Атăл шывĕ юха тăрать :: Чăнлав е «Авалхи чăвашсем»
Те виççĕмĕш, те тăваттăмĕш класра пулнăччĕ ку?.. Виççĕмĕш мар, тăваттăмĕш пуль çав. Михаил Николаевич Убиев ача чухне шкул йĕрки хăйне майччĕ. Виçĕ çул вĕренмелли шкулсем пурччĕ. Вĕсене пуçламăш шкул тетчĕç. Çичĕ çул вĕренмелли шкулсем те пурччĕ. Вĕсене тулли мар вăтам шкул тетчĕç. Вăтам шкул тесе вара вунă çул вĕренмелли шкула калатчĕç. Убиевсен ялĕнче çичĕ çул вĕренмелли шкулччĕ. Пуçламăш классенче пĕртен-пĕр учитель вĕрентетчĕ. Серафима Михайловна — питĕ лайăх учительница, Патăрьелĕнчи педучилище пĕтернĕскер. Ун чухнехи чăваш педучилищисем пурте Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн йĕркипе, наукăри пек каласан, методикипе, вĕрентнĕ, питĕ лайăх пĕлӳ панă. Тăвăттăмĕш класран пуçласа вара тĕрлĕрен предметсем вĕрентмĕ тытăнатчĕç. Çапла, истори те вĕренме тытăнчĕç. Истори учителĕ — Иван Васильевич Марков, ырă кăмаллă, васкамасăр калаçакан çын. Пĕрремĕш урокрах вĕренӳ кĕнекисем пачĕ. Ун чухне йĕрки çаплаччĕ.
— Паянтан пуçласа эпир сирĕнпе, ачасем, истори вĕренме тытăнатпăр, — терĕ Иван Васильевич. — Тĕрлĕ халăх историне тĕпчĕпĕр, вĕсен чаплă çьшнисем çинчен пĕлĕпĕр, вĕсен патшисен пурнăçĕпе паллашăпăр.
Историне юратасси пĕчĕк Мишшан пуçне ăçтан пырса кĕнĕ-ха? Çав асламăшĕ Ăста-Наçтук каласа панисем ăна çапла хавхалантарса янă пулнă-ши?.. Тăван чăваш халăхне вăл ытти халăхсенчен нимĕнпе те катăк тесе шутламан. Ун шучĕпе ытти халăхсенни пекех вĕсен те хăисен патшисем, паттăрĕсем пулмалла. Çавăнпа вĕсем çинчен чи малтан вĕренме тытăнмалла. Çапла шухăшласа, вăл килне çитсессĕнех истори кĕнекине тытрĕ те чăвашсем çинчен мĕн çырнине васкаса шырама тытăнчĕ. Вулама питĕ маттурччĕ вăл. Акă ĕнтĕ пĕтĕм кĕнекене уçса тухрĕ, анчах чăвашсем çинчен çырнине пĕр сăмах та тупаймарĕ.
«Мĕнле-ха капла? — тĕлĕнчĕ вăл. — Пĕтĕм кĕнекере те чăвашсем çинчен пĕр сăмах та çук. Тен, кĕнеки тĕрĕс мар пуль?.. Тен, пире Иван Васильевич кĕнекине пĕлсе памарĕ пуль. Урăх кĕнекепе вĕренмелле пуль пирĕн! Эппин, çаксене тепĕр урокра ыйтса пĕлетĕп-ха», — шухăшларĕ.
Аранах истори урокĕ пуласса кĕтсе илчĕ Мишша. Урок пуçланнă-пуçланманах аллине çĕклерĕ.
— Мĕн каласшăн, Мишша? — ыйтрĕ учитель.
— Эпир ăçта? — вĕренӳ кĕнекине кăтартса ыйтрĕ Мишша учительрен.
— Мĕнле «эпир»? — ăнланаймарĕ учитель.
— Эпир, чăвашсем... Мĕншĕн кĕнекере чăвашсем çинчен пĕр сăмах та çук.
Иван Васильевич Мишша çине тĕлĕннĕн пăхса илчĕ те аллипе сулчĕ:
— Лар!
Мишша тĕлĕнсех кайрĕ: «Мĕнле-ха вара, учитель нимĕн те хуравламарĕ? Ара, учительсем хăйсем пурте яланах мĕн ăнланманнине ыйтма хушаççĕ-çке-ха!»
Чăвашсем çинчен çырнине курмасăр иртсе кайрăм пуль тесе, килне таврăнсанах Мишша кĕнекене тепĕр хут пăхса тухрĕ. Ассири, Вавилон, Египет патшалăхĕсем çинчен çырни пур. Авалхи перссем, скифсем, грексем, славянсем çинчен те çырнă. Чăвашсем çинчен ниçта пĕр сăмах та çук. Аптранипе Мишша тепĕр урокра каллех аллине çĕклерĕ.
— Мĕн? — ыйтрĕ Иван Васильевич.
— Эпир ăçта? Вĕренӳ кĕнекинче мĕншĕн чăвашсем çинчен нимĕн те çырман?
— Лар! — аллипе сулчĕ учитель. — Кирлĕ мар ыйтусем парса тăран!..
«Мĕншĕн «кирлĕ мар ыйтусем-ха»? — тĕлĕнчĕ Мишша. — Ара, манăн чăнласах та хамăр халăх историне пĕлес килет!»
Анчах учителе хирĕç чĕнме хăю çитереймерĕ.
Мишша лайăх, тăрăшса вĕренетчĕ. Çавăнпа учительсем ăна юрататчĕç. Иван Васильевич та юрататчĕ ăна. Анчах мĕншĕн Мишша ыйтнине хуравламасть-ха вăл?.. Аптранипе Мишша килне çитсен каллех вĕренӳ кĕнекине уçса тухма тытăнчĕ. Çук, ниçта та чăвашсем çинчен çырнине тупаймарĕ. Ытла чăтăмсăр ача пулнă пуль çав Мишша. Виççĕмĕш урокра вăл каллех алă çĕклерĕ те ура çине тăчĕ:
— Иван Васильевич, — терĕ, — эпĕ истори кĕнекине пĕтĕмпех вуласа тухрăм. Анчах чăвашсем çинчен пĕр сăмах та тупаймарăм. Мĕншĕн вара унта чăвашсем çинчен нимĕн те çырман? Пирĕн те патшасем, паттăрсем пулнă-çке-ха. Вĕсем çинчен те нимĕн те çырман.
— Эс мĕн ялан кирлĕ мар ыйтусем парса тăран? — тарăхрĕ сасартăк Иван Васильевич. — Тух класран! Тăр алăк патĕнче. Шухăшла!..
Учитель каланине итлес пулать. Мишша класран тухрĕ те алăк хыçĕнче хĕрĕх пилĕк минут хушши, урок пĕтичченех тăчĕ. Тем çинчен те шухăшларĕ вăл çак хушăра: «Мĕншĕн Иван Васильевич нимĕн те хуравламасть-ха?» Ара, Мишша алхасса ыйтусем памасть. Вăл чăнласах та тăван халăхĕн историне пĕлесшĕн-çке-ха!
«Эппин, хăй те пĕлмест пуль хамăр халăх историне, — шухăш вĕçне тухрĕ юлашкинчен Мишша. — Кĕнекере те çырман. Никам та тĕпчемен, эппин, пирĕн историне.»
Вара Мишша ӳссе çитсен, аслă шкултан вĕренсе тухсан, тăван халăх историйĕ çинчен пысăк кĕнеке çырма тупа турĕ. «Сывлăх кăна пултăр. Турă кăна пулăштăр», — терĕ вăл.
Çапах та чăтаймарĕ, килне таврăнсассăн хăй мĕн-мĕн шухăшла-шухăшла тертленнине асламăшне, Ăста-Наçтука каласа пачĕ.
Ăста-Наçтук — чăн-чăн юрăçă. Темĕн те пĕлет вăл, вулама-çырма вĕренмен пулсан та.
— Ан кулян, — терĕ вара вăл Мишшана. — Чăнах та, ăçтан пурне те пĕлсе çитчĕр ĕнтĕ учительсем... Вĕсен пĕлмеллисем, сире вĕрентмеллисем ахаль те нумай. Ан кулян. Эпĕ хам каласа парăп сана хамăр халăх историне.
Чăнах та, çавăн хыççăн вара вăл тем те пĕлес текен мăнукне авалхи чăваш патшисемпе паттăрĕсем çинчен те, ăсчахĕсемпе юрăçисем çинчен те каласа пама тытăнчĕ. Çавăн чухне Мишша пĕрремĕш хут Ылттăнпик патша çинчен те, Ытарайми елик-пике Ылттăнчеч çинчен те илтрĕ. Асламăшĕ ăна Аттил патшапа Сăкăт-паттăр çинчен те, çичĕ пике-элтти çинчен те юрла-юрла каласа пачĕ.
Тата тепĕр япалана нихăçан та манаймасть Михаил Николаевич.
Вĕсен ялĕнче, Сăкăтра, пĕтĕм халăх чунтан-чĕререн хисепленекен учитель пулнă. Федор Иванович Иванов. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ Сăкăт çынни. И.Я.Яковлевăн юратнă вĕренекенĕсенчен пĕри. Тем те пĕлнĕ вăл: çĕр ĕçне те, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине те, сиплев вăрттăнлăхĕсене те. Авалхи грек чĕлхине те, латин чĕлхине те пĕлнĕ. Ялта пурăннă пулсассăн та чăваш халăх историне тĕпченĕ. Уйрăмах ăна Атăлçи Пăлхарстан тапхăрĕ кăсăклантарнă. Юлташĕсемпе çыру çӳретнĕ чухне вăл тăван халăхĕн çав тапхăрне «Ылттăн Пăлхарстан» тесе хакласа çырнă. Темле майпа унăн пĕр çырăвĕ НКВД аллине лекнĕ. Унта вара çак «Ылттăн Пăлхарстан» тенине вуланă та Ф.И.Иванова «буржуалла националист» тесе айăпланă, çĕрле килсе тытса кайнă та ним шеллемесĕр персе вĕлернĕ. Ку вăл 1936 çулта, шăп та лăп Михаил Николаевич çуралсан виçĕ уйăхран пулнă.
Федор Ивановичăн ямахачĕ вара çуртне сутса таçта Канаша куçса кайнăччĕ. Вĕсен çурт вырăнĕ йăлт пушанса юлнăччĕ. Ачасем çавăнта час-часах пытанмалла выляма пуçтарăнăтчĕç. Пĕррехинче Мишшапа унăн юлташĕсем тем чаваланнă чухне унта тĕпсакайне пытарнă хут тĕрки тупрĕç. Ку вăл Федор Иванович çырса пынă тетрадьсем пулчĕç. Хăйне тытса кайма пултарасса пĕлсе, çĕр чавса пытарнă пуль ĕнтĕ вăл вĕсене. Анчах хучĕсем йăлтах çĕрсе пĕтнĕччĕ. Пĕр çĕрте кăна кăштах вуламалли тупăнчĕ. Питĕ хитре почеркпа çырнăччĕ: «Ĕлĕк-авал пире хунсем тенĕ, кайран эпир пăлхар ятпа çӳренĕ, халĕ эпир хамăра чăвашсем тетпĕр...»
Мишшашăн ку тĕнче уçăлса кайнă пекех пулчĕ. Ара, ку вăл Ăста-Наçтук асламăшĕ каланисемпе йăлтах пĕре килет-çке!.. Çакна ăнланса илни Мишшана вара чăваш халăх сăмахлăхне çине тăрсах тĕпчес çул çине тăратрĕ. Асламăшĕ кăтартса пынипе вăл, хыçне кутамка çакса, юнашар ялсенчи юрăçăсем патне çӳреме тытăнчĕ, вĕсенчен те авалхи халлапсем, мифсем е упранса юлнă эпоссем çыра-çыра илчĕ. Каярахпа вĕсем çинчен хăй те сăвăсем, калавсем çырчĕ. Вĕсене районти хаçатра тата Шупашкарта тухса тăракан хаçат-журналсенче пичетлеме тытăнчĕ. Тахăш вăхăтра, хăй те сисмерĕ, районти паллă çыравçă пулса тăчĕ.
Тăван ялĕнче, Сăкăтра, тулли мар вăтам шкул çеç. Урăхла каласан, çичĕ класс таран çеç вĕренме пулать. Сăкăт пысăк ял. Халăх нумай. Ачасем те нумай. Çичĕ класс таран Сăкăтри шкултан вĕренсе тухрĕç вĕсем. Ул чухне ялсенче те вĕреннин уссине пурте пĕлсе çитнĕччĕ. Чăнах та, пурин те вĕренес килетчĕ. Çывăхри вăтам шкул — Патăрьелĕнче, унта çитме тăхăр çухрăм ытла. Сентябрĕн пĕрремĕшĕнче аллă-утмăл ача Патăрьелĕнчи вăтам шкула вĕренме кайрĕç. Кашни кун шкула çуран çӳретчĕç. Хĕлле те, çуркунне те, çулла та. Çуркунне, шыв-шур пĕтĕм çула утса тухмалла мар тунă чухне çеç, пĕр эрнелĕхе Патăрьелне хваттере кĕретчĕç...
Аллă-утмăл çынран вара вăтам шкула вĕсем пурĕ те пиллĕкĕн çеç пĕтерчĕç.
Вăтам шкултан вĕренсе тухас умĕн Мишшана РОНОна чĕнтернĕччĕ.
РОНО пуçлăхĕ — Мишша тетĕшĕн юлташĕччĕ, Мишшана питĕ юрататчĕ.
— Хусанти медицина институтне пире пĕр вырăн пачĕç, — терĕ вăл Мишшана. — Сана ярас терĕмĕр. Экзаменсăрах илеççĕ. Стипенди те пулать. Эпир сана хамăр енчен те пулăшу парса пырăпăр.
— Çук, — килĕшмерĕ Мишша. — Эпĕ Шупашкара, чăваш филологине тĕпчеме каятăп.
— Пĕлетĕп-ха, пĕлетĕп, эсе писатель пуласшăн, — хăй шухăшĕнчен чакмарĕ РОНО пуçлăхĕ. — Медицина институтĕнче вĕренни сана пĕрре те писатель пулма кансĕрлемест. Акă паллă тухтăр-писательсем пур — Куçма Пайраш, Петр Николаевич Осипов...
— Çук, — çаплипех килĕшмерĕ Мишша. — Эпĕ Шупашкарах каятăп.
Мишшан тетĕшĕ кӳршĕ ялта шкул директорĕ пулса ĕçлетчĕ. Тем те курнă çын. Вăрçăра та пулчĕ, унта йывăр аманса сусăрланнă та. Хура-шурă мĕн иккенне лайăх пĕлет. Вăл Мишшана малалла вĕренме Мускава, А.М.Горький ячĕпе хисепленекен литература институтне ярасшăн пулчĕ.
— Мускав вăл хăй тепĕр институт, — терĕ. — Унта вĕренни сана пысăк пĕлӳллĕ çын пулма пулăшать.
Тетĕшĕ каланине ытти чухне Мишша ялан итлетчĕ. Анчах хальхинче вăл ăна та итлемерĕ:
— Çук, эпĕ Шупашкара каятăп, чăваш историйĕпе филологине тĕпчетĕп, — терĕ. — Тăван халăхран татăлса каясшăн мар эпĕ.
— Мускавра вĕренни тăван халăхран татăлни пулмасть вăл, — çине тăрасшăн пулчĕ тетĕшĕ.
— Çук, тете, — çаплах килĕшмерĕ Мишша. — Мана тăван чĕлхе сăпкинче пурăнни кирлĕ.
Вара Шупашкара, И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен педагогика институтне, чăваш уйрăмне, вĕренме кĕме документсем ярса пачĕ.
Вуннăмĕш класра вĕреннĕ чухне вăл çамрăк шашистсен республикăри ăмăртуне хутшăнса пĕрремĕш вырăн йышăннăччĕ. Урăхла каласан, республика чемпионĕ пулнăччĕ. Шăп та лăп çулла тата ăна Раççейри чи вăйлă çамрăк шашистсен ăмăртуне чĕнчĕç. Çапла Мишша пĕрремĕш хут Мускава тухса кайрĕ. Унта чăнах та пĕтĕм Раççейри чи чаплă çамрăк шашистсем пуçтарăннăччĕ. Мускав çумĕнчи Малаховка ятлă поселокра, спортсменсен ятарлă кану çуртĕнче пурăнчĕç вĕсем. Унтах ăмăртуне те ирттерчĕç. Мишша унта та хăй мĕне пултарнине лайăх палăртрĕ, иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Унăн тренерĕ, Михаил Соломонович Хейф хушаматлă пите паллă шашист, пысăк хырăмлă лутака еврей çынни, Мишшана питĕ юратса пăрахрĕ:
— Ниçта та ямастăп сана, Мускаври физкультурăпа спорт институтне илетĕп, хам пăхса тăратăп, пысăкрах стипенди илмелле тăватăп, — терĕ.
— Çук, манăн Шупашкарах таврăнмалла, — терĕ Мишша. — Эпĕ палăртса хунă ĕнтĕ, чăваш историйĕпе филологине тĕпчемелле манăн.
— Кирлĕ мара калаçатăн! — тарăхрĕ Хейф. — Эсĕ — талант, чăн-чăн ĕнчĕ-мерчен. Халăх хушшинчен тухнă самородок. Шашист таланчĕ санра! Кăшт çеç вĕренмелле. СССР чемпионĕ пулатăн эсĕ!.. Эпир санпа тĕнче чемпионĕ те пулма пултаратпăр... Францире, Америкăра, Италире пулатпăр.
— Çук, эпĕ Шупашкарах таврăнатăп, — терĕ Мишша.
— Ухмах! — пушшех тарăхса кайрĕ Хейф. — Мĕн çухатнă вара эсĕ çав йытă шăтăкĕнче? Хăв талантна çав шăтăка чиксе çĕртесшĕн-и?!. Ирĕк памастăп!.. Çитменнине тата тепĕр эрнерен Киева тухса каяс пулать. Çĕршывра мала тухассишĕн чемпионат пуçланать. Кашни Союзлă Республикăран виçшер çамрăк каймалла. Хăйсен республикинче мала тухнисем. Эсĕ Раççейре иккĕмĕш вырăна тухрăн. Сан унта каймаллах. Унта тухса кайиччен кунтах пурăнатăн. Эпĕ санăн тренеру пулатăп. Вĕрентетĕп...
Çук, Мишша хăйĕннех печĕ, Шупашкарах каятăп, терĕ.
Питĕ лайăх астăвать-ха çакна Михаил Николаевич Убиев. Аптранă енне вара Хейф хăй пӳлĕмне кайса Мишшан дневникне илсе килчĕ.
— Акă, — терĕ хут çинче çырнине вуласа. — Санăн çӳллĕшӳ метр та çитмĕл пĕр сантиметр. Вăтам çулсене пурăнса çитсе сан йывăрăшĕ çитмĕл пĕр-çитмĕл пилĕк килограмм пулмалла. Халĕ вара, çамрăк чухне, утмăл пилĕк-утмăл ултă килограмм та çитет. Кунта килсессĕн эсĕ миçе килограмм пулнă? Хĕрĕх ултă килограмм. Ку вăл эсĕ килте чухне выçă пурăннине пĕлтерет. Пĕлетĕп, эсĕ айăплă мар уншăн. Вăрçă айăплă. Çаплах ура çине тăрса çитейместпĕр-ха... Кунта пурăнса эсĕ пĕр уйăх хушшинче вунă килограмм хушрăн. Çын сăнĕ кĕчĕ сана. Çакăн пирки те шухăшла. Шупашкара таврăнсассăн этемле пурăнмалăх укçу-тенкӳ пулатъ-и-ха санăн?
— Стипенди пулать, — çирĕплетсе каларĕ Мишша.
Хейф тарăхса урăх калаçмасть те пуль тенĕччĕ вăл. Çук, хăй ĕмĕтне çитерессишĕн тăрăшакан ача ăна пушшех те ăшне ларнă пулас. Билет илсе, хăй электричка çине лартса ячĕ ăна Хейф. Асăнмалăх Мишшана хăй дневникне те парса ячĕ:
— Йывăр пулсан, акă, аса ил, — терĕ. — Кунта эпĕ сан çинчен кăна мар, хам телефона та, адресе те çырса хутăм. Эпĕ каланă пек тăвăс кăмăлу пулсассăн, çырса пĕлтер е республикăри физкультурăпа спорт комитетне кайса кала, вĕсем мана шыраса тупаççĕ.
Мишша Мускава çӳхе хăмасенчен çапса хăй тунă чăматанпа килнĕччĕ, малтанласа вăл килтен кутамккапа тухса каясшăнччĕ. Анчах... кӳршĕ çынни, тахçан Мускавра та пулса курнăскер, кутамккапа аван мар, чăматан кирлĕ терĕ. Чăматан ăçтан тупмалла-ха?.. Тупсан та илме укçа çук. Мишша вара çӳхе хăмасене якатса питĕ хитре чăматан турĕ, ăна кăвак тĕспе сăрларĕ. «Ну, кун пек хитре чăматан никамăн та çук ĕнтĕ!» — тесе шухăшларĕ хăй ăсталанă япалана ытараймасăр. Анчах çав чăматан пиркиех мыскари те пулчĕ пулас.
Мишша Малаховкăран Мускава электричкăпа килчĕ. Хусан вокзалне çитсе, унта пуйăс çине ларса каймалла унăн. Хăй чăматанне йăтса пуйăс çинчен тухрĕ кăна, ун патне пĕр çап-çамрăк та чипер майра чупса пычĕ:
— Ăçта каймалла сирĕн, çамрăк çын? — ыйтрĕ хайхискер.
— Хусан вокзалне, — хуравларĕ Мишша.
— Пит аван, атя, кайрăмăр, эппин, — терĕ çак майра. Ку майра хăйпе пĕрле каяканскер пулчĕ-и тесе, Мишша ун хыççăн утрĕ. Эх, калаçать, эх, калаçать майра, тем те каласа парать. Мишша çăвар карса итлет... Вокзала кĕчĕç, метрона анчĕç. Ун чухне метрона талонпа кĕртетчĕç. Майра Мишшана печĕк сумкинчен метрона кĕмелли талон кăларса тыттарчĕ. Хайхискерсем метропа таçта-таçта çӳрерĕç те хулана тухрĕç.
— Ав Хусан вокзалĕ! — сарлака çул урла кăтартре майра. Çавăнтах чарăнса тăче те сумкинчен темле хутсем туртса кăларчĕ.
— Эсир, мĕн, пымастăр-и? — тĕлĕнчĕ Мишша. — Эсир манпа пĕрле каякан пассажир мар-и?
— Çук, — терĕ сиввĕн майра. — Я из Бюро обслуживания приезжающих пассажиров. — Хайхискер хучĕ çине темĕскер çырам пекки турĕ те: — С вас ... рублей, молодой человек! — терĕ.
Мишша тĕлĕнсех кайрĕ. Ун пек Бюро пулма пултарать пуль-ха, шухăшларĕ вăл. Анчах майра çав тери нумай укçа ыйтать. Мишшан укçи пачах та çук.
— У меня нет столько денег, — терĕ вăл.
— Платите, платите, молодой человек! — хыттăн каларĕ майра. — Иначе милиционера позову!..
— Позовите! — ним тума пĕлменнипе персе ячĕ Мишша. Милиционер ĕçе кирлĕ пек татса парасса ĕненчĕ вăл. Чăнах та инçех те мар милиционер тăрать. — Вот, как раз идет сюда, — терĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...