Атăл шывĕ юха тăрать :: Татах тепĕр кавар
Пусть предателей прячут от света
В тот холодныи и каменный свод...
Хосе Марти.
Уракпа ун майлă пăлхарсене хиреç кайнă харçăран кермене таврăнсассăн малтанласа патша темиçе кун никампа калаçмасăр, никама курмасăр тенĕ пек пурăнчĕ. Ханияна та курасси килмерĕ унăн. Тĕрĕссине калас пулать: ĕçсем çакăн пек çаврăнса тухнăшăн питĕ кулянчĕ вăл. Юлашкинчен, те виççĕмĕш кунхине, те тăваттăмĕш кунхине питĕ йывăр çывăрса кайрĕ. Нумай çывăрнă-и, сахал çывăрнă-и — ура сассине, хĕçсем чанклатнине илтсе, вăл сасартăк вăранса кайрĕ те куçне уçрĕ.
Каç пултти. Патша çывăракан пӳлĕме кăшт çеç çутă кĕрет. Пӳлĕмре туп-тулли кăраллă çынсем. Тем кăшкăрашаççĕ, тем чупкалаççĕ...
— Патша пулса çитет!..
— Мĕн патша вăл! Çапкаланчăксенчен хăраса ӳкрĕ те!..
— Амаçын текен çапкаланчăк хĕрсене сутăннă вăл!..
— Пуçне касмалла!..
Çаксене илтсен, тĕлĕнсе, патша вăштах вырăнĕ çине тăрса ларчĕ. Ара, мĕн ку? Камсем кунта? Хайхискер патша хăй умĕнче кăшкăрашакан çамрăка палласа илчĕ. Туркай-Муххаммет-çке ку!.. Ибн-Баштупа пĕрле Багдата кайнă çарпуçĕ. Унтах, Багдатрах, ислам тĕнне тухнă вăл. Амаçынсемпе хире-хирĕç тăнă чухне вăрçă вăрçма хĕтĕртнĕччĕ. Анчах та мĕн тăвать-ха вăл патша керменĕнчи çывăрмалли пӳлĕмре?..
— Çитет сана, ибн-Джавар, патша пулса! — кăшкăрса ячĕ çав хушăра Туркай-Муххаммет. — Акă, хут! Çыр — патша пулма пăрахап тесе. Астулне урăх çынна парап тесе!.. Пире сан пек патша кирлĕ мар!.. Ибн-Башту, калем илсе кил часрах!.. Патша çырма хатĕр!..
«Ара, ку вăл керменри пăлхав! — тавçăрса илчĕ Алмас. — Тăхта-тăхта, ибн-Башту та çак путсĕр Туркай-Муххамметпа пĕрле-и вара?..»
Çав вăхăтра хайхи таçтан Абдаллах ибн-Башту сиксе тухрĕ. Ун аллинче вăрăм калем. Вăл ăна Туркай-Муххаммета тăсса пачĕ. Туркай-Муххаммет калемне илчĕ те Алмас еннелле тăсрĕ:
— Çыр, часрах!.. Атту пуçсăр юлатăн! — кăшкăрашрĕ вăл. — Сана хуçаланни çитет! Халĕ эпир хуçа пулатпăр!..
Алмас пуçĕнче хăрасси çук. Çак йĕпе сăмса çарпуçĕ кăшкарашни ăна пĕрре те шиклентермерĕ. Анчах мĕнле лекнĕ-ха вăл кунта, çывăрмалли пӳлĕме? Кермен хуралçисем ăçта пулнă?.. Эппин, ибн-Башту пулашнă пулать-и ăна?!.
Алмас, тĕлĕнсе, йĕри-тавралла пăхкаларĕ. Кашкăрашса чупса çӳрекенсем нумайăн та мар иккен. Темиçе пăлхар эккелĕ, ибн-Башту тата Багдат элчипе килнĕ араб çыннисем.
«Эппин, ку кавара никам та мар, пĕртен-пĕр ибн-Башту ертсе пырать, — шухăш вĕлтлетсе иртрĕ Алмас пуçĕнче. — Ара, хĕрне патшана качча панипе хăюлланса кайса хăй патша пулас тет-и-ха вăл?»
— Çыр! — çаплах калем тăсса парса кăшкăрашрĕ Туркай-Муххаммет. — Халех çырмастăн пулсан, тӳрех леш-тĕнчене ăсанан!..
Темшĕн, хăй те пĕлмест, анчах Туркай-Муххаммет хушнă пек çырас тесе мар, Алмас, тăсса панă калеме илес тенĕн, аллине ун еннелле тăсрĕ. Туркай-Муххаммет куçĕнче савăнăç çути ялкăшса илчĕ. «Кĕтни çитрĕ!» — тесе шутларĕ ĕнтĕ вăл. Савăнса, калеме парас тесе, Алмас патнерех ярса пусрĕ.
Чĕрĕм самантра Алмас вырăнĕ çинчеи сулахай ури çине сиксе анчĕ те сылтăм урипе каварçăна хырăмĕнчен тапрĕ. Туркай-Муххаммет ахлатса таçта çити сирпĕнсе кайрĕ.
— Ну, кам тата патшана хушма хăять? — хаяррăн кăшкăрса ячĕ Алмас. Вăл çывăрма выртас умĕн юнашарах хунă хĕçне ярса тытрĕ. — Атьăр, кам тата патшана хирĕç тухас тет?
Каварçăсем пурте, хăраса, каялла чакма тытăнчĕç.
— Мĕскер, патшапа çапăçма хăрамалла-им? — çаплах хаяррăн кăшкăрче Алмас. — Ну, кам хăюллăрах, атя, маларах тух!..
Алмас, хĕçне çĕклесе, каварçăсем çине кĕчĕ те кĕчĕ.
— Ан хăрăр! Пĕччен вăл! Эпир вара нумайăн! — янăраса кайрĕ çав вăхăтра Абдаллах ибн-Башту сасси. — Пур енчен те çавăрса илĕр те!..
Ибн-Башту аллине таçтан тупнă вăрăм чукмар тытнă.
— Ан кил кунта! Çапатăп! — чукмарĕпе сулкаланса çухăрашрĕ вăл.
Патша вăл сулкалашнине шута хумарĕ, кĕчĕ те кĕчĕ ун çине. Юлашкинчен хайхи ибн-Баштун чукмарне сулахай аллипе ярса илчĕ те хăйне хĕçĕн тӳнтер енĕпе кĕрĕслеттерсе çапрĕ.
— Вĕлереççĕ! — çухăрса ячĕ ибн-Башту, патшана уринчен ыталаса илсе.
Ытти каварçăсем çакна çеç кĕтнĕ тейĕн çав. Вĕсем кепĕрленсе патша патне чупса пычĕç те ăна ибн-Башту çине такăнтарса урайне ӳкерчĕç, хĕçне туртса илес тесе мĕшĕлтетме тытăнчĕç.
Çав вăхатра кĕçĕн пӳлĕмĕн алăкĕсем пур енче те харăссăн уçăлса кайрĕç. Пӳлĕме, урайĕнче тĕрмешекенсем патне, Ирхан ертсе пыракан нукерсем чупса кĕчĕç.
— Акă вĕсем, каварçăсем! — улăпла саспа кăшкăрчĕ Ирхан Алмаспа кĕрмĕшекенсем çине кăтартса. — Ярса тытăр вĕсене! Çыхса пăрахăр!..
Ирханпа пĕрле килсе кĕнĕ нукерсем куç хупса илмелĕх самантра каварçăсем çине сиксе ларчĕç те аллисене пăрса хыçалалла çыхса хучĕç.
— Вăхăтра килсе çитрĕн, Ирхан-мăрса! — терĕ патша, ура çине тăрса. — Ытти теккерсем ăçта?..
— Ибн-Башту вĕсене патша Атăл хĕррине пыма хушнă тесе кăларса янă, — хассăн-хассăн сывласа хуравларĕ Ирхан. — Пире вара Шукай мăрса кунта ячĕ. Керменре хурал пулмаллах тесе. Çитрĕмĕр те кăшкăрашнине илтрĕмĕр. Эсĕ, аслă патша, инкеке лекнине тӳрех чухларăмăр...
— Маттур! — мухтарĕ патша Ирхана. — Ватă Шукай мăрсана та тавтапуç. Ватă çын тăватă çын ахаль каламан çав...
* * *
Тепĕр кун патша хăй патне телĕсемпе пӳлевĕсене тата мăрсасемпе паттăрĕсене пухрĕ.
— Кавар пирки пурте пĕлетĕр ĕнтĕ, — терĕ вăл вĕсене. — Каварçăсене пурне те тытнă. Калăр, мĕн тăватпăр вĕсене?..
— Пуринне те пуçĕсене касмалла е шыва ярса вĕлермелле! — пурин шухăшне те каланăн пĕлтерчĕ Ирхан. Вăл паян хăйне чăн-чăн чапа тухнă паттăр пек туять. Ара, патшана вилĕмрен çăлаканĕ вăл-çке-ха!..
— Ыттисем мĕн шухăшлаççĕ? — пĕлесшĕн пулчĕ Алмас.
— Шыва путарса вĕлерес! — терĕç ытларахăшĕ.
— Абдаллах ибн-Баштăва та-и? — иккĕленнĕн ыйтрĕ патша.
— Вăл каварçăсен пуçлăхĕ пулнă, — терĕ Шукай. — Ăна чи малтан, чи тарăн çĕре путармалла. Шăрши те çак çут тĕнчене ан юлтăр.
— Эсĕ ма чĕнместĕн, алмăчавар? — ыйтрĕ патша.
— Эпир патша ирĕкĕнчен тухмалла мар, — терĕ ватă карт. — Эсĕ, аслă патша, мĕн калан, çавă пулать.
Ку сăмахсене илтсен, Алмас кăштах астулĕ çинче шухăша кайса ларчĕ.
— Эппин, хам шухăша калатăп, — терĕ юлашкинчен. — Юлашки вăхăтра ăнланман е кĕтмен ĕçсем нумай пулчĕç. Эпĕ те, ыттисем те йăнăш нумай турăмăр пулĕ. Çавăнпа манăн пĕрре те никамăн юнне те тăкас килмест. — Вăл, хăйне тимлĕн итлеççĕ-и тенĕн, пурин çине те пăхса çавранче. Пурте вăл каласса кĕтеççĕ, каварçăсене мĕн кĕтнине пĕлесшĕн. — Патша ирĕкепе эпĕ çапла хушагăп, — çирĕп сасăпа каларĕ Алмас. — Каварçăсене пурне те хамăр патшалăхран хăваласа кăларса яма хушатăп!..
Итлесе ларакансем тĕлĕннипе çăварĕсене карсах пăрахрĕç.
— Ирхан сана хушатăп, — терĕ патша. — Каварçăсене çĕрле хуларан илсе тухатăн та кăнтăрти караван çулĕпе илсе кайса Ейĕк шывĕ урлă каçарса яратăн. Кайччăр, тасалччăр, пирĕн сăваплă çĕре текех çĕртсе ан пурăнччăр!,..
Ирхан патша патнелле утса пычĕ те, пăлхар вăйпучĕсен йăлипе, хăйĕн сылтăм аллине çĕклесе, сулахай кăкăрне çапса илчĕ:
— Йăлтах эсĕ хушнă пек тăватăп, аслă патша!..
* * *
Тепĕр кунне Шукай мăрса патшана пĕлтерчĕ: вăл хушнă пек Ирхан хăйĕн нукерĕсемпе пĕрле каварçăсене пурне те хуларан илсе тухнă та кăнтăралла каякан караван çулĕпе Ейĕк еннелле хуса кайнă.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...