Шурă акăш çулĕ :: Çерçи вăрçи
— Эй, ун пек енне кайсан, авă, вырăссен православи тĕнĕ тĕнчери пур халăх та пĕр амăшĕнчен тухнă тесе ĕнентерет. Эпир кунта пурнăç çине çав шайпах пăхма вĕренсе çитеймен çав, — куларах каларĕ мăрса.
— Ишмет мăрса, пире вара атте мĕн ачаран çав шайпа шухăшлама вĕрентнĕ, — калаçăва хутшăнаймасăр тӳсеймерĕ Керим.
— Çапла пуль çав, çапла пуль. Çавнашкал анлăн шухăшласа пурăннăранах ĕнтĕ мĕн тери хăватлă патшалăхăмăра пĕтерсе хутăмăр, — тавлашăва кĕрес вырăнне йĕплесе илчĕ мăрса.
— Патшалăхĕ пирĕн вуçех пĕтмен-ха, — аса илтерчĕ Юсуф. — Анчах малашне те çапла пĕр-пĕринчен уйрăм пурăнсан пĕтесси кĕретех.
— Ăхă, пирĕн патшалăх пĕтмен-и-ха? — куç кĕрет кула пуçларĕ мăрса. — Ăçта вара вăл? Сирĕн Чăваш улусĕ текенни мар пулĕ те?
Керим ăна тем каласа хурасшăнччĕ те, пиччĕшĕ ун урине пусрĕ. Шăпăрт лар тенине пĕлтерчĕ ĕнтĕ ку.
— Кăна эсĕ, Ишмет мăрса, питĕ тĕрĕс каларăн, — терĕ Юсуф хан хуçана. — Эпир тăвакан улуса патшалăх теме мар, тĕрĕссипе улус теме те çук-ха. Анчах, ман шутпа, Пăлхар патшалăхĕ вуçех арканса пĕтрĕ теме те иртерех. Авă Хусан вăй илсе пырать. Урал енче пăлхар-пушкăртсем пур, кунта эпир — чăвашсем.
— Эпĕ те çавнах калатăп мар-и, Юсуф хан, — килĕшенçи пулчĕ мăрса. — Анчах ку вăл пĕртте эпир, пăлхарсем, унчченхи пекех вăйланса кайма пултарасса пĕлтермест. Ку вăл, ман шутпа, эпир çапла арканса-арпашăнса юлашки шанчăка çухатнине çеç пĕлтерет.
— Ишмет мăрса, эсĕ те, эпĕ те, Хусан ханĕ те, пушкăртсен пуçĕ те çапла шутлама тытăнсан эпир чăнах та Пăлхар патшалăхне тек курас çук. Çакнашкал çивĕч самантра, калăпăр, эпир санпа иксĕмĕр пĕр чĕлхе тупайсан та пирĕн малашлăх шанчăкĕ нумай хут ӳсĕччĕ. Пирĕн çĕршывăн вăйлă хула тавра пуçтарăнмалла. Шупашкар шăпах ĕнтĕ çав хула пулма пултарать. Атăл хĕрринче вырнаçнăран çулла унăн çурçĕре те, кăнтăра та çул уçă. Çинех ăна никам çĕнейми карпа çавăрса илме пулать. Йывăç хӳне чулран купаланипе улăштармалла çеç. Пĕтĕм халăхпа пуçăнсан ку ĕçе эпир хăвăртах туса пĕтерме пултаратпăр. Çавăнпа эпĕ сана хамăр патшалăха пĕрле йĕркелесе яма сĕнетĕп. Эсĕ унчченхиллех хула пуçĕ пулăн, бек ятне тивĕçĕн. Эпĕ патшалăха хăватлатас тĕлĕшпе ĕçлĕп. Керим хамăра хӳтĕлеме пултаракан çар пухса хатĕрлĕ. Пирĕн атте, Пулат хан, Аслă Пăлхара ытларах мул-пурлăхпа пуйтарас, çапла майпа халăх пурнăçне лайăхлатас тесе тăрăшатчĕ. Çар пирки вăл сахалрах шухăшланă çав. Эпир ку йăнăша тек тумăпăр. Мăрса, ма килĕшмелле мар пирĕн сĕнӳпе, э? Е сан хăвăн хан пулас килет-и? Ытах ĕçĕ çавăншăн кăна тапранмасть пулсан, эпĕ кун пирки те шухăшласа пăхма хатĕр. Анчах, каçар та, патшалăха тытса пырасси вăл шутсăр кăткăс япала. Ку ĕçе тума пире, Керимпа иксĕмĕре, ачаран вĕрентнĕ те çавăнпа эпир ăна лайăхрах пĕлетпĕр пулĕ тетĕп.
Мăрса Юсуфа хирĕç нимĕн калама аптрарĕ, тем кĕтнĕн атлас чаршав енне пăха-пăха илчĕ. Чаршавĕ сасартăк кăштах силленсе илчĕ те ун хыçĕнчен... çын тухса тăчĕ. Вăл хĕрлĕ хăюпа илемлетнĕ симĕс кафтан, кăвак шăлавар, шĕвер сăмсаллă хăмăр сăран атă тăхăннă. Хумлă-хумлă сарă çӳçлĕскер, сухалне кăскенрех касса якатнăскер тата янкăр кăвак куçлăскер çак çын сăнран самай çамрак пек курăнать. Тимлесерех пăхсан вара хĕрĕхсене те çывхарса пыни палăрать.
— Каçарăр та, мана сирĕн калаçăвăра итлес мар тенĕ çĕртен итлеме тиврĕ. Эсир киличчен эпир кунта Ишмет мăрсапа пуплешсе лараттăмăр та... — терĕ палламан арçын чăвашлах, чăн та, сăмахсене тĕрĕсех кăлараймасăр. — Хам эпĕ Анат Çĕнхула — эсир ăна Чулхула тетĕр — вайпучĕн çынни. Пĕлетĕн-и, Юсуф хан, эпир те мăрсапа шăпах чăвашсен малашлăхĕ пирки пуç ватса лараттăмăрччĕ. Эппин, тен, мана та хăвăр калаçăвăра хутшăнма ирĕк парăр?
Ишмет мăрса пурин çине те пăха-пăха илчĕ те ал лапписемпе пĕр-иккĕ шаплаттарса алăк еннелле кăшкăрчĕ:
— Ну мĕнле, хатĕр-и эсир унта?
Хуравлас вырăнне такам алăка яри уçса ячĕ.
— Хаклă хăнасем, эпĕ сире калаçăва малалла хăна пӳлĕмĕнче тăсма сĕнетĕп, — терĕ вара Ишмет. — Шăпах тата каçхи апат вăхăчĕ çыхарса килет.
Хăна пӳлĕмĕн варринче тем вăрăмăш сĕтел. Ун çинче туллиех апат-çимĕç — чăваш шăрттанĕпе вут çинче вĕтнĕ така пĕççинчен пуçласа кăнтăрта кăна ӳсекен улма-çырла таран кунта тем те пур. Ку ĕнтĕ Шупашкар та чылай çĕршывпа çыхăну тытнине пĕлтерет. Юсуфпа Керим уйрăмах ӳсĕртекен шĕвексем нумаййине асăрхарĕç. Чăваш сим пылĕ, сăри тата кăмăсĕсĕр пуçне сĕтел çине темиçе тĕрлĕ шерпет, иçĕм çырли эрехĕсем, вырăссен çутă эрехне те лартса тухнă. Вăт мăрса те эсĕ ку Ишмете. Кунашкал пуян сĕтеле Пулат хан та çулталăкра пĕрре-иккĕрен ытла пуçтарман. Кунта вара пĕр-икĕ хăна килнĕ ятпах ăна ним мар сарса хучĕç. Пĕр шутласан, чăнах та, камсем халĕ Ишмет мăрсашăн Юсуф ханпа унăн элтеперĕ?
Çак шухăшпа кăштах пусăрăннăран-ши, Юсуфпа Керим сĕтел хушшинче питех шарламарĕç. Тепĕр тесен, хуçа та ытла нумай пуплешмерĕ. Ытларах Чулхула вырăсĕ калаçрĕ.
— Пирĕн, Атăл тăрăхĕнче пурăнакансен, пĕр пулса... мĕнле калатăр-ха эсир, чăвашсем? — пĕр çăвартан сурса пурăнмалла, — ăнлантарчĕ вăл. — Вырăс-и, чăваш-и, çармăс-и эпир — ку вăл тĕрĕссипе ниме те пĕлтермест. Чи кирли — пĕр тĕне ĕненесси, çав тĕн хушнине çирĕп пăхăнасси. Пĕр тĕнпе пурăнакансене вара пурне те пĕр халăх теме пулать. Тĕнчери чи тĕрĕс тĕн вăл — православи христианстви. Эпир, вырăссем, ăна тахçаннах, Киев Руçĕ чухнех йышăннă. Çавăнпах ентĕ çулсерен вăйлăрах та вăйлăрах аталанса пыратпăр. Эсир паçăр хăрушсăрлăх пирки калаçрăр. Вăл-ку тесен, çак таврара халĕ вырăссенчен вăйлă халăх çук...
— Ырă çыннăм, каçар та, сире пăлхарсем епле тустаратчĕç. Юрать, халь ку вăй юлман тейĕпĕр. Анчах, сăмах май, ăна çĕнтерекеннисем вырăссем мар... Тата куллен ӳссе пыракан Хусана ăçта хурăр? — вырăса пӳлсех каларĕ Юсуф.
— Эпир монгол-тутарсен пусмăрĕнчен хăтăлма пултартăмăр, текех ĕнтĕ пире никам та пăхăнтараймĕ, — Юсуфа илтмен те пек тăсрĕ сăмахне вырăс. — Пирĕн хӳтлĕхпе таврари ытти халăхсем те ырă курса пурăнма тытăнĕç. Ишмет мăрса питĕ ăслă çын, вăл çакна пуринчен малтан ăнланса илчĕ, çавăнпа Чулхула вайпучĕпе тачă çыхăну тытать. Юсуф хан, Керим элтепер, кунашкал çыхăнăвăн уссине эсир çак сĕтел хушшинче хăвăрах куратăр, хэ-хэ, — кăмăллăн кулса илчĕ те вырăс чăн-чăн хуçалла сăйлама тытăнчĕ: — Хаклă хăнасем, эсир çийĕр, ĕçĕр, килти пек пулăр. Акă, вырăс эрехне тутанса пăхăр пĕрер черкке... Хусан тенĕрен, — тин аса илчĕ Юсуф хан каланине, — эпир ăна кĕçех вырăна лартăпăр.
Хуçасене кӳрентерес мар тесе Юсуфпа Керим пăхăр черккесене тута патне илсе пырса эрехе пăртакшар сыпса пăхрĕç, кăмăла кайманнипе çӳçенсе илчĕç. Вырăс вара самай пысăк черккенех çăварне пĕррех ӳпĕнтерчĕ. Мăрса та ăна-кăна пит уяса тăмарĕ, черккине пĕр-иккĕ сыпсах пушатрĕ. Тата кăшт сыпкаласан хайхи иккĕшĕ те чĕлхисене вĕçертсе ячĕç. Урă чух урлă, ӳсĕр чух ӳрлĕ тенешкел, чăвашсем пирки хăйсем мĕн шутланине иккĕшĕ пĕтĕмпех уçса пачĕç вара.
Вĕсен шучĕпе чăвашсен çеç мар, пăлхарсен пурин те малашлăхĕ сӳннĕ иккен. Уксах Тимĕр Аслă Пăлхар хулине аркатса-çунтарса янă хыççăн тепре çĕкленесси вĕсенчен пĕрех пулас çук. Тĕттĕм чăвашсенчен — пушшех те. Çавăнпа вĕсемшĕн пĕртен-пĕр тĕрĕс çул вăл — ӳлĕм вырăссемпе пĕрле пурăнасси.
— Шупашкар чăвашĕсем çапла шутлаççĕ-и-ха? — ыйтмасăр тӳсеймерĕ Керим.
— Вĕсем тем шутлани пире мĕн тума кирлĕ? — ихĕлтетрĕ мăрса. — Халăх вăл выльăх, кĕтӳçĕ ăçта хăвалать — çавăнта тĕпĕртетсе каять.
— Эпир Шупашкар çыннисене Христос тĕнне кĕртĕпĕр, — кил хуçи шухăшне малалла тăснăн каларĕ вырăс. — Вăл тĕн, каларăм-çке, тĕнчере пуринчен тĕрĕсси. Чи пахи — православи çынсен кăмăлне çемĕçтерет, вĕсене пуçлăхсене пăхăнса пурăнма хăнăхтарать, ма тесессĕн кирек хăш влаçа та Турă панă тесе вĕрентет. Эпир Шупашкара ярса илсен пăлхарсен çĕкленмелĕх тепĕр хула кăна юлать. Вăл — Хусан. Анчах Хусан шăпи пирки эпĕ каларăм ĕнтĕ. Вăл хăр пĕччен пире хирĕç тăраймĕ. Çапла вара пĕтĕм таврара кĕçех пĕртен-пĕр вăйлă патшалăх — Аслă Русь юлĕ.
Юсуфпа Керим çаплах-ха нимĕн чăнмесĕр ларчĕç.
— Çавăнпа сире эпĕ пире хирĕç пыма сĕнместĕ-ĕп! — çурри кăшланă така пĕççине вĕсен пичĕсем умĕнче сулкаласа асăрхаттарчĕ вырăс. — Çапла-и, Ишмет тусăм?
Мăрса хуравлас вырăнне ăна юрама тăрăшса ихĕлтетсе илчĕ.
— Ку сирĕн татăклă сăмах-и? — çирĕппĕн ыйтрĕ Юсуф.
— А мĕн эс сассуна хăпартан? — сасартăк чĕрĕлчĕ мăрса. — Кунта эпир сан пек хансенчен хăраса ларакан йышшисем мар!
Юсуфпа Керим тек пуплешсе лармарĕç, сыв пуллашмасăрах тухса кайрĕç.
— Çулăр такăр пултăр!
— Таси паха! — вырăс вайпучĕн çыннипе чăваш мăрси харăс капанине илтрĕç вĕсем алăка хупиччен.
Ханпа пĕрле килнĕ икĕ йĕкĕт халĕ те утсем патĕнчех тăраççĕ иккен. Вĕсене апат çитерес пирки кунта никам та шухăшламан. Епле-ха капла, чăваш йăли-йĕрки кунта вуçех сӳне пуçланă-шим?
Кăмăла кăштах лăплантарас тесе Эпеç чăвашĕсем Атăл хĕррине анчĕç, пăртак уçăлса çӳрерĕç. Çывăхрах хупах курăнчĕ те тăваттăшĕ те унта кĕчĕç, типĕтнĕ ĕне какайĕ, пашалу, пĕрер курка сăра илсе апатланчĕç. Ара, тĕрлĕ çимĕçпе ишĕлсе тăракан сĕтел хушшинчен тухнă пулин те, Юсуфпа Керим та чăннипе выçахчĕ.
Çĕр выртма вĕсен Эпеç тусĕ Няка тимĕрçĕ патне кайма тиврĕ. Лешĕ хăнасене хаваспах кĕтсе илчĕ, вĕсем каçхи апат тума килĕшмесен таçта хупаха кĕрсе çӳренĕшĕн ӳпкелесе те пăхрĕ. Юсуф хăйсене вырăн уçă сывлăшра, лупасайĕнче сарса пама ыйтнăшăн та кӳренчĕ пулас тимĕрçĕ, хан вырăнĕ мар унта теме пăхрĕ. Анчах Юсуф çине тăчĕ-тăчех. Вăл мĕншĕн çапла çинĕ тăни Керимпа икĕ йĕкĕте каярах паллă пулчĕ.
— Акă мĕн, ачасем, — шăппăн ăнлантара пуçларĕ вăл хăйĕнпе килнĕ икĕ йĕкĕте кил хуçи пӳрте кĕрсе кайсан. — Эпир Керимпа Шупашкартан ыран ир-ирех тухса кайăпăр. Эсир кунта юлăр...
Вара чылайччен йĕкĕтсен Шупашкарта кун каçа мĕн-мĕн тумаллине ăнлантарчĕ.
— Пичче, эсĕ мĕн калаçатăн, капла йĕркеллĕ пулать-и-ха? — Юсуфа хирĕçлеме пăхрĕ Керим.
— Ма йĕркеллĕ пулмасть? Вĕсем мĕнле — эпир те çаплах. Урăхран епле-ха, — касса татрĕ ăна Юсуф.
Çакăнпа тавлашасси-мĕнĕ вĕçленчĕ. Йĕкĕтсем тесен, вĕсем хăйсен ханĕ хушнине пĕр сăмахсăр йышăнчĕç.
* * *
Тепĕр кун хула карманĕнче темиçе тĕлĕнтермĕш ача иртенпех пикенсе çерçипе кăсăя хăваласа çӳрерĕç. Вĕсем кайăксене кĕрпе парса илĕртеççĕ те лешсем тимлĕхне çухатсан сасартăк сăпăпа хупласа хураççĕ. Çапла кăнтăрлаччен икĕ-виçĕ теçетке те пулĕ тытрĕç, хутаçа хупса пычĕç. Вара васкасах карман тулашĕнче кĕтсе тăракан икĕ йĕкĕте кайса пачĕç.
— Эсир кусене пĕтĕмпех карманра тытнă-и? — ыйтрĕ ачасенчен пĕр йĕкĕчĕ.
— Çавăнтан кăна, урăх ниçта та тытман, — шантарчĕç ачасем.
Вара йĕкĕтсем вĕсене тунă ĕçшĕн укçа пачĕç те ачасем хула пасарĕ еннелле тĕк пек вĕçтерчĕç.
Тепĕртакран йĕкĕтсем Атăл хĕррине анчĕç, хăвалăхра вырнаçса пĕчĕк кăвайт чĕртрĕç. Унтан кайăксене хутаçран пĕрерĕн-пĕрерĕн кăларса урисене кӳкĕрт сĕрсе тухрĕç, кӳкĕртне кăвайт кăварĕпе тивертсе мĕскĕн чунсене çӳле пере-пере вĕçтерсе ячĕç. Ури çунма тытăннипе сехре хăпнă çерçисемпе кăсăясем хăйсем пурăнакан вырăна çилрен хăвăртрах вĕçсе тарчĕç.
Кĕçех карманта чан çапни илтĕнсе кайрĕ, Унччен те пулмарĕ унта та кунта çулăм хĕлхемĕсем тӳпенелле пăл та пал хăпара-хăпара кайрĕç. Кармана чупса килнĕ халăх харăсах вуншар тĕлте вут тивсе кайнипе аптранăран нихăшне сӳнтерме пĕлмерĕ. Вара çынсем «пĕрех çĕрме пуянсем кăна çунаççĕ» текелесе алă сулчĕç те çулăма хулана ӳкме парас мар тесе карман тулашне васкарĕç, çывăхри хуралтăсене шыв сапса хӳтĕлеме тăрăшрĕç. Çапла хура халăх пурăнакан пай тĕрĕс-тĕкелех тăрса юлчĕ, мăрсапа ытти пуянсем пурăнакан карман вара тĕпĕ-йĕрĕпех çунса кайрĕ.
Чан та, ку вăхăтра леш йĕкĕтсем учĕсене Çавал юханшывĕ енне хăваларĕç ентĕ. Вĕсем те, Юсуфпа Керим та Шупашкар карманĕ тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайни çинчен каярах, хыпарĕ халăхра сарăлсан çеç илтрĕç. Анчах çак хыпар вĕсене пĕртте тĕлĕнтермерĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...