Ытама кĕреймен юрату :: Юрату, уйăх пек, кĕтмен енчен карăнать


Эпир, Тăван çĕршывăн аслă вăрçи хыççăнах пĕве кĕрсе çитнĕ яш-кĕрĕм, мĕнле кăмăл-туйăмпа ӳссе çитĕннине хальхи çамрăксем ăнланса та çитеймĕç. Ачалăхăмăра вăрçă илемсĕрлетрĕ, çамрăклăха çитмен пурнăç нĕрсĕрлетрĕ. Çавах, тăм тивнĕ чечек çутă енне кармашнă пек, эпир те телейлĕ пурнăç пирки ĕмĕтленнĕ, савăнăç хĕвелĕ тухасса кĕтнĕ.

Çамрăк чухне выляса юлмасан ватлăхра ӳкĕнĕçе тухăн теççĕ. Пирĕн ӳсĕмри яш-кĕрĕмĕн çакна ăша илме май килмен. Çапах та хамăр пĕлнĕ пек савăнма, выляса кулма май тупнă. Пирĕншĕн ĕçпе вăйă юнашар пулнă.

Астăватăп: хĕрарăмсем йĕтем çинчен лавпа тырă турттарса кĕлете кĕртетчĕç. Колхозниксен йышĕнче тин кăна хĕр шутне кĕнисем те пурччĕ. Эпĕ те, лутра кĕлеткеллĕ, çамрăк хĕр, йывăр михĕсене çурăмпа çĕклесе тараса çине хуратăп. Пĕчченех çур лав пушатрăм. Акă тепĕр михĕ йăтăрласа тытрăм — тараса çине çĕклесе перейместĕп. Ăçтан хурайăп — михĕ шаршанĕ хулпуççи çӳллĕшех-çке!

Сасартăк йывăр çăк хăех çĕкленчĕ те кирлĕ çĕре вырнаçрĕ. Эпĕ нимĕн ăнланаймасăр вăштах тӳрлентĕм те çаврăнса пăхрăм. Хă, çӳллĕ те патвар каччă, весовщикра ĕçлекен Лявуç, миххе çĕклесе хунă иккен.

— Ух! Йăтма чух! — шӳтлерĕ вăл ман еннелле куç ывăтса. Вăтаннипе пуçа пĕкрĕм. Мĕн каламаллине пĕлместĕп. Йĕкĕте тав тума мансах урапа çине лартăм та тилхепене туртрăм. Кăлтăр-кăлтăр урапа йĕтем еннелле кустарчĕ. Ак тамаша, мĕн пулчĕ манпа? Мĕншĕн чĕрем сиксе тухасла тапать?

Çакăн хыççăн Лявуç эпĕ тулли лавпа пымассерен пулăшма пуçларĕ. Ах, епле правур каччă вăл — пурне те ĕлкĕрет: тарасапа ĕçлеме те, виçнĕ тулли михĕсене кĕлете силлеме те, шӳтлеме те...

Лявуç мана пулăшнине çынсем ан асăрхаччăрах тетĕп. Çавăнпа йывăр михĕсене пĕчченех сĕтĕрме пикенетĕп. Вăл пур — наччасрах тулли лава пушатать. Праски, ман хыççăн тепĕр лавпа çитсе тăнăскер, çакна асăрхарĕ те йĕплесе илчĕ:

— Пăхăр-ха, Анюк миххи ураллă — чупа-чупа виçĕнет.

Эпĕ вăтаннипе ниçта кайса кĕрейместĕп.

Юрать Маня пите хĕретекен сăмаха урăх еннелле пăрса ячĕ:

— Ар пулăшсан ĕç ăнать — пулăштăрин.

— Пĕчĕк Анюкăн михĕ айне пулмалла-и тата?! — хута кĕчĕ Соня та. Яра кун çапла ĕçлерĕмĕр. Тĕттĕмленчĕ. Юлашки лава пушатнă чух Лявуç шăппăн:

— Анюк, эпĕ сана уничере кĕтетĕп. Тух, — терĕ.

Хирĕç тем каламалла? Пуçа кăшт сĕлтрем çеç. Киле кайнă чух çунатсăрах вĕçрĕм — урасем çĕре тивнине туймастăп. Апат çинĕ-çимен çӳпçене уçрăм. Эх, вăййа тухма çĕнĕ кĕпе те çук-çке! Йĕтĕн пирĕнчен çĕлени пур-ха, шкулта вĕреннĕ чухнех тĕрлесе илемлетнĕскер. Кай-кай-кай, тăхăнма юрăхсăр — пĕчĕкленсе юлнă. Урăх мĕн пур çӳпçере? Шур пир кĕпен çанни шалпар — ăна тăхăнмастăп та. Килĕшмест. Халĕ пурте çитсă-пурçăн тăхăнаççĕ. Çынран катăк пулас-им? Пасар пусминчен çĕленĕ кĕпе выртать-ха. Час-часах тăхăннăран кивелнĕ ĕнтĕ. Тытса пăхрăм — сӳтĕлнĕ арки йыт хӳри пек тăрать. Ай-яй, килĕшӳсĕр. Мĕн тумалла? Пуррипе çырлахма тивет.

Кивĕ кĕпен сӳтĕлнĕ аркине васкавлăн çĕлерĕм. Вăт ку япала — карчăк валли ярапа. Хуçине кура кĕпи тет ĕнтĕ Лявуç.

Кăмăл пусăрăнчĕ. Тин кăна вĕçнĕ пек çӳрекенскер тенкел çине лапах лартăм. Çурма тăлăххăн, йывăр ĕçпе хуçăлса ӳснĕскер пĕчĕк кĕлеткемпе çӳллĕ те патвар йĕкĕте тивĕçлĕ те мар пуль тесе шутлама пуçларăм. Анчах çамрăклăх вăйăмĕ хăйĕн ĕçнех турĕ — нишлĕх туйăмне хӳтерчĕ. «Тĕлпулăва каятăпах», — çирĕп шухăш тытрăм эпĕ.

Уничене тухрăм. Енчен енне пăхатăп — никам та çук. Вĕрлĕк карта çывăхнех пытăм. Кĕтмен çĕртен тулли уйăх пĕлĕт хыçĕнчен карăнса тухрĕ те, тавралăх çуталса кайрĕ. Шевле çутинче эпĕ вĕрлĕк хыçĕнче такам тăнине асăрхарăм. Хайхискер пĕшкĕннĕ, карта çумне йăпшăннă. Шикленетĕп. Киле тарас-ши? Акă мĕлке вăр-вар çĕкленчĕ те яштака кĕлеткеллĕ Лявуç пулса тăчĕ.

— Ырă каç пултăр, Анюк, — терĕ каччă.

— Ырă каç, — тетĕп эпĕ те.

— Кил çывăхарах. Кӳр аллуна — карта урлă каçма пулăшатăп, — чĕнет вăл мана.

— Çук, кунтах аван.

— Эппин, хам каçатăп.

— Ан каç, унтах тăр.

— Каçсан мĕн пулать?

— Таратăп.

— Манран тарма эпĕ усал çури мар-çке.

— Усал çури, усал çури... — сиккелетĕп эпĕ, пĕчĕкрех чухне ял ачисем унран çапла тăрăхласа кулнине илтнĕскер.

— Текех усал çури пулма пăрахасшăн эпĕ, лайăх каччă пуласшăн.

— Лайăх каччă пулас тесен карта тепĕр енче тăр.

— Юрать, — тет каччă манпа килĕшсе.

— Лявуç, çапах çав усал ят сан çумне мĕншĕн çыпçăннă?

— Пĕлес килет-и?

— Каласа пар.

— Эпĕ ун чухне вунтăватта кăна пуснăччĕ-ха. Каччă шутне те кĕмен йĕпе сăмса. Апла пулин те «усал çурине» тухса пĕр ырă ĕç турăм — хĕрпе каччăн таса юратăвне упрама пулăшрăм, — ытарлăн калаçма пуçларĕ Лявуç. Унтан: — Анюк, ку сăмах вăрăма каять. Атя курăк çине юнашар ларатпăр та, пĕтĕмпех каласа паратăп, — терĕ.

— Çук, мана кунтах аван, — хирĕçлерĕм эпĕ.

— Аванни курăнмасть-ха. Ав, йĕп çинчи пек тăратăн.

— Хĕрпе каччă хушшинче йĕпрен хывнă кĕпер пултăр — вĕрлĕк карта мар.

— Вара мĕн?

— Шикленмен пулăттăм, — хуравларăм эпĕ.

— Ха-ха-ха! Сана халĕ шăпах йĕплĕ юрату историне каласа пама хатĕрленнĕччĕ. Эпĕ çывхарни сехрӳне хăпартать пулсан карта урлах калаçăпăр. Итле эппин.