Шурă акăш çулĕ :: Пиччĕшĕпе шăллĕ
— Темех мар, — лăплантарчĕ йĕкĕте те, ыттисене те Керим. — Ăна-кăна тĕпчесе пĕлмешкĕн тата виççĕшĕ юлнă.
Вара вăл тыткăна лекнĕ хурахсене виççĕшне те харăс тĕпчеме тытăнчĕ. Пирвай вĕсем ăçтисем пулнине пĕлчĕ, кайран кам хушнипе е хĕтĕртнипе килни çинчен ыйтрĕ. Керим вĕсене тĕрĕссине каласан тыткăнран хăтарма сăмах парсан хурахсем пит турткалашса тăмарĕç. Вĕсене ĕненсен, ушкуйниксен утаманне Шупашкар мăрси чĕнсе илнĕ-мĕн те «çав тери пуян Эпеç» ялне кайса тустарма сĕннĕ. Çаратнипе пĕрлех вĕсен хан хуçалăхне те пĕтĕмпех çунтарса хăвармалла пулнă иккен.
Акă ме сана Шупашкар, акă ме Чăваш патшалăхĕн тĕп хули пулма пултарас хула! Çук, Юсуфпа халех пулас тĕп хула пирки калаçса татăлмалла та ĕçе пуçăнмалла. Ку ыйтăва тек ӳлĕме хăварма юрамасть.
— Юрĕ, ĕненетĕп сире, — терĕ Керим хурахсене вырăсла. — Эпĕ сăмаха тытма хăнăхнă, çавăнпа халĕ сире ирĕке яратăп. Анчах сирĕн пĕр ĕç тумалла.
— Мĕнле ĕç тата? — сехĕрленсе ыйтрĕ ушкуйниксенчен аслăраххи.
— Сирĕн хăвăр юлташăрсен виллисене кунтан турттарса каймалла, вĕсене килĕсене çитерсе тăванĕсене памалла. Тата ытти ушкуйниксене хытă асăрхаттарăр: тек вĕсем чăваш çĕрĕ çине кĕме е Атăлта чăваш çĕрĕ тĕлĕнче никама та çаратма ан шутлаччăр. Енчен çак асăрхаттарăва итлемесен, эпир сире çĕр тĕпĕнчен туртса кăларăпăр, ялăрсене пырса пĕр лаç юлми тĕпĕ-йĕрĕпе çунтарса ярăпăр. Ăнланмалла-и?
— Ăхă.
— Ăнланмалла, — терĕç хурахсем йăвашшăн.
Керимпа унăн çыннисем хурахсем юлташĕсене пĕр виле юлмиччен пуçтарса лашасем çине хурса тухичченех кĕтсе тăчĕç, вара тин яла утрĕç.
— Тепре тав сана, Пинеслу, — терĕ Керим юнашар пыракан хĕре. — Эпĕ сан умăнта ĕмĕр-ĕмĕр парăмра.
— Тем ан калаç, элтепер, — хирĕçлерĕ Пинеслу. — Çапăçура кашнин пĕр-пĕрне пулăшмалла. Эсĕ çав тăватă çын çине сиксе ӳкмен пулсан, тен, вĕсем мана маларах та вĕлерсе пăрахĕччĕç...
Çакăнпа ку калаçу тăрланчĕ.
Керимăн пуç ыратни çаплах иртменрен Пинеслу ун патне каçрĕ, ăна сар çип утипе пĕтнĕк чейĕ ĕçтерчĕ, хуçăлнă аяк пĕрчисене хытарса çыхса хăварчĕ. Элтепер вара тепĕр кун хĕвел тӳпене шит çӳллĕш хăпаричченех çывăрчĕ. Чăн та, хуçăлнă аяк пĕрчисем ыратма пăрахмарĕç-ха, çавăнпа вăл темиçе кун килтех ытла нимех те ĕçлемесĕр ирттерес терĕ. Çĕрлехи тытăçу çинчен пиччĕшĕ ку таранччен илтнех ĕнтĕ, çавăнпа Керим ăна кунĕпех кĕтрĕ. Анчах Юсуф, тĕлĕнмелле, çав кун та, тепринче те ун патне пырса та пăхмарĕ. Çавăнпа Керим сывалса çитесси çинчен шухăшламасăрах виççĕмĕш кунне ун патне хăй кайрĕ.
Пиччĕшĕпе шĕллĕ хушшинчи калаçу нихçанхинчен çивĕч пулса иртрĕ.
— Пирĕн кунта чăваш патшалăхĕ туса хурасси çинчен тек шухăшламалли те çук, — пач кĕтмен пĕтĕмлетӳ турĕ Юсуф хан Керим вырăс ушкуйникĕсемпе пулса иртнĕ тытăçу çинчен каласа пĕтерсен.
— Ăнланмарăм, — терĕ Керим. — Пире темĕнле ушкуйниксем те килсе тапăнма хăяççĕ пулсан, пирĕн мĕншĕн вара хамăр патшалăха туса хурасси çинчен шухăшлама пăрахмалла?
— Шăпах çавăнпа пăрахмалла та, — тата çирĕпрех каларĕ Юсуф. — Юрать-ха эсир вĕсем килессе ăнсăртран сиснĕ те хатĕрленме ĕлкĕрнĕ. Енчен сисеймен пулсан? Темĕнле хурахсен пысăках мар ушкăнĕ пире ним мар тустарса-çаратса каятчĕ. Енчен вĕсенчен те хӳтĕленейместпĕр тĕк, эпир мĕнле патшалăх пулма пултарăпăр?
— Çавăнпах ĕнтĕ пирĕн вăйланмалла, тĕрекленмелле! Çавăнпах хамăр хулана туса лартмалла! — хĕрӳленчĕ Керим.
— Шăллăм, пушă ĕмĕт кăна ку санăн, — кăшт лăпкăнрах калаçма тăрăшрĕ Юсуф. — Эсĕ пĕлетĕн-çке, эпĕ нумаях пулмасть Хусана кайса килтĕм. Тӳрех калатăп, пирĕн Пăлхар патшалăхĕ çĕнĕрен Хусан хӳттипе кăна çĕкленме пултарать. Хули вара тĕлĕнмелле хăватлăн аталанать. Каплах пулсан вăл ӳлĕм Аслă Пăлхартан та ирттерĕ.
— Анчах унта тутар-кăпчак-нухай таврашĕ хуçаланать теççĕ. Мĕнле пăлхар патшалăхĕ пултăр вара вăл? — хирĕçлерĕ Керим.
— Вăхăтлăха кăна ку, — лăплантарчĕ шăллĕне Юсуф. — Чăн пăлхарсем унта пĕрех тĕп вырăн йышăнĕç. Пĕлессӳ килет тĕк унта ятарласа Чăваш тăрăхĕ тăваççĕ. Вăл пирĕн улусран нумай-нумай хут пысăкрах пулĕ. Пирĕн халĕ хамăр патшалăх çинчен мар, хамăр улуспа çав тăрăха кĕресси çинчен шухăшламалла.
Керим пиччĕшне тин курнăн тĕлĕнсе тĕсерĕ, кăштах тем шухăшларĕ те сивлесе каларĕ:
— Пичче, Юсуф хан, эпĕ сана вуçех ăнланмастăп. Хăв Хусан тавра Пăлхар патшалăхĕ чăмăртанать терĕн, çав вăхăтрах пăлхар-чăвашсен уйрăм тăрăх пулать тетĕн. Патшалăхĕ пăлхарсен пулсан ма-ха вĕсем валли тата уйрăм тăрăх туса аппаланмалла?
Юсуф нимĕн хуравлама аптăрарĕ, унтан сасартăк çилленсе кайрĕ те кăшкăра пуçларĕ:
— Эсĕ нимĕн те ăнланмастăн! Хамăр тăрăх вăл пире, патшалăхĕ те хамăрăн, пăлхарсен пуласса шантарса тĕревлекен япала. Пĕлессӳ килет тĕк, унăн пуçĕ эпĕ хам пулăп. Эпĕ вара хама никама та улталаттармăп. Тăрăхĕ те вăл хăйне уйрăм патшалăх ирĕкĕпе пурăнĕ. Эпĕ унта кайма çавăн пирки кăна килĕшнĕ.
— Килĕшнĕ? — тĕлĕнчĕ Керим. — Эсĕ унта кайма килĕшнĕ те-и ĕнтĕ?
Юсуф халь тин хăй ытлашши те каласа хунине ăнланчĕ, шăпăртах пулчĕ. Тепĕр тесен шăллĕне кун пирки хăçан та пĕр çавах каламаллаччĕ.
— Çапла, эпир Хусан ханĕпе Али бекпа кун пирки сăмах татнă, — терĕ вара Юсуф лăпкăн. — Эсĕ чирлесе выртнă чухне эпĕ çула пуçтарăнма та тытăнтăм ĕнтĕ. Çавăнпа сан пата пырса кайма ерçеймерĕм, каçар. Халĕ уççăнах калатăп... Шăллăм, манпа эсĕ те пырасса шанатăп. Унта та сана яваплă ĕç шанса парăп. Эпир санпа пĕр юнлă, иксĕмĕр те пăлхарсен чаплă ханĕн ывăлĕсем. Пирĕн атте, Пулат хан, яланах халăхăмăр шăпине мала хунă, пире те çавнашкал сĕмпе пурăнма вĕрентсе ӳстернĕ. Атя, эпир унăн ятне тивĕçлĕ пулар, Пăлхар патшалăхне çĕнĕрен çĕклемешкĕн мĕн пултарнине пĕтĕмпех тăвар.
Керим сыпăнса çитеймен аяк пĕрчисем ан ыратчăр тесе ура çинчех тăраканскер чӳрече янаххине пырса тĕренчĕ, нимĕн калама аптăрарĕ. Ытла кĕтмен хыпар, ытла кĕтмен сĕнӳ. Вĕсене пирвай пуç тавра аванрах çавăрттармалла. Пĕр енчен, пиччĕшĕ тĕрĕсех те калать пек. Çапла, Шупашкар мăрсипе унăн майлисем хулана чăвашсен тĕп хули тума килĕшменни пăлхар-чăваш патшалăхне хăвăртрах çĕклес ĕçе çав тери чăрмантарать. Капла çĕнĕ хула туса лартма тивет-çке. Халăх пĕрле сурсан та час пулакан япала мар, кунашкал пысăк ĕçе хăвăртах тăрлама ниепле те май килес çук, ма тесессĕн вăйсăртарах-ха кунти чăвашсем. Хусан тавра чăмăртанас шухăш, паллах, çиелтен пăхма ăнăçлăрах пек. Анчах ма-ха унта уйрăм Чăваш тăрăхĕ туса хурасшăн?
— Пичче, Юсуф хан, тен, ку ыйтупа халăхпа канашласа пăхмалла? — сĕнчĕ Керим. — Тен, курултай пухмалла?
— Эпир санпа камсем? — хуравлас вырăнне хыттăн каларĕ Юсуф. — Эпĕ хан, эсĕ — элтепер. Хамăр нимĕн те татса пама пултараймастпăр тăк эпир санпа хан та, элтепер те мар. Тăнла, шăллăм, эпир санпа иксĕмĕр пĕтĕм халăх шăпишĕн яваплă çынсем. Çав явапа пирĕн никам çине те йăвантармалла мар, хамăрăн тытса пымалла. Халăхăмăр малашлăхне вара эпĕ пăлхарсен пĕртен-пĕр вăйлă хули Хусан тавра чăмăртаннинче кăна куратăп. Хамăр санпа иксĕмĕр уйрăм пăлхар-чăваш патшалăхĕ тума хăтланнинчен ку чухне ырри нимех те тухаймĕ. Шупашкар пирĕн майлă пулсан, тен, урăхларах шухăшлаттăмччĕ. Анчах, хăвах пĕлен, Шупашкарăн шухăшĕ раснарах, унăн хуçисем вырăссем енне сулăннă.
Керима çак самантра сасартăк унччен пуçа кĕмен шухăш ярса илчĕ. Çав шухăш ăна хăйне те кăштах тĕлĕнтерчĕ, çавăнпа элтепер пĕр хушă иккĕленсе те тăчĕ. Те каламалла ăна пиччĕшне, те пирвай пуç тавра лайăхрах çавăрттармалла? Анчах калаçăвĕ халĕ яваплăскер, ун пек чухне пур майсене те сӳтсе явни вырăнлă.
— Юсуф хан, тен, пирĕн те Чăваш улусне вырăссен хӳттине куçармалла? — сĕнчĕ вăл. — Малтанлăха. Вăй иличчен. Ун чухне Шупашкара та тĕп хула тума май килĕ. Каярах эпир ăна хуллен хамăр алла илĕпĕр.
— Ăссăрла шухăш, — тӳрех хирĕçлерĕ Юсуф. — Вырăссем Христоса ĕненсе пурăнаççĕ. Вĕсен тĕнĕпе эпир ниепле те килĕшме пултараймастпăр.
— Пичче, халиччен эпир санпа тĕн пирки вуçех калаçманччĕ. Чăннипе пирĕн патшалăх тăвас ĕçе те çавăнтан пуçламалла пулнă. Ну, юрĕ. Ытах сăмах вăл енне кайрĕ тĕк, кунти чăвашсем ислама та пăхăнмаççĕ, Мăххамата турă вырăнне хумаççĕ.
— Ислам çапах та пирĕн, Пăлхар патшалăхĕн тĕнĕ, — аса илтерчĕ Юсуф. — Çавăнпа ун патне таврăнма çăмăлрах.
Пиччĕшĕ каланинче тĕрĕслĕх те пур пек, çапах Керима унăн шухăшĕнче тем çырлахтармарĕ.
— Апла-и, капла-и, анчах пирĕн ку тĕлĕшпе халăхпа канашласа пăхмалла тесе шутлатăп, — çирĕппĕн каларĕ элтепер. — Паллах, Юсуф, эсĕ пирĕн хан, анчах сăмах пĕтĕм халăх шăпи çинчен пынă чухне хан та халăх шухăшне нимĕн вырăнне хумасăр тăма пултараймасть.
Кăна илтсен Юсуф шăллĕне кăштах кӳренчĕ те пулмалла.
— Эсĕ мĕн аташан, — терĕ вăл. — Халăха хисеплеменрен мар, яваплăха чи малтан хамăрăн туймаллине шута хурса çапла сĕнтĕм эпĕ. Эппин акă мĕн. Эпир курултай çапах та пухмăпăр. Ун вырăнне хурал канашне ирттерĕпĕр.
Хурал канашне тепĕр икĕ эрнерен пухма май килчĕ. Улус чикки сарăлсах пырать çав, канаш çыннисене пĕлтерсе тухма та халĕ вăхăт чылай кирлĕ. Ара, вĕсен пулас канашлу çинчен пĕлни çеç мар, хатĕрленсе Эпеçе çитме те вăхăт тупмалла.
Канаш пуçличчен Киремет картине кайса чӳк турĕç, темиçе така пусса икĕ мăн хуранпа шӳрпе пĕçерчĕç. Апачĕ çӳлти турăсене те, канашлăва пуçтарăннисене те çитрĕ. Кайран пурте хурал пӳртне куçрĕç, анчах унта пĕтĕм йышпа шăнăçайманран урамрах сăмахлас терĕç.
Юсуф чăваш-пăлхар патшалăхне йĕркелес ĕç мĕнлерех пулса пыни, ăна халиччен те туса хума мĕншĕн май килменни, ун вырăнне Хусан тавра чăмăртанма кирли çинчен тĕплĕн ăнлантарчĕ, хăй унта мĕн курни-илтнине те каласа пачĕ. Тем те кĕтнĕччĕ Юсуф, хăйне пуринчен хĕрӳллĕн чăвашсем мар, çармăссем хирĕçлессе çеç шутламанччĕ. Анчах пăх та кур, чи малтан Сатăш сăмах илчĕ.
— Халăх! Хусанта халĕ камсем пуç пулса пурăннине эпир, Атăл леш енчи çармăссем, питĕ аван пĕлетпĕр. Ĕненĕр, эпир сирĕнпе ниепле те вĕсемпе пĕрле пулма пултараймастпăр, — тӳрех татса каларĕ вăл. — Шăпах Хусан тутарĕсем тустараççĕ пире, шăпах çавсем пирки эпир сирĕн пата тарса килтĕмĕр. Халь вара хамăр ирĕкпех çав хурахсен аллине кайса çакланăпăр-и? Ун пек тусан эпир пурте çĕр йăтайми тăр ухмахсем пулатпăр!
— Сатăш, эс хĕрӳленессе хĕрӳлен те, шухăшларах калаç, — асăрхаттарчĕ ăна канаша ертсе пыракан Эпеç. — Хан пире хăйĕн шухăшне пĕлтериччен ăна-кăна пуç тавра пайтах çавăрттарнă пулĕ. Тата сире темле хурахсем тапăннăшăн пĕтĕм ханлăх халăхне усал темелле мар-тăр. Мĕн, чăвашсем е çармăссем хушшинче хурахласа çӳрекенсем çук-им тата?
— Тĕрĕс калан, Эпеç!
— Кĕтӳ вараланчăк сурăхсăр пулмасть!
— Пирĕн Вăрмар енче Урасмет çыннисем çул çинче час-часах алхасаççĕ. Хăйсем чăвашсемех, — илтĕнчĕç сасăсем.
— Килĕшетĕп, апла та пулма пултарать, — кăштах кăмăлне çемçетрĕ Сатăш. — Çапах эпир кăпчак-тутар таврашĕпе ниепле те пĕрле пулма пултараймастпăр. Ма тесессĕн вĕсем ислам тĕнне ĕненсе пурăнаççĕ.
— Сан вара мĕн, Христоса ĕненес килет-им? — йĕплесе илчĕ Юсуф.
— Эпĕ Мăхаммата та, Христоса та ĕненместĕп, — аптрамарĕ Сатăш. — Ма тесессĕн вĕсем турăсем мар, турă вырăнне йышăннă çынсем çеç. Тĕнĕсем те вĕсем халăха пуçлăхсемпе çĕрме пуянсене пăхăнтарса тăрас тесе кăна ăсласа кăларнăскерсем. Пĕлетĕр-и вырăс тĕнĕ мĕн каланине? Кирек мĕнле влаç та турăран теççĕ вĕсем. Анчах хансем вĕсем халăхшăн тăрăшаканнисем те, халăх шучĕпе хăйсем çеç пуйма ăнтăлаканнисем те пулаççĕ. Вара пирĕн пурне те пăхăнса пурăнмалла-и?
— Ăнланмарăм-ха, Сатăш, эс мĕн, халăхăн хăйĕн ханне итлемесен те юрать тесшĕн-им? — пиччĕшĕн хутне кĕчĕ Керим. — Ун пек чухне çĕршывра нимĕнле йĕрке те пулаяс çуккине чухламастăн-им?
Сатăш тин кăштах нимĕн хуравлама аптăраса тăчĕ, кăвак куçне мăчлаттарса тем шухăшларĕ. Анчах ку аптрашу нумая пымарĕ.
— Çук, эпĕ апла шутламастăп, — терĕ вара вăл. — Анчах енчен халăх пуçĕ ахаль çынна ним вырăнне хумасан, ун нушине вуçех ăнланмасан вăл хушнине итлесе пурнăçламашкăн кирлех-ши тесе шутлатăп.
Сатăш хыççăн калаçакансем нумай пулĕç тесеччĕ Юсуф, анчах темшĕн-çке пур-те çăвара шыв сыпнă пек тăчĕç, хăшĕсем çеç тем шухăшласа ĕнсе хыçкаларĕç. Чăн та, хăшĕ-пĕри кӳршисемпе тем мăкăртаткаларĕ, анчах харпăр хăй шухăшне пурин умне тухса уççăн пĕлтерекен пулмарĕ.
— Вара мĕн, халăх, çакăнпах вĕçлĕпĕр-и? — пурне те пăхса çаврăнчĕ канашлăва ертсе пыракан Эпеç. Никам та пĕрех шарламанине кура хушса хучĕ: — Эппин мана пĕр-икĕ сăмах калама ирĕк парсамăр... Пиртен Хусанти хальхи пурнăçа курнисем кунта Юсуф ханпа эпĕ кăна пулас. Тӳрех калам, унта халĕ тутар-кăпчаксем мала тухаççĕ. Вĕсем йышпа, тен, пиртен, пăлхарсенчен, чылай сахалрах, анчах вĕсем çапăçма хăраман хăюллă çынсем. Тата, тӳррине тӳрех калам, вĕсен хушшинче сĕмсĕртерех те вăрттăн усал çынсем чылай. Çавăнпа, ман шутпа, Хусан тавра патшалăх чăмăртанса çĕкленсен те вăл унчченхи Пăлхар патшалăхĕ пулмĕ. Унччен еплерехчĕ? Пирĕн çĕршывра тĕрлĕ йăх-халăх пурăнатчĕ, вĕсем тĕрлĕ тĕне ĕненме пултаратчĕç, çавăнпа патшалăхĕ те пирĕн тытăнса тăратчĕ. Тутар-кăпчаксем влаçа алла илсен унашкал ирĕклĕх пулмĕ тетĕп. Вĕсен тĕнĕ кăна мар, — ислампа эпир пурăнса курнă, — йăли-йĕрки йăлтах урăхла. Тата кăмăлĕ. Ĕмĕрĕпе куçса çӳренĕ халăхсем вĕсем ыттисене пăхăнтарма хăнăхнă, çав йăла вĕсен юнĕнче юлнă. Çавăнпа вĕсен çĕршывĕ те хуçасемпе чурасен йĕркине мала хурассăн туйăнать. Хам эпĕ, Юсуф хан, унашкал патшалăхра пурăнма тем тусан та килĕшес çук. Енчен урăхла май килмесен, таçти аякка куçса кайма хатĕр. Çавăнпа эпĕ çапла сĕнесшĕн. Юсуф хан, Керим элтепер, хальлĕхе эпир хамăр тĕллĕнех пурăнма пултаратпăр. Пурăнар çапла тата тепĕртак. Çав хушăра çапах та хамăр вăй илме тăрăшар. Пурнăç ялан пĕр килмест. Тен, тахăш вăхăтран Шупашкар пуçне урăх мăрса ларĕ. Тен, хамăрах çĕнĕ хула туса лартăпăр. Ытах пултараймасан Хусана кайса пуççапма нихăçан та кая мар. Тăхтар хальлĕхе тутар-кăпчаксемпе пĕрлешме.
Халăх сĕрлесе кайрĕ. Хăлхана кĕрекен уйрăм сăмахсенчен ытларахăшĕ Эпеçпе килĕшни палăрчĕ. Мĕн тăвăн ун пек чухне... Анчах ханăн парăнма юрамасть. Унсăрăн вăл халăх куçĕнче хан пулма пăрахать. Çинех тата Юсуф Хусан ханне сăмах панă. Пулат йăхĕ вара панă сăмаха тытма хăнăхнă.
— Апла итлĕр, халăх! — хыттăн каларĕ Юсуф канаш умне тухса тăрса. — Эсир паян пысăк йăнăш турăр. Эпĕ унпа килĕшме пултараймастăп, çавăнпа ыранах Эпеçрен Хусана куçса каятăп. Хампа пĕрле шăллăма та, Керим элтепере, илетĕп. Эпĕ унта Чăваш тăрăхĕн пуçĕ пулăп, сирĕн валли хамăн тăрăхпа пĕрлешмешкĕн çул яланах уçă тытса тăрăп. Анчах эсир, халăх, шухăшлăр, хытă шухăшлăр.
Хурал канашне пухăннисем каллех сĕрлесе кайрĕç. «Епле-ха капла?», «Эпир кампа юлăпăр вара?» тенисем илтĕнчĕç. Çак самантра канаш умне Юсуфпа юнашар Керим та тухса тăчĕ.
— Пичче, эпĕ санпа Хусана пымастăп! Эпĕ кунтах юлатăп! — хыттăн каларĕ вăл.
Халах самантрах шăпăрт пулчĕ. Çынсем тин кăна мĕн илтнине ăнланма тăрăшрĕç, ăнланса çитсен савăнса кăшкăраша пуçларĕç:
— Тĕрĕс тăван, элтепер!
— А мĕн, вăл та хан ывăлĕ!
— Вăл та Пулат тăхăмĕнчен!
Халăх умне каллех Сатăш тухрĕ, алă çĕклесе пурне те шăпланма ыйтрĕ. Шăна вĕçни илтĕнекен пулсан каласа хучĕ:
— Эппин, малашне пирĕн хан Керим пултăр!
— Çапла пултăр! Çапла пултăр! Çапла пултăр! — килĕшсе хăватлăн кăшкăрчĕç канаш çыннисем.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...