Кĕмĕл кĕпер :: Батыйпа Супетей
Вутлă тăвăл пек килчĕ Супетей...
Авалхи чăваш халăх юрринчен
Тем чухлĕ çар пухсассăн та уçă хирте пăлхарсене çĕмĕрсе тăкма пултарасса Батый кирлĕ таран ĕненмерĕ. Çавăнпа вăл монголсен яланхи йăлипе Ылттăнпике улталама шухăшларĕ. Хăй шухăшне, хăй мĕн туса пăлхарсене çĕнес тенине аслашшĕн чи чаплă çарпуçне Супетее каласа кăтартас терĕ.
— Асаттен чи чаплă çарпуçĕ! — кĕтсе илчĕ Супетее аслă хан. — Пĕлетĕп: санран ытла çав юрăхсăр пăлхарсене ним юлми пĕтерес тесе шухăшлакан çын урăх никам та çук. Тĕрĕсне калатăп-и?
— Тĕрĕсне калатăн, — килĕшрĕ унпа ватă çарпуçĕ. — Манран кăна килнĕ пулсан, эпĕ вĕсене, пăлхарсене, пĕр çын юлми касса-вакласа тухнă пулăттăм.
— Мана çавăн пек çарпуçĕ кирлĕ те! — савăнчĕ çакна илтсен Батый. — Çакна пĕлнипе ĕнтĕ эпĕ санпа, хытарса калатăп, санпа çеç, канашласа пăхас терĕм.
— Итлетĕп, аслă хан! — пуçне тайрĕ Супетей.
— Усал пăлхарсем çине кайма эпир пĕтĕмпех хатĕрленсе çитнĕ, — хăй сăмахне пуçларĕ Батый. — Ку вăл пирĕн чи пысăк, чи чаплă вăрçă пулать. Эпир пăлхарсене ним юлми çĕмĕрсе тăкатпăр та вырăссен çĕрĕсем çине кĕрсе каятпăр. Вĕсене çĕмĕрсе тăкнă хыççăн вара кайьениелле, монгол учĕсем ăçта çитме пултараççĕ, унта çитетпĕр. Çапла вара пĕтĕм тĕнчене çĕнтерсе илетпĕр.
— Сан сăмахусене пĕтĕмпех ырлатăп, аслă хан, — каллех пуçне тайрĕ ватă Супетей. — Çапах та пирĕн чи малтан çав путсĕр пăлхарсене епле çĕнтересси пирки шухăшламалла.
— Çавăнпа чĕнтĕм те ĕнтĕ сана! — хăпартланчĕ Батый.
— Итлетĕп, аслă хан! — каллех пуçне тайрĕ ватă Супетей.
— Эпĕ çапла тăвасшăн, — чапа тухнă çарпуçĕ хăйне питĕ тимлĕ итлени Батыя хăпартлантарсах ячĕ. — Пысăк çар пухатпăр. Сахалтан та таватçĕр пин. Ун пек çар ку тарана çитсе никамăн та пулман. Çав çарпа анăçалла каятпăр та пăлхарсен чиккине çитме виçĕ е тавата кун юлсассăн çеçенхирте пытаратпăр.
Хăй калани ватă çарпуçне кăсăклантарать-и, çук-и тесе, Батый Супетей çине тинкерсе пăхса илчĕ.
— Питĕ тимлĕ итлетĕп, аслă хан! — çакна асăрхаса, каллех тепре пуçне çĕре çитиех тайрĕ Супетей. — Малалла кала!..
— Çапла, пăлхарсен чиккине çитме виçĕ е тăватă кун юлсассăн пĕтĕм çара çеçенхирте пытаратпăр, — малалла калама тытăнчĕ Батый - Кайран вара пĕр пилĕк-ултă таманьпе пăлхарсен çĕре çине кĕрсе каятпăр. Пăлхарсем хăйсен пĕтĕм вăйне пухса пире хирĕç килеççĕ. Çапăçу пуçлатпăр. Антив, çак пилĕк-ултă таманĕ пăлхарсем çĕмĕрсе тăкччăр.
— Аван-аван, — хан шухăшне ăнланма тытăнчĕ Супетей. — Аслаçу çакăн пек япаласем тума юрататчĕ... Вара пăлхарсем пирĕн çарсене пĕтĕмпех çĕмĕрсе тăкрăмăр тесе шутлама тытăнаççĕ.
— Тĕрĕс ăнланатăн, ватă Супетей! Тĕрĕс ăнланатăп, ватă тилĕ! — савăнса кайрĕ Батый. — Антив, монголсене йăлтах çĕнтертĕмĕр тесе шухăшлачăр.
— Ĕненмесен? — иккĕленсе илчĕ Супетей.
— Çавăнпа ĕнтĕ эпе сана хамăрăн тĕп вăйсене пăлхарсен чиккине çитиччен аслă çеçенхирте пытармалла тесе каларăм, — ăнлантарма тытăнчĕ Батый. — Паллах, монголсен çарĕ юлман-и, тесе вĕсем тĕрĕслеме тытăнаççĕ. Антив, пĕр кун, икĕ кун, тен, виçĕ кун хушши мальеннелле шыраса çӳреччĕр. Эпир тата каярах та чакма пултаратпăр. Кайран вара, пăлхарсем пире ним юлми çĕмĕрсе тăкрăмăр, монголсен урăх çар çук тесе килĕсене таврăнаççĕ те пĕтĕм çарне салатса яраççĕ.
— Вăт, çавăн чухне вара эпир хамăрăн пĕтĕм çарпа вĕсем çине кĕрсе каятпăр! — савăнса кайса, Батый калас сăмахсене калама тытăнчĕ Супетей.
— Тĕрĕс! — ыталаса илчĕ хан ватă çарпуçне. — Ылттăнпик вара çар пухса ĕлкĕреймест. Эпир ăна йĕпе чăха тытса илнĕ пек каплаттарса ярса тытатпăр!.. Пĕтĕм пăлхар çĕрĕ вара пирĕн алăра пулать!..
— Эппин, çак тĕллевпе ĕçлеме тытăнатпăр! — пĕтĕмлетнĕн каларĕ Супетей. — Тупата, чăннине калатăп: аслаçу чĕрĕ-сывă пулнă пулсан, саншăн, аслă хан, питĕ савăннă пулĕччĕ вăл!..
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...