Кĕмĕл кĕпер :: Ылтăнчеч
Çакăн хыççăн Ылттăнчеч картишне тухатъ,
Ут-урхамахĕ патне пырать.
Унăн урхамахĕ улма-чăпар,
Ăна часрах пин-пин çухрăм пар.
Учĕ çине сиксе утланать пике,
Тĕкĕртне çула тухма хушать амаçын-пике.
"Ылттăнпик" эпосран.
Мĕн пĕчĕкрен утпа çӳреме, хĕçпе çапăçма юратать Ылттăнчеч. Халĕ те, Пачман инçе çула патшана шырама тухса кайсассăн та, Ылттăнчеч çак йăлине манмарĕ. Хăйĕн вунă ăкамĕпе вăл ирхине ирех ут утланать те хуларан тухса кайса учĕпе çӳрет, кайран, кермене таврăнсассăн, пахчара хĕçпе çапăçма хăнăхать.
Çарăмсан шывĕ хĕрринче Парăç-Пăрăнтайпа тĕл пулнă хыççăн Ылттăнчеч керменрен пĕччен тухса çӳрессине пăрахас терĕ. Халĕ вăл ялан акамĕсемпе, ялан кăралĕпе.
Ку кунхине те çапла пулнăччĕ. Ирхине ирех Ылттăнчеч хăйĕн акамĕсемпе хуларан тухса кайса çеçенхир тăрăх çӳрерĕ. Кайран вара патша керменĕнчи пахчана тухса хĕçпе çапăçма тытăнчĕ. Паян тата вăл ухăпа персе те хăй мĕн пултарнине тĕрĕслесшĕнччĕ, çавăнпа пурне те ухă илсе тухма хушнăччĕ.
Акă хĕçпе çапăçса самаях ывăннă ĕнтĕ Ылттăнчечпе унăн акамĕсем.
— Атьăр, халĕ ĕнтĕ кăшт сывлăш çавăратпăр та ухăпа пеме тытăнатпăр! — терĕ Ылттăнчеч, хĕçне йĕннине чиксе. Вăл юнашарах выртакан укçуне илсе мăйĕ урлă çакса ячĕ те уххине алла илчĕ. Çав вахăтра кермен картишĕнче кăшкăрашни илтĕнчĕ, çавăнтах тата çынсем чупкалани курăнса кайрĕ.
— Мĕн пулнă унта? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Ылттăнчеч. Елик-пикене картишĕнче мĕн пулнине никам та хуравласа ĕлкĕреймере, пахчана вунă-вуникĕ лайăх кăралланнă эккелсем чупса тухрĕç. Вĕсене вăрăм сухаллă сăхман тăхăннă çын ертсе пырать. Ылттăнчеч пелет, ку вăл патша вырăнне юлнă Парăç-Пăрăнтайăн шанчăклă çынни, хăйне евĕрлĕ визирĕ. Капет ятлă тенĕччĕ ун пирки.
— Акă вăл Ылттăнчеч! — кăшкăрса ячĕ хайхискер, аллисене ухă тытса тăракан елик-пикепе унăн акамĕсем патне çывăхарах пыма тăрса.
Ним хисепе хумасăр çапла хĕçпе çапăçнă е ухăпе пенĕ чухне такам килсе чăрмантарни халиччен пулманччĕ. Çавăнпа çак çын ним шухăшламасăр, никама ним хисеплемесĕр кунта пырса кĕрсе кашкăрашма тытăнни Ылттăнчече йăлт тĕлĕнтерсе ячĕ.
— Мĕн кирлĕ сана? — ыйтрĕ вăл эккелсем ертсе килнĕ çынран.
— Пачман пирки пĕлме ячĕ мана, — кăшкăрчĕ çакскер.
— Кам ячĕ? — ним пулман пек ыйтрĕ Ылттăнчеч.
— Çĕнĕ элтепер Парăç-Пăрăнтай!
— Мĕн тума кирлĕ ăна Пачман?
— Пĕлместĕп. Мана Пачман ăçтине пĕлме янă, — усаллăн хуравларĕ Капет.
— Хăй ĕçĕпе çӳрет вăл, — лăпкăн хуравларĕ Ылттăнчеч. — Атăл леш енне сунара кайнă.
— Суятăн! — сасартăк тискеррĕн кăшкăрса ячĕ Капет. Сасси тата унăн аслатинни пек. — Суятăн, çапкаланчăк хĕрарăм!...
— Мĕскер? Мĕскер терĕн эсĕ? — тарăхса кайрĕ Ылттăнчеч. — Патша хĕрне, хăвăн елик-пикӳне çапла калама хăятăн-и эсĕ?!.
— Мĕн ейкеленсе тăратăн? — тарăхрĕ Капет та. — Патша хĕрĕ!.. Елик-пике!.. Ăçта вăл патша?.. Халь пирĕн çĕнĕ элтепер!
— Амаус! — хаярланса кăшкăрса ячĕ Ылттăнчеч. — Апла калаçса тăратăн-и-ха эсĕ?.. Тухса кай кунтан!..
— Тухса кай? — тĕлĕннĕ пек пулчĕ Капет. — Тухса кай... Хăвăн, çапкаланчăк хĕрарăмăн, кунтан тухса каймалла!.. Халĕ пирĕн çĕнĕ элтепер, çĕнĕ патша — Парăç-Пăрăнтай!.. Сирĕн иртĕхсе пурăнасси пĕтрĕ!.. Пĕтрĕ!.. Эй, — хушрĕ вăл хăйпе пĕрле килнĕ эккелсене, — ярса тытăр çакна! Кăларса ывăтăр керменрен! Халех кунта çĕнĕ патша килсе çитмелле. Вăл киличчен шăрши-марши те ан пултăр киввин!..
Капет каланине итлесе, эккелсем хĕçĕсене туртса кăларчĕç те Ылттăнчеч еннелле ярса пусрĕç.
Кунта мĕн пулса иртме пултарасса Ылттăнчеч халĕ ĕнтĕ питĕ лайăх ăнланчĕ. Эппин, Парăç-Пăрăнтай çĕнĕ патша пуласшăн. Чăн-чăн патша, Ылттăнчеч ашшĕ Ылттăнпик ĕмĕрлĕхех таçта кайса пуç хунă тесе шутлать е хăй çапла, иртĕхсе, унран астул туртса илесшĕн. Эппин, ашшĕшĕн те, хăйшĕн те Ылттăнчечĕн кĕрешме тытăнмалла. Çав хушăрах тата пуçне тĕлĕнтермĕш икĕ шухаш пырса çапрĕ: "Мĕншĕн Пачман пирки ыйтрĕç-ха вĕсем?" "Мĕншен вĕсене хуралта тăракан эккелсем тытса чарман-ха?" Анчах ку шухăшсен тупсăмне шыраса тăма вăхăт çук. Ылттăнчеч хăйсем тавлашнине питĕ кăсăкланса итлесе тăракан акамĕсем патнелле чакрĕ те, нимĕн пăлханмасăр, вĕренӳре чухнехи пек хушу паче:
— Çĕклĕр уххăрсене!
Ылттăнчеч каланине итлеме хăнăхнă хĕр-эккелсем, чăн-чан авалхи амаçынсем пек, уххисене çĕклерĕç.
— Çĕмренсем тытăр!
Кашни хĕр-эккелĕн укçăвĕ çурăмĕ хыçĕнче. Чĕрĕм те вăхăт иртмерĕ, кашнин аллинче — çĕмрен. Халь тесен халь пеме хатĕр вĕсем.
— Перĕр! — хыттăн кăшкăрса ячĕ Ылттăнчеч.
Хушнипе пĕрле Ылттăнчеч хăй те тапăнса килекен эккелсем еннелле персе яче. Вунпĕр çĕмрен çил шăхăрттарса эккелсене пырса çапрĕç. Темиçе çын ахлатса йăванса кайрĕ.
— Çĕнĕ çĕмрен илĕр! — вăрçă чухнехи пек хушрĕ Ылттăнчеч. Анчах çак самантра урăх никама та пемелли юлманччĕ ĕнтĕ.
Тапăнса килекен эккелсем те, ун канарĕ Капет та çил вĕçтерсе янă пек таçта кайса çухалнă.
Çапах та çакăнпа çеç пĕтĕм ĕç вĕçленмессине Ылттăнчеч лайăх ăнланчĕ. Вăл уххине çĕклерĕ те акамĕсене чĕнсе кăшкăрчĕ*.
— Ман хыççăн!
Ылттăнчеч, хăй акамĕсене ертсе, кермен картишне чупса тухрĕ те кунта хапха патĕнче хуралта тăракан эккелсем вилĕ выртнине курчĕ. Елик-пикен чĕри чӳ-ӳ! туса ыратса кайрĕ. Хайхискер ĕçсем питĕ шала кайнине, кунта чăнласах та Ылттăнпик йăхне-шывне пĕтерсе астула урăх çынна парас текенсем хуçаланма тытăннине елик-пике лайăх ăнланса илчĕ.
— Хапхана хупăр! — кăшкăрчĕ вăл хăйпе пĕрле чупса килнĕ акамĕсене. — Кĕçналăксене те тĕрĕслĕр! Пурне те хупăр та лайăх питĕрсе илĕр!.. Никама та ан кĕртĕр!..
Хапха шалтлатса хупăннине, çынсем кăшкăрашнине илтсе, керменрен кам пур пурте картишне чупса тухрĕç.
— Мĕн пулнă?
— Мĕн кăшкăрашаççĕ кунта? — пĕр-пĕринчен ыйтма тытăнчĕç пурте.
— Кавар! — пĕр сăмахпа тăнлантарчĕ елик-пике пурне те. — Каварçăсем астул тытса илесшĕн. Ертелей ăçта? — эккелсен канарĕ ниçта та çуккине курса ыйтрĕ Ылттăнчеч.
— Вăл ирхине хурал тĕрĕслеме тухнăччĕ, — хуравларĕ шалти пӳлĕмсенче сых тăнă çамрăк эккелсенчен пĕри. — Кунта вара мĕн пулнă?.. Кам вĕлернĕ вĕсене? — куçĕсене чарса пăрахса, тĕлĕнсе те хăраса ыйтрĕ вăл хапха патĕнче выртакан юлташĕсен виллисене курса.
— Парăç-Пăрăнтай хурахĕсем! — хуравларĕ те Ылттăнчеч хăй тавра пуçтарăннă çынсене пăхса çаврăнчĕ. Ытла нумайăнах мар вĕсем. Вунă-вуникĕ эккел. Хăйĕн вунă акамĕ тата патша ямахатне пăхса таракансем пĕр вунпилĕк çын. Мĕнпурĕ вăтăр-хĕрĕх çынна çитет пуль.
Ылттăнчечре самантрах чăн-чăн çарпуçĕ çуралма тытăнчĕ.
— Парăç-Пăрăнтай кавар тунă! — пурте илтмелле хыттăн каларĕ вăл. — Мана вĕлерсе, кермене тытса илесшĕн пулнă вăл. Систермесĕр кĕрсе, хуралти эккелсене вĕлернĕ. Пирĕн ертелей те вĕсемпе пĕр каварлă пулнă пулас. Куратăр пулĕ, вăл, ав, ниçта та çук. Каварçăсене хапха уçса кĕртекене те вăл пулнă пуль. Кунта килсе кĕнĕ Парăç-Пăрăнтай хурахĕсене тĕп турăмăр эпир. Анчах каварçăсем кунпа кăна лăпланса лармаççĕ. Вĕсем часах кермене туртса илес тесе, тапăнма пултараççĕ. Çавăнпа пурте кăралланăр. Керменре мĕнле кăрал тупатăр, çавна илĕр! Кермен хӳмисене, хапхисемпе кĕçналăк-ĕсене сыхлама тытăнăр!..
— Эпир питĕ сахалăн, — терĕ елик-пикене хупăрласа илнисенчен пĕри. — Каплахаллĕн нумайччен хирĕç тăраймастпăр. Пысăк вăйпа тапăнаççĕ пулсан...
Керменрен аслă элпике Айраслу тухрĕ. Аллинче — кĕçĕн ачи, Янтукан, икĕ çул çурă çеç тултарнă-ха вăл.
Хăйĕн аслă хĕрĕ Ылттăнчеч мĕскер каланине те, çынсем калаçнине те илтрĕ вăл.
— Ан хăрăр! — терĕ элпике пурне те çирĕп сассипе. — Часах пĕтĕм хула халăхĕ пире сыхлама çĕкленет. Тата... тата паянах, акă, пирĕн пата пирĕн патша Ылттăнпик килсе çитет!..
Аслă пике Айраслу ку сăмахсене питĕ ĕненмелле, чунтан каларĕ. Çавăнпа вĕсене итлесе тăракансем пурте элпике сăмахĕсене тӳрех ĕненчĕç. "Анне ăçтан пĕлет-ха вара паян атте килессе?" — тĕлĕнчĕ Ылттăнчеч. Çапах та вăл та амăшĕ каланине пĕтĕмпех ĕненчĕ. Эппин, каварçăсем ытла нумаях хуçаланас çук.
Пуринчен те кайран керменрен картишне, çынсем пуçтарăннă тĕле, кăнар-тикки, Ылттăнчеч шăллĕ вуннă тултарнă Тутимĕр чупса тухрĕ.
— Мана та хĕç парăр! — кăшкăрса ячĕ вăл кунта мĕн пулса иртнине илтсе. — Мана та ухă парăр! Эпĕ те каварçăсемпе çапăçатăп!..
Пурте кулса ячĕç.
— Тутимĕр кăнар-тикки пирĕнпе чухне эпир никамран та хăрамастпăр, — кăмăллăн кулса калаçса илчĕ кĕреçе сухаллă ватă эккел. — Атя, ухă тыт. Анчах халех пеме ан тытăн-ха. Тăшмансем килмеççĕ.
Анчах вăл апла калани тĕрĕс пулмарĕ. Хапха тăрринчи турул çинче тăракан эккел кăшкăрса яче:
— Килеççĕ!
— Камсем? — арçыннăнни пек хулăм саспа ыйтрĕ Ылттăнчеч.
— Парăç-Пăрăнтай çыннисем!..
Чăнах та, хапха леш енче ут ури сассисем илтĕнчĕç. Унтан такамăн хулăм сасси янăраса кайрĕ:
— Çĕнĕ элтепер пирĕн патша Парăç-Пăрăнтай хушнипе кермен хапхине уçма хушатăп!..
— Шуйттан сан валли тамăк хапхине уçтăр! — хирĕç кăшкăрчĕ кĕреçе сухаллă эккел. - Пурте хатĕрленĕр!.. Кĕрес тесе тапăнма пултараççĕ!..
Анчах тапăнни-мĕн туни пулмарĕ-ха.
— Парăç-Пăрăнтай хушнипе эпир никама та вĕлерместпĕр! — çаплах калаçрĕ хӳме леш енчен килнĕ çынсен элчи. — Парăнăр! Хапхана уçăр! Çĕнĕ патша паян кермене килмелле!.. Ылттăнпик çук. Вырăссем ăна шыва путарса вĕлернĕ. Халĕ пирĕн патша — Парăç-Пăрăнтай!
— Акă сана çĕнĕ патша!..
Тахăш вăхăтра турула хăпарнă Ылттăнчеч персе янă çĕмрен Парăç-Пăрăнтай элчине мăйран пырса çапрĕ. Лешĕ икĕ аллипе пырне ярса тытрĕ те кутăн кайса ӳкрĕ.
— Переççĕ! — кăшкăрса ячĕç пĕрле килнисем. Чăл та пар пăрçа сапнă пек тĕрлĕ еннелле саланчĕç те тарса кайрĕç.
— Тарчĕç! — кулса ячĕç турул çинчи эккелсем.
Пĕтĕм тискер ĕç çакăнпа çеç вĕçленес çуккине Ылттăнчеч питĕ лайăх ăнланчĕ. Халь ĕнтĕ Парăç-Пăрăнтай хăйĕн мĕнпур вăйне пухса кермене тытса илме тăрăшма пултарать. Халь тин уншăн каялла каймалли çул çук. Е чăнласах та вăл кермене тытса илсе хăйне патша тесе пĕлтерет, е ăна, каварçă тесе, пуç хĕрлĕ çакса вĕлереççĕ. Эппин, йĕри-тавра хӳтĕленме хатĕрленмелле. Кермен тавра тăватă турул: пĕр хапха та виçĕ кĕçналăк. Тăшман е хапха витĕр, е пĕр-пĕр кеçналăк витĕр кĕрес тесе тăрăшма пултарать. Эппин, кашни кĕçпалăка тата хапхана сыхлас пулать.
— Кашни турул çине — вунă эккел! — хушрĕ Ылттăнчеч. — Хĕрарăмсем картишĕнчех юлаççĕ. Кирлĕ пулсан, пире мĕн кирлине тупса пама хатĕр тăраççĕ.
Çавăнтах елик-пике эккелсене, пайăн-пайăн уйăрса, турулсем çине ячĕ те хăй Аслă хапха тăрринчи турул çине хăпарчĕ.
Ташмансем Парăç-Пăрăнтай килĕ енчен килмелле. Ылттăнчеч çавăнталла пăха пуçларĕ.
— Эпĕ те сирĕнпе пулатăп! — сасартăк илтех кайрĕ. Тутимĕр те аппăшĕ патне чупса хăпарнă иккен.
— Аялта пул, картишĕнче! — хушрĕ Ылттăнчеч шăллĕне. — Эсĕ аялта пулни кирлĕ. Çĕмренсем парса тăратăн.
— Çук, эпĕ те тăшмансемпе çапăçасшăн! — килĕшмерĕ кăнар-тикки аппăшĕпе. — Эпĕ — арçын, кăнар-тикки.
— Ача кăна-ха эсĕ!
— Çук. Эпĕ пысăк!.. Атте пулнă пулсан хуса ямасчĕ мана.
Ку сăмахсене хирĕç Ылттăнчеч нимĕн те калаймарĕ. Парăç-Пăрăнтай çурчĕ енчен йышлăн чупса тухни курăнчĕ.
— Килеççĕ! — кăшкăрчĕç эккелсем.
Чăнах та, Парăç-Пăрăнтай çурчĕ патĕнчен чупса тухнă çынсем темиçе ушкăна пайланчĕç те кермен еннелле чупа пуçларĕç.
— Хатĕрленĕр! — хушрĕ Ылттăнчеч. Пурте хăйсен аллине ухă тытрĕç.
— Çĕмренсем сахал! — терĕ сасартăк Тутимĕр. — Халех илсе килетĕп.
Кăнар-тикки хăпăл-хапăл картишне чупса анчĕ те пĕр пысăк çыхă çĕмрен тата хăйне валли ухă йăтса килчĕ.
Часах кермене сыхлакансемпе тапăнса килекенсен хушшинче хаяр çапăçу пуçланса кайрĕ.
Çапăçу мĕнле пырасси, мĕнпе вĕçленесси пирки Ылттăнчеч кирлĕ пек шухăшласа ĕлкĕреймерĕ. Пĕртен-пĕр шухăш унăн Парăç-Пăрăнтай çыннисене епле пулсан та кермене кĕртмелле мар, питĕ йывăр пулса çитсен, çунакан çĕмренсем тӳпене çĕклесе, пĕтĕм хула халăхне ура çине тăратма пулать. Хула халăхĕ хăйсем майлă пуласси пирки елик-пике пĕрре те иккĕленмерĕ.
Малтанласа тапăнакансем ытла хастарах пулаймарĕç. Хӳтĕленекенсем çине тăрса ухăпа пени, парăнма шутламанни вĕсене самаях пусăрăнтарчĕ. Анчах Парăç-Пăрăнтай кунпа çеç çырлахма шутламан пулас. Часах вăл, çар тумĕ тăхăнса, кермен умне хăй тухрĕ те тапана-кансене ертсе пыма тытăнчĕ.
Кермене хӳтĕлекенсен хушшинче вилнисен шучĕ ӳссе пычĕ.
— Хамăр кăна хӳтĕленейместпĕр! — кăшкăрче Ылттанчеч картишĕнче ытти хĕрарăмсемпе пĕрле чупса çӳрекен амăшне. — Хула халăхне çĕклес пулать. Çунакан çĕмренсем тӳпене çĕклĕр!..
Часах тӳпенелле кермен картишĕнчен çунакан çĕмренсем хĕвел çутинче ялкăша-ялкăша çĕкленчĕç. Нумай та вăхăт иртмерĕ, хулан пур кĕтессинче те шавлани, утсем кĕçенни илтĕне пуçларĕ. "Пулăшу килет! — шухăшларĕ Ылттăнчеч. — Халăх капланса тухсассăн Парăç-Пăрăнтай кермене тапăнма хăяймасть..."
Сасартăк Атăл енчен сиккипе килекен ут ури сассисем илтенчĕç, нумай та вăхăт иртмерĕ, утлă çар сиккипе килни курăнса кайрĕ. Сахалтан та икçĕр-виççĕр юланутçă.
"Ара, ăçтан тупăнчĕ кун пек çар? — тĕлĕнчĕ Ылттăнчеч. — Нимле çар та вăл енче пулмалла мар-çке! Е халăх çапла çар пулса пулăшма килет-и?.."
Малта хуп-хура ут çинче капмар пӳ-силлĕ çын ларса пырать. Ылттăнчеч ăна аякранах палласа илчĕ — Пачман.
— Пачман! — савăнса, хыттăн кăшкăрса ячĕ Ылттăнчеч. — Пире пулăшма Пачман килет!..
Пачман хыçĕнче — темиçе юланут. Пĕр юланутçин аллинче ялав вĕл-вĕл вĕлкĕшет. Ара, ку вăл Итурай, патшан чи шанчăклă çынни. Ун аллинче яланах патша ялавĕ пулаканччĕ.
"Ара, ку вăл шĕкĕр-элем! — тавçăрса илчĕ Ылттăнчеч сап-сарă ялав çинчи шап-шурă парса асăрхаса. — Эппин, атте таврăнать!.."
Турулти чĕрĕ-сывă çынсем пурте хăйсен еннелле сиккипе килекен утлă çар еннелле пăха пуçларĕç.
— Атте!.. Атте таврăнать! — хавасланса кăшкăрса ячĕ Ылттăнчеч. — Пачман та унпа пĕрле!.. Эпир çăлăнтăмăр!..
Аппăшне тĕке-тĕке кăнар-тикки Тутимĕр мала тухрĕ.
— Атте! — савăнса кăшкăрса ячĕ Тутимĕр. — Атте! Шĕкĕр-элем куратăп эпĕ!
Кăнар-тикки савăннипе асăрханмалли çинчен те манса кайрĕ. Турул хӳминчен çӳлерех çĕкленчĕ те тепре кăшкăрса ячĕ.
— Атте килет!..
— Чаш-ш! — туса пырса çапрĕ ăна çав вăхăтра мăйĕнчен вăрăм çĕмрен. Вуннăри ача ахлатса та ĕлкереймерĕ, касса пăрахнă йывăç пек месĕрле йăванса кайрĕ. Унăн мăйĕнчен хĕп-хĕрлĕ юн тапса тухрĕ.
— Тутимĕр! — кăшкăрса ячĕ Ылттăнчеч. — Тутимĕр!.. Шăллăм!..
Елик-пике чупса пычĕ те месĕрле ӳкнĕ шăллĕне йăтса илчĕ. Анчах кăнар-тиккин чĕри тапма чарăннăччĕ ĕнтĕ...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...