Кĕмĕл кĕпер :: Хĕçлĕ алла хĕç касмасть
Урал тăшман тапăнсан.
Ăна хирĕç, тухмалла;
Алла çут хĕç тытмалла.
Усал пуçне касмалла.
Авалхи юрăран.
Пачман çулĕ халлĕхе ăнăçлă пулса пычĕ. Ниçта та чарăнса тăмалли нимĕнле чăрмав та пулмарĕ. Улатăр шывĕ урлă каçсассăн пăлхарсен пысăк мар текĕрчĕ сĕм вăрмана кĕчĕ. Кунта ĕмĕрхи юмансем лаштăрах сарăлса ӳсеççĕ пулсассăн та çул сарлака, ялан çӳрекен çул. Çавăнпа малалла кайма тата та çăмăл пулчĕ. Пачман ним çинчен шухăшламасăр учĕ çинче пынă çĕртех кăштах канса илес терĕ. Анчах ку кăна çителĕксĕррине тӳрех ăпланчĕ. Вара çул хĕрринчех пысăк уçланка курчĕ те пĕтĕм текĕрчĕпех канма чарăнас терĕ.
Йĕри-тавра çӳллĕ курăк. Эккелсем учĕсем çинчен йĕнерĕсене илсе, пуçĕсене вĕсем çиие хурса тĕлĕре пуçларĕç. Утсем тулхăра-тулхăра курăк çиме тытăнчĕç. Хурал кăна тĕлĕрмест. Хурал йĕри-тавра тимлесе пăхса, вăл-ку сиксе ан тухтăр тесе, кăралĕпех тăрать.
Пачман кăшт кăна тĕлĕрсе те кайнăччĕ ĕнте, ун патне хурал ертелейĕ чупса пычĕ.
— Ут ури сасси! — терĕ вăл пăшăрханнăн. — Нумай юланут!.. Пирĕн хыçран килеççĕ!..
Чĕрĕм хушшинче Пачман ури çине сиксе тăчĕ:
— Хахайт! — хыттăн кăшкăрса ячĕ вăл.
Кайма выртнă эккелсем пурте самантрах ури çине сиксе тăчĕç те халь тесен халь вăрçа кĕме хатĕр паттăрсем пулса тăчĕç.
Анчах тĕрев кăлăхах пулчĕ иккен. Çул çинче сиккипе пыракан юланутçăсем курăнса кайрĕç. Вĕсем никам çине те тапăнма шухăшламаççĕ те. Уçланка канма чарăннă пăлхарсене курсан аллисене çĕклесе саламларĕç те учĕсене чармасăрах хăйсен ĕçĕпе малалла васкареç. Нумайăн та мар хăйсем, вунă-вуникĕ çын çеç. Пурте питĕ лайăх хăралланнă.
— Камсем пулчĕç вара кусем? — телĕнсе ыйтрĕ Пачманран хуралçĕсен ертелейĕ. — Мĕншĕн чарăнса тăмареç?
— Эпĕ те чухламарăм-ха, — хулпуççисене сиктеркелесе илчĕ Пачман. — Пĕр-пĕр турхан е мăрса çыннисем пулĕ. Пире, паллах, паллама пултарайман вĕсем. Эпир те хамăр элеме çĕклемен те. Юрĕ, тем мар, атя, кăштах канăпăр та малалла кайăнăр.
Кăштах канса илнĕ хыççăн пăлхарсен тĕкĕрчĕ малалла çул тытрĕ. Çул çинче нимĕнле чăрмав та пулмарĕ. Каç пулнă тĕле пăлхарсем сĕм вăрмантан тухрĕç те çĕр каçма тесе сарлака уя чарăнчĕç.
— Чатăр лартăр! — хушрĕ Пачман.
Ытти каçсенче Пачман чатăр лартмасăрах ытти эккелсемпе юнашар выртса çывăратчĕ. Хальхинче чатăр лартма хушни ертелее тĕлĕнтерчĕ. Анчах мĕн хушнине тума хăнăхнăскер вăл темиçе эккелпе пĕрле хăпăл-хапăл чатăр лартрĕ те ун умне кăвайт чĕртрĕ. Ку тĕле йăлтах тĕттĕмленсе çитрĕ. Уйăх çути те çук. Сарлака уйра йĕп чиксен те куç курмасть, темелле. Пĕртен-пĕр кăвайт çути кăна тавралăха кăштах çутатать. Акă, вăл та сӳнчĕ ĕнтĕ.
Йăлтах тĕттĕмленсе çитсессĕн, Пачман хăйпе пĕрле чатăрта пулнă юлташĕсене ури çине тăратрĕ.
— Ним сасă тумасăр чатăр аркине çĕклесе хыçалтан тухатпăр, — хушрĕ вăл.
Ку вăл ахальтен маррине эккелсем тӳрех ăнланчĕç. Ним сасă тумасăр вĕсем хăйсен канарĕ хыççăн чатăр хыçне тухреç.
— Ытти эккелсене калăр та чатăртан çирем-вăтăр утăм каярах кайса выртăр, — хушрĕ Пачман. — Пурте хатĕр тăрăр! Кĕçех кĕтмен хăнасем пулма пултараççĕ. Анчах асăрханăр: нимĕнле те вĕсене курнине ан палăртăр. Ухĕ сасси тапăнма хушнине пĕлтерет!..
Ку сăмахсене илтсессĕн, пурте часах хаяр çапăçу пуçланасса ăнланса, хăйсен канарĕ хушнă тĕле, чатăртан аллă-утмăл утăм аяккарах кайса выртрĕç те кĕтме тытăнчĕç. Анчах тăшман килни-туни пулмарĕ-ха.
Каçĕ чăнласах та питĕ тĕттĕм. Çапах та тĕттĕмре выртсан-выртсан эккелсен куçĕсем самаях кура пуçларĕç. Питĕ тимлĕн йĕри-тавралла пăхса выртрĕç эккелсем. Никам та килни-туни çаплах курăнмарĕ-ха. Анчах Пачман хушмасăр эккелсем хăйсен вырăнĕнчен пĕрре те хускалмарĕç.
Çил тухрĕ. Тӳпери сайра çăлтăрсем те сӳнчĕç. Çав вăхăтра маленчен кăвак çутă киле пуçларĕ. "Нимле тăшман та çук, тĕрев ахалех турăм пуль", — тесе те шутлама тытăнчĕ Пачман. Шăп та лăп çак вăхăтра çĕр айĕнчен тенĕ пек вунă-вуникĕ çын сиксе тухрĕç те уххисене çĕклесе çунакан çĕмренĕсене уй варринче капмарланса ларакан чатăр еннелле вĕçтерсе ячĕç. Куç хупса илмелĕх самантра пĕтĕм чатăра ялкăшах вут хыпса илчĕ. Çавăнтах хайхи таçтан килсе тухнă тăшмансем çивчĕ хĕçĕсене туртса кăларчĕç те вут хыпса илнĕ чатăр еннелле ыткăнчĕç. Чатăр патне чупса çитсе, хайхискерсем пĕр-пĕрне тĕрткелесех шала кĕрсе кайрĕç. Çав вăхăтра ӳхĕ сасси илтĕнсе кайрĕ.
Ӳхĕ сассипе харăсах Пачман ури çине сиксе тăчĕ. Ун аллинче — çутă хĕç.
— Çавăрса илĕр! — пăшăлтатса каларĕ вăл хăй хыççăн сиксе тăнă юлташĕсене. — Пĕри те тарса ан кайтăр!..
Пĕр-ик чĕрĕм хушшинче эккелсем çунакан чатăра çавăрса илчĕç. Çав вăхăтра шалтан тăшман çыннисем сике-сике туха пуçларĕç. Шалта вĕсем никама та тупайман. Кунта, чатăр тулашĕнче, хайхискерсене, Пачман эккелĕсем кĕтсе илчĕç. Аптраса ӳкнĕ вăр-хурахсем хирĕç тăма та пултараймарĕç, эккелсен хĕçĕсем айне пулса йăвана-йăвана ӳкрĕç...
Çапăçу нумая пымарĕ. Пачманпа унăн эккелĕсене ним систермесĕр çывăрнă чухнех касса вĕлерме хатĕрленнĕ тăшмансенчен пĕри те тарса каяймарĕç. Кайран кăна, пӳтсĕрсене пурне те касса вĕлернĕ хыççăн çеç, Пачман тăна кĕнĕ пек пулчĕ те вĕсенчен пĕрне те пулин чĕррĕн тытса илменшĕн кулянса илчĕ:
— Эх, кам çапла пире вĕлерме янине тĕпчесе пĕлме пулатчĕ! — терĕ вăл. — Ку вăл ахальтен пулнă ĕç мар.
— Тăхтăр-ха, тăхтăр! — кăшкăрса ячĕ çав хушăра ертелей. — Акă, палласа илтĕм. Ара, кусем паçăр кăнтăрла хамăр канма ларнă тĕлтен иртсе кайнисем пулчĕç-çке!..
— Чăнах та, — терĕç эккелсем, вилнĕ тăшмансем çине пăхса. — Пирĕн канар вара маттур. Ун чухнех хамăр тĕлтен камсем иртсе кайнине ăнланса илнĕ иккен.
— Юрĕ, — пурне те пăхса тухнă хыççăн каларĕ Пачман. — Ытла нумай пуплешсе тăрар мар. Атьăр, утсене йĕнерлер те çула тухар. Кăшт аяккарах кайсассăн, кăнтăрла канса илĕпĕр. Кунта нумай тăни пире пĕрре те кирлĕ мар.
Эккелсем, çапăçура пулман пекех, курăк çисе çӳрекен учĕсене кайса тытрĕç те вĕсене йĕнерлеме тытăнчĕç.
— Ман хыççăн! — аллипе сулса чĕнчĕ вĕсене Пачман. Вăл хăйĕн утне сиккипе кайьеннелле ячĕ.
Çапла пилĕк кун кайнă хыççăн Пачман Ресан хулине çитрĕ.
Чăнах та, питĕ вăхăтра çитрĕç кунта пăлхарсем. Ылттăнпик Ресан аслă кнеçĕпе калаçса тутар-монголсене хирĕç пĕрле кĕрешессн пирки килĕшӳ тунă хыççăн Кейӳ хулине кайма шутланă иккен. Пӳлерти ĕçсем пирки Пачман каласа пани патшана питĕ кулянтарчĕ. Вара вăл Кейӳ хулинелле çул тытассине пăрахăçларĕ те тӳрех каялла мальеннелле тухса кайрĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...