçару ыйтма тухасшăн! — асăрхаттарчĕ вăл. — Ăна та, унпа пĕрле пыракан тăлмача та ан тĕкĕнĕр вара.
— Кун пирки асăрхаттармасан та юратчĕ! — хуравларĕç ăна нухай бекĕ ячĕпе. Тăлмач ун сăмахне куçарса кăшкăрсан карман хапхи кăшт уçăлчĕ те хушăкран Илья Муромец çуран утса тухрĕ. Хăй хулпуççи урлă такама хунă. Лешĕ вĕçерĕнсе тарасшăн тапăлтатать, чăвашла куçарма май çук сăмахсемпе тем кăшкăрашать. Анчах вырăс пăхаттирĕ хăнк та мар, ним пулман пек утать. Акă вăл нухай бекĕ тăракан çĕре çитрĕ те хулпуççи çинчи вырăс çарăçне ура çине тăратрĕ.
— Хисеплĕ çар пуçĕ! Эпĕ сан пата хамăн чунăм тата пирĕн воевода хушнипе çак çынна илсе килтĕм, — терĕ Илья Муромец. — Тӳррине тӳррĕн калам. Эпĕ сирĕн Али паттăра çĕнтермен. Ăна çак çын ухăпа вăрттăн персе вĕлерчĕ. Куншăн хам айăплă мар пулин те эпĕ халĕ хама çав тери çылăхлă çын пек туятăп, сан умăнта, санăн пĕтĕм çарăçусен умĕнче каçару ыйтатăп. Пирĕн воевода та путсĕр çарăç тахçантанпа пыракан йăла-йĕркене пăснине сивлет, вăл сирĕн паттăра вăрттăн пенĕ çынна сирех килсе пама хушрĕ. Эсир унпа мĕн тăвас тенĕ çавна тума пултаратăр. Ма тесессĕн вăл пирĕншĕн те, сирĕншĕн те сутăнчăк çын кăна.
Çапла каланă хыççăн Илья Муромец нухай бекне сăпайлăн пуç тайрĕ те каялла кармана кайрĕ. Бек пулăшуçисем ярса тытнă вырăс çарăçĕ вара чикме çапса ӳкернĕ сысна пек çухăрса тата Муромеца вырăссем те сайра илтекен усал сăмахсемпе вăрçса юлчĕ.
— Тытса кайăр ку сыснана! — хушрĕ бек. — Эпир унпа мĕн тумаллине каярах татса парăпăр. Халĕ вара пурне те çакна пĕлтерĕр: пирĕн Али паттăра вырăс пăхаттирĕ парăнтарайман! Тăшман ăна вăрттăн хыçалтан персе çеç вĕлернĕ!
Ку хыпар кăштах анранă пек пулнă çарăçсене самантрах вăй кĕртрĕ. «Али паттăра вырăс пăхаттирĕ парăнтарайман!», «Сĕмсĕр вырăссем ăна хыçалтан хурахла персе вĕлернĕ!», «Ахă çав, çакна вырăс пăхаттирĕ хăй каланă!» — куçрĕ сăмах хăпхаран хăлхана.
Çак хушăра карман енчен татах тӳтӳт сасси илтĕнчĕ, шурă ялав тытнă çын хӳнь хĕррине пырса бека калаçу ирттерме чĕнчĕ. Чулхула вайпучĕ Али паттăра хăй пуç хунă вырăнтах пытарма сĕнет иккен. Çарсем хушшинче ĕмĕртен пыракан йăла тăрăх çакă тутарсемпе килнĕ паттăра вырăссем те çав тери хисепленине пĕлтерет. Çавăнпа унашкал сĕнӳрен пăрăнни тутарсем хăйсен ятне хӳтĕленĕ Алие хисеплеменнине пĕлтернĕ пулĕччĕ.
Калаçса татăлнă хыççăнах карман хапхи каллех кăшт уçăлчĕ, унтан вырăс çарăçĕсем теçеткене яхăн тухрĕç. Вĕсем хĕç е сăнă мар, хăшĕ кĕреçе, хăшĕ пешне йăтса пыраççĕ. Нухай бекĕ те виле шăтăкĕ чавмашкăн çынсем уйăрчĕ. Кĕçех икĕ ушкăн пĕрлешсе карманран инçех те мар пысăк шăтăк алтма тытăнчеç. Пысăк та тĕреклĕ пулнă çав Али паттăр, шăтăка самай пысăк алтма тиврĕ, унта, тупата, тепĕр чăваш пӳрчĕ ним мар вырнаçма пултарать. Алтакан ушкăнри вырăспа тутар çарăçĕсем куç хĕррипе пĕр-пĕрин çине пăха-пăха илеççĕ, анчах нимĕн те шарламаççĕ, хăйсем хушшинче те вĕсем сайра хутра кăна пĕрер-икшер сăмахпа перкелешсе илеççĕ. Акă ĕнтĕ виле шăтăкĕ хатĕр пулчĕ. Ку тĕлелле Илле Муромец кармантан пысăк тупăк йăтса тухрĕ. Тутарсем пирвай тупăка илесшĕн пулмарĕç, Алие мăсăльмансен йăлипе пытарма йышăнчĕç, анчах Çĕрпӳ чăвашĕсем Али мăсăльман çынни мар тесе ăнлантарсан алă сулчĕç те айккинерех пăрăнса тăчĕç, паттăра çĕре хурас ĕçе чăвашсене шанса пачĕç.
...Акă ĕнтĕ виле шăтăкне тăпрапа хупласа пĕтерчĕç. Тин çеç-ха тӳрем пулнă вырăнта самай пысăх тĕмеске-сăрт ӳссе ларчĕ. Теме асаилтерекен, тем пирки шахвăртакан палăк пек...
Çав сăрт халĕ те Чулхула кремлĕ çумĕнче, Атăлтан пăхсан сылтăм енче тăсăлса выртать теççĕ. Тата вырăссем хушшинче çакăн пек халап çӳрет. Али паттăрпа çапăçнă хыççăн Илья Муромец чăнах та Киева кайнă та унти Киево-Печерски мăнастирте юлнă. Анчах Илия инок пурĕпĕр çапăçсах пуç хунă-мĕн, ма тесессĕн Киева тăшмансем тапăнсан манахсен те алла хĕç тытса хӳтĕленме тивнĕ...
Али паттăра пытарнă хыççăн вăхăт нумай иртрĕ-и, сахал-и — икĕ енĕ те малалла çапăçма хатĕрри çинчен пĕлтерчĕç. Ун хыççăн карман тулашĕнче темиçе сăрнай харăссăн тӳтӳтлерĕ те тутарпа нухай çарăçĕсем ретĕн-ретĕн майлашăнса тăчĕç. Нухай бекĕ юланутпа пурин умне тухрĕ, тĕк тăма пĕлмен урхамахне аран чара-чара çарăçсене тĕрĕс мар турра ĕненекенсемпе мĕн çĕнтериччвн çапăçма чĕнсе каларĕ.
— Вырăссем сахаллăн, эпир йышлăн. Вырăссем хăравçă, эпир хăюллă. Вĕсем пирĕн паттăра парăнтараймарĕç, çапах Али пирĕн тĕрĕс ĕçшĕн пуç хучĕ. Эпир те хамăр тĕрĕслĕхшĕн пурнăçа шеллемесĕр çапăçăпăр! — хавхалантарчĕ вăл. — Туссе-ем! Кайрăмă-ăр! Пирĕнпе — Аллах!
Тĕслĕх кăтартса вăл карман хӳнĕ еннелле пуринчен малтан вĕçтерчĕ, ухă çĕмренĕ çитейми хушша çитсе чарăнсан хĕç тытнă аллине сула-сула ыттисене малалла кайма хавхалантарса кăшкăрса тăчĕ. Акă ĕнтĕ вăрăм пусмасем йăтнă çарăçсем карман хӳнĕ çывăхнех çитрĕç. Вĕсем хыççăнах çав пусмасемпе хăвăрт-хăвăрт çӳле хăпарса кайма хатĕр маттурсем пыраççĕ. Анчах мĕн ку?
Хӳнь çинчен сасартăк вуншар шартлату харăссăн илтĕнсе кайрĕ. Хыççăнах унта талккишпех тĕтĕм палкавĕсем курăнчĕç. Çавăнтах тутар-нухай çарăçĕсенчен чылайăшĕ пăлтăр та палтăр тӳне-тӳне кайрĕ. Нухай бекĕ те урхамахĕ çинчен тĕшĕрĕлсе анчĕ. Юн шăршипе анранă ăйăр хăрт-хартлатса илчĕ те айккинелле тапса сикрĕ.
— Бек аманнă! — кăшкăрчĕ нукерсенчен тахăшĕ. Вăл çавăнтах çар пуçĕ патне вĕçтерсе çитрĕ, ут çинчен пĕшкĕнсе ăна сăнаса пăхрĕ. Вара тата хытăрах кăшкăрса ячĕ: — Атьсемри, пирĕн бека вĕлернĕ!
Ку хыпар илтекенсене шăрăх кун сасартăк пăрлă çумăр шарлаттарнă пекех сивĕтсе ячĕ
— Пирĕн бека вĕлернĕ!
— Çар пуçĕ вилнĕ! — илтĕнчĕç унта та кунта сехĕрленчĕк сасăсем.
Хусан çарăçĕсем никам хушмасăрах каялла, хăрушă мар пек туйăнакан вырăна чака пуçларĕç.
Эмелçĕсем бека вăл мĕнле сăлтава пула вилнине пĕлес шутпа пăхса тухрĕç. Ара, ухăпа пени курăнмарĕ, темĕскерсем кĕрлерĕç çеç. Тепĕр тесен, тутар нукерĕсем хушшинче унччен вырăс çарĕнче хĕсметре тăнă çынсем те пурччĕ, вĕсем тӳрех пищаль сăмаха асаилчĕç.
— Мĕн япали вара вăл пăшал тени? — кăсăкланчĕç ыттисем, уйрăмах пăшал таврашне халиччен курман нухайсем.
Пăшал еплерех вĕлернине пĕлсен вара нумайăшĕ шухăша кайрĕ. Çук, хăранăран мар. Çарăç вилĕмрен хăрамасть. Анчах çав пăшал тени ытла хăрушă кăрал пек туйăнчĕ. Чи япăххи — вăл ухăран чылай аяккарахран та вилмеллех лектерни. Унашкал пăшала хирĕç епле çапăçмалла? Тата кармана хӳтĕлекенсем те шутланă пек сахал мар, самай ытлараххăн туйăнать. Çинех пурте пăшаллă пулсан?
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...