Шурă акăш çулĕ :: Вĕçленмен сăмах
Çапла хăвăрт вĕçленчĕ çапăçу. Çĕнтерӳпе хавхаланнă чăвашсем кĕçех тăшман виллисене пуçтарчĕç, аманнисене тыткăна илчĕç, унтан каллех çула уçма тăрмашрĕç. Çĕршер çулхи юман кĕрешсене шалалла сĕтĕрнĕ май вĕсенчен нихăшĕ та çак кĕрешсене кам тӳнтернине аса илмерĕ. Пулат-Керимсăр пуçне. Вăл вара уçă тӳпене, унта тахçанах ĕнтĕ нимĕнле акăш курăнман пулсан та, чылайччен пăхса тăчĕ. «Тавах сана, йăмăкăм, тавах пире манманшăн», — пăшăлтатрĕ хăй ăшĕнче.
3
Чăвашсем тутарсене тĕлĕнмелле хăватлăн çапса аркатрĕç пулин те халăхра ку çапăçу пирки сăмах нумая тăсăлмарĕ. Кĕçех улусра пурне те унран нумайрах калаçтаракан-шухăшлаттаракан хыпар саланчă.
Тутарсемпе пулса иртнĕ çапăçу хыççăн Пулат-Керим никампа та хутшăнмарĕ, çĕнтерӳшĕн халăхпа пĕрле савăнмарĕ. Пач урăхла, вăл ялан пĕччен пулма тăрăшрĕ. Хăй вара шухăшларĕ, шухăшларĕ...
Шухăшламалли темĕн чухлех. Тутарсем кунашкал мăшкăла тӳссе ирттереймесси Пулат хана та, ăслă-тăнлă ытти чăваша та паллă ĕнтă. Эппин мăлашне вĕсенчен мĕн кĕтмелле? Чи хăрушши — вĕсем ĕлĕкхи монголсен тĕслĕхĕпе чăвашсене вуçех тĕп тума хăтланса пăхмĕç-и? Мĕн вара, тутарсем халĕ хăватлă, пĕр улус халăхне касса тухмалăх вĕсен вăй пур. Çапах ку шухăша Пулат хан тӳрех сирсе пăрахрĕ. Тем тесен те Хусан ханлăхĕнче чăвашсем хальлĕхе йышпа тĕп халăх. Вĕсенчен ытларахăшĕ ислама йышăннă, тутара куçма тытăннă пулин те юнпа тăван çынсене касса тухнипе килĕшмĕç. Чăн та, малашне унашкал вăхăт та çитме пултарĕ. Анчах темиçе ăруран, пурăнаканнисем аслашшĕ-асламăшĕсене те, хăйсем хăш халăх çыннисем иккенне те манса пĕтсен. Эппин мĕн тăвĕ-ши Махмут хан чăваш улусне тавăрас, пăхăнман халăха парăнтарас шутпа? Енчен вăл Çĕрпĕве тепре тапăнас тесен? Ун пек шут тытсан вăл чăвашсене тӳмен, кирлех тĕк икĕ-виçĕ тӳмен çарпа та килсе тапăнма пултарать. Ун пек вăя хирĕç тăма Пулат май тупĕ-ши? Е Махмут хан урăх шут тытсан? Калăпăр, чăваш сутуçисене Хусана кĕртме пăрахсан? Ку та чăваш улусне çав тери пысăк сиен кӳнĕ пулĕччĕ. Вара мĕн, пăхăнмаллах-ши чăвашсен Хусана? Урăхла нимĕнле май та çук-ши?
Пуç тавра тем тĕрлĕ çавăрттарсан та Пулат-Керим хурав тупма мар, ыйтăвĕсене те пайăрлăн палăртаймарĕ. Вара каллех Хурал канашне пухма шутларĕ. Канашĕ ку тĕрĕссипе курултай шайĕпех пуçтарăнчĕ темелле. Унта Хурал канашĕн çыннисемпе пĕрле халăх пурнăçĕн шайĕпе шухăшлакан кашни чăваша пыма ирĕк пачĕç. Çавăнпа, хан картишĕнче пурте шăнăçайманран, пухăвне хула çывăхĕнчи çар картинче ирттерчĕç.
Халăх умне Пулат хан тухса тăчĕ. Юлашки кунсенче вăл палăрмалла йăшнăн туйăнчĕ. Хуллен утать, пуçне мăнаçлăн каçăртма пăрахнă. Мăкланнă куç харши айĕнчен çиçĕмле витерсе пăхма пултаракан куçĕ шупкалнă, хуçи вĕсене халĕ ытларах ура айнелле тĕллет. Эх çав, иртет вăхăт, иртет. Халĕ тин шур сухалсем чăваш ханĕ ĕнтĕ тахçанах çитмĕл урлă каçнине аса илчĕç.
— Халăх! — калама пуçларĕ Пулат хан. Сасси унчченхилле янăрамарĕ, çапах ăна пурте илтрĕç, ма тесессĕн пухăннисем хытăрах сывлама та хăранă пек шăппăн лараççĕ. Пулать-çке çавнашкалли — хăш-пĕр самантра пĕтĕм сывлăша темĕнле ăнланма çук яваплăх витернĕн туйăнать. Унашкал самантсем кашни çыннăн, кашни халăхăн хăçан та пулин пулаççех, вĕсене чипер ăслă-тăнлă, сисĕмлĕ этемсем хăйсем ăнланмасăрах туяççĕ. — Халăх! Эпир сирĕнпе ĕнтĕ чылайранпа пĕрле пурăнатпăр. Тем те пулнă пирĕн пурнăçра. Хури те, шурри те, ырри те, усалли те. Ку таранччен эпир вĕсене çĕнсе пытăмăр. Анчах иртнĕ çапăçу хыççăн пирĕн пурнăçăмăрта пач çĕнĕ тапхăр пуçланчĕ. Ун пек яваплă самант, тен, çĕршер çулта пĕрре килет. Пирĕн пăлхар халăхĕн пурнăçĕнче унашкал самантсем халиччен пач пулман темĕпĕр. Анчах — ан тив, çав тери пысăк инкексем тӳссе ирттерсе, çав тери пысăк çухатусемпе пултăр — эпир ку таранччен пĕрех пăлхар халăхĕ пĕтес шая çитмен. Халĕ вара çав чикке пырса тăрăнтăмăр. Çавăнпа эпир паян çакăнта мĕн шухăш патне çитнинчен пирĕн ачасемпе мăнуксен, пирĕн пĕтĕм пăлхар халăхĕн малашлăхĕ килет. Эпир, пăлхарсем, çут тĕнчере ӳлĕм пулăпăр-и, пулмăпăр-и — акă еплерех шая çитнĕ пирĕн яваплăх тӳпи.
Пулат хан самантлăха шăпланчĕ, сулахай алпипе кăкăрне чĕре тĕлĕнчен шăлкаласа илчĕ. Ăнсăртран-ши? Пăлханнине пусарас тесе-ши? Пинеслу çумра пулас тăк ăна-кăна тӳрех тавçăрса илетчĕ, паллах, анчах Хурал канашĕнче арçынсем кăна. Вĕсем вак-тĕвеке асăрхамаççĕ, вĕсене халĕ тĕнче анлăшлĕ шу-хăш тыткăнланă.
— Халăх! Туссем! — пăртакран сăмахне малалла тăсрĕ Пулат хан. Унтан сасартăк чалăша-чалăша пуçларĕ те ăçта тăнă çавăнтах çĕре тĕшĕрĕлсе анчĕ. Çывăхри çынсем ун патне чупса пычĕç, йăтса тăратма хăтланчĕç, анчах халăх пуçĕн чĕри тапма та пăрахнăччĕ ĕнтĕ...
Пулат хана пытарас ыйтăва пĕтĕм халăхпа татса пачĕç. Ăна, вăл ĕмĕр тăршшĕпех улуса сарса пыма тăрăшнăран, Çĕрпӳ çывăхĕнче мар, унран вунултă çухрăмри тӳпеме пытарас терĕç. Ан тив, унтан вăл хăйĕн улусне аякка-аякка пахса вырттăр. Тата халăх Пулат хана паттăр ятне парса чыслама йышăнчĕ. Ăна пытарнă тӳпем çывăхĕнчи яла Патăрьел темелле турĕç.
...Пулат хана пытарма улусри кашни ялтан çынсем килнĕ. Çĕрпӳ тесен, унтан çур хула та пынă пулĕ. Пытарнă çĕре кашни пĕрер ывăç тăпра илнĕ. Чăвашсем пурăнакан çĕрсен тăприне.
Акă хан тупăкне антарчĕç, виле шăтăкне тăпра тултарма тытăнчĕç. Пытаракансемпе пĕрле кашни чăваш хăй илсе килнĕ пĕр ывăç тăпрана пăрахать. Пин-пин çын, пин-пин ывăç. Хайхи куç умĕнчех унчченхинчен чылай çӳллĕрех тĕмеске пулса тăчĕ. Чăн-чăн улăп тăпри. Тăрринче — юман юпа касса тунă пысăк палăк. Хăçанччен ларĕ вăл кунта? Хăçанччен упранĕ çак улăп тăпри? Ăна упрас текенсем ӳлĕм пулĕç-и? Кам пĕлет-ши çакна...
* * *
Каç енне çеç пушанчĕ Патăрьел тăрăхĕ. Тин чавнă çĕр шăрши пĕтĕм таврана хурлăхпа витернĕ. Аякранах хăватлăн курăнакан юман кĕреш-палăк умĕнче пуç уснă тăватă çын чĕркуçленсе лараççĕ. Малта — хĕрарăм, ун хыçĕнче — виçĕ арçын. Пинеслу. Пулат, Юсуф, Али. Йывăр хуйхă пуснă вĕсене. Тен, унтан та ытларах — пысăк яваплăх. Тепĕр тесен, хăйсем шухăшлаççĕ-ши вĕсем кун çинчен çак самантра?
Çӳл тӳпере вара шурă акăш хурлăхлăн кăриклетсе явăнать. Ниçталла вĕçме пĕлменрен вăл юпа-палăк çийĕн çаврăнать те çаврăнать, çаврăнать те çаврăнать, çаврăнать те çаврăнать...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...