Шурă акăш çулĕ :: Ăмăрткайăк, акăш тата барс
Анчах чăвашсем хырçă-марçă ӳсесси пирки ахалех пăшăрханнă. Пулать-çке тепĕр чухне çавнашкал: çын шут тытать — Турă ун шухăшне татса хурать...
Çу уйăхĕн варринче Çĕрпĕве сасартăк тутар нукерĕсен ушкăнĕ персе çитрĕ. Сахалтан аллă пӳ. Вĕсен аслийĕ Çĕрпӳ-Пулат керменне хуралта тăракан икĕ çарăçа сирсех кĕрсе кайрĕ те чăвашсен ханне пĕр тăхтаса тăмасăр çула пуçтарăнма хушрĕ.
— Эсир мĕн, мана тытса каясшăн-и? — хирĕçлеме пăхрĕ Çĕрпӳ-Пулат.
— Тытса каймастпăр. Сана пирĕн аслă хан Мăхаммат-Амин пыма хушрĕ. Эпир вара сана çул çинче сыхлакансем. Пирĕн сана, хан, Хусана тĕрĕс-тĕкел илсе çитермелле.
— Апла тесен... Апла, тен, ыран ирпе çула тухăпăр? Паян кун каç енне сулăннă ĕнтĕ, — çаплах каясшăн пулмарĕ Çĕрпӳ-Пулат.
— Эпир Урасмет ялĕнче — эсир, чăвашсем, ăна Муркар тетĕр — çĕр каçăпăр. Çапла майпа Хусана ыран кăнтăрлачченех çитĕпĕр, — ăнлантарчĕ тутар нукерĕсен пуçлăхĕ.
Мĕн тăвăн, хирĕç тăрас — аван мар, çапах та Хусан ханĕн çыннисем. Тата мĕншĕн хирĕç тăмалла? Аплах тума сăлтав çук пек туйăнать. Вара хан тарçисене çул çинче кирлĕ япаласем пуçтарса хатĕрлеме хушрĕ.
— Хатĕрленсе вăхăт ирттермĕпĕр, — чарчĕ хан тарçисене аслă нукер. — Çимелли-ĕçмелли пирĕн çителĕклĕ. Тарçăсем-хуралçăсем те пире кирлĕ мар, эпир сана, хан, хамăрах пăхăпăр.
— Каялла тата эпĕ мĕнле таврăнăп? Пĕчченех-им? — сисчĕвленсе ыйтрĕ Çĕрпӳ-Пулат.
— Ку ыйтăва Мăхаммат-Амин хан татса парĕ, — хыттăн каларĕ те аслă нукер чăваш ханне çурăмран тĕксех пӳртрен илсе тухрĕ.
... Хусана чăнах та тепĕр кун кăнтăрла тĕлнеллех çитрĕç. Нукерсем Çĕрпӳ-Пулата апатланма та ирĕк памарĕç, тӳрех Мăхаммат-Амин патне илсе кайрĕç. Хан керменĕнче ют çынсем çукпа пĕрехчĕ. Çапах чăваш ханĕн хăйне Хусан ханлăхĕн пуçĕ йышăнасса чылай кĕтсе ларма тиврĕ. Çĕрпӳ-Пулат тарăха та пуçларĕ ĕнтĕ. Выçă хырăм пакăртатма тытăнни унăн çиллине татах хаярлатрĕ. Çапах мĕн тăвăн, кунта Çĕрпӳ мар... Кахал апачĕ тĕлне ăна тинех шала кĕме чĕнчĕç.
Мăхаммат-Амин Çĕрпӳ-Пулата йăл кулăпа кĕтсе илчĕ, ăна алăк патне пырсах ыта-ласа саламларĕ.
— Каçар тархасшăн, сана час йышăнаймарăм. Ĕç нумай пулчĕ, — терĕ вăл. Сасси хăйĕн тата пĕртте ĕшеннĕ çынăнни пек туйăнмарĕ. — Ну, чăваш ханĕ, каласа пар, еплерех пурăнатăр эсир? Сирĕн тăрăха çитсе курмашкăн темиçе те хăтланса пăхрăм, анчах ялан темĕнле чăрмав тупăнса тăрать.
Çĕрпӳ-Пулат хĕвеланăç енчи чăвашсем чиперех пурăннине, Хусана хырçă та, ясак та вăхăтра тӳлесе пынине пĕлтерчĕ.
— Çапла, ку тĕлĕшпе сире сивлеме çук, — килĕшрĕ Мăхаммат-Амин. — Тепĕр тесен, хырçă-марçи те сирĕн... Пĕлетĕн-и, эсир, унти чăвашсем, хыснана ханлăхри ытти çынсенчен икĕ хут сахалрах тӳлетĕр. Çапах пирĕн ку енчи çынсенчен, çав шутра халăхсенчен те чылай чухăнрах пурăнатăр. Ма çапла вăл?
Кунашкал ыйтăва пач кĕтмен Çĕрпӳ-Пулат аптăраса хул пуççине сиктерсе илчĕ.
— Кунти чăвашсем халĕ ĕнтĕ мăсăльмансем, — терĕ кăшт шухăшласа илсен. — Эпир вара унчченхи пекех çутçанталăк вăйĕсене хисепе хуратпăр, унăн туррисене пуççапатпăр, вĕсене пăхăнатпăр. Пирĕн тĕн этеме мулшăн чуна сутасла хыпса çунма хушмасть. «Сахал та çитет, нумай та пĕтет», — теççĕ пирĕн халăхра.
— Унашкал шухăшпа пурăнакан халăхăн малашлăх çук! — сасартăк хыттăн каласа хучĕ Мăххамат-Амин. — Мĕншĕн тесессĕн çав шухăш аталанма, çĕнĕрен çĕнни шухăшласа кăларма памасть. Ав эсĕ Мускавра пулнă. Куртăн пулĕ вырăссем еплерех аталаннине?
«Ăçтан пĕлет вăл кăна?» — вĕлтлетрĕ шухăш Çĕрпӳ-Пулат пуçĕнче. Тепĕр тесен, мĕн тĕлĕнмелли. Мускавра тутарсем темĕн чухлех.
Хусан ханĕ вара татах ыйтрĕ:
— Ну, ан именсе тăр, каласа кăтарт Виççĕмĕш Иван патĕнче мĕн курнинĕ. Эпĕ хам та Мускавра сакăр çула яхăн пурăннă. Анчах унта пулманни те сакăр çул ытла ĕнтĕ, — пĕлтерчĕ Мăхаммат-Амин. — Çак хушăра Мускавра мĕнлерех улшăнусем пулса иртнине манăн та пĕлес килет.
Чăнах, чăваш ушкăнĕн çулçӳревĕ паллă тăк халь тин мĕн пытармалли. Вара Çĕрпӳ-Пулат хăй мĕн курни-илтнине тĕплĕн каласа кăтартрĕ.
Чăваш ханĕ калама чарăнсан тутар ханĕ чылайччен нимĕн шарламасăр ларчĕ.
— Эппин, мĕн шутлатăн, вырăссем пиртен иртсе каяс пек-и? — терĕ пăртакран Мăхаммат-Амин хăнана куçран шăтарасла пăхса. — Эс мана юрас тесе мар, чăн шухăшна кала.
— Чăнни тесен, Мускав халех Хусантан иртсе кайнăн туйăнать, — терĕ Çĕрпӳ-Пулат тӳррĕн. — Тупписем вĕсен... Ют çĕршыв ăстисем...
— Çапла, тупписем вĕсен хăватлă, — килĕшрĕ тутар ханĕ. — Анчах ку вăл эпир вĕсенчен юлнине пĕлтермест. Çав вутлă хĕç-пăшала вырăссем хăйсем тĕллĕн тăваймаççĕ, ку ĕçре вĕсене эс каланă ют çĕршыв ăстисем пулăшаççĕ. Унашкал хĕç-пăшал эпир те тума пултаратпăр. Çурт-йĕр лартма таçтан архитекторсем чĕнни те вырăссен пултарулăхне пĕлтермест. Пачах урăхла, эппин вĕсен çав шайри ăстасем çук. Эпир вара чаплă çурт-йĕре те хамăр вăйпах лартатпăр. Анчах санран пытарса тăмăп, пирĕн пуянсем ытла тимсĕрленсе кайнă. Вĕсем патшалăха хӳтĕлес ĕçшĕн пĕр тенкĕ ытлашши тăкакласшăн мар.
Тутар ханĕ кĕç-вĕç тарăхса каяс вĕçне çитнĕччĕ, çавăнпа кăштах шăпăрт ларчĕ, унтан малалла кăмăллăнах калаçрĕ:
— Çакнашкал лару-тăрура пирĕн ханлăх пĕр чăмăра çирĕппĕн чăмăртанни кирлĕ. Эсир вара.... чăвашсем, мăкшăсем, çармăссем... Эсир мĕн, эпир пурте авалтан пĕр патшалăх — Пăлхар патшалăхĕн халăхĕсем пулнине мантăр-им? Е халĕ Пăлхар вырĕнне Хусан ханлăхĕ пулса тăнăран хăвăра кунта ют тесе шутлатăр-и? Вырăссемшĕн вара, мĕн, юнпа тăвансем пулса тăтăр-им? Çĕрпӳ-Пулат, тунмастăп, чĕнсе илес шухăш тытсан эпĕ сана вирлĕн кăна ятласа тăкасшăнччĕ. Ку кăна та мар... Анчах çук, ятлаçмăп. Хăвна та тĕкĕнмĕп. Эсĕ ăслă çын, çулупа та ман асатте пулма пултаратăн, ăна-кăна хăвах ăнланăн. Çапах юлашки хут асăрхаттаратăп: апла-капла айкашма пăрах. Эсир, чăвашсем, Хусан ханлăхĕн халăхĕ. Çапла пулнă, çаплах пулать! Çавăнпа хытарсах калатăп: тек таçта уйрăлса каяс е уйрăм патшалăх туса хурас шухăш пуçăнта ан пултăр. Унсăрăн пуçусăр тăрса юлма пултаратăн.
Çĕрпӳ-Пулат чунра тем вĕресе-шăмарса хăпарнине туйрĕ. Унăн Хусан ханне вирлĕн хирĕçлес, хăйне, чăваш ханне, пысăк çын вырăнне хурса хисеплеттерес килчĕ. Анчах мĕнпĕ хисеплеттерĕн? Чыс-хисеп вăл санăн хăвăн е эсĕ ертсе пыракан халăхăн пысăк вăйĕ, хăватлă ăс-хакăл пур чухне çеç тивĕçет. Çĕрпӳ-Пулат чăвашĕсен вара мĕн хăвачĕ, мĕн ăс-хакăлĕ? Эппин хытă сăмаха та, уççăн юнанине те тӳсмех тивет. Шăлна çырт та чăт!
Чăваш ханĕнчен пĕр сăмах та кĕтсе илеймен Мăхаммат-Амин юлашкинчен йăвăшшăн каласа хучĕ:
— Çĕрпӳ-Пулат, эс ытлашши ан кулян. Сана эпир питĕ лайăх ăнланатпăр. Çавăнпа хăвна кирлĕ ирĕклĕхе мĕн пултарнă таран ил. Мĕн пултарнă таран. Эпир сана ку тĕлĕшпе чармăпăр. Пирĕн валли пухакан хырçă-марçăн çуррине малашне хăвна валли тытса юлма пултаратăн. Эсĕ унăн калăпăшне ахаль те ӳстернĕ терĕç-ха, капла мул тата ытларах пухăн. Эпир санăн улусна та сарса яма хатĕр. Калăпăр, мăкшăсемпе ирсесене те кĕртĕпĕр унта. Санăн пĕртен-пĕр тивĕçӳ — кирлĕ чухне хамăр патшалăхăмăршăн мĕнпур вăйран тăрасси. Ку тивĕç вăл чăвашсем кирек кампа пĕр пулсан та нихăçан татăлмĕ, ма тесессĕн тĕнчери йĕрке çавăн çинче тытăнса тăрать. Ну, тата мĕн çитмест сана? Сирĕн тĕнĕре эпир тĕкĕнместпĕр, сан халăхна хырçă-марçăпа тăнран кăлармастпăр, хăвна пултарнă таран мул-пурлăх пухма ирĕк паратпăр. Пĕр сăмахпа, халăхна та, хăвна та нихăш енĕпе хĕсĕрлеместпĕр. Ман сĕнӳпе килĕшсен кĕçех сана эмир ятне парăпăр. Пĕлнĕ пул, пирĕн ханлăхра эмир вăл сан пек хансенчен темиçе пусăм çӳлерехре тăракан çын... Шухăшла, Çĕрпӳ-Пулат. Кĕркунне эпĕ курултай пухасшăн. Унта вара пур ыйтăва та татса памалла пултăр. Килĕшрĕмĕр-и?
Епле килĕшмĕн. Килĕшмесен ку çуртран кутăн йăтса тухĕç.
— Эппин, атя, кайса апатланар, — сĕнчĕ сасартăк Мăхаммат-Амин, — Эсĕ паян выçсах çитнĕ пулĕ...
Тепĕр кун ир-ирех Çĕрпӳ-Пулат киле кайма тухрĕ. Мăхаммат-Амин ăна пĕччен ямарĕ, икĕ теçетке нукертан тăракан хуралпа ăсатрĕ. Апла Çĕрпӳ-Пулат ăна кирлĕ-ха, вăл чĕрĕ те сывă пулни кирлĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...