Атăл шывĕ юха тăрать :: Эпилог
Маи Библи — çак ман кĕнекем...
«Чун-чĕре ăшши» кĕнекерен.
Ку историлле романа эпĕ 1967 çултах çырма тытăннăччĕ. Ун чухне эпе ăна «Хĕвел анăçалла шăвать» тесе ят панăччĕ. Анчах прологсăр пуçне урăх нимĕн те çыраймарăм ун чухне. Ара, питĕ каткăс тапхăр ку, Алмас патша тапхăрĕ!.. Шухăш тĕвви вĕçне çитеймерĕм ун чухне.
Кайран вара, чылай çулсем иртсессен историлле романсен пысăк тетралогийĕ пирки шухăшлама тытăнтăм.
Çавăн чухне эпе «Кăмăл кĕвви» ятлă сăвă çырнăччĕ. Унта çакăн пек йĕркесем пур:
Чăваш асаттесем утса тухнă çулпа
Хайлавăмра утатăп та утатăп,
Пуласлăха çыхăнтарса аваллăхпа,
Хальхи кун урлă çут кĕпер хыватăп.
Хальхи кунра пуласлăха туйса,
Аваллăха куратăп хурăнташăн.
Юррăмсене телей кайăкĕсем туса,
Хĕвел патне хушатăп çул хывмашкăн...
Çаван чухне, çак сăвва хайланă чухне, эпĕ хам хăй вăхăтĕнче çырайман романа та аса илтĕм. Вăл çав пысăк тетралогине кĕме пултарĕ терĕм... Çав вăхăтрах тата, саманасем улшăннă май, малтан «Авалхи чăвашсем» тĕпчеве çырса пĕтерсе халăх патне çитермелле пуль теме тытăнтăм. Мĕншĕн тесен халăх чăнласах та хăйĕн историне, хăйĕн ламтайĕсен пурнăçне пĕлесшĕн. Ку вăл тата хамшăн та пулас историлле романсем валли питĕ кирлĕ никĕс туни пулĕ терĕм.
Çапла каллех нумай çулсем иртсе кайрĕç.
«Авалхи чăвашсем» кĕнекене чăвашла пичетлесе кăлартăм. Кайран çав пысăк тĕпчевех вырăсла та пичетленсе тухрĕ.
Тата та каярахпа ăна Болгаринче, хальхи болгарсен чĕлхипе пичетлесе кăларчĕç.
Чăнах та, çав кĕнекен пĕлтерĕшĕ пысăк пулчĕ. Вара эпĕ тахçан-тахçанах шухăшласа хунă пысăк сериала çырас ĕçе пуçăнтăм.
Малтанхи виçĕ роман питĕ çăмăллăн, юрланса тенĕ пек çырăнчĕ. Анчах кайран пурнăç питĕ йывăрланса кайрĕ. Укçа-тенкĕ çитменни, выçлă-тутлă пурнăç хăй пуслăхĕпе пусрĕ. Укçа-тенкĕшĕн, хам тăрăшнипе туса хунă Чăвашсен обществăпа культура центрне тата Чăваш писателĕсен Союзне тытса тăрас тĕлĕшпе питĕ нумай ĕçлемелле пулчĕ. Çапах та эпĕ пĕр самант хушши те çак хамăн шухăшласа хунă ĕçсем çинчен манман. Кăшт пушансанах тăваттăмĕшпе пиллĕкмĕш романсене çыртăм. Кайран йывăр чирлесе ӳкрĕм. Турă пулăшрех, ура çине тăтăм та çак романа çырма лартăм. Ку романа çырма пулăшнăшăн эпĕ «Атăлçи шурăмпуçĕ» санатори директорне Н.В.Суркова чунтан-чĕререн тав тăватăп. Роман çырасси питĕ тертлĕ ĕç. Роман çырас тесен питĕрĕнсе ларса ĕçлемелле. Николай Владимирович вара çак романа çырма мана ятарласа хăй шучĕпе санаторине путевка илсе пачĕ, çырма-ĕçлеме пур енĕпе те пулăшса пычĕ. Чăн-чăн чăваш çынни вăл. Турă пулăшса пытăр ăна хăйне те, ырă çынна! Пĕтĕм ĕмĕчĕсем тулса пыччăр!..
* * *
Аваллăх вăл вĕçĕ-хĕррисĕр сĕм вăрман. Анчах ăна пирĕн авалхи ламтайсем утса тухнă, унта хăйсен йĕрне, таçта çити тăсăлакан сукмакĕсемпе аслă çулĕсене хăварнă. Пирĕн вара аваллăха пĕлес тесен, çав йĕрсене тупмалла, вĕсем утса тухнă сукмаксемпе тата аслă çулсемпе тепĕр хут утса тухмалла.
Пирĕн асаттесен аслă та чаплă патшалăхĕ — Атăлçи Пăлхарстан. Паллах, пирĕн ламтайсен тата авалрах та çавăн пек патшалăхсем пулнă. Акă, Атăлçи Пăлхарстанран маларах — Аслă Пăлхарстан. Вăл пирĕн эрăри VII ĕмĕрте чăмăртанса вăй илнĕ патшалăх. Унран маларах Аттил патша туса хунă Аслă Хунстан (Гуннсен патшалăхĕ) пулнă. Тата та маларах, пирĕн эрăчченех Алтай таврашĕнче авалхи Хунсен патшалăхĕ пулнă. Вĕсем пурте пирĕн аслă та чаплă эткер. Вĕсем çинчен эпĕ те маларах пичетленсе тухнă романсенче каласа панă. Ку романри ĕçсем вара Атăлçи Пăлхарстан патшалăхĕнче пулса иртеççĕ. Паллă ĕнтĕ, Атăлçи Пăлхарстан хазарсемпе кĕрешнĕ май вăйлăланса та аталанса пынă.
Пăлхарсемпе хазарсем пĕр йăла-йĕркеллĕ, пĕр чĕлхеллĕ халăхсем пулнă. Тĕрĕссипе каласан, вĕсене пĕр халăхах теме те пулать. «Мĕншĕн вĕсем пĕр-пĕринпе вăрçă вăрçнă-ха? Пĕр-пĕрне пулăшас вырăнне, тăшмансене хирĕç пĕрле кĕрешес вырăнне?» — ыйтаççĕ вулакансем. Эпĕ хамăн романра çакна та ăнлантарса парас терĕм. Ют тĕне, унпа пĕрле урăх йăла-йĕркене илме тытăннă халăх чăнласах та улшăнма тытăнать. Çакăн пирки вырăссен чаплă тĕпчевçи Л.Н.Гумилев хăйĕн кĕнекисенче («Древняя Русь и Великая степь», «Открытие Хазарии») питĕ лайăх ăнлантарса çырнă. Пирĕн вулакансемшĕн тата чăваш тĕпчевçи Руф Ишутов та çакăн пирки мĕн çырни кăсăк пулмалла. Хăйĕн «Чăваш несĕлĕсем çинчен» («Хыпар», 21.01.1993 ç.) тĕпчевĕнче вăл акă мĕн çырать: «Тепĕр хут еврейсем Çурçĕр Кавказа Византи императорĕ III Лев Исавар 723 çулта вĕсене ирĕксĕрлесе Христос тĕнне кĕртме указ кăларсан йышлăн куçма тытăннă. Хасар патшалăхĕнче те еврейсем иудаизм тĕнĕпе уйрăм общинăсенче пурăннă, ремесленниксем, сутăçăсем, чиновниксем пулнă, шăматкунсерен уяв тунă, ывăл ача çуралсанах ун ар органĕн ӳтне каснă («обрезание»). Политика тĕлешĕнчи тĕрлĕ каварсенче пуян опыт пухнăскерсем администраци пуканĕсене йышанма килĕштĕрнĕ, каган таврашĕнче кĕпĕрленнĕ. Çакнашкал лару-тăрура хасарсен пĕр кнеçĕ Булан (чăвашла «Пăлан») иудаизм тĕнне кĕрет, еврейле Сабриель ятлă пулать. Ун таврашĕнчи ытти пуçлăхĕсем те çак тĕне кĕреççĕ. Çакăн хыççăн патшалăхри ĕç тăвакан власть еврейсен аллине куçать. Каган ним правасăр тăрса юлать. Ăна керменĕнче хупса усрама, халăха хутран-ситрен кăна кăтартма тытăнаççĕ.
Иудаизм — пĕр-пĕр класс тĕнĕ мар, пĕр халăх тĕнĕ, еврей ратнинчи çын кăна община членĕ пулма пултарать.
Хасар патшалăхĕнчи путишле çак йĕркене Л.Н.Гумилев «химера» тет. Хура халăхпа влаçрисем хушшинче каçма май çук тарăн вар алтăнать, патшалăх тытăмĕ хавшасах пырать. Булан хыççăн хасарсен патши Обадий еврей, вăл 791 çулта вилнĕ. Малашне 150 çул тăршшĕ хасар патшисем пурте еврейсем: Манасий, Ханукка, Исаак, Завулон тата ытти те.
Пĕтĕм хасар халăхне иудаизм тĕнне кĕртме никам та шутламан. Иудейсен çурма хупă общини Итильре халăхпа хутшăнмасăр, пурлăх пухса пурăннă, хăй йышне тĕрĕксен Ашин йăхĕнчи ханĕсене, вĕсен çыннисене кĕртнĕ, еврей хĕрарăмĕ хасартан ача çуратсан, çав ача община членĕ пулма пултарнă, община ăна ура çине тăма пурлăхпа пулăшнă. Хасар хĕрарăмĕ еврейрен çуратсан, çав ачаран община ютшăннă. Амăшĕ еврей пулсан кăна ачана ырлăх тивнĕ. Çулсем иртнĕçемĕн Хасар обществинче расналăх ӳснĕ, ытти йăх-ăру пуçлăхĕсемпе иудейсем хушшинче хирĕçӳ вăйланнă. Текех, калăпăр, Византи императорĕ хасар патши хĕрне (иудейкăна) качча илес пирки сăмах та пулма пултарайман. Çакнашкал хирĕç-тăру Хасар патшалăхĕнче граждан вăрçи пуçланнин тĕп салтавĕ.
Хасар иудейсен хĕçпăшаллă вăйĕ — тара тытнă печенегсен тата гузсен дружини. Итильре X ĕмĕрте çав дружинăра 7 пин салтак пулнă. Вĕсене усрама ним правасăр халăхран хырçă сăптарнă. Ытти этнос пуçлăхĕсем мадьярсемпе пĕрлешсе иудейсене тата вĕсене сыхлакан печенегсене хирĕç вăрçă пуçланă... Ку — вăтам ĕмĕрсен пуçламăшĕнчи хаяр тытăçу. Граждан вăрçи Хасар патшалăхĕн тытăмне сӳслентерсе янă...»
Ку статйине Руф Ишутов М.И.Артамонов çырнă «История хазар» кĕнеке пичетленсе тухнăранпа вăтăр çул çитнĕ май çырнă.
* * *
Вулакан курчĕ ĕнтĕ, пирĕн роман Алмас патша тарăн шухăша кайнипе вĕçленет. Ырлăх пулнă-и вăл, хурлăх пулнă-и пирĕн халăхшăн авалхи пăлхар-чăваш тĕнне пăрахăçласа ют тĕне, арабсен тĕнне кĕни?.. Паян кун та пĕр пĕлтерĕшлĕн хуравлама çук-ха ăна. Ислам тĕнне кĕнисемпе вĕсене хирĕç кĕрешекенсем, урăхла каласан, авалхи пăлхар-чăваш тĕнĕпе пурăнакансем хушшинчи кĕрешӳ мĕнпе вĕçленнине нимле авалхи документсем те татса калаймаççĕ.
Ислам тĕнне кĕнĕ хыççăн Алмас патша нумаях пурăнайман. Вăл 925 çулта çĕре кĕнĕ. Мĕнле вилнĕ вăл — ăна нимле чăнлавсенче те палăртса хăварман. Тен, ислам тĕнне кĕрес мар текенсемпе кĕрешнĕ чухне пуçне хунă пулĕ. Тен, ăна романра çырса кăтартнă Çерçи-Туркай-Муххаммет пек икĕ питлĕ путсĕр сутăнчăк пĕр-пĕр кĕтесре чиксе пăрахнă пулĕ. Ун чухне патшасене те хальхи президентсене сыхланă пек çĕршер-çĕршер çын сыхламан-хуралламан. Патшасем хăйсен халăхне шаннă, кирлĕ чухне хăйсем те хăйсемшĕн тăма пултарнă. Алмас патша вилнĕ хыççăн Атăлçи Пăлхарстан астулне Алмасăн аслă ывăлĕ Хусан тытса тăма тытăннă.
Кунта çакна та каламалла: ашшĕ ăна ислам тĕнне кĕртнĕ пулас. Çуралсассăнах ăна авалхи пăлхарсен йăлипе Хусан тесе ят хунă. Ислам тĕнне кĕнĕ хыççăн вара ăна Мумин-Хасан теме тытăннă. Ку вăл арабларан чăвашла куçарсан Ĕненекен Хасан тенине пĕлтерет.
Алмас 895 çулта хăйĕн пиччĕшĕ Паттăр-Мумин çĕре кĕнĕ хыççăн патшана ларнă. Вăл 30 çул хушши астул тытса тăнă. Историре Алмас аслă та чаплă патша пулса юлнă. Чăнласах та вăл хăйне евĕрлĕ реформатор пулнă, Атăлçи Пăлхарстана пĕтĕм тĕнче ӳмне кăларас тесе питĕ нумай вăй хунă. Çавăнпа унăн ятне эпир яланах ырă сунса, ырă кăмăлпа асăнатпăр.
1967 ç. — 18.12.2003 ç.
«Атăл Шурăмпуçе» санаторий.
* * *
Юлашкинчен тата акă мĕн каласшăн. Маларах палăртнăччĕ ĕнтĕ: «Атăл шывĕ юха тăрать» 12 кĕнекерен тăракан историлле романсен сериалне кĕрет, шучĕпе ку улттăмĕш кĕнеке пулать. Сериалти ĕçсем хронологи йĕркипе пулса пыраççĕ. Вулаканcене пĕлме малтанхи романсене асăнса тухар: «Хĕвел хапхи (Тамарислу — амаçынсен патши)» — пирĕн эрăчченхи VI ĕмĕр; «Юрăçапа патша (Сăкăт пики — сар пике)» — пирĕн эрачченхи IV ĕмĕр; «Ылттăнту — тăван кил (Метте — хунсен çарпуçĕ)» — пирĕн эрăчченхи II ĕмĕр, «Аттил патша (Çын куççулĕ çĕре ӳкмест)» — пирĕн эрăри V ĕмĕр; «'Купрат патша (Пурнăç çулĕ — вăрăм çул)» — пирĕн эрăри VII ĕмĕр.
Вулакан курчĕ пулĕ ĕнтĕ, ку романри «Атăл шывĕ юха тăрать» пирки калатăп, ĕçсем X ĕмĕрте пулса иртеççĕ. Çак кĕнекерен пуçласа, пĕтĕм хайлавсенчи ĕçсем Аслă Атăл таврашĕнче пулса иртеççĕ.
Вулакансем патне малалла çак романсене çитерме палăртнă:
Çиччĕмĕш роман — «Кĕмĕл кĕпер». Унта эпĕ пăлхар-чăвашсен паттăрĕсем XIII ĕмĕр пуçламăшĕнче тухăçран тухса тискеррĕн тапăнса килнĕ тискер те шелсĕр тутар-монголсемпе паттăррăн кĕрешнине çырса кăтартатăп.
Ку романа çырса пĕтернĕ ĕнтĕ, вăл кĕçех пичетленсе тухмалла.
Саккăрмĕш роман — «Ылттăнчечпе Пачман». Кунти ĕçсем те çав тапхăртах пулса иртеççĕ. Ылттăнчеч — ытарайми елик-пике, Ылттанпик патшан аслă хĕрĕ. Пачман — паттăртан та паттăр çарпуçĕ, Ылттăнчечĕн юратнă мăшăрĕ. Вĕсем иккĕшĕ те Ылттăнчеч ашшĕ Атăлçи Пăлхарстан патши Ылттăнпик вилнĕ хыççăн тискер тутар-монголсемпе чылай хушă паттăррăн кĕрешсе çĕре кĕреççĕ.
Тăххăрмĕш роман — «Упи-паттăр».
Упи-паттăр — Ылттăнпик патшан чи чаплă çарпуçĕсенчен пĕри. Чылай хушă тискер тутар-монголсемпе паттăррăн кĕрешнĕ хыççăн вăл, тăван халăхне çăлса хăварас тесе, чĕрĕ-сывă юлнă пăлхар-чăвашсене Атăл леш енчен ку енне, сылтăм çырана илсе килнĕ аслă та паттăр çын. Ку вăл XIII ĕмĕр вĕçĕнче, XIV ĕмĕр пуçламăшĕнче пулнă. «Упи-паттăр» романра çак тапхăра çутатса парасшăн, пăлхар-чăвашсем Атăл ку енне каçса, çĕнĕ çĕрте мĕнле пурăнма тытăннине кăтартасшăн.
Вуннăмĕш роман — «Чăваш юнĕ». Ку романра эпĕ пăлхар-чăвашсен паттăрĕсем Хусан ханĕсен пусмăрне хирĕç хастаррăн кĕрешнине, хăйсен наци ирĕклĕхне сыхланине çырса кăтартăп. Ку романăн чылай сыпăкĕсене çырнă ĕнтĕ. Унти ĕçсем мĕнле пулса пынине, акă, куç умĕнчи пек куратăп.
Вунпĕрмĕш роман — «Мамич-Пертей». Кунта вара эпĕ 1552 çул хыççăн паттăр чăваш тата çармăс мăрсисемпе турханĕсем, пикĕсемпе пӳлевĕсем Мускав хурахĕсене хирĕç кĕрешнине çырма палăртнă.
Юлашки, вуниккĕмĕш романа эпĕ «Пайтул» тесе ят пама палăртнă. Унта эпĕ XVII ĕмĕрти чăваш паттăрĕсем пирĕн чаплă çарпуçĕ тата поэчĕ Пайтул ертсе пынипе, кар! тăрса наци ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнине, вĕçен чаплă вилĕмне çырса кăтартас тетĕп.
Тепре тĕл пуличчен, хаклă вулаканăм!..
Авалхи чăваш паттăрĕсемпе чăваш туррисем пулăшччăрах мана çак романсене çырса пĕтерме. Сывлăх та вăй паччăр вĕсем мана! Ырă ĕç тăватăп эпĕ. Тăван халăхăн çухалнă страницисене пĕрин хыççăн теприне уçса пĕтĕм тĕнчене кăтартасшăн.
2004 ç.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...