Кĕмĕл кĕпер :: Сутăнчăка мĕн хак тӳлеççĕ
Тус-юлташа сутни выльăх сутни мар.
Тус-юлташа сутнăшăн мĕнле тӳлессине
Çӳлти Турă кăна пĕлет.
Авалхи чăвашсем калани.
Аслă çынах пуль çав Батый-хан. Капетран хăйĕн пайцзине питĕ пĕлсе парса янă-çке вăл Парăç-Пăрăнтай валли. Пайцза пулман пулсан Парăç-Пăрăнтай ниепле те хан патне çитеймесчĕ. Çул çинче пин ытла сентĕр тăратса тухнă монголсем. Пайцза çук пулсан калаçса та тăмаççĕ, чикеççĕ те пăрахаççĕ. Батый-хан пайцзи вара Параç-Пăрăнтая асамлă япала пек питĕ пулăшрĕ: монголсем ăна курсассăнах тӳрех улшăнаççĕ, мĕн кирлине йăлтах тупса пама тăрăшаççĕ, апат çитереççĕ, кирлĕ çĕре çити ăсатса та яраççĕ. Çапла вара, Ейĕк шывĕ урлă каçса, Парăç-Пăрăнтая Батый-хан тапăрне çитрĕ. Аслă хан патне ăна çав кунах илсе кĕчĕç.
— Мĕнле-ха вара эсĕ, Парăç-Пăрăнтай, хăв аллунти астула та тытса тăраймарăн? — тĕлĕннĕ пек пулчĕ Батый, килнĕ пăлхар мăрси çине кушак куçĕпе пăхса. — Малтанах ман çын, урăхла каласан, Капет, хăв патна пырсанах санăн патша керменне тытса илмеллеччĕ, — ăс вĕрентнĕ пек каларĕ вăл. — Вара вырăссем патне хăвăн çыннусене ярса Ылттăнпик пуçне касма хушмаллаччĕ. Никам сисмен чухне... Сан мĕскер, çавна тума ылттăн-кĕмĕл çитмерĕ-и?
— Ăс çитмерĕ, — кĕскен хуравларĕ Парăç-Пăрăнтай. — Ун пеккиие нихăçан та туса курман та...
— Ăс çитмерĕ тени тĕрĕсех, — кулса ячĕ Батый. — Астул тытса илесси çăмăл япала мар çав. Тĕрĕссипе каласан, манăн хамăн та сана шанмалла марччĕ. Вырăссем патне хамăн çынсене ямаллаччĕ. Чухлаймарăм.
— Нумай лараймасть вăл патшара! — тарăхнăн каларĕ Парăç-Пăрăнтай. — Ылттăнпик пирки калатăп эпĕ. Эсĕ, аслă хан, Ылттăнпике пĕтерес ĕçре мана пулăшасса шанатăп эпĕ.
— Усси пур-и-ха вăл сана пулăшни? — ыйту панă пек пулчĕ Батый. — Сан вырăнна урăх çын тупмалла мар-и манăн?
Парăç-Пăрăнтай хăранипе хĕремесленсе кайрĕ. Батый чăнласах та ун вырăнне урăх çын тупас тесессĕн, монголсем вара ăна ниме кирлĕ мар япала пек кăлараççĕ те ывăтаççĕ.
— Юрĕ-юрĕ, — кулса ячĕ Батый. — Урăх çын кирлĕ мар. Атăлçи Пăлхарстан патши эсех пулатăн.
Парăç-Пăрăнтай, ку сăмахсене килĕштернине пĕлтерсе, Батыя çĕре çитиех пуç тайрĕ.
— Эппин, ман пата хĕсмете килме килĕшетĕн? — тӳрех ыйтрĕ Батый.
— Килĕшетĕп, аслă хан, — çирĕппĕн каларĕ Парăç-Пăрăнтай.
— Пит аван, — терĕ Батый. — Ыран эпир сана монголсем патне хĕсмете илетпĕр.
: * * *
Тепĕр кун ирех Парăç-Пăрăнтай патне виçĕ монгол çынни пычĕç. Пĕри, асли, ватă, ыттисем çамрăк.
— Кайрăмăр! — терĕ ватă монгол.
— Ăçта? — тĕпчесе пĕлес терĕ Парăç-Пăрăнтай.
Ватă монгол ун çине çаврăна пăхрĕ те тепĕр хут каларĕ:
— Кайрăмăр!
Ăçта илсе кайнине эппин вăл хăй те пĕлмест пуль", — тĕлĕнсе шухашларĕ Парăç-Пăрăнтай, хăйне чĕннĕ монгол хыççăн утса.
Малта — ватă монгол, Парăç-Пăрăнтай ун хыçĕнче, Парăç-Пăрăнтай хыçĕнче ике çамрăк монгол сăнă тытса пырасçĕ. Кăшт аяккинелле пăрăнсанах сăннине хыçалтан чышаççĕ, пăрăпма юрамасть теççĕ.
Те ку хисеплĕ хурал пулчĕ. Те тытса пыни. Часах хайхискерсем пысăк юрттă патне çитрĕç.
Юрттă тесе монголсем кĕççесемпе витнĕ çаврака çурта калаççĕ. Ăна питĕ хăвăрт пуçтарса лав çине хума, урăх çĕре куçарса кайса лартма та пулать.
— Аслă хан сана, пăлхар мăрси, паян хесмете илет, — терĕ çакăнта çитсен ватă монгол.
"Эппин, ку Батыйăн кермен вырăнне шутланакан юртти ĕнтĕ, — тавçăрса илчĕ Парăç-Пăрăнтай. — Ĕнерхи юртти ялан пурăнаканни пулчĕ пуль. Кур-ха, эппин, паян мана хăй керменĕнче йышăнать", — савăнчĕ вăл.
Таçтан аякран темиçе монгол çынни çĕнĕ халат илсе килчĕç.
— Хăвăн тумна хыв та çакна тăхăн! — хушрĕ ватă монгол. — Кивĕ тумупа пĕрле эсĕ пăлхар пулни пĕттĕр. Монгол тумне тăхăнатăн та эсĕ паянтан пуçласа монгол пулатăн. Атя, атя, кивĕ тумне хыв! — аптраса тăракан Парăç-Пăрăнтая васкатрĕ вăл. — Кунта шутласа, ун-кун пăхкаласа тăма юрамасть.
"Ĕçе пуçларăн пулсан вĕçне çитермеллех", — тесе, Парăç-Пăрăнтай çийĕнчи пăлхар тумне хыврĕ те хăйне тыттарнă монгол халатне илчĕ. Хулăм, питĕ ăшă халат пулмалла. Çапла шутласа вăл халата тăхăнма тытăнчĕ. Çав вăхăтра монголсем унран илнĕ пăлхар тумне çĕре пăрахрĕç те урисемпе таптама тытăнчĕç.
— Паянтан пуçласа пăлхар çынни çук пирĕн тапăрта, — терĕ ватă монгол. — Пăлхарсем пирĕн чи хăрушă тăшмансем. Эсĕ вара пирĕншĕн паянтан пуçласа монгол пулатăн.
Пысăк юрттăна пынă çĕре пысăк кăвайт хунă.
— Тасалмалла санăн, — терĕ ватă монгол. — Çак кăвайт урла сиксе каçмалла.
Парăç-Пăрăитайăн ирĕксĕрех вăл хушнине тумалла пулчĕ.
— Халĕ вара кăвайтсен хушшипе тухатпăр, — терĕ леш монгол çынни. — Пĕтĕмпех тасалса пĕтме.
Чăнах та, тата маларах кайсан икĕ рет кăвайт чĕртнĕ вырăна тухрĕç. Ертсе пыракансем Парăç-Пăрăнтая вĕсен хушшипе ертсе пычĕç те пысăк юрттă алăкĕ патне çитрĕç.
— Кĕриччен санăн çичĕ хутчен пуççапмалла, — терĕ ватă монгол, — кайран тата тăхăр хутчен кукленсе лармалла. Вара тин шала, аслă хан патне кĕме юрать.
Парăç-Пăрăптай кун пек мăшкăл тӳсессе шутламан та. Вăл каялла тарса кайма çук-и тесе унăн-кунăн пăхкаласа илчĕ. Монголсем çакна тӳрех туйрĕç.
— Каялла кайма юрамасть, — терĕ ватă монгол. — Кунтан икĕ çул кăна: е аслă хан патне кĕмелле, е Лештĕнчене каймалла. Лештĕнчене кайма ан васка. Унта нимĕнле апат та çитермеççĕ.
Ку сăмахсене илтсессĕн, ватă монгол питĕ кулăшла сăмахсем каланă пек çамрăккисем ахăлтатса кулса ячĕç.
Парăç-Шрăнтайăн вара ирĕксĕрех хăйне мĕн хушнине тумалла пулчĕ.
— Халĕ ĕнтĕ шала кĕме те юрать, — терĕ ватă монгол, пысăк юрттăн алăкне уçса.
Вăл Парăç-Пăрăнтая чышса тенĕ пекех шала кĕртрĕ те хăй тулайнех юлчĕ. Юрттăра монголсен урăх теккерĕсем иккен. Вĕсем Парăç-Пăрăнтая аллисенчен ярса илчĕç те пусахласах чĕркуçлентерсе лартрĕç.
— Аслă хан патне упаленсе пымалла! — хаяррăн, чашкăрнă пек каларĕç. — Илтетĕн-и, пăлхар мăрси?.. Упаленсе пымалла!
Темиçен Парăç-Пăрăнтая купарчинчен сăнăпа тĕкрĕç.
— Ан кĕттер!..
Мĕн тăвас тен, хирĕçлесе тăрсассăн ним шеллемесĕр чиксе пăрахасса пĕлет Парăç-Пăрăнтай. Ирĕксĕрех унăн упалене-упалене таçта шалта, çӳллĕ вырăнта ларакан Батый хан патне каймалла пулчĕ.
— Парăç-Пăрăнтай, эсĕ-и ку? — аслă хан сассине илтрĕ вăл сасартăк.
— Эпĕ, аслă хан! — пуçне çĕклерĕ те Парăç-Пăрăнтай ури çине тăма хăтланчĕ. Анчах ăна çĕкленме памарĕç: хан вырăнĕ патĕнче тăракан нукерсем иккĕн икĕ хулĕнчен сăнăпа тĕксе каллех урайне ӳкерчĕç.
— Кунтарах кил! — хушрĕ Батый.
Хальхинче вара Парăç-Пăрăнтай ури çине тăма шутламарĕ те, çаплах, упаленсех, хан патне çывăхарах пычĕ.
— Тата кунтарах! — хушрĕ Батый. Парăç-Пăрăнтай упаленсе хан ури патнех çитрĕ.
— Пуçна ан çĕкле, — илтрĕ вăл монголсен сассине. — Пуçăнтан усал шухăшсем кайччăр тесе, халĕ сана таса шывпа сапатпăр!
Чăнах та, Парăç-Пăрăнтай пуçĕ çине пĕр курка шыв тăкрĕç.
— Халĕ ĕнтĕ эсĕ усал шухăшсенчен тасалтăн, — терĕç монголсем. — Аслă хан ури умĕнче çичĕ хутчен пуç тай!
Çичĕ хутчен пуç тайнă хыççăн Парăç-Пăрăнтай тата мĕскерле машкăллаççĕ-ши тесе кĕтме тытăнчĕ.
— Акă, — илтех кайрĕ вăл Батый сассине, — Парăç-Пăрăнтай, санăн усал шухăшсенчен тасалнă пуçу çине эпĕ хам урапа пусатăп... Ку вăл эпĕ, монголсен аслă ханĕ, сана хам пата хесмете илнине пĕлтерет.
Батый-хан хăйĕн йывăр атăллă урине Парăç-Пăрăнтай пуçĕ çине хучĕ:
— Йывăр-и ман ура? — ыйтрĕ Батый.
— Йывăр, — хуравларĕ Парăç-Пăрăнтай.
— Тĕрĕс калатăн, — килĕшрĕ Батый. — Йывăр. Анчах питĕ илĕртӳллĕ. Такам та ман атă хăйĕн пуçĕ çинче пулнине курасшăн. Уншăн теприсем тем те пама хатĕр. Тĕрĕс калатăп-и, Парăç-Пăрăнтай?
— Тĕрĕс калатăн, — килĕшрĕ Парăç-Пăрăнтай.
— Эппин, паяитан пуçласа эпĕ, монголсен аслă ханĕ, сана, Парăç-Пăрăнтай, хам пата хесмете илетĕп. Тамань паратăп сана. Таманпӳ пулатăн. Часах, пĕтĕм çарсене ертсе, пăлхарсем çине кĕрсе каятпăр. Сана чыс та мухтав! Хăвăн таманӳпе эсĕ чи малта пырăн, пире, монголсене, çĕнтерӳ хыççăн çĕнтерӳ патне илсе пырăн!..
Аслă хан юрттинчеи тухнă чухне Парăç-Пăрăнтайăн икĕ куçĕнче те туп-тулли куççульччĕ. Сутăнчăка мĕн хак тӳленине вăл паян питĕ лайăх ăнланчĕ. Анчах халь тин нимĕн тума та çук ĕнтĕ. Каялла каймалли çул çук уншăн. Монголсене юраса пурăнса кăна хăйне валли çакă çутă тĕнчере пурнăç тупма пултарать вăл.
Юрттă алăкĕ патĕнче тăракан монголсен теккерĕсем те Парăç-Пăрăнтайăн икĕ куçĕ тулли куççулĕ пулнине питĕ лайăх курчĕç.
— Савăннипе йĕрет, — терĕ пĕр çамрăк монгол, Параç-Пăрăнтай çине ăмсаннăн пăхса. — Анчĕ ку çынна! Таманпӳ пулса тухрĕ.
Ыттисем ăна хирĕç нимĕн те чĕнмерĕç.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...