Атăл шывĕ юха тăрать :: Танкăр нукерĕсем
Шанчăклă нукер — çур пурнăç.
Авалхи чăвашсем калани.
Атăл кукăрĕпе Аслă Çарăмсан хушшинче Виçкӳль текен сарлака вырăн пур. Çав кулĕсенчен шырланкăсем юхса тухаççĕ те пĕрле пĕрлешсе пысăк мар юханшыв пулса тăраççĕ. Çавна ĕнтĕ пăлхарсем Чавшыр теççĕ. Чавшыр вара Аслă Çарăмсана юхса кĕрет.
Пĕтĕм пăлхар йăхĕсене çакăнта куçса килсе тăма хушрĕ ĕнтĕ Алмас патша. Хăй вăл арăмĕсемпе, ачисемпе тата теккерĕсемпе палăртнă кун ирхине-ирех кунта килсе çитрĕ те çутă-сарă тĕслĕ чатăрне ларттарчĕ.
Çав кунах кунта эссекел йăхĕ куçса килсе ларчĕ. Ун хыççăн ытти мăрсасемпе пӳлерсем, вăйпутсемпе паттăрсем, шахчисемпе канарсем ушкăнăн-ушкăнăн киле пуçларĕç. Вĕсем пурте патшапа пĕр шухăшлă пулнине пĕлтерчĕç. Анчах чи вăйлă йăхсен шахчисем кунта курăнмарĕç-ха. Уйрăмах сăварсен шахчи тата сăкăтсен шахчи Урак килменни патшана питĕ кулянтарчĕ.
Çапла эрне иртсе кайрĕ.
— Куртăн-и, эсĕ калани пĕрре те чăна килмерĕ, — тарăхса каларĕ патша ибн-Башту патне пырса. — Уйрăмах сăкăтсене шанмастăп эпĕ. Итле-ха, — аса илчĕ хайхискер, — мана каланăччĕ, çав путсĕр Саксар кермене çыру илсе килнĕ тенĕччĕ. Ман нукерсене вĕлерсе хур кăтартнă кунхине. Ăçта ун çырăвĕ?
— Путсĕр çыру вăл! — тарăхса каларĕ Ибн-Башту. — Пăлхав çеклеме чĕнекен çыру. Çавăнпа эпĕ ăна сана кăтартас мар терĕм...
— Хăçантанпа вара эсĕ патшашăн шутлама тытăннă?! — тарăхрĕ Алмас. — Е патша пĕтĕмпех сана итлесе пурăнать тетĕн-и? Ăçта вăл çыру?
Ибн-Башту хĕвĕнчен çыру туртса кăларчĕ.
— Ах эс, путсĕр! — кăшкăрса тăкрĕ Алмас. — Патшаран та аслă пулас терĕн-им?!.
Вăл ибн-Башту аллинчен çырăва туртса илчĕ те чатăра кĕрсе вулама тытăнчĕ. Ку сăкăт шахчи Урак çырнă çыру пулчĕ.
«Аслă патша, — вуларĕ Алмас — Эсĕ пĕтĕм пăлхар халăхĕ ячĕпе ирттернĕ курултайра сăмах патăн — ислам тĕнĕ пирки шухăшламастăп тесе. Анчах эсе пире улталарăн. Халĕ ислам тĕнне тухса, урăх ят, ют ят, арабла ят илсе, эсĕ пире сутрăн. Аслă Танкăр ячĕпе калатăп: тăна кĕр, патша! Хамăр турăсене, аслă Танкăра, аслă Киремете манса, эсĕ питĕ пысăк йăнăш тăватăн, ют турăсем пире, пăлхарсене, нихăçан та кирлĕ таран пулăшас çук. Аслă Танкăр сана хăй патне чĕнет. Пĕтĕм халăха вилĕм шăтăкне илсе ан кай, аслă патша!»
Тепĕр чухне çакăн пек çырăва вуланă пулсасăн, Алмас тарăхса, çав кунах çыраканăн пуçне касма хӳшнă пулĕччĕ. Анчах хальхинче ăна тем пулчĕ, ку çыру тарăн шухăша ячĕ: «Чăнах та, тĕрĕс мар çул çине тăмарĕ-ши Алмас? Пĕтĕм халăха çапла хирĕçтерсе ямасть-ши вăл çапла?»
Çавăнтах тата ку шухăшсене сирсе яма та пултарчĕ вăл. Тарăхма та тытăнчĕ: «Епле-ха вăл, сăкăт шахчийĕ аслă патшана çакăн пек çыру çырма пултарть?.. Çук-çук, ку япалана нимсĕр хăварма юрамасть!.. Çар пухатăп та сăкăтсем çине ертсе каятăп. Пĕтĕмпех çунтарçа яратăп!..»
Чăнах та, тепĕр вунă кунтан Алмас патша пысăк çар пухса сăкăтсем пурăнакан çĕре, вĕсене пĕтĕмпех ишсе-çĕмĕрме, çунтарса яма тухса кайрĕ.
* * *
Алмас патша хăйсене ним юлми пĕтерме тесе çар ертсе тухнине сăкăтсем тӳрех пĕлчĕç. Вĕсем те çавăнтах çар пухма тытăнчĕç. Часах вĕсене пулăшма тĕрлĕ çĕртен Алмас патша арабланма тытăннине ырламан пăлхар мăрсисемпе паттăрĕсем ушкăнăн-ушкăнăн киле пуçларĕç. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, Урак-пăттăр элемĕ айне пин-пин маттур эккел тăчĕ.
Хăйĕн пĕтĕм çарне Урак икĕ пая уйăрчĕ. Тĕп вăя вăл хăй ертсе пырать. Тепĕр пайнĕ Саксар ертсе пырать. Ку çарăн вара çак Алмас килекен çул çине экеметленсе лармалла. Урак паллă парсан çеç çапăçăва кĕмелле те патша çарне аяккинчен пырса çапса салатса ямалла.
Урак эккелĕсем хăйсене Танкăр нукерĕсем тесе ят пачĕç те, патшана тивĕçлĕ кĕтсе илес тесе, Çарамсан шывĕ хĕррине çӳллĕ сăрт хӳттине тăчĕç.
Пысăк мар кӳлĕ айлăмĕнчен сăртлă-сăртлă тавралăх еннелле хăпарса Çарăмсан патнелле пысăк çар пырать. Ку вăл Алмас патша çарĕ. Малта Алмас патша хăй, ун хыçĕнче Атăлçи Пăлхарстанăн шĕкĕр-элемĕ. Пысăк утлă çар майĕпен-майĕпен Çарăмсан хĕрринчи сăртлă вырăна тухрĕ те Танкăр нукерĕсем вырнаçнă тĕле çитрĕ. Патша, аллине сулса, текĕртсене çапăçу пуçламалли вырăна тăма хушрĕ.
Самаях çӳллĕ сăрт хӳттине вырнаçнă Танкăр нукерĕсем те, патша çарĕ тапăнма хатĕрленнине курса, вăрçă йĕркине тăра пуçларĕ. Тӳпене сарă хĕвел хăпарса çитнĕ. Пуриншĕн те вăл пĕр пек çутатать — вăрçă пуçлакансене те, хăйсене хăйсем хӳтĕлекенсене те.
Урак çарĕ мĕнле çирĕп йĕркене тăрса вăрçа кĕме хатĕрленнине курса, Алмас питĕ теленчĕ: «Ара, хăш вăхăтра вĕсем çапла вăрçа хатĕрленсе ĕлкĕрнĕ-ха?..»
Çапла пгухăшласа, Алмас çапăçу пуçлама васкамарĕ-ха. Çав вăхăтрах вăл лайăх пĕлет: çапăçу пуçламасăр чылай хушă тăни эккелсене вайсăрлатать, хăйсем тĕрĕс ĕçшĕн кĕрешмеççĕ пуль тесе шухăшлаттарма тытăнать.
Акă ĕнтĕ кавал сасси илтĕнсе кайрĕ. Тепĕр темиçе чĕрĕмрен пин-пин юланутçă пĕр-пĕрин çине тапăнса кĕрсе юнлă вăрçă пуçласа ярать...
Анчах та мĕн ку?.. Сасартăк таçтан пĕр ушкăн хĕрарăм икĕ çар хушшине сиксе тухрĕ. Вĕсене шурă çуçлĕ, кăн-кăвак сухаллă ватă ертсе пырать. «Ара, ку алмăчавар! — пырса çапрĕ Алмас пуçне тупсăмлă шухăш. — Епле килсе лекнĕ-ха вăл кунта?.. Çитменнине ку хĕрарăмсен ушкăнĕ мĕскер тăвать кунта?..»
Хĕрарăмсем пуçĕсене çыхнă тап-таса та шап-шурă тутăрĕсене салтса илчĕç те икĕ çар хушшине сара-сара тухма тытăнчĕç.
Алмăчавар, аллисене çĕклесе, аслатилле сассипе кăшкăрса ячĕ:
— Эй, пăлхарсем!.. Мĕскер эсир, тикенек вăрри çимен пуль те!.. Манса кайрăр-им эсир хăвăр пăлхар пулнине?!. Астăвăр: эсир пурте пĕр аслă турă, пĕртен-пĕр Танкăр ачисем!.. Пĕр-пĕрин çине хĕç çĕклесе, эсир тĕнче йĕркине хирĕç пыратăр!.. Алмас патша, сана калатăп!.. Урак-ачам, сана калатăн!.. Чикĕр хĕçĕрсене каялла йĕннĕре!.. Кайăр каялла — ăçтан килнĕ çавăнта!..
Алмас кавалçăсене паллă пачĕ: паян çапăçу пулмасть, пурин те каялла чакса тапăра тăмалла.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...